Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Сывлӑх

Сывлӑх
rdkb.med.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
rdkb.med.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри тухтӑрсем магнит ҫӑтса янӑ ачасене пулӑшнӑ.

Республикӑн ача-пӑча клиника больницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, сывлӑх сиплев учрежденийӗн йышӑнупа диагностика уйрӑмне магнит ҫӑтса янӑ ачасем час-часах лекеҫҫӗ. Кашни ҫул — 15 ача таран.

Тухтӑрсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗ тӗпренчӗкӗсене магнит шариксенчен тӑракан пуҫватмӑшсем туянса пама юратать. Пӗчӗкскерсем конструктор пайӗсене ҫӑтса яраҫҫӗ. Харӑсах темиҫе магнит хыпса лартсан вӑл хырӑмран хӑй тӗллӗн тухаймасть, операци тума тивет.

Юлашки икӗ эрнере ҫеҫ ҫавӑн пек хӑтланнӑ икӗ ачана тухтӑрсем патне илсе пынӑ. Магнитсем пӗрлешсе ярса хырӑмра перитонит пуҫланса кайнӑ. Вӗсен пурнӑҫне тухтӑрсем ҫӑлса хӑварнӑ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Республикӑри офтальмологи клиника пульницине амӑшӗ икӗ уйӑхри ачине йӑтса пынӑ. Пепкен куҫӗ хӗрелнӗ, мӑкӑль тухнӑ. Пӗчӗкскер канӑҫсӑрланса макӑрнӑ.

Пӗчӗк пациента пӗр тӑхтамасӑр операци тунӑ. Ҫапла тухтӑрсем куҫҫуль юхмалли канала ӗҫлеттерсе янӑ. Виҫӗ талӑк иртсенех ачан куҫӗ йӗркене кӗнӗ. Тепӗр эрнерен вара ачапа амӑшне киле янӑ.

 

Сывлӑх

Больницӑсенче ирттерекен Уҫӑ алӑксен кунӗнче кирлӗ специалист патне лекме ҫӑмӑл.

Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ун пеккине Республикӑн ветерансен клиника госпиталӗнче йӗркелӗҫ. Асӑннӑ учреждени Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 49-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.

Уҫӑ алӑксен кунне регистратурӑна 8 (8352) 45-05-45, 8(8352) 45-07-70 номерсемпе шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла.

Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи Уӑ аӑксен кунӗнче терапевт, невролог, офтальмолог, хирург, уролог, кардиолог, оториноларинголог, акушер-гинеколог, икӗ эндокринолог йышӑнӗҫ. Терапевт ирхи 8 сехетрен пуҫаса 14 сехетчен ӗҫлӗ, ытти специалистсем — 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен. Функци диагностикин пӳлӗмӗ те йышӑнӗ.

 

Сывлӑх
laser-estet.ru сайтри сӑн
laser-estet.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре хӗрлӗхенпе чирлекенсене тупса палӑртни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: пӗрремӗш тӗслӗхсене 2019 ҫулта тупнӑ.

Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче хӗрлӗхенпе чирленӗ 35 ҫынна тупса палӑртнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар тата Комсомольски районӗнче – пӗрер тӗслӗх, тепӗр 33-шӗ – Шупашкарта.

Аса илтерер: иртнӗ уйӑхра республикӑра 8 ҫын хӗрлӗхенпе чирленӗ.

 

Сывлӑх

Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Республикӑн клиника офтальмологи больницинче ачасем валли Уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ.

Ҫамрӑк пациентсене комплекслӑ тӗрӗслӗҫ, офтальмологсем кирлӗ сӗнӳ-канаш парса пулӑшӗҫ, епле сипенмеллине каласа кӑтартӗҫ.

10 сехетре больницӑра ачасем валли анимаци программи пуҫланӗ.

Ҫамрӑк пациентсене Шупашкарти Ашмарин урамӗнчи 85-мӗш ҫуртра кӗтеҫҫӗ. Уҫӑ алӑксен кунне (8352) 51-36-54 телефонпа шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла.

Йышӑнӑва пынӑ чухне ҫумра паспорт, ҫурални ҫинчен калакан свидетельство, страхлакан медицина полисӗ, СНИЛС пулмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://m.vk.com/wall-205070452_1413
 

Сывлӑх
russia-news.ru сайтри сӑн
russia-news.ru сайтри сӑн

Юлашки вӑхӑтра республикӑра кӑшӑлвирус пирки ытлах калаҫмаҫҫӗ. Ҫапах ку чирлекенсем ҫук тенине пӗлтермест.

Ҫурла уйӑхӗн 14-20-мӗшӗсенче 77 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Ҫурлан 7-13-мӗшӗсенче 60 ҫын чирленӗ. Ку уйӑхра вара ҫак амакран пӗр ҫын та вилмен. Утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 20-мӗшӗччен ковид стационарӗсене 43 пациента илсе ҫитернӗ.

 

Сывлӑх
vk.com/rnd_21 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/rnd_21 сӑнӳкерчӗкӗ

Республикӑра пурӑнакан ҫынсем диспансеризаци тухма пултараҫҫӗ. 40 ҫултан иртнисен кашни ҫулах тӗрӗсленмелле. Ҫамрӑккисенчен кӑҫал диспансеризаци тухмаллисем: 1984, 1987, 1990, 1993, 1996, 1999, 2002, 2005 ҫулсенче ҫуралнӑ ҫынсем.

Ҫын хӑй пурӑннӑ вырӑнти поликлиникӑра тӗрӗсленмелле. Уншӑн укҫа тӳлемеле мар. Ҫумра паспорт тата медицина полисӗ ҫеҫ пулмалла.

 

Сывлӑх

Васкавлӑ пулӑшу службин ӗҫченӗсем 48 ҫулти хӗрарӑма вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ.

Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче хӗрарӑм Шупашкарти Ленин районӗнчи дачӑра пулнӑ. Вӑл сывлама йывӑррине, йӗпе тар тапса тухнине, юн пусӑмӗ чакса кайнине, хырӑм ыратнине пӗлтернӗ.

Васкавлӑ пулӑшу машини вырӑна тухса кайнӑ, анчах кирлӗ адреса тупайман. Хӗрарӑма япӑх пулса кайнӑран вӑл тек калаҫайман, унпа тепре ҫыхӑнса адреса уҫӑмлатма май килмен. Бригада парӑнман, адреса ҫине тӑрсах шыранӑ.

Шӑнкӑрава йышӑннӑ фельдшер Наталия Князева геоданнӑй тытӑмӗ урлӑ ҫывӑхра администраци ҫурчӗ пуррине асӑрханӑ. Тухтӑрсем унта кайнӑ, хуралҫӑ вӗсене кирлӗ адреса кӑтартса янӑ.

Тухтӑрсем вырӑна ҫитнӗ ҫӗре хӗрарӑмӑн шок пулма ӗлкӗрнӗ. Инфаркт пуль тесе ӑна Кардиологи диспансерне илсе кайнӑ. Анчах унӑн панкреатит пулнӑ иккен. Халӗ хӗрарӑм Хулари клиника больницинче реанимаци уйрӑмӗнче выртать.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче республикӑра икӗ аварире икӗ мотоциклист аманнӑ. Вӗсене санавиаци вертолечӗпе Шупашкарти пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Пӗр авари Улатӑр районӗнче пулнӑ, тепри – Ҫӗмӗрле районӗнче. Икӗ мотоциклист та вӑйлах аманнӑ, иккӗшӗ те халӗ комӑра. Вӗсене санавиаци вертолечӗпе Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, ку – питӗ лайӑх мел. Мӗншӗн тесен пуҫне амантнӑ пациентсене машинӑпа илсе килнӗ чухне ҫул ҫинче силлентерни сиен кӳрет.

 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Елчӗк районӗнче пурӑнакан 73 ҫулти хӗрарӑм пӗлтӗр инсульт чӑтса ирттернӗ. Нумаях пулмасть вӑл каллех пуҫ ыратнипе аптӑранӑ. Сылтӑм урипе алли туйӑмлӑхне ҫухатнӑ. Вырӑнти фельдшер васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.

Алена Шляпина тата Елена Данилова фельдшерсем ӑна пӗрремӗш медпулӑшу панӑ. Ӑна кислородпа сывлаттарса Патӑрьел районӗн пульницине илсе ҫитернӗ. КТ хӗрарӑмӑн пуҫ мимине юн кайнине ҫирӗплетнӗ. Кун хыҫҫӑн пациента Канашри медцентра илсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра фельдшерсем хӗрарӑма сӑнаса пынӑ, кирек хӑш вӑхӑтра та пулӑшу пама хатӗр тӑнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, [30], 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, ...191
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче укҫа-тенке е тивӗҫсене пула хирӗҫӳ тухма пултарать. Анчах эсир компромисс тупма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче тӑкакланас хӑрушлӑх ӳсет, ҫавӑнпа пысӑк япаласем туянма ан васкӑр.

Юпа, 19

1913
113
Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1914
112
Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1947
79
Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1978
48
Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1978
48
Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1982
44
Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
1990
36
Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та