Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Сывлӑх

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ирхине Пӑрачкаври пульницӑна 65 ҫулти хӗрарӑм пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӑл кӑкӑрӗ тӗлӗнчен ыратнине туйнӑ.

Тухтӑрсем ӑна пӑхсан унӑн миокард инфаркчӗ пулнине палӑртнӑ. Сывлӑхӗ йывӑр пулнине кура ӑна реанимацие вырттарнӑ.

Хӗрарӑмӑн сывлӑхне йӗркене кӗртсен тухтӑрсем йышӑну тунӑ: пациента Республикӑри клиника пульницине илсе ҫитермелле. Ҫапла санавиаци вертолетне чӗнсе илнӗ. Шупашкарта хӗрарӑма операци тунӑ. Халӗ унӑн сывлӑхӗ йӗркеллех.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/91025
 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Нумаях пулмасть Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульницине хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑм пынӑ. Вӑл йӗп ҫӑтса янӑ-мӗн.

Хайхискер ҫӗленӗ чухне йӗппе ҫӑвара хыпнӑ та ӑнсӑртран ҫӑтса янӑ. Унӑн хырӑмлӑхӗпе апат ҫулне эндоскопи тӗпчевӗ тунӑ. Анчах унта йӗп курӑнман. Вӑл пӗвер таранах ҫитме ӗлкӗрнӗ иккен.

Хӗрарӑма часрах операци тума йышӑннӑ. Йӗп пӗвере тӑрӑнса ларнӑ.

 

Сывлӑх

Пирӗн республикӑра ҫурла-авӑн уйӑхӗсенче кӑшӑлвирусран вилекен пулман. Утӑ уйӑхӗнче ку чире пӗр пациент парӑнтарайман. Юпа уйӑхӗнче вара 3 ҫын кӑшӑлвируса пура пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Иртнӗ эрнере 28 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Унчченхи эрнере унашкаллисем 25 ҫын пулнӑ.

Иртнӗ эрнере 291 ҫын кӑшӑлвирусран сывалнӑ. Чирлекенсем вара 285-ӗн пулнӑ.

 

Сывлӑх
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Улатӑр хулинче Мордва Республикинчи тухтӑр ӗҫлеме тытӑннӑ.

Асӑннӑ тӑрӑхри Наталия Панина педиатр ҫав ӗҫе ачасене юратнипе суйласа илнӗ. Халӗ Вӑл Улатӑрти васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн бригадинче ӗҫлет.

Ҫамрӑк хӗрарӑм ют региона «Земство тухтӑрӗ» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн килнӗ май ӑна патшалӑх миллион тенкӗлӗх пулӑшу панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/9550
 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑр районӗн пульницине 1955 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна илсе килнӗ. Вӑл монтаж кӑпӑкӗ ҫунма тытӑнсан шар курнӑ. Унӑн пичӗ, аллисем пиҫсе кайнӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн шок пулнӑ.

Улатӑрти тухтӑрсем шока ирттерсе ярсан, сывлӑхне кӑшт лайӑхлатсан пациента Республикӑри клиника пульницине илсе кайма шутланӑ. Санавиаци вертолечӗ ӑна часах Шупашкара илсе ҫитернӗ.

 

Сывлӑх
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Республикӑн ача-пӑча клиника пульницинчи оториноларингологи тата янах шӑммипе пит хирургийӗн уйрӑмне сӑмсана пирсинг ҫӑтса янӑ хӗрачана илсе пынӑ. Пӗчӗк хӑлха ҫаккине вӑл сывланӑ чухне сӑмсипе туртса илнӗ.

Ачан ашшӗ-амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, хӗрача аппӑшӗ пек сӑмси ҫине пирсинг лартса ҫӳреме ӗмӗтленнӗ. Ҫавӑн чухне вӑл ӑна ӑнсӑртран сӑмсана туртса илнӗ.

 

Сывлӑх
stylishbag.ru сайтри сӑн
stylishbag.ru сайтри сӑн

Стопкоронавирус.рф сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре юлашки эрнере 273 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Вӗсенчен 25-шне пульницӑна вырттарнӑ. Юрать-ха, вилекенсем ку эрнере пулман.

Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланнӑ. Юпа уйӑхӗнче чире парӑнтараймасӑр 2 ҫын вилнӗ тӗслӗх пулнӑ.

Сӑмах май, республикӑра ку таранччен 117911 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 4742-шӗ чире парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ

 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта республикӑн сывлӑх схылав отралсьне кадрсемпе тивӗҫтерес ыйтӑва сӳтсе явма тӗрлӗ шайри тӳре-шара, пульницӑсен тӗп тухтӑрӗсем тата ыттисем пухӑннӑ.

«Медицинские кадры – стратегический ресурс республики» (чӑв. Медицина кадрӗсем — республикӑн стратегилле хӑвачӗ) стратеги сессийӗнче тухтӑрсемпе тивӗҫтерес ыйтӑва сӳтсе явнӑ.

Ҫӗнӗрен ҫӗнӗ фельшерпа акушер пункчӗсем тӑваҫҫӗ, амбулаторисемпе клиникӑсене юсаса ҫӗнетеҫҫӗ. Анчах тухтӑр ҫук ҫуртӑн усси ҫук.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пухӑннисем умӗнче ҫапларах тӗллев лартнӑ: ялта ФАП туса пӗтрнӗ ҫӗре унта квалификациллӗ пулӑшу пама пултаракан ухтӑрсем пулмалла.

 

Сывлӑх
elets-gid.ru сайтри сӑн
elets-gid.ru сайтри сӑн

216080 - ҫавӑн чухлӗ доза вакцина илсе килнӗ Чӑваш Ене. Вӑл грипран хӳтӗленмелли «Совигрипп».

Ку вакцинӑна Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлавӗн организацийӗ ырланӑ. Вӑл пулӑшнипе ҫын гриппа вӑйлах чирлемест, чир шала каймасть.

Прививкӑна тӳлевсӗр тӑваҫҫӗ. Хӑвӑр пурӑнакан вырӑнти поликлиникӑна каймалла ҫеҫ. Ӑна муниципаллӑ округсенчи пульницӑсенче те, ялсенчи фельдшерпа акушер пункчӗсенче те тӑваҫҫӗ.

 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Канаш муниципаллӑ округӗнче виҫӗ ФАП уҫӑлнӑ.

Ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗсем Ҫӗнӗ Шелттӗм, Сител тата Кӗҫӗн Тукай ялӗсенче ӗҫлесе кайнӑ.

Хӗрлӗ хӑйӑва касма пысӑк шайри тӳре-шара пырса ҫитнӗ, ял ҫыннисем пуҫтарӑннӑ.

Кашни ФАПа тума 7 миллион тенкӗ ытла тухса кайнӑ. Ҫӗнӗ пунктсенче прививка тата процедура тумалли пӳлӗмсем, гинеколог пӳлӗмӗсем пур.

 

Страницӑсем: 1 ... 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, [26], 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, ...190
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Парикмахерские кайма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Пӗтӗм япӑх энерги ҫӳҫре пухӑнать, ӑна касни унран хӑтӑлма пулӑшать. Халӗ килте тӗплӗ тирпейлесен, кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлсан аван. Ытлашши нумай япала ан пухӑр. Чылайӑшӗ сире кирлӗ те мар.

Авӑн, 07

1925
101
Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗ йӗркеленнӗ.
1929
97
Фёдорова Ольга Фёдоровна, Социаллӑ Ӗҫ Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1938
88
Алексеев Леонтий Алексеевич, журналист-публицист ҫуралнӑ.
2001
25
Погильдяков Вениамин Васильевич, прозаик, киносценарист вилнӗ.
2005
21
Чӑваш халӑх сайчӗ ӗҫлеме пуҫланӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем