Тутарстан Республикинчи Алексеевски районӗнчи Чӑваш Майни ялӗн ҫыннисем халӑх вӑйӗпе чиркӳ ҫӗклеҫҫӗ. Юлашки сакӑр уйӑхра вӗсем пура тунӑ.
Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче чӑваш майнисем уяв евӗр мероприяти йӗркелесе купол хӑпартнӑ. Ку ял ҫыннисемшӗн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Ҫав кун унта ваттисенчен пуҫласа вӗтти таранах пухӑннӑ.
Тӗрӗссипе, чиркӗве малтанах тума шухӑшланӑ. Анчах укҫа-тенкӗ ҫитсе пыманни ура хурать-ҫке-ха. Кӑштахран ял халӑхӗ укҫа пухма тытӑннӑ. Кун пирки хаҫатра та пӗлтерӳ панӑ.
Ырӑ ҫак ӗҫрен район администрацийӗ те айккинче юлман. Ялта та укҫа ытларах паракансем тупӑннӑ. Алексеевскинче пурӑнакан Геннадий Иванович Чехонин ӗҫе йӗркелесе пынӑ, пысӑк купол тутармашкӑн кӗсйинчен 200 пин тенкӗ кӑларса хунӑ. Мускав ҫумӗнче пурӑнакан Николай Иванович Чехонин та пулӑшнӑ. Василий Тимофеевич Бикулов ачисемпе пӗрле пӗчӗк купол туяннӑ.