Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Чӑваш кӗнеке издательстви вӗренӳ проекчӗсен инноваци куравӗн ярмӑрккине хутшӑннӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 30.03.2015 11:38 | 1562 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре

Пушӑн 26-мӗшӗнче Чӗмпӗрти квалификацие ӳстермелли институтра Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне, Ҫентерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ вӗренӳ проекчӗсен инноваци куравӗн ярмӑркки иртнӗ. Унта Чӑваш кӗнеке издательстви те хутшӑннӑ.

Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗн ҫумӗ Наталья Яхатина палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен делегацийӗ чӑваш чӗлхипе литературин учителӗсемпе иртнӗ ҫавра сӗтеле хутшӑннӑ, институт ректорӗсемпе тӗл пулнӑ.

Чӑвашла тата вырӑсла кӗнекесен экспозицийӗ чылайӑшне илӗртнӗ. Вӗрентекенсем Чӑваш кӗнеке издательствин ҫӗнӗ продукцийӗпе хаваспах паллашнӑ. Уйрӑмах К.Ивановӑн «Нарспи» кӗнекине килӗштернӗ.

Кун пек ярмӑрккӑна ҫулсерен ирттереҫҫӗ. Кӑҫал унта Хусанти, Чуллӑ ҫырти, Теччӗри вӗренӳ организацийӗсен элчисем те хутшӑннӑ.

#Литература ҫулталӑкӗ, #кӳршӗре, #Чӗмпӗр, #Чӑваш кӗнеке издательстви, #ҫавра сӗтелсем, #Чуллӑ Ҫыр, #Теччӗ, #Хусан

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем