Вӗренӳ
![]() m.tvpodolsk.ru сайтри сӑн Шкутан вӗренсе тухакансен экзаменсем вӗҫленнӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: тӑватӑ ҫамрӑк икӗ предметпа 100-шер балл пухнӑ. Ҫак маттур яш-хӗр Шупашкарти 3-мӗш лицейра, 5-мӗш гимназире вӗреннӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-мӗш шкултан вӗренсе тухнӑ ҫамрӑк обществознанипе тата вырӑс чӗлхипе 100-шер балл пухнӑ. Канашри 8-мӗш шкулта ӑс пухнӑ ҫамрӑк та маттур: вӑл обществознанипе тата историпе чи нумай балл пухнӑ. Сӑмах май, патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсен хушма тапхӑрӗ утӑ уйӑхӗн 12-17-мӗшӗсенче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() progorodsamara.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсен малтанхи кӑтартӑвӗсем паллӑ. Кӑҫал миҫе яш-хӗр экзаменра 100 балл пухнӑ? ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ҫамрӑксем экзаменсене лайӑхрах тытнӑ. Хальлӗхе 46 ҫын ППЭре 100-шер балл пухнӑ. Шупашкарти икӗ выпускник икӗ экзаменра 200 балл пухнӑ. Вӗсем 5-мӗш гимназире тата 3-мӗш лицейра вӗренеҫҫӗ. Пӗри химипе тата вырӑс чӗлхипе чи нумай балл пухнӑ. Тепри – математикӑпа тата физикӑпа. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() pnp.ru сайтри сӑн 11-мӗш класран вӗренсе тухакансем Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсене тытаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри 100 балл пухма пултарнӑ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, географипе 2 ҫын 100 балл пухнӑ. Юлашки 5 ҫулта литературӑпа ун чухлӗ балл илекенсем пулман. Кӑҫал иккӗн чи нумай балл пухнӑ. Химие тӑватӑ ҫын 100 баллӑх тытнаа. Сӑмах май, республикӑра 3 ҫамрӑка экзаменран кӑларса янӑ: вӗсем шпаргалкӑпа тата телефонпа усӑ курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Муркаш районӗнчи Кашмаш шкулне ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗччен туса пӗтермелле. Анчах ӗҫ вӑхӑтпа килӗшӳллӗн пымасть. Кун пирки ЧР вӗренӳ министрӗ Алла Салаева пӗлтернӗ. Шкулти ӗҫссене 45 процент ҫеҫ пурнӑҫланине каланӑ министр. Палӑртмалла: подрядчикпе 147,1 миллион тенкӗлӗх килӗшӳ алӑ пуснӑ, 49,2 миллион тенкипе усӑ курнӑ ӗнтӗ. Шкул патне ҫул та тумалла. Кун тӗлӗшпе ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче 11,7 миллион тенкӗлӗх килӗшӳ тунӑ. Анчах ӗҫе ниепле те пуҫӑнма ҫук, мӗншӗн тесен строительсем стройматериалсене ҫул ҫине хурса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сайтри сӑн 9-мӗш тата 11-мӗш классенчен вӗренсе тухакансем экзаменсем тытаҫҫӗ. Кӑҫал вӗсем 35 пунктра иртеҫҫӗ. Паллах, кӑшӑлвирус сарӑлнине шута илсе санитари нормисене пӑхӑнӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 11-мӗш классем географипе, химипе тата литературӑпа ППЭ тытнӑ. Химие - 882, литературӑна 245, геграфие 153 ҫын суйланӑ. Виҫӗ ачана йӗркене пӑснӑшӑн экзаменран кӑларса янӑ. Ялти 11-мӗш класра ӑс пухакан ача телефонпа усӑ курнӑ. 9-мӗш класра вӗренекенсем те йӗркене пӑснӑ: арҫын ача телефонпа усӑ курнӑ, хӗрача – шпаргалкӑпа, вӑл вӗсене никамран вӑтанмасӑр парта ҫине кӑларса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() 71 ҫулти Алексей Судленков Регионсем хушшинчи компетенци центрне — Шупашкарти электромеханика колледжне ертсе пыма пӑрахӗ. Ку должноҫре вӑл 13 ҫула яхӑн ӗҫленӗ. Кунсӑр пуҫне Чӑваш Республикин виҫҫӗмӗш тата тӑваттӑмӗш созывӗсенчи Общество палатисене ертсе пынӑ. Алексей Алексеевич 1949 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. 1984 ҫулта Пӗтӗм союзри политехника институтне куҫӑнсӑр майпа вӗренсе пӗтернӗ, 1993 ҫулта – Хусанти патшалӑх технологи университетне. Алексей Судленков 1973 ҫултанпа вӗренӳ сферинче тӑрӑшнӑ. Производство вӗрентӗвӗн мастерӗ те пулнӑ, Шупашкарти 1-мӗш професси училищинче директорӑн ҫумӗ, 1978-2002 ҫулсенче асӑннӑ училищӗн директорӗнче ӗҫленӗ. Алексей Судленкова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗсемшӗн» орден медалӗпе, «Тӑван ҫершыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» II степеньлӗ орден медалӗпе тата ыттипе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫу уйӑхӗ шкул ачисемпе ашшӗ-амӑшӗшӗн уйрӑмах хумхануллӑ вӑхӑт. Ҫак уйӑхра шкулсенче юлашки шӑнкӑрав янӑрать. Чӑваш Енре ку пулӑм кӑҫал ҫу уйӑхӗн 21 тата 22-мӗшесенче пулса иртӗ. Кӑҫал юлашки шӑнкӑрав 9-мӗш класс вӗренсе пӗтерекен пирӗн тӑрӑхри 12 пин ытла ачашӑн тата 11-мӗш класран вӗренсе тухакан 5 пин ытла ачашӑн янӑрӗ. Аса илтерер: уяв мероприятийӗсем куҫӑн мелпе иртӗҫ. Анчах кӑшӑлвирусран сыхланмалли мӗнпур мерӑна пахӑнӗҫ. Ҫакӑн пек пӗлтереҫҫӗ республикӑн влаҫ органӗсем тӗнче тетелӗнчи хӑйсен странцисенче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри сывлӑх енчен хавшак ачасен шкул-интернатӗнче Ҫар тата ӗҫ мухтавӗн музейӗ уҫӑлнӑ. Ку хыпара Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп врачӗ, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Николаев Инстаграмра пӗлтернӗ. «Кӳкеҫри шкул-интернатпа вунӑ ҫул ытла туслӑ ҫыхӑну тытатпӑр. Кунта эпӗ час-часах пулатӑп: Ҫӗнӗ ҫулта, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, юлашки шӑнкӑрав чухне. Музей тӑвас шухӑша педагогсем, шкул директорӗ пӗлтӗр сӗнчӗҫ. Эпир ырласа йышӑнтӑмӑр. Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн профсоюзӗ музей валли кантӑк витринӑсем туянса пачӗ», — хыпарланӑ Николай Станиславович. ⠀ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() rg.ru сайтри сӑн 115 миллион тенкӗ. Ҫапла пӗлтернӗ Чӑваш Енри ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Алевтина Федорова. Кун пирки Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче калаҫнӑ. Ку укҫапа Росгварди ҫыннисене е харпӑр хурал предприятийӗн ӗҫченӗсене тытма пулать. Пӗтӗмпе республикӑра 412 шкул шутланать. Пуринче те хурал ӗҫне пӗлекен ҫынсем ӗҫлемеҫҫӗ. 2018 ҫулта Керьчри шкулта инкек пулнӑ хыҫҫӑн республикӑри шкулсенче видеосӑнав, тимӗр шыракан хатӗр, полици чӗнмеллли пускӑч вырнаҫтарнӑ, ҫурт тавра карта тытнӑ, турникетсем лартнӑ. Халӗ Хусанти гимназире инкек пулнӑ хыҫҫӑн шкулсене профессионал хуралҫӑсем сыхлас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ӗнер Йӑлӑмри М.П. Костина ячӗллӗ вӑтам шкулта Сывлӑх центрӗ уҫӑлнӑ. Кун пирки Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп врачӗ, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Николаев Интаграмра пӗлтернӗ. Сывлӑх центрӗ уҫӑлнине тухтӑр питӗ кирлӗ те хальхи вӑхӑтри пулӑм тесе хакланӑ. Центрта сиплев физкультурин, массаж, физио- пӳлӗмсем, тӑвар шахти пулӗҫ. Шкулти центра федерацин травматологи центрӗн тӗп врачӗ травматолог-ортопед пырса ачасене тӗрӗслеме пултарассине пӗлтернӗ. «Чӗнсенех кайӗҫ», — хыпарланӑ тухтӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.09.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Надежда Силпи, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |