Экономика
![]() https://yandex.ru сӑнӳкерчӗк «Чувашский учколлектор» (чӑв. Чӑваш вӗренӳ коллекторӗ)] тулли мар яваплӑ обществӑна сутма йышӑннӑ. Кун пирки республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата министерствин пресс-служби ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Ҫав предприятире асӑннӑ министерствӑн тӳпи — 100%. Номинал хакӗ — 54 165 180 тенкӗ. Общество Шупашкарти Шкул проездӗнчи 6-мӗш «а» ҫуртра вырнаҫнӑ. Вӑл потребительсене кирлӗ тӗрлӗ тавара курттӑмӑн тата ваккӑн сутать. Асӑннӑ организацин харпӑрлӑхӗнче 2742 тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкӗ тата 1346,8 тӑваткал метр калӑпӑшлӑ куҫман пурлӑх пур. Аукциона ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 10 сехетре ирттерӗҫ. Заявкӑсене паянтан йышӑнма пуҫласа ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗччен пухӗҫ. Пурлӑхӑн малтанхи хакӗ – 80 088 500 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() ideputat.er.ru сайтри сӑн ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, социаллӑ экономика аталанӑвӗн программине пурнӑҫламашкӑн Чӑваш Ене ҫитес тӑватӑ ҫулта 5 миллиард тенкӗ килӗ. Палӑртмалла: ку программӑна Чӑваш Ен Правительстви ӗнер, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, ҫирӗплетнӗ. Уйӑрнӑ 5 миллиард тенкӗпе мӗн тӑвӗҫ-ха? Чи малтанах ҫӗнӗ савутсем хута ярӗҫ, ҫапла майпа ҫынсем валли ӗҫ вырӑнӗсем пулӗҫ. Ку кӑна мар, ҫак программӑна ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласан Чӑваш Ене тата тепӗр 5 миллиард тенкӗ килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Таисия Ташней сӑнӳкерчӗкӗ Хӑй вӑхӑтӗнче ипотека илсе, халӗ йывӑрлӑха лекнисене пулӑшма ятарлӑ центр ӗҫлесе кайнӑ. Ипотека заёмщикӗсене пулӑшмалли информаци центрне «ДОМ.РФ» компани уҫнӑ. Ипотека тӳлессипе йывӑрлӑх сиксе тухсан 8-800-700-56-77 номерпе тӳлевсӗр шӑнкӑравлама пулать. Тӗнче тетелӗнче спроси.дом.рф сайт уҫнӑ. Унта ыйтса ҫырма май пур. Ипотекӑпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑх тӗрлӗ сӑлтавпа ҫыхӑнма пултарать. Коронавирус пандемийӗ вӑхӑтӗнче предприятисем хупӑнса ҫынсем ӗҫсӗр юлма пултараҫҫӗ. Кредита вӑхӑтра тӳлеймесен мӗн тумалла? Ипотека каникулне кама тата мӗне кура параҫҫӗ? Кредита реструктуризацилес тесен мӗн тумалла? Ҫак тата ыйтӑва уҫӑмлатма май килӗ. Маларах асӑннӑ сайтра «Вопрос-ответ» (чӑв. Ыйту-хурав) форма пур. Аса илтерер: ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин ятарлӑ каникул пама чӗнсе каланӑччӗ. Коронавирус пандемийӗ тесе йышӑннӑран РФ Правительстви тата Раҫҫей банкӗ ҫынсене пулӑшма ятарлӑ йышӑну тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() versiya.info сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре ӗҫлесе пурӑнакансен уйӑхри вӑтам шалӑвӗ 30 пин тенке ҫывхарнӑ. Республикӑн Правительство ҫуртӗнче тунтикунсерен ирттерекен ирхи канашлура сӳтсе явнӑ ыйтусем шутӗнче экономика аталанӑвӗпе ҫыхӑнни те пулнӑ. ЧР экономика аталанӑвӗн министрӗ Иван Моторин пӗлтерчӗ унта каланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче уйӑхри вӑтам шалу 7,8 процент ӳснӗ. Тепӗр майлӑ каласан, вӑл 29,2 пин тенке ҫитнӗ. Промышленность предприятийӗсене илсен, производство калӑпӑшӗ «Трактор завочӗсем» концернра ӳснӗ. Унта тракторсем тата вакунсем туса кӑларасси нумайланнӑ. Электротехника предприятийӗсем те аван ӗҫлеҫҫӗ. Ял хуҫалӑхӗ пирки каласан, сӗт суса илесси 6 процент ӳснӗ, аш-какай туса илесси 3 процент чакнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Россельхозбанк» акционерсен обществин Чӑваш Енри филиалӗ ялти ипотекӑпа усӑ курас кӑмӑллӑ пӗрремӗш ҫемьене кивҫен укҫа панӑ. Ӑна Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакан Таймаскинсен ҫамрӑк ҫемйи илнӗ. Вӗсем кредитпа ҫӗр тата пӳрт туяннӑ та ӗнтӗ. «Ял ипотеки программа пирки илтсенех эпир тӑван поселокра ҫурт туянас терӗмӗр. Пирӗн икӗ хӗр. Вӗсене ялти пӳртре лайӑхрах пулӗ. Выляма та ача-пӑча валли вырӑн ытларах. Ҫӗр ҫинче вара теплица вырнаҫтарасшӑн», – хавхаланса калаҫнӑ кил хуҫи Даниил Таймаскин. «Ял ипотеки» программӑпа кредита 25 ҫул таран илме пулать. Унӑн виҫи тӗрлӗрен. Ӑна 100 пин тенкӗрен пуҫласа 3 миллион тенкӗ таран параҫҫӗ. Алӑра кирлӗ суммӑн 10 процентӗнчен кая мар пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Чӑвашкредитпромбанка» панкрута юри кӑларма пултарнӑ. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ кредит учрежденийӗн финанс тӑрӑмне тишкерекенсем. Банк лицензине туртса илнӗ вӑхӑтра кредит учрежденийӗн обязательстви унӑн активӗнчен 348 миллион тенкӗ пысӑкрах пулнӑ. Вӑхӑтлӑх администраци пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, лицензие туртса иличчен банк активсене айккинелле юри яма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Сӑмахран, уйрӑм ҫынсене панӑ кредит 218 миллион тенкӗлӗх таврӑнман. Е тата банк ертӳҫисемпе ҫывӑх ҫынсене пурлӑх сутса 29 миллион тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ. Ҫавӑн йышши тӗслӗхсене тата самай илсе кӑтартма пулать. Аса илтерер: «Чӑвашкредитпромбанка» кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнчи панкрут тесе йышӑннӑ. Конкурс управляющийӗ 2021 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче отчет тӑвӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() vk.com/wall сайтри сӑн Чӑвашавтотранс суту тӑвасси пирки виҫӗ пӗлтерӳ кӑларнӑ. Предприятин куҫман тата куҫакан пурлӑхне сутаҫҫӗ. Канашри автотранспорт предприятине сутмалли малтанхи хака палӑртнӑ: 40,1 миллион тенкӗ. Хак кашни 10 кунра пӗчӗкленет. Юлашки хак – 22,9 миллион тенкӗ. Улатӑрти автотранспорт предприятине 15,1 миллион тенкӗпе сутма тӑратнӑ. Кашни 10 кунра хак пӗчӗкленсе 7,5 миллион тенке ҫитме пултарать. Етӗрнери автотранспорт предприятине 9,2 миллион тенкӗпе сутаҫҫӗ. Юлашкинчен хак 6,4 миллион тенкӗ пулма пултарать. Аса илтерер: Чӑвашавтотранс 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче панкрута тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() svoiludivkitae.ru сайтран илнӗ сӑн Кӑҫал Чӑваш Енри агропромышленноҫ комплексӗн предприятийӗсем Китай Халӑх Республикине, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 2,8 хут ытларах продукци ӑсатнӑ. Пӗр уйӑх ҫурӑра ҫак ют ҫӗршыва 1,1 миллион долларлӑх продукци илсе кайнӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Китая, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, аграгри продукцине 48 процент ытларах /3999 миллион долларлӑх/ ӑсатнӑ. Эппин, Китайра сарӑлнӑ коронавирус Раҫҫейри экспорта витӗм кӳмен. Сӑмах май, «Юрма» агрохолдинг Китай Халӑх Республикине бройлерсен урине тата ытти продукцие ӑсатма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() investgo24.com Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри 50 усламҫа бизнес-план тума пулӑшӗҫ. Куншӑн вара пӗр пус та тӳлемелле мар пулӗ. Ку пулӑшӑва мӗнле тивӗҫмелле-ха? Чи малтанах ИП тумалла е юридици сапачӗ пек регистрациленмелле. Кайран электронлӑ почтӑпа заявка памалла. Экономика аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, планлани майсене хак пама, пулас тупӑша шутлама, йывӑрлӑхсенчен пӑрӑнма май парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енре ҫывӑх вӑхӑтра технопарксем татах уҫасшӑн. Промышленность технопаркӗсене сарас ыйтӑва ӗнер Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Раҫҫейӗн Кластерсемпе технопарксен ассоциацийӗн ертӳҫипе Андрей Шпиленкопа сӳтсе явнӑ. Енсем шухӑшланӑ тӑрӑх, технопарксене промышленность предприятийӗсенче йӗркелеме май пур. Тепӗр организацисенче пушӑ вырӑнсем пур. Шӑпах ҫавӑнпа усӑ курма пулать те. Ун пек предприятисене «Пӗчӗк тата вӑтам бизнес тата уйрӑм усламҫӑсен пуҫарӑвне пулӑшасси» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн патшалӑх пулӑшма пултарать. Укҫа-тенке тивӗҫес тесен конкурса хутшӑнмалла. Пӗр технопарк йӗркелеме 500 млн тенкӗ таран илме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |