Патӑрьел районӗнчи шкулсемпе ача пахчисенче вахтёрсем вырӑнне уйрӑм ҫынсен хуралҫисем ӗҫлеме тытӑнӗҫ.
Вырӑнти прокуратура Патӑрьелти 1-мӗш тата 2-мӗш вӑтам шкулсенче, Шӑнкӑртамри 1-мӗш вӑтам шкулта тата асӑннӑ ялти Феизов профессор ячӗллӗ вӑтам шкулта, «Солнышко» (чӑв. Пӗчӗк хӗвел) тата «Сказка» (чӑв. Юмах) ача пахчисенче тӗрӗслев ирттернӗ. Асӑннӑ учрежденисенче вахтёрсемпе хуралҫӑсем ӗҫленине палӑртнӑ. Саккуна пӑхӑнса ӗҫлес пулсан вӗсенчи йӗркелӗхе хурал организацийӗсен тытса тӑмалла.
Прокуратура суда ҫитнӗ, суд та надзор органӗпе килӗшнӗ. Кӑлтӑка ҫулталӑк хушшинче пӗтерме хушнӑ. Патӑрьел район администрацийӗ тата шкулсемпе ача пахчисен ертӳҫисем уйрӑм ҫынсен хурал организацийӗсен, Росгвардин е ведомствӑлла мар хурал органӗсен ӗҫченӗсене хурала тӑратма тивӗҫ.