Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Персона

Персона
Олег Чудаков архивӗнчи сӑн
Олег Чудаков архивӗнчи сӑн

Вӑл 20 кунра велосипедпа 1800 ҫухрӑм кайса тинӗс патне ҫитнӗ. Сӑмах — Хӗрлӗ Чутай округӗнче ҫуралса ӳснӗ Олег Чудаков пирки.

Вӑл ҫӗртме уйахӗн 15-мӗшӗнче велосипедпа ҫула тухнӑ та нумаях пулмасть Джугбӑна ҫитнӗ. «Ку финиш мар-ха. Кӑштах канӑп та малалла кайӑп», — тесе ҫырнӑ Олег хӑйӗн страницинче.

Вӑл хӑйӗн ҫулҫӳревӗ пирки «Контактри» страницинче пӗлтерсе тӑнӑ. Хӑй пӗлтернӗ тӑрӑх, каялла вӑл пуйӑспа килесшӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/id711315474
 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарта пурӑнакан Нонна Ржавина 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ чухне Нонна Николаевна Одессӑра ача ҫуртӗнче пурӑннӑ. Ӑна ытти ачапа пӗрле Кабарда-Балкара эвакуациленӗ. Унта хӗрача трактористкӑра ӗҫленӗ.

1942 ҫулта ӑна каллех эвакуциленӗ, хальхинче Кӑркӑсстана илсе кайнӑ. Унта Нонна шкултан вӗренсе тухнӑ та 1943 ҫулта Мускава пурӑнма куҫса кайнӑ, культура институтне вӗренме кӗнӗ. Диплом илсен хӗре направленипе Шупашкара библиотекӑна ӗҫлеме янӑ.

Нонна Николаевна мӑшӑрӗпе 2 ача ӳстернӗ, халӗ 4 мӑнукпа, 4 кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13941
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Евгения «Пятница!» телеканалпа пыракан «Тӑватӑ арӑм» шоуна хутшӑннӑ. Кӑларӑм нумаях пулмасть эфира тухнӑ.

Хальхи вӑхӑтра вӑл Турцире пурӑнать. Ҫулталӑк каялла ҫак шоурах Евгения чӑваш-турккӑ туйне туса ирттернӗ. Халӗ вара шоура турккӑ упӑшкипе мӗнле пурӑннине кӑтартнӑ.

Евгения каланӑ тӑрӑх, вӑл кутӑн арӑм, пӗҫерме, тирпейлеме юратмасть-мӗн, анчах упӑшкине пите тарӑхтарма пултарать. Вӑл тӑрӑшса турккӑ чӗлхине вӗренет, маркетологра ӗҫлет.

Сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, Евгения 64 балл пухса шоура 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13936
 

Персона

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗ Надежда Александрова пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 47 ҫулта пулнӑ.

Надежда ҫемье йӑлине малалла тӑснӑ – унӑн аслашшӗ (е кукашшӗ) Михаил Прокопьевич Ижеев «Хӗрлӗ Чӑваш Ен» тата «Советская Чувашия» хаҫатсенче 27 ҫул ӗҫленӗ. Надежда И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра диплом илсен «Чӑваш Ен» ПТРКра ӗҫлеме пуҫланӑ.

Надежда Александровӑпа ыран, утӑн 4-мӗшӗнче, Етӗрне округӗнчи Элешкушкӑнь ялӗнче сывпуллашӗҫ.

 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Канаш округӗнчи Ҫӗнӗ Мамире пурӑнакан Лидия Николаева 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Лидия Ефимовна – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн тӑлӑх арӑмӗ тата ӗҫ ветеранӗ. Вӑл «Цивиль» колхозра ӗҫлесе тава тивӗҫлӗ колхозница ятне тивӗҫнӗ. Вӗсем мӑшӑрӗпе Алексей Николаевичпа 6 ача ҫуратса ӳстернӗ.

Юбиляра саламлама «Улах» ансамбль килнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_14352
 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти йывӑр тиев причалӗнче ӗҫлекен Александр Торхеев «Профессире чи лайӑххи» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн республикӑри тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ, халӗ вӑл Раҫҫей тапхӑрне хутшӑнма хатӗрленет.

Александр «Экскаватор машинисчӗ» номинацире тупӑшӗ.

Ҫӗнтерӳҫе 1 млн тенкӗ параҫҫӗ. Ӑна ҫӗнсе илме ентеше ӑнӑҫу сунатпӑр!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/chuv_kray
 

Персона
Ирина Шоркина архивӗнчи сӑн
Ирина Шоркина архивӗнчи сӑн

Республика кунӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Ирина Шоркина та килнӗ. Вӑл хальхи вӑхӑтра Мускавра пурӑнать.

Артистка ятарласа Мускавран уява Етӗрне хулине килнӗ. Вӑл ҫак тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ.

«Республика кунӗ Шупашкарта кӑна мар, тӑван Етӗрнере те иртрӗ. Унта вӑрттӑн, никама систермесӗр кайрӑм. Ҫапах ҫынсем палласа сӑн ӳкерӗнме пычӗҫ», - ҫапла ҫырнӑ юрӑҫ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13769
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Владимир Путин Чӑваш Енре пурӑнакан Надежда Цветковӑна награда пама йышӑннӑ. Ҫак кунсенче ӑна Олег Николаев чысланӑ.

Надежда — виҫӗ ача амӑшӗ. Вӑл путакан ҫамрӑксене ҫӑлнӑ. Ку пӗлтӗр ҫӗртмен 11-мӗшӗнче пулнӑ. Надежда пляжра уҫӑлса ҫӳренӗ, ҫав вӑхӑтра вӑл хӗр путнине асӑрханӑ. Хӗрарӑм часрах ӑна ҫӑлма васканӑ. Пике шокра пулнӑ пулин те унпа пӗрле каччӑ пулнине каланӑ. Надежда шыва чӑмса ӑна та туртса кӑларнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13773
 

Персона
Ольга Иванова сӑнӳкерчӗкӗ
Ольга Иванова сӑнӳкерчӗкӗ

Нумаях пулмасть, ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Сергей Павловӑн «Тертпе термен» кӗнекине хӑтланӑ.

Кӗнеке презентацине ҫыравҫӑ тата журналист 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Иванова халах тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ роман – «Шӑпчӑк ҫӗрӗпех юрлать» хайлавӑн иккӗмӗш кӗнеки. Вӑл нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ.

Пултарулӑх каҫне прозаиксемпе поэтсем, драматургсемпе литературоведсем, журналистсемпе вулавӑш ӗҫченӗсем пуҫтарӑннӑ.

 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 13 ҫулти Макар Сниткин СТС каналпа пыракан «Суперниндзя. Дети» телешоуна хутшӑннӑ.

Вӑл пӗрремӗш йывӑр задание хӑвӑрт пурнӑҫланӑ. Иккӗмӗш тапхӑрта та маттур пулнӑ, ункӑна ярса илнӗ, анчах сикнӗ чухне тытӑнса тӑрайман – шыва ӳкнӗ.

Шел те, Макар ҫурмафинала ҫитеймен. Ҫапах маттур пулнӑ вӑл, хӑюлӑхӗпе чӑтӑмлӑхне кӑтартнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_77289
 

Страницӑсем: 1 ... 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, [19], 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, ...204
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.12.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 734 - 736 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗнче тимлӗ пулмалла, тӑкакланма васкамалла мар. Унччен алӑ ҫитмен ӗҫсем юлнӑ тӑк халӗ шӑпах вӗсене пурнӑҫламалла. Ҫитес вӑхӑта плансем хатӗрлӗр, анӑҫлӑ самантсене ан вӗҫертӗр.

Раштав, 31

1898
127
Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ ҫыралнӑ.
1980
45
Шупашкар ГЭСӗн пӗрремӗш гидроагрегатне хута янӑ.
1995
30
Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
2012
13
Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй