Экономика
![]() «Промтрактор» предприяти туса илекен продукци калӑпӑшне кӑҫал пӗлтӗрхинчен 2 хут ӳстересшӗн. Продукцин пӗтӗмӗшле калӑпӑшне укҫа ҫине куҫарсан вӑл 6 миллиард тенке яхӑн пуласса шанаҫҫӗ. Ҫак цифрӑсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата «Ростех» патшалӑх корпорацийӗн ятарлӑ вооруженин, боеприпассен тата ятарлӑ химин кластерӗн индустри директорӗ, «СоюзМаш России» обществӑн Тӗп канашӗн пайташӗ Сергей Абрамов «Трактор савучӗсем» концернӑн предприятийӗсенче пулнӑ чух каланӑ. Элтеперпе индустри пуҫлӑхӗ концернӑн «Промтрактор» тата «Промлит» предприятийӗсенче паян, авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, пулнӑ. «Промтракторӑн» конференц-залӗнче концернӑн граждан дивизионӗн хӑвачӗпе паллаштаракан хӑтлав ирттернӗ. Кайран хӑнасем цехсенче пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Ен Ӗҫ министерствинче республикӑри предприяти-организацисем шалу епле тӳленине тишкернӗ. Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлне парӑм 103,4 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Ҫак цифрӑна ЧР Ӗҫ министерстви республикӑн тепӗр ведомстви — Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗ — пӗлтернине тӗпе хурса хыпарланӑ. 103,4 миллион тенкӗ парӑма республикӑри 28 организаци 2227 ҫын умӗнче пухса тултарнӑ. Шалу парӑмӗ тесен каллех «Чӑвашавтотранс» унитарлӑ предприятие аса илнӗ. Унта кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 728 ҫын умӗнче 91,5 миллион тенкӗ парӑм шутланса тӑнӑ. 2018 ҫулхи утӑ-раштав уйӑхӗсемшӗн парӑма таткаланӑ-ха. Ун валли республикӑн Резерв фондӗнчен самай укҫа уйӑрнӑччӗ. ЧР Ӗҫ министерстви шалу парӑмне таттарассишӗн республикӑра тӗрлӗ ӗҫ туса ирттернине ӗнентерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ҫитес уйӑхра, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, пирӗн республикӑри хыснаҫӑсен шалӑвӗ ӳсӗ. Чӑваш Енӗн Финанс министерствинче ятарлӑ йышӑнӑвӑн проектне хатӗрленӗ иккен. Ведомство ӑна нормативпа право акчӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Ӗҫлӗ хута ӑнлантарса паракан хута та хатӗрленӗ республикӑн Финанс министерстви. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, патшалӑх учрежденийӗсенче ӗҫлекенсен оклачӗсен, ставкисен виҫине юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 4,3 процент ӳстермелле. Тӑкаксене республика хыснинчен саплаштарӗҫ. Хысна тытӑмӗнче ӗҫлекенсене ку хыпар хаваслантармалла. Анчах тепӗр чухне оклад ӳстернӗ хыҫҫӑнах ытти тӳлеве тӗрлӗ сӑлтав тупса касса илни вӑрттӑнлӑх мар. Хальхинче епле пулассине татса калама хальлӗхе иртерех. Мӗнех, пурӑнсан курӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Шалу виҫи ӳснипе Ҫӗмӗрле хули республикӑра малта пыракан муниципалитетсен шутӗнче. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлере хула кунне ирттернӗ. Ҫав ятпа тӗп мероприятисене хулан Тӗп лапамӗнче тата хулари культурӑпа кану паркӗнче йӗркеленӗ. Унта вырӑнти предприятисен ҫитӗнӗвӗпе, ал ӑстисен пултарулӑхӗпе, вырӑнтисен пуҫарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Шалу шайӗ ӳснипе Ҫӗмӗрле хули республикӑри муниципалитетсен хушшинче малтисенчен пӗри. Уйӑхри вӑтам шалу виҫи кӑҫалхи ултӑ уйӑхра пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 21 процент ӳснӗ. Хула кунне Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ, ҫӗмӗрлесене уявпа саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Ен Стройминӗн сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк Чӑваш Ен ипотека йышлӑн илекен Раҫҫейри 10 регион йышне кӗнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ. Вӑл вара «Новости» (чӑв. Ҫӗнӗ хыпарсем) информаци агентствин тӗпчевне тӗпе хунине палӑртнӑ. Танлаштарӑма йӗркелекенсем ӗҫлекен ҫынсем юлашки 12 уйӑхра (2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен) ҫурт-йӗр хӑпартма е туянма банксенчен кивҫен укҫа илнине тишкернӗ. Пирӗн тӑрӑхра пин ҫынтан вӑтамран 26,8-шӗ ипотека илнӗ. Ку вӑл Раҫҫейри кӑтартуран 1,4 хут пысӑкрах. Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта Чӑваш Енре 6,5 пин ҫемье 11,2 миллиард ытла тенкӗлӗх ипотека кредичӗ илнӗ. Вӗсенчен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ укҫана хваттер пая кӗрсе тума уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Ен Финанс министерстви республикӑри район-хуласенче кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра хысна епле тулнине тишкернӗ. Харпӑр хӑй тупӑшне пухасси 20 муниципалитетра пӗлтӗрхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенчинчен лайӑхланнӑ. Ҫак енӗпе уйрӑмах лайӑх ӗҫленисем: Етӗрне районӗ (ӳсӗм 16,6%), Пӑрачкав районӗ (14,9%) Ҫӗмӗрле хули (14,5%). 6 муниципалитетра тупӑш шайӗ чакнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта, сӑмахран, 9,8% пӗчӗкленнӗ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче — 5,7%, Куславкка районӗнче — 4,3%. Вырӑнти бюджетсене 3281,1 млн тенкӗ налук килнӗ, ку вӑл пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 5,1% нумайрах. Налук мар тупӑшсем — 986,6 млн тенкӗ (2018 ҫулхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 7,8% ытларах). Районсемпе хуласем 14171,5 млн тенкӗ тӑкакланӑ. Ҫав шутран 65,6 процентне вӗрентӳ отраслӗ валли уйӑрнӑ, наци экономикине — 8,1%, патшалӑхӑн ыйтӑвӗсем валли — 8,0%. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Паян Шупашкарта ҫӗнӗ савут уҫӑлнӑ. Вӑл Индустри паркӗнче вырнаҫнӑ. Турбокомпрессорсем тӑвакан тата вӗсене юсакан «Турбоком-Инвест» производствӑпа коммерци фирмине уҫма Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин, «Турбоком» компанисен ушкӑнӗн тӗп пуҫлӑхӗ Владимир Овчаренко хутшӑннӑ. Предприятин учредителӗсенчен пӗри — Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Олег Мешков. Савута уҫма май килнишӗн вӑл республика Правительствине ырласа сӑмах каланӑ. Владимир Овчаренко Шупашкар тата Чӑваш Ен ҫыннисене усӑ тӑвассишӗн тӑрӑшма шантарнӑ. «Турбоком-Инвест» хӑйӗн маркипе турбокомпрессорсем ӑсталӗ, ыттисен ҫав продукцине юсӗ. Турбокомпрессорсене завод ҫӑмӑл тата тиев турттаракан машинӑсем, ҫавӑн пекех ял хуҫалӑх промышленноҫӗ валли 100 ытла тӗрлине кӑларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енри агропромышленность комплексӗнче туса илекен продукци 26 ҫӗршыва ӑсанать. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче Раҫҫей таможни хыпарланине тӗпе хурса пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче пирӗн тӑрӑхри апат-ҫимӗҫе чикӗ леш енне 9,37 миллион долларлӑх ӑсатнӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ ҫав тапхӑртинчен 31,9 процент нумайрах. Чӑваш Енри АПК продукцийӗ республикӑн экспорчӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗнче 11,4 процент йышӑнать. Чӑваш Енри АПК продукцине ют ҫӗршыва ӑсатасси ҫулсерен ӳссе пырать. Юлашки пилӗк ҫулта агроэкспорт 2,7 хут нумайланнӑ. Ют ҫӗршыва ӑсанакан апат-ҫимӗҫрен 80 проценчӗ — тарӑннӑн тирпейлени (77% — «АККОНД», 3% — «Девелей» (соус, кетчуп, горчица), «Букет Чувашии» (сӑра), «Чӑвашхӑмлапром» (хӑмла), «Агро-Инвест» (ыраш салачӗ) тата ытти те); 20% — пӗрчӗллӗ йышши, пӑрҫа йышши тата техника культурисем (вика, пӑрҫа, йӗтӗн, горчица, ыраш, урпа). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Китай инвесторӗсем, ахӑртнех, кун пеккине кӗтмен. Ара, республикӑри ҫынсем ют ҫӗршыв ҫыннисем хайсен тӑрӑхӗнче (Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар районӗсенче) савут ҫӗклессине хирӗҫленӗ, Шупашкар районӗнчи Илпеш ялӗн ҫыннисем пикета та тухнӑ. Халӗ инвесторсем проекта ытти регионта пурнӑҫласси пирки шутлаҫҫӗ. Китай компанийӗ савут ҫӗклеме 10 миллиард тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ, ӑна ҫитес ҫул виҫҫӗмӗш кварталта тума тытӑнмалла пулнӑ. Малтан сӗт савутне Муркаш тӑрӑхӗнче вырнаҫтарма палӑртнӑ, анчах халӑх хирӗҫленӗ. Ҫӗрпӳ тата Шупашкар районӗсенчи ҫынсем те инвесторсен проектне ырламан. Китай ҫыннисем савута Чулхула облаҫӗнче е Тутарстанра ҫӗклесси пирки шутлаҫҫӗ. Ҫитменнине, инвесторсен урӑх чӑрмавсем те сиксе тухма пултаратчӗҫ: республикӑра сӗт ҫитмест, халӑх ӑна ытлах ӗҫмест. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Почта тытӑмӗнче ӗҫлекенсен шалӑвӗ ӳсӗ. Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин «Раҫҫей почтин» Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи макрорегионӗн ертӳҫипе Елена Зайцевӑпа тата почтӑн Чӑваш Енри филиалӗн пуҫлӑхӗпе Владимир Тимофеевпа тӗл пулнӑ. Владимир Тимофеев ӗнентернӗ тӑрӑх, шалу 2 пин ытла ҫыннӑн ӳсӗ. Ку вӑл мӗнпур ӗҫченӗн 70 ытла проценчӗ иккен. Ҫыхӑну уйрӑмӗсенче ӗҫлекенсен тупӑшӗ ҫапла майпа 20 процент нумайланӗ. Ӗҫ укҫине ӳстерессине Раҫҫей почти калӑпӑшлӑ проект тесе шухӑшлать. Елена Зайцева палӑртнӑ тӑрӑх, предприяти ертӳҫисем шалӑва ҫулталӑк ҫурӑ хушшинче тапхӑр-тапхӑрпа ӳстерсе пыма палӑртнӑ. Тӗлпулура ялти ҫыхӑну уйрӑмӗсен ӗҫне те сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |