Вӗренӳ
![]() primamedia.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче ачасене шкулта вӗри апатпа тивӗҫтерес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Унта пысӑк хуласемпе районсенче апатлану комбиначӗсем пуррине, вӗри апата унтан турттарассине Алла Салаева вице-премьер пӗлтернӗ. Ҫав вӑхӑтрах 8 районта йывӑртарах пулма пултарать. Вӗсем ачасене апатлантарас ыйтӑва татса паман иккен-ха. Ҫак хыпара илтсен руспублика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев кӑмӑлсӑрланӑвне пытарман. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсене вӗри апатпа тивӗҫтерме ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин хушнине аса илтернӗ. Ҫак енӗпе йӗркене пӑсакан пуҫлӑхсен явап тытма тивесси пирки асӑрхаттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енри шкул ачисем Пӗтӗм Раҫҫейри «Помнить – значит знать» (чӑв. Асра тытни пӗлнине пӗлтерет) уҫӑ урока хутшӑннӑ. Кӑҫалхи урока Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине тата Астӑвӑмпа мухтав ҫулталӑкне халалланӑ. Мероприятие ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин, Раҫҫей ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов хутшӑннӑ. Мускаври уҫӑ урока Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑратри Катя тата Ваня Филипповсем кайма тивӗҫ пулнӑ. Ачасем «Добро не уходит на каникулы» (чӑв. Ырӑ каникула каймасть) конкурса хутшӑнса Мускава кайма тивӗҫнӗ. Вӗсем ашшӗ-амӑшӗпе тата тусӗсемпе Милиционерсен палӑкӗ тата Паллӑ мар салтака асӑнса лартнӑ палӑксен патӗнчи территорие тирпейленӗ, курӑк ҫулнӑ, чечек акнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче хысна вырӑнӗсен шучӗ нумайланӗ. Ҫакӑн пирки республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян Мускавра пулнӑ май Раҫҫейӗн ӑслӑлӑх тата аслӑ шкул министрӗпе Валерий Фальковпа калаҫса татӑлнӑ. Енсем ЧПУна никӗс аслӑ шкул статусне парасшӑн. Ҫавӑн хыҫҫӑн университет патшалӑх саккасне пурнӑҫланӑ май региона тӑнӑҫлӑ аталанма кирлӗ специалистсене вӗрентсе кӑларассипе ҫине тӑрӗ. Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, аслӑ шкулта хальхи вӑхӑтри лабораторисем халех пур. Вӗсем пысӑк шайри специалистсене хатӗрлес ӗҫре пулӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти «Садовый» микрорайонта ҫӗнӗ шкул хута яма хатӗрленеҫҫӗ. Унта 1650 ача валли вырӑн пулӗ. Паян пулас шкул вырӑнӗнче пӗрремӗш кирпӗче хунӑ. Строительство лапамне карта тытса ҫавӑрнӑ. Шкул 3-мӗш микрорайонта 37-мӗш позицире пулӗ. 3-4 хутлӑ ҫуртра аслисемпе кӗҫӗннисем валли блоксем пулӗҫ. Кунсӑр пуҫне бассейн, акт залӗ, вӑй-халпа спорт занятийӗсем валли блок тума палӑртнӑ. Шкул тавра футбол уйӗ, баскетбол тата волейбол лапамӗсем, теннис корчӗ, чупмалли ҫулсем пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шӑматкун, ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта ача пахчи уҫӑлнӑ. Ӑна чӑвашла ят панӑ. Вӑл — «Телей». Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине 220 вырӑнлӑх тунӑ. Ҫӗнӗ ача пахчинче шӑпӑрлансене кирли йӑлтах пур. Музыка тата физкультура залӗсем, методика, логопед, тухтӑр, психолог пӳлӗмӗсем, LEGO-студи пӑхса хӑварнӑ. Столовӑя та хальхи вӑхӑт ыйтнине шута илсе тунӑ. Картишӗнче ачасене вылямалли тата уҫӑлса ҫуремелли вырӑнсем пур. Вӗсене тӗрлӗ кӳлепепе илемлетнӗ. «Телей» ача пахчи Ҫӗнӗ Шупашкарӑн тӑххӑрмӗш микрорайонӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна тума тӗрлӗ бюджетран 126 миллион тенкӗ ытла тӑкакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫине Надежда Луговскаяна шкулта тата ача пахчинче медицина маскипе ҫӳреттерес ыйтӑва тепӗр хутчен пӑхса тухма ыйтнӑ. Йӗркепе килӗшӳллӗн, асӑннӑ учрежденисенче ӗҫлекен ҫынсен маска тӑхӑнмалла, ӑна кунне 4 хут улӑштармалла, перчеткене вара – икӗ хутчен. Алексей Ладыков каланӑ тӑрӑх, кунне ҫак тӗллевпе 10 пин тенкӗ кирлӗ. Ҫулталӑкне 100 миллион тенкӗ тӑкаклама тивӗ. Хыснара вара ку тӗллевпе укҫа пӑхса хуман. Сити-менджер ку нормӑна авӑн уйӑхӗнче ҫеҫ пӑхӑнма, кайран лару-тӑрӑва кура йышӑнусем тума ыйтнӑ. Авӑн уйӑхӗ валли кӑна 12 миллион тенкӗлӗх хӳтӗлев хатӗрӗсем туянӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() sibir54.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче уроксене шӑнкӑрав сассипе лармӗҫ. Урок вӗҫленнине те шӑнкӑрав систермӗ. Ҫӗнӗлӗх кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ. Уроксенче шӑнкӑрав памассине пирӗн республикӑра ҫеҫ мар, ытти ҫӗрте те йышӑннӑ. Шкулти хӑрушсӑрлӑх пирки кӑшӑлвируспа кӗрешекен оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвӗнче сӑмах хускатнӑ. Республикӑн вӗренӳ министрӗ Сергей Яковлев урок пуҫланса вӗҫленнине учитель сӑнаса тӑрассине пӗлтернӗ. Ачасем унчченхи пек кашни предмета тӗрлӗ класра вӗренмӗҫ. Физика, хими, физкультура, технологи урокӗсем чухне ҫеҫ вӗсен ятарлӑ кабинета кайма тивӗ. Ирпе шкула пынӑ чух кашни ачан ӳт температруине виҫӗҫ. Ун валли кирлӗ хатӗрсене пурӗ 2400 штук туяннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Yaroslavl.bezformata.com сайтри сӑн Чӑваш Енри тӳре-шара унчен пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулта кӗҫӗн классенче ирхи апат тӳлевсӗр пулать. Анчах ку ашшӗ-амашне питех килӗшмен. Ара, ачасем килте те ирхине апат ҫиме пултараҫҫӗ. Ҫавна май ку тӗлӗшпе сасӑлав иртнӗ: ачасене ирхине е кӑнтӑрла тӳлевсӗр апат ҫитермелле? Сасӑлава паян пӗтӗмлетнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ, чылайӑшӗ ӗнтӗ, кӑнтӑрлахи апата суйланӑ. Сасӑлава хутшӑннисен 95,7 проценчӗ ку варианта суйланӑ. Ҫапла майпа Шупашкарта вӗренекен 30 пин ача шкулта тӳлевсӗр апатланӗ. Вӑтамран пӗр порци валли хыснаран 52-53 тенкӗ уйӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкар районӗнчи Атайкассинчи ача пахчине ниепле те хута яраймаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки республикӑн вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Яковлев пӗлтернӗ. Паян ЧР Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Стратеги канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Министр унта доклад тунӑ. 110 вырӑнлӑх ача пахчине пӗлтӗрех тума пуҫланӑ. Малтанласа ӑна кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче хута яма шантарнӑ. Кайран ӗҫсене авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме пулнӑ. Анчах халӗ тата кирлӗ оборудование кӳрсе килмен иккен. Министр каланӑ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ӗлкӗреймесен те пултараҫҫӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаева кун пек хурав тивӗҫтермен. Вӑл: «Мана татӑклӑ дата кирлӗ», – тесе касса татнӑ. Ача пахчине хута ярасса ашшӗ-амӑшӗ чӑтӑмсӑр кӗтнине аса илтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти кадет Александр Бурган Калашников автоматне 1 сехетре 122 хутчен сӳтсе пуҫтарнӑ. Унӑн кӑтартӑвне Раҫҫей тата Тӗнче рекорчӗсен кӗнекине кӗртнӗ. Александр Бурган Ҫӗнӗ Шупашкарти кадет лицейӗнче 8-мӗш класра вӗренет. Вӑл Калашников автоматне ҫапӑҫури условисене ҫывӑх лару-тӑрура, ҫӗр ҫине чӗркуҫленсе, сӳтсе пуҫтарнӑ. Ҫав вӑхӑтра ӑна ура ҫине тӑма, кӑштах канса илме, шыв ӗҫме ирӗк панӑ. Вӑл мӗнле ӗҫленине тӳресем, яваплӑ секретарь, ассистентсем сӑнанӑ. Палӑртмалла: Александр Бурган кӑҫал «Чӑваш Республикинчи чи лайӑх кадет» ята тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.06.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чернышова Юлия Тимофеевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воронова Зинаида Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, паллӑ алӗҫ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |