Кӳршӗре
Тутарстан Республикинчи Алексеевски районӗнчи Чӑваш Майни ялӗн ҫыннисем халӑх вӑйӗпе чиркӳ ҫӗклеҫҫӗ. Юлашки сакӑр уйӑхра вӗсем пура тунӑ. Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче чӑваш майнисем уяв евӗр мероприяти йӗркелесе купол хӑпартнӑ. Ку ял ҫыннисемшӗн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Ҫав кун унта ваттисенчен пуҫласа вӗтти таранах пухӑннӑ. Тӗрӗссипе, чиркӗве малтанах тума шухӑшланӑ. Анчах укҫа-тенкӗ ҫитсе пыманни ура хурать-ҫке-ха. Кӑштахран ял халӑхӗ укҫа пухма тытӑннӑ. Кун пирки хаҫатра та пӗлтерӳ панӑ. Ырӑ ҫак ӗҫрен район администрацийӗ те айккинче юлман. Ялта та укҫа ытларах паракансем тупӑннӑ. Алексеевскинче пурӑнакан Геннадий Иванович Чехонин ӗҫе йӗркелесе пынӑ, пысӑк купол тутармашкӑн кӗсйинчен 200 пин тенкӗ кӑларса хунӑ. Мускав ҫумӗнче пурӑнакан Николай Иванович Чехонин та пулӑшнӑ. Василий Тимофеевич Бикулов ачисемпе пӗрле пӗчӗк купол туяннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Кӑҫал Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май ҫул пуҫлансанах ЧНК хастарӗсем поэт ҫуралнӑ тӑрӑха — Пушкӑртстанри Слакпуҫ ялне — ҫитсе килнӗ. Унта ку ҫулталӑка ҫӳллӗ шайра ирттерессине сӳтсе явнӑ. Делегацие Слакпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Беляев, шкул директорӗ Ольга Иванова ӑшшӑн кӗтсе илнӗ. ЧНК президиумӗн пайташӗ Эдуард Бахмисов ҫу уйӑхӗнче Слакпуҫра уява тӗнче шайӗнче ирттерме май пуррине пӗлтернӗ. ЧНКан культура комитечӗн ертӳҫи Зинаида Воронова конгресс чӑваш культурине мӗнле аталантарни пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсем слакпуҫсене те пулӑшма хатӗр-мӗн. Нина Пӑрчӑканпа Лидия Сарине слакпуҫсене хӑйсен сӑввисене вуласа панӑ. Куславкка районӗнчи Энтри Пасар ялӗнчи шкулта вӗрентекенре ӗҫлекенсем шкулта К.Иванов ҫулталӑкне мӗнле ирттерессипе паллаштрнӑ. Комсомольски районӗнчи «Каҫал» ушкӑн ертӳҫи купӑсне тӑсса янӑ та слакпуҫсем хӗрӳллӗн алӑ ҫупнӑ. Тепӗр кун ЧНК хастарӗсем Слакпуҫри музейпе паллашнӑ. Кӑнтӑрла шкула ҫавра сӗтеле пухӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Раштавӑн 19-20-мӗшӗсенче Тольяттинчи «Олимп» спорт колмплексӗнче «Ылтӑн алӑсем» ярмӑрккӑ ӗҫленӗ. Унта декораципе прикладной пултарулӑхӗн тӗрлӗ енлӗ ӑстисем: тӑмран хатӗр ӑсталакансем, тӗрлекенсем, шӑратакансем, ҫыхакансем, упсма ҫине ӳкерекенсем тата ыттисем — пуҫтарӑннӑ. Ярмӑрккӑна юрӑ-ташӑ ӑстисем те хутшӑннӑ. Вӗсен хушшинче — Тольяттинчи тӗслӗхлӗ «Телей» ҫемье ансамблӗ те. Ушкӑн культурӑпа массӑллӑ мероприятисене ытти чух та хастар хутшӑнать иккен. Самар тӑрӑхӗнчисемпе Раҫҫей шайӗнчисене те кӑна мар, 1998 ҫулта вӑл Тӗрӗк халӑхӗсен пӗтӗм тӗнчери фестивальне (вӑл Турцинчи Анкара хулинче иртнӗ) хутшӑннӑ. Чӑваш диаспори хушшинче те «Телей» ансамбль ятлӑ-сумлӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Хусанта вырнаҫнӑ «Сувар» хаҫата нумай пулмасть тутар мультипликаторӗсем пулӑшу ыйтма килнӗ-мӗн — вӗсем чӑвашла мультфильм кӑларма тӗв тунӑ. Сценарине те ҫырнӑ — хаҫат редакцийенчен ӑна чӑвашла куҫарса пама ыйтнӑ. Хӑйсен ӗҫӗ валли «Татармультфильм» студи «Как крестьянский сын за Солнце работал» (чӑвашла оригиналӗн ятне тупайманни пирки вырӑслине илсе кӑтартатпӑр) чӑваш халӑх юмахне суйласа илнӗ. Вӑл 6 сериллӗ пулмалла, ячӗ — «Иван паттӑр». Мультфильма «Атӑл тӑрӑхӗнчи Улӑпсем» ярӑмра кӑлармалла. Вӑл чӑвашла, вырӑсла тата акӑлчанла пулӗ. «Сувар» хаҫат редакторӗ Константин Малышев каласа панӑ тӑрӑх чӑвашсем тутарсенчен вӗсен мультфильмӗсене чӑвашла куҫарма ирӗк илнӗ иккен. Леш хайхи чӑвашла мультфильм хатӗрлеме пулӑшнӑшӑн. Сӑмах май, «Татармультфильм» студийӗн ӗҫӗсемпе вӗсен сайтӗнче тӳллевсӗрех паллашма пулать. Сценари страницисем (пайӗ кӑна!) |
Кӳршӗре
Ҫак кунсенче Хусанти «Татнефть-Арена» сцени ҫинче «Тӗрӗккурав–2014» юрӑҫсен конкурсӗн финалӗ иртнӗ. Унта вунпиллӗкӗн хутшӑннӑ — Казахстанран, Тутарстанран, Турцирен, Пушкӑртран, Мускавран, Узбекистанран, Кӑркӑстанран, Македонирен, Иранран, Крымран, Боснирен, Болгарирен, Якутирен, Азербайджанран тата Туркменистанран. 300 миллион ҫын курнӑ теҫҫӗ ҫак конкурса. Пирӗн Чӑваш Енрен вара кӑҫал та иртнинче те хутшӑнас темен — ахӑртнех, тӳре-шара пирӗн чӗлхен тымарне тӗрӗк чӗлхинчен кӑкласа вырӑс чӗлхине кайса лартасшӑн. Конкурсра казах хӗрӗ Жанар Дугалова ҫӗнтернӗ. Вӑл пурӗ 225 балл пухнӑ. Хӑй каласа панӑ тӑрӑх ҫӗнтерессе вӑл шанман та иккен. Ку юрра икӗ кунта ҫырнӑ тет. Иккӗмӗш вырӑна вара Хусанти Айдар Сулейман юрӑҫ йышӑннӑ. Вӑл 201 балл пухнӑ.
Тӗрӗккуравӗнче ҫӗнтерсе Жанар 20 пин доллар илӗ тата унӑн юррине ҫулталӑк хушшинче Турцири телекуравсенче кӑтартӗҫ. Конкурса йӗркелекенсем Хусанти финал йӗркеллӗ иртни пирки пӗлтереҫҫӗ. Ӑна Еврокуравпа танлаштарнӑ май унӑн шайне ҫитес тесе кӑҫал вӑл пӗр утӑм мала тунӑ теҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Григорий Кузнецов ҫемйипе Самар облаҫӗнче Совет Союзӗн Геройне Григорий Кузнецова халалласа чӑваш культурин каҫне ирттернӗ. Шунтала районӗнчи Туарма ялӗнчи культура ҫуртне Геройӑн тӑванӗсем, ентешӗсем, тӳре-шара тата ытти регион хӑнисем пухӑннӑ. Ентешне халалласа сӑвӑ вуланӑ, пултарулӑх ушкӑнӗсем юрӑсем юрланӑ. Пухӑннисем унӑн кунҫулне аса илнӗ, унӑн паттӑрлӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Чи тӗлӗнмелли — уяв чӑн чӑвашла иртнӗ: унта килнисем чӑвашла ҫеҫ калаҫнӑ. Григорий Ильич Кузнецов тимӗрҫӗ ӗҫне ачаранпах юратнӑ. Унӑн аслашшӗ ку енӗпе ӗҫленӗ. Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх, хушамат та ҫакӑнтан тухнӑ. Григорий Кузнецов вӑрҫӑ пуҫлансан фронта тухса кайнӑ. Пӗр ҫапӑҫура вӑл пӗччен тӑшманӑн виҫӗ точкине тӗп тунӑ. Неман юханшывӗ ҫинче ӑна виҫҫӗмӗш хут амантнӑ. Пӗр пуля унӑн урине лекнӗ, тепри кӑкӑрне шӑтарнӑ. Сипленнӗ хыҫҫӑн ӑна демобилизациленӗ. Геройӑн «Ылтӑн Ҫӑлтӑрне» тата Ленин орденне ӑна 1947 ҫулта ҫеҫ панӑ. Ун чухне вӑл тимӗрҫӗ лаҫҫинче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Ӑмӑртура Эрне пуҫламӑшӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи тата Чӑваш Республикинчи икӗ команда Атӑл урлӑ ишсе каҫнӑ. Ӑмӑрту Чӗмпӗр облаҫӗнче иртнӗ. Спортсменсем пӗтӗмпе 4 ҫухрӑм парӑнтарнӑ. Шыв ӑшах пулман — 2 градус ҫеҫ. Сывлӑш температури 3 градус ӑшӑ таран хӑпарнӑ. Ишев Атӑлӑн сулахай енче 11 сехетре пуҫланнӑ. Малтан Владимир Кузьменко старта тухнӑ. Вӑл — Чӗмпӗрти сивӗ ишев федерацийӗн председателӗ. Унпа пӗрлех сивӗ ишев енӗпе икӗ хут тӗнче чемпионки Татьяна Александрова та старта тухнӑ. Ӑмӑртӑва 20 ҫын хутшӑннӑ. Кашни спортсменӑн 400 метр ишмелле пулнӑ. Чӗмпӗрсем шупашкарсене кӑшт ҫеҫ выляса янӑ. Чӗмпӗрсен командинче 12 морж ишнӗ. Вӗсен йышӗнче — Берингов шыв пырӗнче ишнӗФ спортсмен та. Атӑл урлӑ ишсе каҫас кӑмӑллисен йышӗ ҫулсерен ӳсет. Вӑрӑм дистанцисене ишме пултаракансен хисепӗ те ӳсет. Ҫитес ҫул Чӗмпӗрте юбилейлӑ ишев йӗркелеме палӑртаҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Чӗмпӗр облаҫӗнчи Аслӑ Нагаткинра ачасен «Путене» конкурс фестивалӗ иртнӗ. Унта 45 пӗчӗк артист хутшӑннӑ. Конкурсҫӑсене виҫӗ номинацире палӑртнӑ: вырӑнти паллӑ поэтсен сӑввисене вуласси, хальхи вӑхӑтри тата халӑх юррисене юрласси, ташласси. Фестивальте ытларах Валентина Тараватӑн сӑввисем янӑранӑ. Ку номинацире Полина Шигирданова, Елизавета Аюгова, Даниил Егоров малти вырӑна ҫӗнсе илнӗ. Ульяна Ширтановӑпа Софья Долгова — иккӗмӗш, Анастасия Натюновӑпа Дарья Сандркина — виҫҫӗмӗш пулнӑ. Пӗччен юрлассинче Татьяна тата Анна Ржатӑсем мала тухнӑ. Ушкӑнпа юрласа вара Аслӑ Нагаткинри Лянкинсен «Хӗвел» ушкӑнӗ ҫӗнтернӗ. Ташӑ номинацийӗнче Ҫӗнӗ Улхашри «Хамӑр ял» мала тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломпа чысланӑ, конверт тыттарнӑ. Жюрире Валентина Тарават та пулнӑ. Вал хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ: — Ку — чӑвашсен пысӑк уявӗ. Ачасем тата аслисем пӗр-пӗринпе вырӑсла калаҫни пӑшӑрхантарчӗ ҫеҫ мар, чӗрене хытӑ ыраттарчӗ. Хисеплӗ ентешӗмерсем, капла эпир чӗлхене упраса хӑвараймастпӑр. Чӑвашӑн чӑвашлах калаҫмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Чулхулари аттракцион Чулхулара Майӑн 1-мӗшӗ ячӗллӗ паркра «Кутӑн май ҫурт» ҫӗнӗ аттракцион уҫӑлнӑ. Тӗлӗнмелле ҫурта икӗ уйӑх тунӑ. Йывӑҫран тунӑ пӗр хутлӑ ҫурт паркри ҫул хӗрринче вырнаҫнӑ. Унӑн официаллӑ мар адресӗ те пур: Ялтински урамӗ, 4-мӗш ҫурт. Унӑн йӗркелӳҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, проекта тӑвас шухӑш Раҫҫее Европӑран килнӗ. Кунашкал пӗрремӗш ҫурта Германире тунӑ. Унтан кун пеки Ялтӑра, Екатеринбургра, Новосибирскра, Омскра тата Мускавра тупӑннӑ. Аттракциона чи пӗрремӗш Канавински районӗнчи 82-меш ача пахчин шӑпӑрланӗсем килнӗ. Пӗчӗкскерсем кутӑн май вырнаҫнӑ сӗтел-пуканран, телевизортан, холодильникрен питӗ тӗлӗннӗ. Аттракциона йӗркелекенсенчен пӗри Рубен Алавердян каланӑ тӑрӑх, унта тӗнче тепӗр май ҫаврӑннӑн туйӑнать. Ҫуртра темиҫе пӳлӗм пур: прихожӑй, тӗпел, ача-пӑча пӳлӗмӗ, пысӑк зал, ҫывӑрмалли тата музыка пӳлӗмӗсем. Пӗтӗмпе — 160 тӑваткал метр. Сӑнсем (6) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
«Бурановские бабушки» ушкӑн «Бурановские бабушки» фольклор ушкӑнӗ тата хрантсуссен юрӑҫи Мирей Матье пӗрлехи эстрада номерӗ хатӗрлеҫҫӗ. Ун пирки ТАСС информаци агентстви Удмурт Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Светлана Смирнова пӗлтерни тӑрӑх хыпарланӑ. «Еврокурав» юрӑ конкурсӗнче темиҫе ҫул каялла ҫӗнтерсе ят ҫӗнсе илнӗ кинемейсем Мускавра Удмурт Республикин ҫулталӑкне уҫнӑ чух сцена ҫине тухӗҫ. Хӑйсем кӑна мар — Мирей Матье юрӑҫпа пӗрле хатӗрленӗ номерпе. Удмурт Республикин Мускаври ҫулталӑкӗ раштавӑн 7-мӗшӗнче эстрада концерчӗпе уҫӑлӗ. Унта «Бурановские бабушки» ушкӑнсӑр пуҫне «Айкай» тата «Италмас» наци ансамблӗсем, ытти артист пулӗ. Удмурт Республикин ҫулталӑкне 2015 ҫулта П.И. Чайковский 175 ҫул тултарнине тата Удмурт Республикин 95 ҫулхине халалланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |