Чӑваш Енӗн тӗп хули ҫеҫ мар, ун ҫывӑхӗнчи ялсем те сарӑлса пыраҫҫӗ. Шупашкар районӗн центрӗ те ҫавах. Кӳкеҫре юлашки темиҫе ҫулта 9-шар хутлӑ 7 ҫурт хӑпартса та лартрӗҫ. Вӗсенче ытларах чухне ҫамрӑк ҫемьесем тӗпленеҫҫӗ. Республикӑн кӑнтӑр енчи районӗсенчи ҫемьесем Шупашкар ҫывӑхне туртӑнаҫҫӗ, хулари общежитисенче пурӑннисем те Кӳкеҫре хваттерлӗ пулчӗҫ.
Ҫамрӑк ҫемьесенче ачасем ҫуралаҫҫӗ. Вӗсене шкул кирлӗ. Паянхи куна Кӳкеҫре икӗ шкул. Ҫакӑ сахал, паллах. Кӳкеҫсем тепӗр шкул пирки тахҫанах ӗмӗтленеҫҫӗ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ертӳҫи Олег Николаев Кӳкеҫри шкул строительствипе (ӑна проектлассипе, тӑвассипе, эксплуатацилессипе) ҫыхӑннӑ концесси килӗшӗвне «ПроШкола» тулли мар яваплӑ обществӑпа тӑвасси ҫинчен калакан хушӑва алӑ пуснӑ.
Килӗшӗве пурнӑҫлассишӗн Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полпречӗ Алексей Ладыков яваплӑ тесе палӑртнӑ.
Шкул 825 вырӑнлӑх пулмалла.