Вӗренӳ
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ Юрий Виноградов педагог, филологи наукисен кандидачӗ, доцент 75 ҫул тултарнине халалласа «Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнин ӑслӑлӑх никӗсӗ» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ ирттернӗ. ZOOM хушӑм урлӑ йӗркеленӗ ӑслӑлӑх канашлӑвне Чӑваш, Тутар, Пушкӑрт республикисенчен, Чӗмпӗр, Самар облаҫӗсенчен наука ӗҫченӗсем, аслӑ тата ятарлӑ вӑтам пӗлӳ паракан преподавательсем, чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем, вулавӑш ӗҫтешӗсем, тутар, пушкӑрт, ирҫе чӗлхи вӗрентекенсем, учительсен пӗлӗвне ӳстерекен институт преподавателӗсемпе методисчӗсем, студентсем хастар хутшӑннӑ. Конференцие Чӑваш Республикин вӗренӱ институчӗн ректорӗ Юрий Исаев уҫнӑ, вӑл ӑслӑлӑхра тата вӗрентӳре Ю.М. Виноградовӑн тӳпи пӗлтерӗшлӗ пулнине пысӑк хак панӑ, Юрий Михайлович вӗрентекенсен вӗрентекенӗ пулнине палӑртнӑ. Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин тӗп специалисчӗ Ирина Степанова, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн филологи енӗн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Алевтина Долгова, Чӑваш наци конгресӗн вӗренӳ комитечӗн ертӳҫи Геронтий Никифоров ӑшшӑн саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cheboksari.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ Паян, кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче кӑларнӑ хушӑвне улшӑну кӗртнӗ. Республикӑра «санитарипе эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ лайӑхланнине кура» аслӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденийӗсен ӗҫӗ-хӗлӗнче улшӑну пулӗ. Тӗрӗсрех каласан, студентсем инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗренме пӑрахӗҫ. Аса илтерер: хӗрсемпе каччӑсем пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнченпе инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗреннӗччӗ. Ҫакна та палӑртар: нумаях пулмасть республикӑна кӑшӑлвирусран вакцина кӳрсе килнӗччӗ, ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр парти илсе килӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() stihi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри вӗрентекенсем «Земство учителӗ — 2021» федераци программине кӑҫал та хутшӑнайӗҫ. Аса илтерер: асӑннӑ программа пӗлтӗр вӑя кӗнӗччӗ. Аякри ялсенче вӗрентекенсем ҫитменнине кура ку программӑна кӑҫал та тӑсас тенӗ. «Земство учителӗ» программӑна хутшӑнас текенсем валли zemteacher.apkpro.ru сайт ӗҫлесе кайнӑ. Унта ҫӗршывӑн хӑш кӗтесӗнче вӗрентекенсем кирли таранах пӗлме пулать. Заявкӑсене ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Ака уйӑхӗн 16-30-мӗшӗсенче ӗҫе вырнаҫас кӑмӑллисене суйлӗҫ, унтан, ҫу уйӑхӗн 1-15-мӗшӗсенче ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртӗҫ. Вӗсемпе шкулсем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшччен килӗшӳ тумалла. Миллион тенке авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен куҫарса парӗҫ. Федераци программине лекес текенсен 55 ҫултан аслӑ пулмалла мар, вӗсен педагог опычӗ кирлӗ тата ӗҫ вырӑнӗнчен 50 километртан кая мар инҫерех пурӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енре районти ача пахчисене шӑпӑрлансене автобуспа турттарма пуҫлӗҫ. Ҫапла пӗлтернӗ паян республика Элтеперӗ Олег Николаев. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр шкулсемпе юнашарах ача пахчисем вырнаҫнӑ. Пӗчӗк ялсенче ача пахчисем ятарласа тума тӑкаклӑ. Ун пек ялсенчи шӑпӑрлансене ача пахчисене ятарлӑ автобуспа турттарсан аван. Ку вӑл шкул автобусӗ евӗртерех пулӗ. Сӑмах май каласан, паян пирӗн республикӑна 31 шкул автобусӗ килсе ҫитнӗ. Вӗсене шкулсене савӑнӑслӑ лару-тӑрура валеҫсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри пултаруллӑ ачасене ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫулпа саламланӑ, парнесемпе хавхалантарнӑ. Ачасем Шупашкарти «Эткер» центрта пухӑннӑ. Йышра —республикӑри шкулсенчи вӗренекен чи маттур ачасенчен пӗрисем. Пирӗн республикӑри маттур ачасем «Пысӑк тӑхтав» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра 3 грант ҫӗнсе илнӗ. Сахал та мар, нумай та мар. Пурӗ 1 миллион та 400 пин тенкӗлӗх. Республикӑри тӗрлӗ шкулта вӗренекен пултаруллӑ, тӑрӑшуллӑ, талпӑнуллӑ арҫын ачасемпе хӗрачасене республика Элтеперӗ Олег Николаев, республикӑн вице-премьерӗ — вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Алла Салаева саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре ҫӗнӗ шкулсем хута яма палӑртнӑ. Тӳре-шара хӑш тӑрӑхра шкул тӑвас ыйтӑва татса парас тесе ачасем мӗн чухлӗ ҫуралма пултарнине тишкернӗ. Муркаш районӗнчи Кашмаш ялӗнче ҫӗнӗ шкул тума тытӑннӑ. Унта 108 ача валли вырӑн пулӗ. Ҫавӑн пекех Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче шкул ҫумӗнче 120 ача валли пристрой тума палӑртнӑ. 2022 ҫулта Шупашкарти «Садовый» микрорайонта 1650 вырӑнлӑ шкул уҫӑлмалла. Сӑмах май, кӑҫал Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта 1600 вырӑнлӑ шкул уҫӑлнӑ. Куславкка районӗнчи Куснар ялӗнче ҫӗнӗ шкул хута кайнӑ, ача пахчи валли пристрой тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() сайтри сӑн ЧР Вӗренӳ министерстви тата Хӗрлӗ Чутай районӗн прокуратури рейд ирттернӗ. Ведомство специалисчӗсем Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта тӗрӗслев ирттернӗ. Ку шкулта тӗрӗслев унччен те пулнӑ-ха. Ун чухне апатлану рационӗ Роспотребнадзор ҫирӗплетнӗ менюпа килӗшсе тӑман. Ку кӑна мар, порцисен йывӑрӑшӗ е пӗчӗкрех пулнӑ, ҫимӗҫсем ҫинче тивӗҫлӗ маркировка лартман. Ун чухне шкул ертӳлӗхне, общество апатланӑвӗн предприятине штрафланӑ. Шкулта татах тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫитменлӗхсене йӑлтах пӗтерменни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Тӗслӗхрен, ҫӑкӑр ҫинче маркировка пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче тӑххӑрмӗш классем валли хатӗрленӗ «Тӑван литература» вӗренӳпе вулав кӗнеки кун ҫути курнӑ. Вӑл 3700 экземпляр тиражпа пичетленнӗ. Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑма Виталий Станьял (Никитин), Евгений Майков, Ольга Вишнева тата Геронтий Никифоров ҫырса-пухса хатӗрленӗ. Редакторӗ – Алина Майорова. «Тӑххӑрмӗш класра чӑваш халӑхӗн сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳрекен паха хайлавӗсене, ҫыруллӑ литература аталанӑвне авалхи тӗрӗк тапхӑрӗнчен пуҫласа XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗ таран вӗренме палӑртнӑ», – тесе пӗлтернӗ умсӑмахра. Пӗтӗмпе кӗнекере сакӑр пысӑк пай. «XXI ӗмӗрти чӑваш литератури» пайра, сӑмахран, вӗренекенсем Анатолий Хмыт, Валерии Туркай тата Марина Карягина пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллашайӗҫ. Кӑларӑм вӗҫне литература ӑнлавӗсен сӑмахсарӗ вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сайтри сӑн Республикӑри шкулсенче пулас инженерсене хатӗрлеме тытӑнӗҫ. Кун пирки ЧР Вӗренӳ министерстви пысӑк предприяти, ИТ-компанисен ертӳҫисемпе, университет ректорӗсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн пӗлтернӗ. Электротехника кластрӗ валли ҫулталӑкра 400 яхӑн пысӑк квалификациллӗ специалист кирлӗ. Ҫавна май шкул ачисен хушшинче техника профессисене анлӑ сарас тӗлӗшпе ҫитес ҫултан республикӑри 10 шкулта инженери класӗсем пулӗҫ. Вӗренӳ министрӗ Алла Салаева пӗлтернӗ тӑрӑх, профориентацие 7-мӗш класранах вӗрентӗҫ. Тен, инженери класӗсенче ӗҫлекен вӗрентекенсен шалӑвӗ пысӑкрах пулӗ. Хальлӗхе ку ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() turbo/ural-meridian.ru сайтри сӑн Улатӑр районӗнчи Ахматово шкулӗнче вӗренекен ачасен ашшӗ-амӑшӗ шкулта сивӗ пулни пирки тӗнче тетелӗнче кӑмӑлсӑрланса ҫырнӑ. Кун хыҫҫӑн прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 14-мӗшӗ тӗлне шкул котельнӑйӗнче тӑватӑ котелтан иккӗшӗ ӗҫлемен. Ҫавна май шкул ачисем сивӗ классенче вӗреннӗ. Раштавӑн 17-мӗшӗ тӗлне пӗр котелне ӗҫе кӗртнӗ. Кун хыҫҫӑн пӳлӗмсенчи сывлӑш температури 17 градуса ҫитнӗ. Анчах ку та требованисемпе килӗшсе тӑмасть. Мӗншӗн капла пулса тухнӑ-ха? Хутса ӑшӑтмалли сезона япӑх хатӗрленнӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Директор тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарасси пирки те шутлаҫҫӗ. Паянхи куна илес тӗк, шкулта пӳлӗмсенче ӑшӑ, батарейсем вӗри. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.06.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чернышова Юлия Тимофеевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воронова Зинаида Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, паллӑ алӗҫ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |