Республикӑра
![]() Видео скриншочӗ Республикӑра акан 18-мӗшӗнче ҫухалнӑ Екатерина Кораблевӑна халӗ те шыраҫҫӗ. 15-ри хӗрача ют чӗлхе шкулӗнчен 20 сехетре тухнӑ та киле таврӑнман. Кун пирки тӗнче тетелӗнче, халӑх тетелӗнче темӗн те пӗр калаҫаҫҫӗ. Тӗрӗс мар информаци те нумай. Пӗрисем хӗрачан виллине тупнӑ тесе ҫыраҫҫӗ. Теприсем видеокамера скриншотне сӳтсе яваҫҫӗ: Катя хыҫҫӑн темӗнле арҫын йӗрленӗ имӗш. Анчах ку хыпарсем тӗрӗс мар. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи Олег Дмитриев каланӑ тӑрӑх, камера ҫине лекнӗ арҫын нимӗнпе те айӑплӑ мар. Хӗрача тепӗр видеокамера ҫине те лекнӗ. Унта ӑна никам та йӗрлемест. Катьӑна хулара темиҫе кун шыраҫҫӗ ӗнтӗ. Вӑрман, ҫырма-ҫатрасене тӗплӗн тӗрӗсленӗ. Шырава нимеҫӗсем (волонтерсем), кинологсем йыттисемпе хутшӑнаҫҫӗ. Йӗрке хуралӗнчи ытти орган та айккинче юлман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Аслӑ Ҫӗнтерӳ умӗн республикӑра ветерансене, вӑрҫӑра вилнисене халалланӑ палӑка ишсе антарнӑ. Ун вырӑнне фельдшерпа акушер пункчӗ лартасшӑн. Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗн ҫыннисене ку пӑшӑрхантарать. Халӑх вырӑнти влаҫ хӑтланӑвне сивлесе РФ культура министрӗ патне ҫыру янӑ. Администраци вара ку йышӑнӑва халӑх тунине ҫирӗплетет. Ял палӑксӑр юлмассине калать. Ҫӗннине ҫӗнӗ вырӑнта тӑвӗҫ-мӗн. Халӗ Ҫӗне Эйпеҫре икӗ вырӑнта ӗҫ хӗрӳ пырать: пӗринче ФАП ҫӗклеҫҫӗ, тепринче палӑк тӑваҫҫӗ. Кивӗ палӑк ҫав вырӑнта 35 ҫул ытла тӑнӑ. Вӑл кивелнӗ. Ӑна йӑтса антарасси пирки ял пухӑвӗнче калаҫнӑ-мӗн, 30 ытла ҫын ку шухӑша ырланӑ. Ҫӗннине хӑпартмашкӑн 85 пин тенкӗ ытла кирлӗ. Ӑна нимелле тӑвасшӑн, ҫынсенчен укҫа пухасшӑн. Хальлӗхе палӑк вырӑнӗнче йывӑҫсене каснӑ, никӗсне янӑ. Ҫӗнӗ палӑк клубпа юнашар пулӗ. Ӑна культӗҫченсем пӑхса тӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ирхи 6 сехетре Ҫӗрпӳри тӗп пульница тамбурӗнче тин ҫуралнӑ ача выртнине асӑрханӑ. Ӑна амӑшӗ пӑрахса хӑварнӑ. Урамра ун чухне 3 градус сивӗ пулнӑ. Телее, хӗрачана часах асӑрханӑ, сывлӑхӗ хӑрушлӑхра пулман. Анчах ҫав вырӑнта видеокамера пулманни лару-тӑрӑва йывӑрлатнӑ. Темӗнле пулсан та йӗрке хуралҫисем ача пӑрахса хӑварнӑ амӑшне тупнӑ. Вал — 39 ҫулти хӗрарӑм, Ҫӗрпӳрех пурӑнаканскер. Ача кӗтнӗ чухне вӑл шута тӑман. Ача унӑн пулнине экспертиза палӑртнӑ. Хӗрарӑм хӑй те йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Халӗ ку ӗҫе тишкереҫҫӗ. Ҫав хӗрпӗрчи халӗ ҫемьере ӗнтӗ. Ӑна ырӑ ҫынсем усрава илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Выдающиеся люди вашего района» конкурс ҫӗнтерӳҫисенчен пӗрисем Вӗсен хушшинче такам та пулчӗ: вӗрентекенӗ те, вӗренекенӗ те, пуҫлӑхӗ те, пуҫлӑха пӑхӑнаканӗ те, библиотекарӗ те, калем ӑсти те, авторӗ те, авторӗн геройӗ те. Сӑмахӑм — Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ «Выдающиеся люди вашего района» (чӑв. Сирӗн районӑн пултаруллӑ ҫыннисем) интернет-конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене чыслани пирки. Чӑваш наци вулавӑшӗнче паян иртнӗ темиҫе мероприятирен пӗри шӑпах ҫакӑ пулчӗ те. Ӑна республикӑн парламент пурнӑҫне 20 ҫул ҫутатса тӑракан пичет кӑларӑмӗ хӑйӗн 20 ҫулхине халалласа ҫавра сӗтел евӗр йӗркелерӗ. Ҫур ҫула тӑсӑлнӑ интернет-конкурс вӑхӑтӗнче пӑтӑрмах та пулса иртрӗ. Ҫӗнтерес тесе хӑш-пӗр автор хальхи интернет технологийӗсемпе усӑ курса хӑйшӗн суя сасӑсем хушма пӑхрӗ. Теприсем конкурента сирес тесе те ҫапла хӑтланчӗҫ пулмалла. Апла-и, капла-и, чи-чи лайӑх материал авторӗсене палӑртрӗҫ-палӑртрӗҫех. Кашни районтан пӗрер ҫынна чысларӗҫ паян. Вӗсенчен чи-чисене, абсолютлӑ ҫӗнтерӳҫӗсене, ик автора уйӑрса илчӗҫ. Ку ята Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Мишеркассинчи чӑваш чӗлхипе литературин учителӗ Светлана Храмова тата Етӗрне районӗнчи тӗп вулавӑшри сектор заведующийӗ Наталья Мазюкова тивӗҫрӗҫ. |
Республикӑра
![]() Ҫак кунсенче Чӑваш Ене РФ шалти ӗҫсен министрӗ Владимир Колокольцев килӗ. Анчах визит хупӑ пулӗ. Раҫҫейри тӗп полицейский Шупашкара ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫитӗ. Полици генералӗ Владимир Колокольцев мӗн тӗллевпе килни паллӑ мар. Анчах министр Чӑваш Енре шалти ӗҫсен ҫӗнӗ ертӳҫине ҫирӗплетнипе ҫыхӑннӑ теҫҫӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть ЧР ШӖМне Сергей Неяскин ертсе пыма тытӑннӑ. Сергей Дмитриевича РФ Президенчӗ Владимир Путин 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Указа алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Элӗк районӗнче кӑҫалхи ку пулӑма тӗлӗнтермӗшпех танлаштарма пулать-тӗр. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа унта нумаях пулмасть виҫҫӗмӗш йӗкӗреш ҫуралнӑ. Ангелинӑпа Виктория Алексеевӑсене ЗАГСра ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче регистрациленӗ. Хӗрачасем Янӑш ялӗнче пурӑнакан ҫемьере кун ҫути курнӑ. Алексеевсен унччен икӗ ача пулнӑ. Халӗ тӳрех икӗ хӗр пӗрчи ҫут тӗнчене килнӗ. ЗАГС ӗҫченӗсем маттур ашшӗ-амӑшне чӑтӑмлӑх, ӑс-хакӑл суннӑ. Ачасене вара сывлӑх суннӑ — ан чирлеччӗр. Элӗк районӗнче кӑҫал пӗрремӗш йӗкӗреш кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫуралнӑ, иккӗмӗшӗ — нарӑсӑн 20-мӗшӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Аркадий Лабинов — сулахайра Вӑрнар районӗнче пурӑнакан Лабиновсене Сочире чысланӑ. Унта ҫемье пуҫӗ 85 ҫулти Аркадий Лабинов кайнӑ. Авруй ялӗнче пурӑнакан Лабиновсем ветеринари тытӑмӗнче чылай ҫул ӗҫленипе палӑрнӑ. Вӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри «Ветеринарири ӗҫ династийӗ» конкурсра мала тухнӑ. Лабиновсен династийӗ ҫак тытӑмра пӗтӗмпе 1464 ҫул вӑй хурать. Династи пуҫлӑхӗ Виталий Павлович та пурнӑҫне ветеринарие халалланӑ. Вӑл — ветеринари ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн профессорӗ. Ветеринарире 48 ҫул тӑрӑшать. Сӑмах май, Лабиновсен ултӑ ачи аслӑ пӗлӳ илнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ веттухтӑр профессине суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Раҫҫейре Пӗтӗм вырӑссен диктантне ҫырнӑ. Унта ют ҫӗршывра пурӑнакансем те хутшӑннӑ. Пирӗн республикӑра акцие хастар хутшӑннине палӑртмалла. Пӗтӗмпе вырӑс чӗлхипе 478 ҫын пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра диктанта 350 ҫын ҫырнӑ. ЧР Наци вулавӑшне 61 ҫын килнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназие вара — 39-ӑн, Раҫҫей Перекет банкӗн Чӑвашри уйрӑмне 28-ӑн пынӑ. ЧПУра диктанта тӑваттӑмӗш ҫул ҫырнӑ ӗнтӗ. Кӑҫал унта диктант текстне РФ Патшалӑх Думин Вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитетӑн Председателӗн ҫумӗ Алена Аршинова вуланӑ. Ку акцие Раҫҫейре 13 ирттереҫҫӗ. Ҫак тапхӑрта вӑл анлӑ сарӑлнӑ. |
Сумлӑ сӑмах
Республикӑра
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. |
Республикӑра
![]() Ҫуркунне аслати авӑтнине пӗрремӗш хут илтсен ҫерем ҫинче йӑваланма хушнӑ ваттисем. Ку мӗнпе ҫыхӑннӑ — пӗлместӗп. Анчах кӑҫал пӗрремӗш аслати сасси илтӗнчӗ ӗнтӗ. Пӗрремӗш аслати тӳрех инкек кӳнӗ. Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Элӗкре пушар тухнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫиҫӗм кирпӗч сарая ҫапнӑ. Ҫулӑм мачча ҫинчи утта кӗле ҫавӑрнӑ. Ҫулӑм тухнине хуҫисем курнӑ. Вӗсем тӳрех ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Пушара 10 минутран сӳнтернӗ. Пӗтӗмпе 6 тонна утӑ ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм ҫурт тата кӳршӗсен енне каҫман. Ҫав кунах ҫулӑм Муркаш районӗнчи дача ҫуртне тата мунчана тӗп тунӑ. Пушарнӑйсем юнашар икӗ пӳрте ҫулӑмран ҫӑлнӑ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 239 пушар тухнӑ. Пӗтӗмпе 20 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Пушарсенче 33 ҫын вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ | ||
| Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |