Шупашкарти больницӑсене пӗрлештересшӗн. Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшенче хула администрацийӗн акт залӗнче ҫав ыйтупа халӑх итлевӗ иртнӗ. Унта пухӑннисем Хулари 1-мӗш клиника больниципе Иккӗмӗш хула больницине тата П.Н. Осипов ячӗллӗ пӗрремӗш хула больницине пӗрлештерес ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Республикӑн влаҫ органӗсен официалӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑх итлевне хулара пурӑнакансем, общество организацийӗсен хастарӗсем, тухтӑрсем, депутатсемпе тӳре-шара таранах хутшӑннӑ.
Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, виҫӗ больницӑна пӗрлештернӗшӗн медперсонал йышӗ чакмӗ, ҫынсене тухтӑрсем унчченхиллех пулӑшӗҫ.