Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Анатолий Кибеч «Хаклӑ ентешӗмӗрсене чӗнсе калани» уйрӑм кӗнекен пичетленсе тухрӗ. Хушса ҫырнӑ йӗркесем пурри те паллӑ. Вулакансене вӗсем те усӑллӑ пулассӑн туйӑнать. Пурнӑҫӑн тӗрлӗ тапхӑрӗсем халӑхпа уйрӑм ҫын умне ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ тӗллевсемпе ыйтусем кӑларса тӑратнине шута илсе, кашни ҫын телей курма ҫуралнине, эпир пурте хамӑр турӑ суйласа илнӗ ырӑ та ӑслӑ халӑхӑмӑр ачисем пулнине асра тытса, тӑван халӑха упраса унӑн ятне-сумне мухтава кӑларасси пирӗн кашнин таса тивӗҫӗ пулнине аса илтерсе, хаклӑ ентешӗмсем, эпӗ сире хам шухӑша палӑртса ҫапла чӗнсе калас тетӗп. Тӑван халӑх пулман тӑк эпир те пулас ҫукчӗ. Вӑл пирӗншӗн анне те, атте те. Халӑхшӑн ырӑ ӗҫ тума тытӑнасси юратупа вӑй илнӗ чӑвашлӑх туйӑмӗнчен пуҫланать. Ҫав туйӑм ӑс-тӑна ҫивӗчлетет, хавхалану кӳрет, хамӑр хушӑри туслӑха, пӗрлӗхе ҫирӗплетет. Кӗскен каласан, пирӗн ҫӑлӑнӑҫпа малашлӑх сывӑ та ӑслӑ ӑру парнелекен икӗ чӑваш юратӑвӗнче. Чӑвашшӑн чӑвашах шанчӑклӑ. Телейлӗ ҫын пуласси хӑвӑртан килет; ыттисене ӳпкелес йӑлана пӑрахӑр; иртнипе мар, хальхи вӑхӑтпа харӑс утса ҫӗнӗ тӗллевсем лартӑр; ӗҫе тӗплӗ туса тулӑх пурнакан ӑнӑҫлӑ ҫын пулма тӑрӑшӑр; шухӑш-кӑмӑл ирӗклӗхне, чун ҫирӗплӗхне упрӑр; чыс-хисеп вараланасран сыхланӑр. |
Чӑвашлӑх
![]() t.me/alenaelizarova каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ аталану министрӗ Алёна Елизарова Телеграмри хӑйӗн каналӗнче Чӑваш тӗррин кунӗпе чӑвашла саламланӑ. «Пӗлменӗн пӗр тӗрӗ, пӗлекенӗн ҫӗр тӗрӗ теҫҫӗ... Чӑваш тӗрри – мӗн тери илемлӗ те чуна тыткӑнлакан ӑсталӑх. Хисеплӗ ентешсем! Сире Чӑваш тӗррин кунӗпе чунтан саламлатӑп! Чӑваш ҫӗрӗ мӗн авалтан ҫӗр пин сӑмахпа, ҫӗр пин юрӑпа, ҫӗр пин тӗрӗ-эрешпе пуян пулнӑ. Ҫак пуянлӑх ламран лама куҫса пырать. Чӑваш тӗрринче тӑван халӑхӑн пуян историйӗ упранать. Несӗлсен ӑсталӑхӗ паянхи кун ҫӗнӗлле вӑй илсе пырать. Унӑн пӗлтерӗшне упраса хӑварас, анлӑрах сарас тӗллевпех республикӑра чӑваш тӗррин кунне те никӗсленӗ. Чӑваш тӗрри асамлӑ та илӗртӳллӗ. Тӗрӗ тӑрӑх «вулама» пулать тӗнӗ ватӑсем. Йӑх-несӗл, управ паллисене паянхи кун та ӑстасем пир ҫине тирпейлӗн вырнаҫтараҫҫӗ, хайсен ӗҫӗсемпе тыткӑнлаҫҫӗ. Ҫак пуянлӑх, хаклӑ тупра упранасса, пулас ӑру патне те ҫитессе шанас килет. Уяв ячӗпе, чӑваш тӗррине кӑмӑллакансем!» — ӑшшӑн саламланӑ министр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() t.me/gazetatavanen сӑнӳкерчӗкӗ Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин кунне уявланӑ май тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Ишлейри ял вулавӑшӗнче авалхи чӑваш тумӗсене кӑтартнӑ. Вӗсене Роза Карикова Римма Сорокина кӑтартнӑ. Римма Леонидовна (сӑнӳкерчӗкре сылтӑм енче) валли чӑваш кӗпине 1983 году амӑшӗ, Вера Волкова, ҫӗлесе панӑ. Вера Прокопьевна тумӗпе Римма Леонидовна хӑйӗн туйӗн иккӗмӗш кунӗнче ҫынсен умне тухнӑ. Роза Карикова (сӑнӳкерчӗкре сулахай енчи) ҫипуҫне те амӑшӗ, Фёкла Яковлевна, хатӗрлесе панӑ. Ку вӑл 1955 ҫулта пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх академи драма тетарӗнче Чӑваш тӗррин кунне халалласа питӗ лайӑх акци шухӑшласа кӑларнӑ. Паян, чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, театрта «Мӗн-ши вӑл телей?» спектакль кӑтартӗҫ. Ӑна курма чӑваш кӗпине е чӑваш тӗрриллӗ тумтире тӑхӑнса кайсан тепӗр спектакле ҫур хакпа кӗртӗҫ. Асӑннӑ спектакль — премьера. Унӑн ячӗ — «Ӗмӗр сакки сарлака». Ҫапла-ҫапла. Шӑпах ҫавӑ. Никифор Мраньккан романӗ тӑрӑх ӑна Чӑваш Республикин халӑх артистки, Наталия Сергеева режиссёр хатӗрленӗ. Премьерӑна раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Алексей Козловӑн джаз-клубӑн «DIVA ETHNO FUTURE SOUND» этнопроектне куракансем юратса йышӑнаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхи кунӗнче иртнӗ концерта нумаях пулмасть CD-диск ҫине куҫарнӑ. Асӑннӑ концерт ун чухне Алексей Козлов клубӗнче иртнӗ. Пластинкӑна Чӑваш Енӗн халӑх художникӗн Праски Витти ӳкерчӗксем илемлетеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Геннадий Краснов. cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр пенсинер чӑваш кӗпине тӗрлеме ӗмӗтленет. Тӗрӗ ӑсталӑхне 76 ҫулти Геннадий Краснов Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта алла илнӗ. Асӑннӑ центрти Пултарулӑх мастерскойӗнче вӑл Ирина Ковеза ӗҫ инструкторӗ пулӑшнипе малтан чӑваш тӗррине тӗрлеме хӑнӑхнӑ, ҫак енӗпе тӗрлӗ техникӑна вӗреннӗ. Арҫын малтан салфеткӑсем тӗрленӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра кӗпе тӗрлеме ларасшӑн. «Кӗпе ҫинчи пулас эреше суйласа илме Ирина Ковеза пулӑшрӗ. Вӑлах ҫипписене суйласа пачӗ», — каласа кӑтартнӑ арҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Юпа уйӑхӗн 20-мӗшенче Патӑрьелте анатри чӑвашсен фольклорӗн «Ӗмӗрсен эрешӗсем» регионсем фестивалӗн гала-концерчӗ иртнӗ. Мероприятие «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» халӑх пултарулӑхӗн республикӑри центрӗ вырӑнти клуб тытӑмӗпе пӗрле йӗркеленӗ. «Анатри» этнографи ушкӑнне кӗрекен чӑвашсен, ҫавӑн пекех Чӑваш Енре пурӑнакан вырӑссемпе мордвасен фольклорпа этнографи культурине сарас тӗллевпе ирттернӗ мероприятире тӗрлӗ жанрлӑ юрӑсем янӑранӑ, кӗвӗ-ҫемӗпе, йӑла-йӗркепе паллаштарнӑ. Фестивале Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Тӑвай, Елчӗк тӑрӑхӗсенчи, Пензӑпа Самар облаҫӗсенчи, Тутарстанри 200 ытла ҫын пуҫтарӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Шупашкар районӗнчи хастарсем Тӗмен хулинче пулнӑ, унта чӑваш культурипе паллаштарнӑ. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем Маргарита Павлова тата Любовь Вазюкова, Шупашкар районӗнчи паллӑ хореограф Надежда Васильева ҫурҫӗрте пурӑнакан чӑвашсем валли чӑваш тӗррине тӗрлеме тата чӑвашла ташлама вӗрентекен ӑсталӑх сехечӗсем ирттернӗ. Аякри йӑхташӑмӑрсем ку тӗлпулӑва ӑшшӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ социаллӑ тата культура проекчӗсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Ҫавна май унта чӑвашла ҫутӗҫ программи хатӗрлӗҫ. «Родной язык чувашской сказки» (чӑв. Чӑваш юмахӗн тӑван чӗлхи) проект «Лукойл» организаци Владимир, Вологда, Ярославль облаҫӗсенче, Мари Эл, Мордва Респуликинче, Чӑваш Енре ирттернӗ конкурсра ҫӗнтернӗ. Грант укҫипе вулавӑш «Чӗвӗл-чӗвӗл чӗкеҫсем = Щебет ласточек» ҫутӗҫ программине хатӗрлӗ. Вӑл шкул ҫулне ҫитмен ачасем валли пулӗ. Ӑна чӑваш халӑх юмахӗсене тӗпе хурса пукане юмахӗ лартма 7 сценари хатӗрлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре «Пурӑн, чӑваш тӗрри» конкурс малалла пырать. Унӑн теми – «Ачаран пӗлекен эреш». Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Чӑваш наци музейӗ тата Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗ ирттереҫҫӗ. Вӗсем ӑстасене, художниксене тата дизайнерсене чӑваш тӗррине тӗпе хурса ача-пӑча валли хальхи вӑхӑтри тум хатӗрлеме сӗнеҫҫӗ. Паянхи кун тӗлне конкурса Шупашкарти, Элӗк, Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне муниципаллӑ округӗсенчи. Иркутск облаҫӗнчи ӑстасем 17 ӗҫ сӗннӗ. Конкурса пӗр ача пахчи тата 5 шкул хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Ӗҫсене чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |