Вӗренӳ
![]() Egov-buryatia.ru сайтри сӑн Кӑҫал Чӑваш Енре «Земство вӗрентекенӗ» программӑпа килӗшӳллӗн 4 педагог 1 миллион тенке тивӗҫӗ. Ҫак программа пулӑшнипе Муркаш районӗнче тата Ҫӗмӗрлере ваканси ыйтӑвӗ татӑлнӑ. Муркаш районӗнче акӑлчан чӗлхине вӗрентекен икӗ педагог ҫитмен, Ҫӗмӗрлере вара – физика тата акӑлчан чӗлхи учителӗсем. Конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ ӗнтӗ, килӗшӳсем тӑвасси ҫеҫ юлнӑ. Палӑртмалла: «Земство вӗрентекенӗ» федераци программи ҫӗршывра кӑҫал пурнӑҫланма тытӑннӑ. 50 пин ҫын таран пурӑнакан ял-салана ӗҫлеме каякан вӗрентекенсене 1 миллион тенкӗ параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ачасене хушма пӗлу паракан тытӑмра ӗҫлекенсен професси ӑсталӑхӗн «Сердце отдаю детям — 2020» (чӑв. Чӗреме ачасене паратӑп — 2020) Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗн республикӑри тапхӑрн ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Номинацисем темиҫе пулнӑ. Ӳнер енӗпе Ҫӗмӗрлери Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн педагогӗ Наталья Варжина мала тухнӑ, физкультурӑпа спорт енӗпе — Шупашкарти «Акварелька» 162-мӗш ача пахчинчи физкультура инструкторӗ Елена Старова, социаллӑ педагогика енӗпе — Шупашкарти 42-мӗш шкулти Светлана Шишулина логопед, техника енӗпе — Шупашкарти Ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнчи Татьяна Андреева педагог. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республикӑра педагогсен хушшинче иртекен конкурс ҫӗнтерӳҫисене хавхаланарма хыснаран 400 пин тенкӗ уйӑрни пирки хушу алӑ пуснӑ. Ҫӗрпӳри М.В.Силантьев ячӗллӗ 1-мӗш шкул психологӗ Надежда Павлова, Канаш районӗнчи Шӑхасанти шкулта ӗҫлекен Лариса Данилова, Патӑрьелти 1-мӗш шкул вӗрентекенӗ Алевтина Михайлова 50-шар пин тенке тивӗҫнӗ. Шупашкарти 106-мӗш ача пахчин воспитателӗ Марина Васильева «Ҫулталӑкри воспитатель» ята тивӗҫнӗшӗн 100 пин тенкӗ илнӗ. Шупашкарти 45-мӗш шкулта истори вӗрентекен Александр Григорьев вара чи пысӑк парнене – 150 пин тенке – илнӗ. Вӑл – «Чӑваш Енри ҫулталӑкри вӗрентекен». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() astrakhanfm.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑра ирттернӗ «Чӑваш Енӗн ҫулталӑк педагог-психологӗ», «Чӑваш Енӗн социаллӑ педагогӗ», «Чи маттур класс ертӳҫи», «Чӑваш Енӗн ҫулталӑкри воспитателӗ», «Чӑваш Енӗн ҫулталӑкри учителӗ» премие тивӗҫнӗ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер алӑ пуснӑ. Ҫӗрпӳри 1-мӗш вӑтам шкулти педагог-психолог Надежда Павлова, Канаш районӗнчи Шӑхасанти социаллӑ педагог Лариса Данилова, Патӑрьелти 1-мӗш вӑтам шкулти класс ертӳҫи Алевтина Михайлова 50-шар пин тенке тивӗҫнӗ. Шупашкарти 106-мӗш «Кораблик» ача пахчинчи Марина Васильева воспитателе 100 тенкӗ парӗҫ; Шупашкарти 45-мӗш шкулти истори учительне Александр Григорьева – 150 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() syktsu.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче аслӑ шкулсене студентсене медицина маскисемпе кӗртӗҫ. Кун пирки «Новости» информаци агентстви пӗлтерет. Анчах пурте маскӑпа ҫӳремӗҫ. Организмра антитела пур тӑк маска тӑхӑнмасан та юрать. Ку студентсене те, вӗрентекенсене те пырса тивет. Медицина маскисемпе аслӑ шкулӑн тивӗҫтермелле. Ҫавӑн пекех лекци вуланӑ чухне вӗрентекенӗн медицина маскине хывма юрать. Ют ҫӗршывран, «хӗрлӗ зонӑран» килнӗ студентсене вара уйрӑмах сӑнӗҫ. Вӗсен карантинра 14 кун ларма, кӑшӑлвирус пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме анализ пама тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енри шкулсемпе ача пахчисенче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче хӑш-пӗр улшӑну пулӗ. Шкулсенче, сӑмахран, уроксене тӗрлӗ кабинетра ирттерме чарӗҫ. Унччен кашни предметпа урок тӗрлӗ кабинетра иртнӗ. Малашне апла юрамӗ. Ҫак йышӑну ачасене пӗр-пӗринпе ытлашши хутшӑнасран асӑрхассипе ҫыхӑннӑ. Чӑваш Енре кӑшӑлвирус сарӑлнине хирӗҫ ӗҫлекен оперативлӑ штаб паян черетлӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Унта тухса калаҫнӑ вӗренӳ министрӗ Сергей Яковлев вӗренӳ учрежденийӗсене эпидемиологи лару-тӑрӑвне шута илсе туса ирттермелли мерӑсем пирки асӑнса хӑварнӑ. Ҫав шутра — вӗренӳ учрежденийӗсем валли термометрсем тата антисептик валли дозаторсем туянасси. Укҫана республикӑн резерв фондӗнчен уйӑрма шухӑшласҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Паян Чӑваш Республикинчи ҫамрӑк ӑсчахсемпе специалистсен канашӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Унта 2019-2020 ҫулсенчи вӗренӳ ҫулне видеоконференцҫыхӑну мелӗпе тишкернӗ. Лару пуҫланас умӗн аслӑ шкулти преподавательсен «Открытая лекция» (чӑв. Уҫӑ лекци) республикӑри IX фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. 1-мӗш вырӑна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн шкул ҫулне ҫитменнисене пӗлӗвӗн кафедрин аслӑ преподавателӗ Николай Петренко тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Шупашкарти коопераци институчӗн гуманитари дисциплинисемпе ют чӗлхесен кафедрин преподавателӗ Николай Петренко, виҫҫӗмӗшӗнче — Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн биотехнологи тата ял хуҫалӑх продукцине тирпейлекен кафедрӑн аслӑ преподавателӗ Олеся Чеченешкина тата И.Н. Ульянов Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ Елена Драндрова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() admkrai.krasnodar.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре химипе тата обществознанипе патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле тытни паллӑ. Химипе 805 ҫын экзамен тытнӑ. Вӗсенчен 113-шӗ ППЭне «иккӗлӗх» ҫырнӑ. 137 ҫын 81 балран ытларах пухнӑ. 16 ҫын вара ыйтусене пурне те тӗрӗс хуравласа 100 балл илейнӗ. Обществознанипе 2366 ҫын пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен 289-шӗ чи сахал балл та пухайман, 457-шӗ экзамена «пиллӗклӗх» ҫырнӑ. 7 ҫын ку предметпа 100 балл пухнӑ. Вӗсем Патӑрьелти 1-мӗш шкултан, Канашри 7-мӗш шкултан, Ҫӗнӗ Шупашкарти 9-мӗш шкултан, Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимназирен, Шупашкарти 4-мӗш лицейран тата 5-мӗш гимназирен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян Вӑрмар районӗнче пулнӑ. Вӑл район центрӗнчи «Колосок» (чӑв. Пӗчӗк пучах) 2-мӗш ача пахчинче юсав ӗҫӗ епле пынипе паллашнӑ. Паллашнӑ та тӗлӗннӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине юсассипе ҫыхӑннӑ документацие мӗнпур ӗҫе кӗртмен иккен. Ача пахчин ертӳҫи Эльвира Васильева ӗнентернӗ тӑрӑх, планпа палӑртнӑ ӗҫсен 80 процентне вӗҫленӗ. Чӳречесене, ӑшӑ пӑрӑхӗсене ылмаштарнӑ, ҫивиттине юсанӑ. Шыв тата канализаци пӑрӑхне ҫӗнетмелле, сантехникӑна улӑштармалла. Ҫав вӑхӑтрах алӑксене ылмаштарассине, кӗрсе тухмалли ҫула юсассине тата ытти хӑш-пӗр ӗҫе шута илмен. Олег Николаев кӑлтӑка ҫывӑх вӑхӑтра пӗтерме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Ене вӗр ҫӗнӗ шкул автобусӗсем илсе килнӗ. Пӗтӗмпе 15 транспорт ҫитнӗ. Вӗсене республика хыснинчи укҫа-тенкӗпе туяннӑ, 33,7 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Ҫӗнӗ автобуссем ҫинче ГЛОНАСС тытӑмӗ, маяк тата тахограф пур. Ҫӗнӗ автобуссемпе киввисене улӑштарӗҫ, хӑшӗ-пӗри ҫӗнӗ маршрутпа ҫула тухӗ. Палӑртмалла: республикӑра 372 шкул автобусӗ, вӗсенчен 28-шӗ ачасене спорт тата массӑллӑ мероприятисене илсе ҫӳрет. Ыттисем 13 пин ытла ачана 1379 ялтан шкулсене турттарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.09.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Надежда Силпи, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |