Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: «Тӑван чӗлхе вӑрттӑнлӑхӗсем» интернет олимпиада иртӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 07.03.2022 07:58 | 906 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ
chrio.cap.ru сайтран касса илнӗ сӑнӳкерчӗк
chrio.cap.ru сайтран касса илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедри «Тӑван чӗлхе вӑрттӑнлӑхӗсем» интернет олимпиада ирттерессине пӗлтернӗ. Мероприяти пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулӗ.

Интернет олимпиадӑна Чӑваш Республикинче тата республика тулашӗнче чӑваш чӗлхипе литературине тата тӑван ен культурине вӗрентекен учительсем хутшӑнӗҫ.

Вӗсен пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗччен ятарлӑ каҫӑпа кӗрсе регистрациленмелле, укҫа тӳленине ҫирӗплетекен квитанцие ярса памалла.

Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 14.30 сехетрен пуҫласа 15.30 сехетчен конкурс ыйтӑвӗсене хуравламалла.

Интернет олимпиада укҫалла иртет. Конкурса хутшӑнас текенсен 300 тенкӗ тӳлемелле.

Конкурс положенийӗпе вӗренӳ институчӗн сайтӗнче паллашма пултаратӑр.

#чӑвашлӑх, #вӗренӳ, #чӑваш чӗлхи, #Вӗренӳ институчӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1724.26.0001
2022.03.07 08:26
Agabazar
Кунта Загадки мар, Тайны темелле пулнă иçмасса. Чĕлхе тути-масине туйни çук.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем