Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Вӗренӳ кӗнекисем хушма тиражпа пичетленнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 25.01.2021 19:44 | 1369 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ ҫул тӗлне 16 вӗренӳ кӗнеки хушма тиражпа пичетленнӗ. Пӗлтӗр Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ вӗрентӳ учрежденийӗсенче тӑван чӗлхе, литература тата культурипе историне вӗрентме вӗренӳ кӑларӑмӗсем ҫителӗклине тишкернӗ. Унта республикӑри 328 вӗренӳ учрежденийӗ хутшӑннӑ. Ҫак тишкерӳ кӗнекесем ҫитменнине кӑтартса пачӗ. Вӗренӳ кӗнекисен ҫӳлӗкӗ 800-тен пуҫласа 6600 экземпляр таран пуянланнӑ.

Тӑван (чӑваш) чӗлхипе тӗп пӗлӳ паракан вӗренӳ организацийӗсем валли А.А. Ермошкинӑпа Н.Н. Черновӑн 1-мӗш класс валли «Чӑваш азбуки», 5-мӗш классем валли Л.П. Сергеевӑн, Е.А. Андреевӑн, Г.Ф. Брусовӑн, ҫиччӗмӗшсем валли Ю.М. Виноградовӑпа Л.Г. Петровӑн «Чӑваш чӗлхи» вӗренӳ кӗнекисем кун ҫути курнӑ.

«Тӑван литература» кӑларӑм та тепӗр хут пичетленнӗ. 5-мӗш, 6-мӗш классем валли (авторӗ тата хатӗрлекенӗ ‒ Н.Г. Иванова), ҫиччӗмӗшсем валли (авторӗсем тата пухса хатӗрлекенӗсем ‒ Н.И. Степановӑпа П.Н. Метин) «пиҫсе тухнӑ».

Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вырӑсла вӗрентекен чылай шкулта Г.В. Абрамовӑн «Чӑваш чӗлхи» вӗренӳ кӗнекипе усӑ кураҫҫӗ, ӑна автор ансат чӗлхепе ҫырнӑ, уроксене темӑсем тӑрӑх пайланӑ. Галина Васильевна ҫак линипе пӗрремӗш класран пуҫласа тӑххӑрмӗшсем валли таранах вӗренӳ кӗнекисем хатӗрлесе кӑларнӑ. Апла пулин те 1‒4-мӗш классем валли кӗнекесем ҫителӗклех мар иккен, ҫавӑнпа та хальхинче вӗсене те пичетленӗ.

О.И. Печников, М.Н. Печникова, Н.А. Краснова тата Е.А. Мулюкова 8-мӗш класс валли хатӗрленӗ «Чӑваш чӗлхи» кӑларӑма та тепӗр хут кӑларнӑ.

Юлашки ҫулсенче Е.В. Енькка 1-4-мӗш классем валли «Тӑван ен» (Родной край) вӗренӳ пособийӗсем хатӗрлерӗ. Вӗсенче «метапредмет» текен ӑнлав тӗпре тӑрать. Урӑхла каласан, тӑван ен культурине лайӑх ӑнланас тесен ытти предмета, сӑмахран, историе, математикӑна, тӑван чӗлхене тата литературине, пӗлмелле. «Тӑван ен» 1-3-мӗш классем валли ҫителӗксӗррине кура ӑна хушса пичетлемелли кӑларӑмсен списокне кӗртнӗ.

#Вӗренӳ институчӗ, #вӗренӳ, #кӗнекесем, #чӑваш чӗлхи

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем