Экономика
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнче вырнаҫнӑ 1-мӗш типографи 2015 ҫулта панкрута тухнӑ. Унта ӗҫленӗ ҫынсене шалу парса татман-ха: 201 ӗҫчене 16,7 миллион тенкӗ тӳлемелле. Типографи ҫурчӗ кивӗ, 1973 ҫулта хӑпартнӑскер. Ӑна тинех туянакан тупӑннӑ. Кӑҫал ҫурта виҫӗ хутчен сутма хӑтланнӑ, кашнинчех хака чакарса пынӑ. Малтанхи хак 85 миллион тенкӗ пулнӑ, юлашкинчен 55 миллионпа сутса янӑ. Ӑна «ЛОФТ СПЭЙС» тулли мар яваплӑ общество туяннӑ (кӑҫал акан 6-мӗшӗнче регистрациленнӗ компани). Компани типографин ҫуртне, хут складне, ҫӗр лаптӑкне тата тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗре туяннӑ. «На связи» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, типографин ҫӗнӗ хуҫа тупӑнсан унта ӗҫленӗ ҫынсен ӗҫ укҫин парӑмне татма пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ЧР Арбитраж сучӗ Чӑлхапа трикотаж хапрӑкне панкрут тесе йышӑннӑ. Конкурс производствине 2019 ҫулхи пуш уйӑхӗччен уҫнӑ. Конкурс управляющийӗ – Вячеслав Самсонов, вӑл уйӑхсерен 30 пин тенкӗ илсе тӑрӗ. 2017 ҫулхи ҫуркунне налук служби Арбитраж судӗнчен хапрӑка панкрут тесе йышӑнмашкӑн ыйтнӑ. Унӑн парӑмӗ 12 миллион та 653 пин тенке ҫитнӗ. Халӗ Чӑлхапа трикотаж хапракӗнчен темиҫе организаципе ведомство парӑма татма ыйтать. Чи нумаййи «Перекет банкӗ» умӗнче пухӑннӑ: 239 миллион та 652 пин тенкӗ. Сӑмах май, Чӑлхапа трикотаж хапрӑкӗ – Владимир Ермолаевӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енри тухӑҫлӑ ӗҫлекен район-хуласене укҫан хавхалантарӗҫ. Ку ыйтӑва, сӑмах май, республикӑн Министрсен Кабинечӗн ҫак эрнери ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. 2017 ҫулта тухӑҫлӑ ӗҫленӗ вырӑнти хай тытӑмлӑх органӗсене грант уйӑрӗҫ. Район-хуласене хаклас йӗркене вара РФ Президенчӗн указӗсене пурнӑҫлас тӗллевпе палӑртнӑ. Хӑш ене тӗпе хурассине ҫӗршыв Правительствин шайӗнчех йышӑннӑ. Иртнӗ ҫул лайӑх ӗҫленӗ тесе Канаш хулине 2,488 миллион тенкӗ парӗҫ. Районсенчен Етӗрнепе Вӑрнара лекӗ. Етӗрнесене — 1,46 миллион тенкӗ, вӑрнарсене — 1,052 миллион тенкӗ. Район-хулана хавхалантармалли укҫана республика бюджетӗнче пӑхса хӑварнӑ. Пурӗ — 5 миллион тенкӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ район-хулан укҫа-тенке социаллӑ, инженери тата транспорт инфрструктурине аталантарма тӑкаклама юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ЧР Экономика аталанӑвӗн министерствинче «Юрма» агрохолдинга ҫӑмӑллӑхлӑ займ парас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Ку укҫапа хапрӑкра каяша утилизацилессипе тата какай хатӗрлессипе ҫыхӑннӑ проектсене пурнӑҫа кӗртесшӗн. Тӗрӗссипе, агрохолдинг ертӳҫи Владимир Ермолаев пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче те проекта пурнӑҫа кӗртмешкӗн 300 миллион тенкӗ ыйтса заявка ҫырнӑ. Хальхинче мӗн чухлӗ укҫа кирлине пресс-релизра палӑртман. Палӑртмалла: республика аталанӑвӗн фончӗ тӗллевлӗ займсене 5 процентпа 7 ҫул таран 50-500 миллион тенкӗ парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Промтрактор-Промлит» савут ӗҫе йышӑнать. Ҫуллахи виҫӗ уйӑхра унта ӗҫсӗр 215 ҫынна илнӗ. Аса илтерер, савутра рабочисем те, инженерсем те кирлӗ. Ҫакна Чӑваш халӑх сайчӗ республикӑн тӗп хулинчи Ӗҫлев центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх хыпарланӑччӗ. Унтисем савутра пӗр вӑхӑтра ӗҫ чарӑнса ларнӑ хыҫҫӑн паян предприятире производство вӑй илсе пыне ӗнентереҫҫӗ. Паян савутра 1,5 пин ҫын вӑй хурать. Вӗсен уйӑхри вӑтам шалӑвӗ 30 пине яхӑн ларать. Ҫулталӑк вӗҫлениччен предприятие 800-е яхӑн ҫынна кӗтеҫҫӗ. «Промтрактор-Промлит» тулли мар яваплӑ обществӑн персонал енӗпе тӑрӑшакан пуҫлӑхӗ Наталия Герасимова ҫӗртме уйӑхӗнче — 83, утӑ уйӑхӗнче — 79, ҫурла уйӑхӗнче 53 ҫынна ӗҫе йышӑннине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту илӗвӗн министерстви эрех сутакансен ӗҫне тӗрӗсленӗ. Эрех сутакансен рынокӗнчи лару-тӑрӑва паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртӗнче министерствӑсемпе ведмоствӑсен пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Ку ыйтупа Экономика министерствин пуҫлӑхӗ Владимир Аврелькин тухса калаҫнӑ. Министерство тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче «Альфа Пенза» тулли мар яваплӑ общество (вӑл «Красное и белое» лавккасене тытса тӑрать) эрехе чи пӗчӗк пулмалла хакран йӳнетсе сутнине асӑрханӑ. Ҫакна паянхи канашлура Владимир Аврелькин пӗлтернӗ. Кӑлтӑк пирки материалсене Алкоголь рынокне йӗркелесе тӑрассипе ӗҫлекен федераци службин Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсем хушшинчи управленине ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енри инноваци проекчӗсене Мускавран укҫа тивӗҫӗ. Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗ, промышленность тата суту-илӳ министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Инновацисене пулӑшакан фонд пирӗн республикӑри тӑватӑ проекта ырланӑ. Конкурса иртнӗ эрнекун, ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, пӗтӗмлетнӗ. Инноваци проекчӗсене хӳтӗлес кӑмӑллисен йышӗ ҫӗршывӗпе 970 таран пухӑннӑ, вӗсенчен 96-шне ҫеҫ суйласа илнӗ. Пирӗн республикӑри тӑватӑ проектран пӗри — электричествӑпа ӗҫлекен пандуссем (2 тӗрли) тата хӑйсем тӗллӗн утайманнисем валли аппарель кӑларасси. Ӑна Антон Михеев ятлӑ ҫын хӳтӗленӗ. Нутриентсемпе пуянлатнӑ автономлӑ апат рационӗ хатӗрлеме Виктор Харнас сӗннӗ. Купӑстана ана ҫинчен тӗрлӗ мелпе пухса илекен комбайна тата унӑн технологине Алексей Алатырев шухӑшласа кӑларнӑ. Тепӗр проект — онкологи чирӗпе аптӑракансене эндоскопи тунӑ чух кирлӗ пулакан тытӑм. Унӑн авторӗ — Руслан Сарбаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Шупашкарти ӗҫсӗр ҫынсене «Промтрактор-Промлит» тулли мар яваплӑ общество йышӑнать. Республикӑн тӗп хулинчи Ӗҫлев центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, савутра рабочисем те, инженерсем те кирлӗ. Пӗр вӑхӑтра ӗҫ чарӑнса ларнӑ хыҫҫӑн паян предприятире производство вӑй илсе пырать тесе пӗлтереҫҫӗ. Юлашки виҫӗ уйӑхра унти ӳсӗм 20-30 процентпа танлашнӑ. «Промтрактор-Промлит» савута кайма Шупашкарти Ӗҫлев центрӗ 423 ҫынна сӗннӗ, ӗҫе вырнаҫма 156 ҫынна хут панӑ. Иртнӗ эрнере савут 14 тӗп рабочие, пулӑшакан пӗр ҫынна тата инженерпа техника специалистне ӗҫе илнӗ. «Промтрактор-Промлит» тулли мар яваплӑ обществӑн персонал енӗпе тӑрӑшакан пуҫлӑхӗ Наталия Герасимова юлашки икӗ уйӑхра 100 ҫын ӗҫе вырнаҫнине пӗлтернӗ. Паян савутра 1,5 пинӗн вӑй хураҫҫӗ, вӗсен уйӑхри вӑтам шалӑвӗ 30 пине яхӑн ларать. Ҫулталӑк вӗҫлениччен предприятие 800-е яхӑн ҫынна кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Fujikura ҫитес темиҫе уйӑхра Шупашкарти производство участокне хупасси планра пурри пирки пӗлтернӗ. Евро хӑпарнине, автомобиль пасарӗнче туянасси чакнине пула ку йышӑнӑва тунӑ. Компани ертӳлӗхӗ ӗҫченсене савут хупӑнасси пирки пӗлтернӗ ӗнтӗ. Ӗҫпе тивӗҫтерекен органсене те кун пирки систернӗ: ӗҫсӗр юлакансене ҫӗннине тупма пулӑшмалла-ҫке-ха. Комапни ӗҫченсене виҫӗ уйӑх шалӑвӗ чухлӗ пособи тӳлӗ. Кунсӑр пуҫне ЧР Ӗҫлев министерстви предприятире консультаци пункчӗ йӗркелӗ, вакансисен ярмӑрккине ирттерӗ, центр специалисчӗсем ӗҫсӗр юлнӑ ҫынсене уйрӑммӑн йышӑнӗҫ. Савутра вӑй хунисене ытти енӗпе те пулӑшӗҫ. Ӗҫпе тивӗҫтерекен органсем кашнине виҫӗ вакансирен кая мар сӗнме хатӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансемпе ӗҫлекенсем кӑҫалхи ҫур ҫулта уйӑхсерен вӑтамран 25 пин те 547 тенкӗ те 80 пус ӗҫлесе илнӗ. Пӗлтӗрхи кӑрлач-уйӑхӗсенчинчен ҫак цифра 10,7 процент ӳснӗ. Маларах эпир асӑннӑ цифра — номиналлӑ ӗҫ укҫи. Ҫав вӑхӑтрах чӑн-чӑн (вырӑсла ӑна реальная теҫҫӗ) ӗҫ укҫи текен ӑнлав та пур. Вӑл вара — шалупа мӗн чухлӗ тавар туянма май панине кӑтартакан цифра. Ӑна палӑртнӑ чухне инфляци шайне шута илеҫҫӗ. Чӑн-чӑн ӗҫ укҫин шайӗ кӑҫалхи ҫур ҫулта пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 9,3 процент ӳснӗ. Сӑмах май, Раҫҫейре те ку шай ҫавӑн пекрех: ҫӗршывра чӑн-чӑн шалу 9,1 процент пысӑкланнӑ. Ҫак цифрӑсене паян иртнӗ Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче Иван Моторин премьер-министр асӑнса хӑварчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |