Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Кӳршӗре

Кӳршӗре Муса Джалиль
Муса Джалиль

Хусанта Тутар Республикин Писательсен союзӗн Г. Тукай ячӗллӗ клубӗнче тутарсен паллӑ поэчӗн, Совет Союзӗн Геройӗн Муса Джалилӗн нумаях пулмасть Шупашкарта чӑвашла кун ҫути курнӑ «Моабит тетрачӗсем» кӗнекин хӑтлавӗ иртнӗ. Кун пирки «Хыпар» хаҫат пӗлтерет.

Поэзи тата икӗ халӑхӑн туслӑх уявне Чӑваш халӑх поэчӗ, ЧР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Порфирий Афанасьев, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ Раиса Сарпи, «Моабит тетрачӗсен» тулли вариантне (1956 ҫулта кӗнекене кӗскетсе пичетленӗччӗ) чӑвашла куҫарнӑ Валери Туркай хутшӑннӑ.

Чӑваш Ен хӑнисене Тутар Республикин Писательсен союзӗн правленийӗн председателӗ Рафис Курбанов, Тутарстанри Чӑваш наци культура автономийӗн ертӳҫи Константин Яковлев, Тутар халӑх поэчӗ, Раҫҫей тата Тутарстан Патшалӑх премийӗсен лауреачӗ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ренат Харис, Тутартсан Ӑслӑлӑхсен академийӗн вице-президенчӗ Джавдат Сулейманов профессор тата ыттисем кӗтсе илнӗ. Вӗсем Туркай ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ-мӗн.

Малалла...

 

Кӳршӗре

Ыран Самар облаҫӗнчи Жигулевск ялӗнче «Жигулевск тӑвӗн менельникӗ» фестиваль иртет. Унта вырӑнти чӑвашсен «Телей» фольклор ансамблӗ те хутшӑнмалла.

Уяв пирки кӗскен каласан, вӑл ирхи 11 сехетрен тытӑнса 16 сехетчен иртмелле. Фестивале Жигули (чӑв. Шухӑль) ял тӑрӑхӗ, лаша туризмӗн клубӗ, культура управленийӗ, ҫамрӑксем енӗпе ӗҫлекен комитет йӗркелеҫҫӗ. Уява хаваслӑ сӗм кӗртме вырӑнти фольклор юрӑҫисем хутшӑнӗҫ, ҫав шутра — маларах асӑннӑ ансамбль те. Менельник ячӗпе ятарласа хатӗрленӗ ту ҫине хӑпармалли хатӗрсем, вӗренерен хатӗрленӗ хула пулмалла. Лашапа экскурси те йӗркелӗҫ. Таврапӗлӳлӗхҫӗсем валли «Ӑсчахсен ларми» йӗркелӗҫ.

 

Кӳршӗре

Кӳршӗри Хусан хулинче тӗрӗк тӗнчин «Тӗрӗккурав – 2014» (TürkVisyon) телеюрӑ конкурсӗ иртмелле. Кӑҫалхипе вӑл иккӗмӗш хут иртет. Пӗрремӗшӗ пӗлтӗр Турцири Эскишехир хулинче иртнӗ.

Тутарстанри суйлав тапхӑрӗ ӗнер, авӑнӑн 20-мӗшӗнче, «Пирамида» культурӑпа кану комплекӗнче иртнӗ. Унта Айтар Сулейман ҫӗнтернӗ. Ҫавӑн пекех хӑйсен юрӑҫисене Пушкӑртстан, Саха Якути, Азербайджан, Турци, Казахстан тата ыттисем ярас шухӑшлӑ.

«Тӗрӗккурав – 2014» финалӗ «Татнефть-Аренӑра» чӳкӗн 19-мӗшӗпе 21-мӗшӗсенче иртмелле. Пӗтӗмӗшле ҫак мероприяти валли 4 миллион укҫа уйӑрнӑ, вӗсенчен 1 миллион та 870 пине — «ТМВ-TV» телеканал панӑ. Финалпа ҫурмафинала тӗнче шайӗнчи 38 телеканал кӑтартмалла. Билет хакӗ 200 тенкӗрен пуҫласа 800 тенкӗ таран тӑрать, сутма пуҫланӑ ӗнтӗ.

Конкурса «Еврокурав» евӗрлӗ хатӗрленӗ пулин те пирӗн чӑвашсем унта пӗрре те хутшӑнман. Пӗлтӗр иртнӗ конкурс хыҫҫӑн хӑш-пӗр хаҫат Турцире «пантюркизм» вӑй илет» тесе, ун валли турккӑсем юрӑ-кӗвӗпе те усӑ кураҫҫӗ тесе ҫырнӑран Чӑвашри культура ҫыннисем унта хутшӑнас темен пулас. Официаллӑ влаҫ сайтӗнче те ку конкурс пирки пӗр сӑмах та тупӑнмарӗ.

Малалла...

 

Кӳршӗре

Авӑнӑн 16-мӗшӗнче Чулхулара строительство объектӗнче, Варварская тата Блохин академик урамсем хӗресленнӗ ҫӗрте вырнаҫнӑскерте, рабочий вилнӗ, тепри аманнӑ.

Офис ҫуртне тунӑ чухне кирпӗч хӑпартнӑ вӑхӑтра платформа 3-мӗш хутран аялалла ӳкнӗ. Ҫавна май Чӑваш Енри икӗ рабочи шар курнӑ. Пӗри ҫавӑнтах вилнӗ, теприн урине амантнӑ.

Халӗ судпа медицина экспертизи тӑваҫҫӗ. Техника хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑннине тӗрӗслӗҫ. Унтан пӗтӗмлетӳ тӑвӗҫ.

 

Кӳршӗре

Нумаях пулмасть Ижевск хулинче троллейбуссен чи лайӑх водительне палартас тӗллевпе конкурс иртнӗ. Унта 29 ҫын хутшӑннӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсн йышне Ижевскра пурӑнакан 2 ҫын тата Шупашкар ҫынни кӗнӗ. Пирӗн ентеш Леонид Александров иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Дистанцие питӗ лайӑх никам та пурнӑҫлайман. Ӑмӑртун тӗп судйи палӑртнӑ тӑрӑх, дистанцире машина нумай пулнӑ. Маневрсем тумалла пулнӑ. Тӗрлӗ йывӑрлӑха пула ӑна парӑнтарма ҫӑмӑл пулман.

Конкурс 16 ҫул иртет. Ҫак вӑхӑтра Раҫҫей троллейбусӗсен паркӗ ҫӗнелнӗ. Эппин, ку тытӑмра ҫамрӑксем те нумайрах ӗҫлеме тытӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/72962
 

Кӳршӗре

Самарта наци культурисен «Самар хумӗсем» фестиваль иртнӗ. Унта облаҫсен наци центрӗсем хутшӑннӑ. Концерт курма, тӗрлӗ халӑх культурипе паллашма нумаййӑн пухӑннӑ. Фестивале ирттерессине йӑлана кӗртесшӗн.

Тӗрлӗ халӑх юррисемпе кӗввисем Атӑл хӗрринче янӑранӑ. Унта Мюнхенран, Эрменрен тата ытти тӑрӑхран килнӗ. Фестивале килнисене Самар хула пуҫлӑхӗ Дмитрий Азаров саламланӑ. Вӑл Самар хули кӗҫех 428 ҫул тултарнине палӑртнӑ. Ӑна уявласси ҫак фестивальрен пуҫӑннӑшӑн хӗпӗртенӗ.

Дмитрий Азаров каланӑ тӑрӑх, Самарта 100 ытла наци ҫынни пурӑнать. Ку — вӗсен пуянлӑхӗ. Фестиваль пурин кӑмалне те кайнӑ. Сцена ҫинче юрӑсем янӑранӑ, ташӑсем лартнӑ, наци костюмӗсен дефели иртнӗ. Фестивальпе нумайлӑха сывпуллашман — тепӗр ҫулччен ҫеҫ.

 

Кӳршӗре

Хусанти «Волга» (чӑв. Атӑл) ҫамрӑксен центрӗнче авӑнӑн 5-мӗшпе 9-мӗшӗсенче Тӗрӗк ҫамрӑкӗсен 1-мӗш фестивалӗ иртнӗ. Чӑвашсемпе тутарсемсӗр, пушкӑртсемпе карачайсемсӗр пуҫне унта ют ҫӗршывсенчен те пуҫтарӑннӑ — Кӑркӑстанран, Казахстанран, Узбекистанран, Азербайджанран, Турцирен. Ҫавӑн пекех ҫамрӑксем Екатеринбургран, Перӗмрен, Сарӑтуран, Чӗмпӗртен килсе ҫитнӗ.

Фестиваль хӑйен тӗллевӗсем шутне тӗрӗк ҫамрӑкӗсене политика, ӑслӑлӑх, культура, вӗренӳ шайӗнче пӑтӗҫтерессине лартнӑ. Ҫавӑн пекех унта пур тӗрӗк ҫамрӑкӗсем умӗнче те тӑракан ыйтусене сӳтсе явнӑ. Фестивальте ҫавра сӗтелсем, тӗлпулусем иртнӗ.

Чӑвашран фестивале чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗ, наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» обществи, ЧНК ҫумӗнчи ҫамрӑксен «Хастар» пӗрлешӳ кайнӑ.

 

Кӳршӗре

Хусанта Хальхи ӳнер галерейин графика залӗнче пӗтӗм тӗнчери поэтсен «Юлташсен ҫурчӗ» мини-фестиваль иртӗ. Унта Норвегири, Швецири, Шотландири поэтсем, славян филологсем, тӑлмачӑсем, хутшӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех Хусанти тата Шупашкарти Геннадий Айхипе ҫыхӑнӑ поэтсемпе ӳнерҫӗсем хутшӑнӗҫ.

Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш Енре те мероприяти сахал мар иртнӗ. Хусанта иртекен мини-фестиваль ятне Айхин пӗр сӑввин ятне кӑларнӑ. Унта Айхин сӑввисем, тӗрлӗ чӗлхене куҫарнӑ сӑввисем янӑрӗҫ. Вӗсене Питер Франс, Микаэль Нюдаль, Гуннар Вэрнесс куҫаруҫӑсем вулӗҫ. Геннадий Айхин «Ултӑ сӑвӑ» кӗнекине хӑтлӗҫ.

 

Кӳршӗре

Ӗнер Пушкӑртра вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Инкек республикӑн ҫурҫӗр-анӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ Палтас (пушк. Балтас), Краснокама, Калтаси районӗсене пырса тивнӗ. Тӗслӗхрен, Палтас районӗнчи Янактаево ялӗнче 87 ҫурт ҫивиттине илсе пенӗ, Калтаси районӗнчи Калекин ялӗнче 12 ҫурт ҫивиттине салатнӑ. Краснокама районӗнчи Карый ялӗнче те 187 ҫурт сиенленнӗ.

Пуринчен ытла Янаул районӗнчи Канигово, Кивӗ Куюк ялӗсем тата Янаул хулин «Тухӑҫ» микрорайонӗ шар курнӑ. Республикӑри ИӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫил-тӑвӑл пурӗ 500 яхӑн ҫурта сиен кӳнӗ, 26 ял-хула ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ.

Вӑйлӑ ҫил-тӑвӑла пула пурӗ 2 ҫын вилнӗ, 40 яхӑн ҫын аманнӑ. Инкеке лекнӗ ҫынсене вӑхӑтлӑха вырнаҫтарма 15 вырӑн йӗркеленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://ufa.kp.ru/online/news/1831138/
 

Кӳршӗре

Кузбасра кӑҫал Культурӑпа туризм ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ-мӗн те ҫавна май Кемӗр облаҫӗнчи Прокопьевски районта туристсен маршручӗсене ӗҫлеттерсе янӑ. Ҫав шутра «Прокопьевски районти наци асамат кӗперӗ» ятли те пур. Маршрута мӑкшӑсем, украинсем, удмуртсем, белоруссем, пушкӑртсем тата чӑвашсем пурӑнакан территори урлӑ хывнӑ иккен. Ҫав маршрутӑн кӗскетнӗ варианчӗпе нумаях пулмасть Чӑваш Енри ушкӑн ҫӳренӗ. Йышра, сӑмахран, Тӑвай районӗсем те пулнӑ.

Сӑнсем (9)

 

Страницӑсем: 1 ... 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, [18], 19, 20, 21, 22
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.09.2021 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне питĕ йывăрах мар, анчах çивĕч ыйтусене татса пама тивĕ. Харпăр пурнăçра лăпках мар. Тахçантанпах хăварса пынă ĕçсем мала тухĕç. Эрне вĕçĕнче çăмăлрах пулĕ: канатăр.

Авӑн, 20

1924
97
Андреев Семён Алексеевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Маншӑн ҫавах
Эпир Facebook-ра 1610+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org