Вӗренӳ
![]() Николай Каргин. ЧЭМК сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти электромеханика колледжӗн директорӗн тилхепине Николай Каргина тыттарнӑ. Коллектива унпа ӗнер паллаштарнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗнче тӑрӑшакансемпе республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Дмитрий Захаров тӗл пулнӑ. Колледж директорӗн пуканӗ кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче Виктор Горбунов Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне суйланнӑ, унта вице-спикер пулса тӑнӑ хыҫҫӑн пушаннӑ. Горбунов колледж директорӗнче икӗ уйӑх ҫеҫ ӗҫленӗ. Николай Каргин Муркаш районӗнче ҫуралнӑ. Маларах вӑл ЧР Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ – Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ. |
Вӗренӳ
![]() amurnews.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Садовӑй микрорайонти шкула каярах хута ярассине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫавна строительсем тата хулари тӳре-шара строительство материалӗсем хакланнипе тата проектпа смета документацине ҫӗнетме тивнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Благовещенский тата «Университетский-2» микрорайонсенчи ача пахчисене тӑвассипе те йывӑрлӑх сиксе тухнӑ. Малтан асӑннӑ микрорайонти объекта 60 процент таран хатӗрлесе ҫитернӗ, ӑна подрядчик 2022 ҫулхи ака уйӑхӗнче хута ярасшӑн. «Университетский-2» микрорайонтине кӑҫал ӗҫлеттерсе ямалла пулнӑ, анчах ӑна килес ҫулхи кӑрлачсӑр та хута яраймӗҫ. |
Вӗренӳ
![]() Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хулари Садовӑй микрорайонта хӑпартма пуҫланӑ шкул строительстви йывӑррӑн пулса пырать. Ҫавна строительство материалӗсем хакланнипе тата проектпа смета документацине ҫӗнетме тивнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Объект хакӗ, малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, 500 миллион тенкӗ хаклӑрах кайса ларӗ. Шкула 1650 ача вӗренмелӗх тума тытӑннӑ. Ҫурт 4 блокран тӑрӗ. Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫӗн классем вӗренмелли блока подрядчик раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне хута яма палӑртать. Вӗренӳ учрежденине килес ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле. |
Вӗренӳ
![]() digital.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче чӑваш литературине вӗрентме ҫӗнӗ вӗренӳ пособийӗсем пичетленсе тухнӑ. «Литература вулавӗ» кӗнекене 1-мӗш классем валли хатӗрленӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑм авторӗсем — В.И. Игнатьева, Н.Н. Чернова тата Л.В. Николаева. «Чӑваш литератури» кӑларӑма 5-мӗш классем валли хатӗрленӗ. Вӑл 7 темӑран тӑрать. Кӗнеке авторӗсем — А.А. Ядрицова, И.В. Ядранская, М.Г. Михуткина, Р.А. Мазикова, редакторӗ – Н.В. Вечеркина. 6-мӗш классем валли пичетлесе кӑларнӑ «Чӑваш литератури» вӗренӳ пособийӗн авторӗсем — А.А. Ядрицова, И.В. Ядранская, М.Г. Михуткина, Р.А. Мазикова. 7-мӗш классем валли хатӗрленӗ «Чӑваш литератури» кӗнекене «Тӗрлӗ халӑх литератури чӑвашла янӑрать» пай та кӗнӗ. 10-мӗш классем валли хатӗрленӗ «Тӑван литература» кӑларӑма А.Ф. Мышкина пухса хатӗрленӗ, редакторӗсем – В.Н. Алексеев, А.Г. Майорова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() www.chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Тӑван чӗлхесемпе литературӑсене тӗпчессипе вӗрентессин ҫивӗч ыйтӑвӗсем» ятпа тӗнче шайӗнчи ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Унта Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем те хутшӑннӑ. ЧПГӐИре пӗлтернӗ тӑрӑх, «Хальхи чӗлхе пӗлӗвӗпе литературоведенин ҫивӗч ыйтӑвӗсем» секцире Алевтина Долгова, Эдуард Лебедев, Ирина Кириллова тата Александр Кузнецов (Надежда Кузнецовӑпа пӗрле) онлайн майпа тухса калаҫнӑ. Конференци ӗҫӗ пӗрлехи ларуран тата ултӑ секцирен тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Вӗренӳ
Виталий Петрович Станьял ӑсчах Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн ачисемпе 2021 ҫулхи юпан 22-мӗшӗнче интернетпа калаҫнӑ. Ҫыхӑнӑва Шупашкарти коопераци институчӗн доценчӗ Эрбина Никитина тата шкул енчен Валентина Филиппова учительница йӗркеленӗ. Калаҫу йӗрне пичетлетпӗр. Паллашӑпӑр, яш тусӑмсем, Кӗтне хӗрӗ-каччи! Вӑй патӑр! Сирӗн «Вунҫич ҫулхи яш ӗмӗрӗ ҫитсе тӑчӗ пулмалла», манӑн вара, 82 ҫулхи чӑлах картӑн, «Аван-и, паллӑ мар ҫамрӑк ӑру» («Здравствуй, племя, младое, незнакомое») теесси кӑна юлчӗ-тӑр. Мӑрат-Тукай енче пулса курман эпӗ. Урмаелӗнче тутар ачисене вӗрентнӗ чухне утсӑр урапапа Шурута мордва пресветителӗн Макар Евсевьев ялне кайнӑччӗ, хаҫатра ӗҫленӗ вӑхӑтра ҫаврӑнса курнӑ. Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхне йӗркелесен Каҫал енчи пайтах ҫынпа, районти музейпа паллашма тиврӗ. Герман Ксенофонтов, Владимир Григорьев, Алексей Краснов, Петр Таллеров краеведсемпе нумайччен тачӑ ӗҫлемелле пулчӗ. Ҫӗнӗ Мӑрат авалах Сӗве, Чӗмпӗр, унтан Тутарти Пӑва, хамӑрӑн Ҫӗрпӳ уесӗсене кӗнӗ, кайран Патӑрьел, Йӗпреҫ районӗсенче пулнӑ. |
Вӗренӳ
![]() чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ Канаш районӗнчи Чакаҫри «Ромашка» (чӑв. Утмӑлтурат) ача пахчине хупса хунӑ. Яланлӑха мар та, анчах вӑл 3 уйӑх ӗҫлемӗ. Асӑннӑ ача пахчине Роспотребнадзорӑн специалисчӗсем тӗрӗслевпе пынӑ. Ҫавӑн чухне вӗсем шыв пӑрӑхӗнчи шывра микробсем йышлине тупса палӑртнӑ. Апат-ҫимӗҫ пӗҫерме тата кашӑк-тирӗк ҫума усӑ куракан шывра микроб виҫи 50-ран иртмелле мар иккен, Чакаҫра вара вӑл цифра 69-па танлашнӑ. Ун пек шыв санитари нормине тивӗҫтермест. Кӑлтӑка шута илсе Роспотребнадзор специалисчӗсем суда ҫитнӗ. Суд ача пахчине 90 талӑклӑха хупса хума йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Куславкка районӗнчи Тӗрлемесри шкул кӑҫал 160 ҫулхине уявлӗ. Ӗнер вара ӑна юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ҫавна май ятарлӑ линейка иртнӗ. Ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшне Куславкка районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Фирдавиль Искандаров тата райадминистрацин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин управленийӗнпуҫлӑхӗ Ираида Ларионова саламланӑ. Юсаса ҫӗнетнӗ шкула ачасем тӗлӗнсе те хавхаланса кӗнӗ. Пӗр енчен хӑтлӑ та ҫутӑ, тепӗр енчен ӑшӑ та типтерлӗ. Вырӑнтисем Чӑваш Ен Правительствине ырласа та нумай ӑшӑ сӑмах каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() ddnews.ru сайтри сӑн РФ Вӗрентӳ министерстви чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен аслӑ шкулсенче дистанци мелӗпе ӗҫлеме ирӗк пани пирки пӗлтернӗччӗ. Аттестаци те онлайн мелпе иртме пултарать. Чӑваш Енре ҫитес эрнерен аслӑ шкулсем дистанци мелӗпе вӗренӗҫ. Тепӗр тесен, вӗсем халӗ те, канмалли кунсенче, ҫак мелпех ӑс пухаҫҫӗ. Хальлӗхе кун пирки И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ, Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ, Коопераци институчӗ пӗлтернӗ. Ку хӑҫанччен тӑсӑлассине хыпарламан-ха. Аса илтерер: кӑшӑлвирус сарӑлнине пула республикӑра чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗччен канмалли кунсем шутланаҫҫӗ. Халӗ суту-илӳ центрӗсем, пасарсем, апат-ҫимӗҫ сутман лавккасем, парикмахерскисемпе илем салонӗсем ӗҫлемеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи пабликсенче Шупашкар районӗнчи Тутаркассинчи шкул директорне ӗҫрен хӑтарни ҫинчен калакан хыпарсем пичетленнӗ. «Ҫыхӑнура» форум «ӑнӑҫлӑ» вӗрентӳ хыҫҫӑнхи шӑв-шав хыҫҫӑн директора ӗҫрен кӑларса яман-ши тесе пуҫ ватать. Нумаях пулмасть шкулта тренировка иртнӗ. Ун вӑхӑтӗнче ҫулланнӑ хӗрарӑм-вахтёр шкула «пырса кӗнӗ» хӗҫпӑшаллӑ ҫынна пусса ӳкернине шкул сайтӗнче тата соцсетьсенче каласа кӑтартнӑ, кайран вӑл хыпарсене хуратнӑ. Анчах информаци шырав ҫӑлкуҫӗсен кэшӗнче упранса юлнӑ. Маларах эпир асӑннӑ форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, Тутаркассинчи шкул директорне ӗҫрен кӑларса яни пирки хыпара уҫӑмлатма май килмен, мӗншӗн тесен вӗренӳ учрежденийӗнче каникул пырать. Телефона вахтер ҫеҫ тытнӑ. Шупашкар районӗнчи вӗренӳ управленийӗнче «Ҫыхӑнура» форума йышӑнӑва ҫырӑнма е ыйту хуравне 30 кун кӗтме сӗннӗ. Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче каярах хуравлама шантарнӑ-мӗн те телефона тек тытман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гордеев Денис Викторович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |