Кӳршӗре
Тутарстан IELTS, TestDaf тата Dele пӗтӗм тӗнчери чӗлхе экзаменӗсем евӗр тутар чӗлхине мӗнле шайра пӗлнине палӑртакан пӗтӗм тӗнчери сертификаци тытӑмне кӗртет. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ку тестсене 2015 ҫулта 9-мӗш класран вӗренсе тухакансем тытӗҫ, темиҫе ҫултан — Тутарстанри аслӑ шкулсен студенчӗсем. ТР Вӗренӳ министерстви сертификатсене малашне ӗҫ паракансем те хакласса шанаҫҫӗ. Чӗлхе сертификаци центрне тумашкӑн контракт алӑ пусмалла. ТР Вӗренӳ министерстви кун пирки юпан 16-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Техника заданийӗпе килӗшӳллӗн, центра тӑвакан организаци ҫулталӑк вӗҫӗччен ытти ҫӗршыври сертификаци центрӗсене пӑхса тухмалла, Раҫҫей тата ют ҫӗршыв эксперчӗсемпе канашламалла тата тестсене хатӗрлеме тытӑнмалла. Чӗлхе сертификацине тытмалли аудитори 30 тӑваткал метртан пӗчӗк пулмалла мар. Унта 26 ҫынран кая мар кӗмелле. Сертификаци центрне 2014 ҫул вӗҫне уҫма палӑртнӑ. Тестсене тӗрлӗ шайра вӗренекенсем валли хатӗрлӗҫ. Вӗсене Кембриджри пек хатӗрлеме палӑртнӑ. Унтан центр вӗсене Кембриджри университет ҫумӗнчи ALTE пӗтӗм тӗнчери ассоциацине ярӗ. Кун хыҫҫӑн сертификаци тӗнче стандарчӗ пек пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Клип ӳкернӗ самант «Хусан чӑвашӗсем» Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 70 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленеҫҫӗ. 1941–1945 ҫулсенче вӑрҫӑра пуҫӗсене хунӑ аслашшӗ-кукашшӗсене халалласа, П.Хусанкай ҫырнӑ сӑвӑ тӑрӑх юрӑ хайласа, вӗсем курма юрӑ (видеоклип) ӳкернӗ. Рок-ушкӑнӑн лидерӗ Алексей Наумов пӗлтернӗ тӑрӑх, съемкӑна Элкел районӗнчи Сиктӗрме тата Хӑрата ялӗсенчен 22 ҫын хутшӑннӑ. «Клипа ятарласа Петӗр Хусанкайӑн тӑван ҫӗршывӗнче ӳкерес терӗмӗр. Унти лару-тӑру, поэт утнӑ вӑрман сукмакӗсем пире калама ҫук хавхалантарчӗҫ, — тет композитор. — Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи салтак тумӗсене тӑхӑнсан хамӑра 70 ҫул ӗлӗкрехри вӑхӑтра туйрӑмӑр. Ҫак самантчен пиртен никам та историлле клипсенче ӳкерӗнсе курман, ҫавӑнпа та нумай хатӗрленме, съемка вӑхӑтӗнче хумханма тиврӗ. Ҫапах та чӑваш арҫыннисен кӑмӑлне каякан курма юрӑ ӳкертӗмӗр пек туйӑнать, мӗншӗн тесен унта сӑмах пурте юратакан мунча ҫинчен пырать». Клипа чӳк уйӑхӗнчи Чӑваш Республикинчи гастрольсем хыҫҫӑн хӑтлама палӑртнӑ. Сӑнсем (5) |
Кӳршӗре
Чӗмпӗр облаҫӗ бетон ҫулсем тума тытӑнасшӑн. Кун пирки Мускаври стройматериалсене хатӗрлекен холдинг элчисемпе тӗл пулнӑ чухне Сергей Морозов кӗпӗрнаттӑр каланӑ. Бетон ҫула Чӗмпӗртен Дмитровграда тата Самара ҫите тума палӑртнӑ. Ҫитес вӑхӑтра ку ыйтӑва ятарлӑ комисси пӑхса тухӗ. Тӗрӗссипе, регион хӑй тӗллӗн ҫул тума пултараймасть. Бетон ҫула федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫеҫ хута яма пулать иккен. Асфальтпа танлаштарсан, бетон ҫул 80% хаклӑрах ларӗ. Икӗ енлӗ 1 ҫухрӑм ҫул 40 миллиона яхӑн кайса ларӗ. Анчах вӑл ҫирӗп пулӗ-мӗн, 50 ҫула яхӑн юхӑнмӗ. Кунашкал ҫулсем АПШра (60%) тата Германире (40%) пур. Раҫҫейре — 3 процент ҫеҫ. Хальлӗхе Чӗмпӗрте ҫулсене юсамашкӑн укҫа шыраҫҫӗ. Акӑ депутатсен ларӑвӗнче транспорт налукне хаклатма сӗннӗ. Ӑна 2008 ҫултанпа хӑпартман-мӗн. Халӗ Чӗмпӗрте 1 лаша вӑйӗшӗн 10 тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Депутатсем вара 12 тенкӗ таран хаклатма сӗннӗ. Ку сӗнӗве пӗрремӗш вулавра йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Муса Джалиль Хусанта Тутар Республикин Писательсен союзӗн Г. Тукай ячӗллӗ клубӗнче тутарсен паллӑ поэчӗн, Совет Союзӗн Геройӗн Муса Джалилӗн нумаях пулмасть Шупашкарта чӑвашла кун ҫути курнӑ «Моабит тетрачӗсем» кӗнекин хӑтлавӗ иртнӗ. Кун пирки «Хыпар» хаҫат пӗлтерет. Поэзи тата икӗ халӑхӑн туслӑх уявне Чӑваш халӑх поэчӗ, ЧР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Порфирий Афанасьев, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ Раиса Сарпи, «Моабит тетрачӗсен» тулли вариантне (1956 ҫулта кӗнекене кӗскетсе пичетленӗччӗ) чӑвашла куҫарнӑ Валери Туркай хутшӑннӑ. Чӑваш Ен хӑнисене Тутар Республикин Писательсен союзӗн правленийӗн председателӗ Рафис Курбанов, Тутарстанри Чӑваш наци культура автономийӗн ертӳҫи Константин Яковлев, Тутар халӑх поэчӗ, Раҫҫей тата Тутарстан Патшалӑх премийӗсен лауреачӗ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ренат Харис, Тутартсан Ӑслӑлӑхсен академийӗн вице-президенчӗ Джавдат Сулейманов профессор тата ыттисем кӗтсе илнӗ. Вӗсем Туркай ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Ыран Самар облаҫӗнчи Жигулевск ялӗнче «Жигулевск тӑвӗн менельникӗ» фестиваль иртет. Унта вырӑнти чӑвашсен «Телей» фольклор ансамблӗ те хутшӑнмалла. Уяв пирки кӗскен каласан, вӑл ирхи 11 сехетрен тытӑнса 16 сехетчен иртмелле. Фестивале Жигули (чӑв. Шухӑль) ял тӑрӑхӗ, лаша туризмӗн клубӗ, культура управленийӗ, ҫамрӑксем енӗпе ӗҫлекен комитет йӗркелеҫҫӗ. Уява хаваслӑ сӗм кӗртме вырӑнти фольклор юрӑҫисем хутшӑнӗҫ, ҫав шутра — маларах асӑннӑ ансамбль те. Менельник ячӗпе ятарласа хатӗрленӗ ту ҫине хӑпармалли хатӗрсем, вӗренерен хатӗрленӗ хула пулмалла. Лашапа экскурси те йӗркелӗҫ. Таврапӗлӳлӗхҫӗсем валли «Ӑсчахсен ларми» йӗркелӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Кӳршӗри Хусан хулинче тӗрӗк тӗнчин «Тӗрӗккурав – 2014» (TürkVisyon) телеюрӑ конкурсӗ иртмелле. Кӑҫалхипе вӑл иккӗмӗш хут иртет. Пӗрремӗшӗ пӗлтӗр Турцири Эскишехир хулинче иртнӗ. Тутарстанри суйлав тапхӑрӗ ӗнер, авӑнӑн 20-мӗшӗнче, «Пирамида» культурӑпа кану комплекӗнче иртнӗ. Унта Айтар Сулейман ҫӗнтернӗ. Ҫавӑн пекех хӑйсен юрӑҫисене Пушкӑртстан, Саха Якути, Азербайджан, Турци, Казахстан тата ыттисем ярас шухӑшлӑ. «Тӗрӗккурав – 2014» финалӗ «Татнефть-Аренӑра» чӳкӗн 19-мӗшӗпе 21-мӗшӗсенче иртмелле. Пӗтӗмӗшле ҫак мероприяти валли 4 миллион укҫа уйӑрнӑ, вӗсенчен 1 миллион та 870 пине — «ТМВ-TV» телеканал панӑ. Финалпа ҫурмафинала тӗнче шайӗнчи 38 телеканал кӑтартмалла. Билет хакӗ 200 тенкӗрен пуҫласа 800 тенкӗ таран тӑрать, сутма пуҫланӑ ӗнтӗ. Конкурса «Еврокурав» евӗрлӗ хатӗрленӗ пулин те пирӗн чӑвашсем унта пӗрре те хутшӑнман. Пӗлтӗр иртнӗ конкурс хыҫҫӑн хӑш-пӗр хаҫат Турцире «пантюркизм» вӑй илет» тесе, ун валли турккӑсем юрӑ-кӗвӗпе те усӑ кураҫҫӗ тесе ҫырнӑран Чӑвашри культура ҫыннисем унта хутшӑнас темен пулас. Официаллӑ влаҫ сайтӗнче те ку конкурс пирки пӗр сӑмах та тупӑнмарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Авӑнӑн 16-мӗшӗнче Чулхулара строительство объектӗнче, Варварская тата Блохин академик урамсем хӗресленнӗ ҫӗрте вырнаҫнӑскерте, рабочий вилнӗ, тепри аманнӑ. Офис ҫуртне тунӑ чухне кирпӗч хӑпартнӑ вӑхӑтра платформа 3-мӗш хутран аялалла ӳкнӗ. Ҫавна май Чӑваш Енри икӗ рабочи шар курнӑ. Пӗри ҫавӑнтах вилнӗ, теприн урине амантнӑ. Халӗ судпа медицина экспертизи тӑваҫҫӗ. Техника хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑннине тӗрӗслӗҫ. Унтан пӗтӗмлетӳ тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Нумаях пулмасть Ижевск хулинче троллейбуссен чи лайӑх водительне палартас тӗллевпе конкурс иртнӗ. Унта 29 ҫын хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсн йышне Ижевскра пурӑнакан 2 ҫын тата Шупашкар ҫынни кӗнӗ. Пирӗн ентеш Леонид Александров иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Дистанцие питӗ лайӑх никам та пурнӑҫлайман. Ӑмӑртун тӗп судйи палӑртнӑ тӑрӑх, дистанцире машина нумай пулнӑ. Маневрсем тумалла пулнӑ. Тӗрлӗ йывӑрлӑха пула ӑна парӑнтарма ҫӑмӑл пулман. Конкурс 16 ҫул иртет. Ҫак вӑхӑтра Раҫҫей троллейбусӗсен паркӗ ҫӗнелнӗ. Эппин, ку тытӑмра ҫамрӑксем те нумайрах ӗҫлеме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Самарта наци культурисен «Самар хумӗсем» фестиваль иртнӗ. Унта облаҫсен наци центрӗсем хутшӑннӑ. Концерт курма, тӗрлӗ халӑх культурипе паллашма нумаййӑн пухӑннӑ. Фестивале ирттерессине йӑлана кӗртесшӗн. Тӗрлӗ халӑх юррисемпе кӗввисем Атӑл хӗрринче янӑранӑ. Унта Мюнхенран, Эрменрен тата ытти тӑрӑхран килнӗ. Фестивале килнисене Самар хула пуҫлӑхӗ Дмитрий Азаров саламланӑ. Вӑл Самар хули кӗҫех 428 ҫул тултарнине палӑртнӑ. Ӑна уявласси ҫак фестивальрен пуҫӑннӑшӑн хӗпӗртенӗ. Дмитрий Азаров каланӑ тӑрӑх, Самарта 100 ытла наци ҫынни пурӑнать. Ку — вӗсен пуянлӑхӗ. Фестиваль пурин кӑмалне те кайнӑ. Сцена ҫинче юрӑсем янӑранӑ, ташӑсем лартнӑ, наци костюмӗсен дефели иртнӗ. Фестивальпе нумайлӑха сывпуллашман — тепӗр ҫулччен ҫеҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Хусанти «Волга» (чӑв. Атӑл) ҫамрӑксен центрӗнче авӑнӑн 5-мӗшпе 9-мӗшӗсенче Тӗрӗк ҫамрӑкӗсен 1-мӗш фестивалӗ иртнӗ. Чӑвашсемпе тутарсемсӗр, пушкӑртсемпе карачайсемсӗр пуҫне унта ют ҫӗршывсенчен те пуҫтарӑннӑ — Кӑркӑстанран, Казахстанран, Узбекистанран, Азербайджанран, Турцирен. Ҫавӑн пекех ҫамрӑксем Екатеринбургран, Перӗмрен, Сарӑтуран, Чӗмпӗртен килсе ҫитнӗ. Фестиваль хӑйен тӗллевӗсем шутне тӗрӗк ҫамрӑкӗсене политика, ӑслӑлӑх, культура, вӗренӳ шайӗнче пӑтӗҫтерессине лартнӑ. Ҫавӑн пекех унта пур тӗрӗк ҫамрӑкӗсем умӗнче те тӑракан ыйтусене сӳтсе явнӑ. Фестивальте ҫавра сӗтелсем, тӗлпулусем иртнӗ. Чӑвашран фестивале чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗ, наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» обществи, ЧНК ҫумӗнчи ҫамрӑксен «Хастар» пӗрлешӳ кайнӑ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |