Сывлӑх
![]() Пӗтӗм Раҫҫейри тухтӑрсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ. «Чи лайӑх анестезиолог-реаниматолог» номинацире Президент пепкелӗх центрӗнче ӗҫлекен Екатерина Степанова виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл тин ҫуралнӑ ачасен интенсивлӑ терапи уйрӑмӗнче ӗҫлет. Екатерина Степанова 16 ҫул ӗнтӗ пепкесен пурнӑҫне ҫӑлать. Вӑл ача чухнех тухтӑр пулма ӗмӗтленнӗ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультетӗнче педиатри уйрӑмӗнчен вӗренсе тухсан Президент пепкелӗх центрне ӗҫе вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Пантьӑк ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Тӗрӗссипе, ӑна ҫулталӑк каяллах уҫмалла пулнӑ. Объекта пӗлтӗр авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗҫлеме палӑртнӑ. Анчах подрядчик ӗлкӗреймен. Вӑл каркасне хӑпартнӑ хыҫҫӑн унпа килӗшӗве пӑрахӑҫланӑ. Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн подрядчике 4,5 миллион тенкӗлӗх штрафланӑ. Ертӳҫине те 226 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивнӗ. ФАПа тепӗр подрядчик туса пӗтернӗ. Ҫапла вӑл нумаях пулмасть, ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, кӑна алӑкне уҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫын хӑйӗн кӳршине, 56 ҫулти хӗрарӑма, кӳрентерсе пӗтернӗ. Хӗрарӑм 33 ҫулти кӳршӗ арҫыннине подъездра пирус туртнӑшӑн тата 23 сехет хыҫҫӑн шавланӑшӑн асӑрхаттарнӑ. Вӑйпитти этем каҫару ыйтас вырӑнне хӗрарӑма кӳрентерме тапранса кайнӑ. Кӳршин сӑмахне хӗрарӑм чӗре ҫывӑхне илнӗ, ӑна япӑх пулса кайнӑ. Хӗрарӑм патне васкавлӑ пулӑшу машини чӗнсе илнӗ, ӑна больницӑна вырттарма тивнӗ. Хӗрарӑма кӳрентерсе пӗтернӗ арҫынна суд административлӗ майпа явап тыттарса 3 пин тенкӗ штраф хуса пама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() mk103.med.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пӑрачкав районӗнче пурӑнакан ача урама выляма тухсан йывӑр аманнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 10 ҫулти ача тӑвайккинчен пысӑк хӑвӑртлӑхпа самокатпа ярӑнса анас тенӗ. Анчах ҫурта пырса ҫапӑнса чул стенана пуҫӗпе тӑрӑннӑ. Ача суранланнӑ вырӑна тухтӑрсем 6 минутрах пырса ҫитнӗ. Вӗсем юн пусӑмне йӗркене кӗртессипе, чӗре таппине лайӑхлатассипе вырӑнтах ҫине тӑнӑ. Апла пулин те пуҫ мимине хытах амантнӑ ача тӑна кӗрсе пӗтеймен. Ӑна Ҫӗмӗрлери территорисем хушшинчи медицина центрӗнчен Республикӑн ача-пӑча клиника больницине илсе кайнӑ. Вӑл унта сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн Республикӑра кӑшӑлвируспа чирлесси тӑваттӑмӗш эрне ӗнтӗ ӳсет. Утӑн 25-31-мӗшӗсенче - 292 ҫын, ҫурлан 1-7-мӗшӗсенче 538 ҫын инфекциленнӗ. Иртнӗ шӑматкун республикӑра 158 ҫын чирленине палӑртнӑ. Ӗнер 153 ҫын инфекциленнӗ. Иртнӗ талӑкра 2 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Ку - пысӑк хисеп мар. Ахӑртнех, нумайӑшӗ чире ҫӑмӑллӑн чӑтса ирттерет. Юлашки талӑкра 108 ҫын сывалнӑ, вилекенсем пулман. Хальхи вӑхӑтра республикӑра коллектив иммунитечӗ 8,7 процентпа танлашать. Ку - сахал. Чирлекенсем нумай чухне ку кӑтарту 80 е 90 процент пулмалли пирки калатчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарта тӑнне ҫухатнӑ арҫын патне васкавлӑ медпулӑшу сирена ҫутса хӑвӑрт ҫитнӗ.Сергей Васильев фельдшер тата Кирилл Мясников медбрат арҫын тӑнне кӑна ҫухатманнине, темле япалапа наркӑмӑшланнӑран комӑна кӗрсе ӳкнине ӑнланнӑ. Вӗсем реанимаци тума пуҫланӑ. Пациент 5-10 минутлӑха сывлама пӑрахнине кура тухтӑрсем унӑн сывлав ҫулне аспираторпа тасатнӑ, сывлама пулӑшакан укол тунӑ. Ҫапах арҫын комӑран тахман. Анчах фельдшерпа медбрат сывлӑх кӑтартӑвӗсене йӗркене кӗртнӗ, унтан пульницӑна илсе кайнӑ. Лере пациента комӑран кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Сергей Васильев фельдшерпа Анна Павлова медсестра. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Васкавлӑ межпулӑшу службинче ӗҫлекен ҫамрӑк фельдшерсем Шупашкарти арҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Вӑл эмел ӗҫнӗ те унӑн аллерги пуҫланнӑ. Арӑмӗ часрах тухтӑрсене чӗннӗ. Сергей Васильев фельдшерпа Анна Павлова медсестра васкавлӑ медпулӑшура нумай вӑхӑт ӗҫлемеҫҫӗ пулин те опыт пухма ӗлкӗрнӗ. Анафилактика шокӗпе вара пӗрремӗш хут тӗл пулнӑ. Арҫыннӑн пырӗ шыҫӑнса кайнӑ, ҫавӑнпа ӑна сывлама йывӑрланнӑ, чӗре таппи чакнӑ, чӗре ӗҫӗ пӑсӑлнӑ. Фельдшерпа медсестра арҫынна шокпа кӗрешмелли процедурӑсем тунӑ. Кӗҫех унӑн сывлӑхӗ йӗркеленнӗ те ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн Юлашки вӑхӑтра республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ ӳссе пырать. Стопкоронавирус.рф пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки талӑкра 126 ҫын инфекциленнӗ. Кун пек кӑтарту тахҫанах пулман. Юрать-ха, иртнӗ талӑкра вилекенсем пулман. 27 ҫынна пульницӑна сипленме вырттарнӑ. 83 ҫын вара сывалнӑ. Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 83,1 пин ытла ҫын чирленӗ. Вӗсен 93,6 проценчӗ сывалнӑ – ку 77,9 пин ҫынпа танлашать. 4,7 пине яхан пациент кӑшӑлвируса парӑнтараймасӑр вилнӗ. Ҫурла уйӑхӗн пуҫланнӑранпа вара Чӑваш Енре 5 ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Вӑрнар районӗнчи ватӑ арҫын кӑштах ӗҫлекеленӗ те чӗри тӗлӗнчен ыратнине туйнӑ. Эмелне ӗҫмен, иртсе каять пуль тенӗ. Анчах унӑн сывлӑхӗ япӑхлансах пынӑ. Кӳрши вара васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Арҫыннӑн миокард инфаркчӗ пулнӑ иккен. Унӑн онкологи чирӗ пулни лару-тӑрӑва тата кӑткӑслатнӑ. Светлана Васильева фельдшерпа Анна Осипова медсестра реанимобиль бригадине чӗннӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем пациента ыратнине ирттерекен укол тунӑ, юн пусӑмне хӑпартнӑ. Дмитрий Воробьевпа Сергей Кураков Наталия Кузьмина ертсе пынипе анестезиолог-медбратсем терапи ирттернӗ. Ҫапла вӗсем арҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cheboksari.bezformata.com сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче арҫын болгаркӑпа ӗҫленӗ те асӑрханмасӑр 2 пӳрнине татнӑ. Тепӗр виҫҫӗшӗ вӑйлах аманнӑ. Арҫын ҫухалса кайман - арӑмне васкавлӑ медпулӑшу чӗнме хушнӑ. Хӑй вара тухтӑрсем ҫитиччен татӑлнӑ пӳрнисене шыраса тупма тӑрӑшнӑ. Сергей Васиильев фельдшерпа Анна Павлова медсестра часах ҫитнӗ. Вӗсем арҫынна пӗрремӗш пулӑшу кӳнӗ. Ҫав вӑхӑтра сывлӑхне сӑнаса калаҫсах тӑнӑ. Унтан пациента Республикӑри клиника пульницине илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |