|
Чӑвашлӑх
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче Чӑваш кӗнекин кунӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе, «Чӑваш Ен» издательствӑпа полиграфи комплексӗпе тата Раҫҫейри писательсен союзӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗпе пӗрле пулса ирттерӗҫ. Мероприятие ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 155 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Чӑваш кӗнекин кунне пирӗн республикӑра пуҫласа пилӗк ҫул каялла, 2021 ҫулта, ирттернӗ. Ӑна Питӗр хулинче 1769 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» чӑваш чӗлхин пӗрремӗш грамматикине халалланӑ. Ун пек кӗнеке кун ҫути курни чӑваш халӑхне хут вӗрентес ӗҫре пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Кӗнекене Ермей Рожанский хатӗрленӗ. Унпа каярах чылай вӑхӑт тӗп вӗренӳ пособийӗ евӗр Чулхула, Хусан тата Оренбург епархийӗсенчи тӗн училищисемпе семинарийӗсенче чӑвашсемпе вырӑссене вӗрентме усӑ курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() 2005 ҫулта тин ҫеҫ И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ Светлана Яковлева (халӗ вӑл Абрашкина хушаматпа ҫӳрет) Мурманск хулине вӗҫтернӗ. Унта Светлана 20 ҫул пурӑнать. Унта вӑл качча тухнӑ. Паян мӑшӑр икӗ ывӑл ӳстерет. Мурманска чӑваш хӗрӗ тӑванӗ пуртан тухса кайнӑ. Ҫурҫӗрти ҫав хулара ашшӗн шӑллӗ пурӑннӑ, вӑл хӑйсем патне йыхравланӑ. 4 уйӑх вӗсем патӗнче пурӑннӑ хыҫҫӑн хваттер тара илсе пурӑнма пуҫланӑ, аслӑ шкулта чӑваш филологине вӗреннӗскер сутуҫӑра ӗҫлеме тытӑннӑ. Унти чӑвашсемпе паллашса кайнӑ хыҫҫӑн чӑваш хӗрӗн ҫулӗ те уҫӑлнӑ. Вӑл училищӗре (унта директорӗ чӑваш пулнӑ) театроведени енӗпе хушма пӗлӳ паракан педагогра ӗҫлеме тытӑннӑ. Унсӑр пуҫне вӑл юрлама юратать. Мӑшӑрӗ ку енпе ӑста иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Енре «Сик! Тух!» этноуяв иртни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Чи кӑмӑлли — ку мероприятие пӗр хут ирттернипех лӑпланманни. Чӑваш культурипе ачасене тата ҫамрӑксене паллаштарас тӗллевпе шухӑшласа кӑларнӑ проекта уйӑхӗпех пурнӑҫа кӗртӗҫ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ та утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗчченех пырӗ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн культурипе ачасемпе яш-кӗрӗме тата хӗр-упраҫа вӑйӑ тата ташӑ урлӑ паллаштарасшӑн. Проекта клубсемпе культура ҫурчӗсенче пурнӑҫа кӗртӗҫ. Тӗп мероприяти вара утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Фольклорӑн пӗрлехи кунӗнче, иртӗ. Ун чухне «Сик! Тух!» ятпа этновӑйӑ йӗркелеме палӑртса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() https://vk.com/wall-194612697_8221 сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер Чӑваш Енре «Сик! Тух!» этноуяв иртнине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Муркаш районӗнчи «Солнышко» (чӑв. Хӗвелӗм) ача пахчинче те ку уява анлӑн ирттернӗ. Ӑна ирхи утренник евӗр йӗркеленӗ. Массӑллӑ куравсем йӗркелекен Сергей Каликов режиссёр пӗчӗкскерсене чӑвашсем вӑййа тухни тата ача-пӑчан вӑййи ҫинчен пӗчӗккисем ӑнланмалла каласа кӑтартнӑ. Арҫын ачасемпе хӗрачасем аслӑ ҫыннӑн сӑмахне итлесе ларнӑ ҫеҫ мар, вӗсем валли пӗчӗк уяв туса панӑ. Унта вӗҫем пурте чӑвашла тумланса хутшӑннӑ. Чӑн-чӑн пукане евӗр вӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() "Урал сасси" хаҫат пабликӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Пушкӑртстанри Ермеккей районӗнчи Эрехӗрри ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Татьяна Ванюшина ял хуҫалӑх наукисен кандидатне вырӑнтисем асра тытаҫҫӗ. Унӑн ӗмӗрӗ вӑрӑмах пулман. Анчах ҫӑв хушӑра вӑл ырӑ ят хӑварма ӗлкӗрнӗ. Шӑпах ентешне халалласа тӑван ялӗнче «Тивлет» чӑваш культурин уҫӑ фестивальне йӗркелеҫҫӗ иккен. Йӑлана кӗнӗ мероприяти кӑҫал пиллӗкмӗш хут иртнӗ. Хӗрарӑм Пушкӑрт патшалӑх ял хуҫалӑх институтӗнче пӗлӳ илсе агроном профессине алла илнӗ. Стажировкара вӑл Германире пулнӑ. Пултаруллӑ пулнӑран ӑна хӑй вӗреннӗ аслӑ шкулта ӗҫлеме хӑварнӑ. Унӑн ҫӗре яхӑн наука ӗҫӗ пичетленсе тухнӑ, ҫав шутра нимӗҫ чӗлхипе те. «Урал сасси» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Эрехӗрри хӗрарӑмӗ Раҫҫейри «Чӑваш пики-2002» конкурса хутшӑнса иккӗмӗш вырӑна ҫӗнсе илнӗ. Унсӑр пуҫне Эрехӗрри хӗрӗ хӑй вӑхӑтӗнче сенкер экран ҫине тухса «Тивлет» чӑвашла кӑларӑма та ертсе пынӑ, «Нарспи» фольклорпа этнографи чӑваш халӑх ансамбльне те ҫӳренӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() "Урал сасси" хаҫат пабликӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Пушкӑртстанри Чекмагуш районӗнчи Чӑваш культура обществине малашне Владимир Соколов ертсе пырать. Ҫӗнӗ ертӳҫӗпе май уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Пушкӑртстанри чӑваш культура обществин канашлӑвӗнче паллаштарнӑ. Владимир Соколовпа «Урал сасси» хаҫатра тӗплӗн паллаштарнӑ. Акӑ еплерех ҫырса кӑтартнӑ унта: «Вӑл 1965 ҫулта Чекмагуш районӗнчи Макаровка ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти пуҫламӑш, Юмашри вӑтам шкулсенче вӗреннӗ, Туймазӑри ятарлӑ професси пӗлӗвӗ паракан училищӗре газоэлектросварщик профессине алла илнӗ. 1983-1985 ҫулсенче Украинӑра ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Демобилизаци хыҫҫӑн ҫулталӑк хушши Кустанай облаҫӗнче автотранспорт предприятийӗнче ӗҫленӗ. Ҫулталӑкран Пушкӑртстана таврӑннӑ, авланнӑ, мӑшӑрӗпе Тюмень облаҫӗнчи Ханты Манси автономи округне пурӑнма куҫнӑ. Владимир Леонидович яланах общество пурнӑҫне хастар хутшӑннӑ, спортпа туслӑ пулнӑ, «Профессире чи лайӑххи» конкурса хутшӑнса пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Ҫемйипе пӗрле те хӑй ӗҫлекен организаци, хула чысне хӳтӗленӗ. Пилӗк ҫул ытла Нефтеюганск хулинчи «Раздолье» тӗслӗхлӗ казак халӑх ансамбльне ҫӳренӗ. Ертӳҫӗ пултарулӑхӗпе общество ӗҫ-хӗлӗ ытларах «Юханшыв» обществӑлла пӗрлӗх ӗҫӗнче палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун, пирӗн республикӑра «Сик! Тух!» этноуяв иртнӗ. Ӑна ҫемьесем валли республикӑн кашни муницпалитетӗнчех йӗркеленӗ. Шупашкарта та ун пекки иртнӗ. Унти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра кӑкӑр ачисемпе яшпа пике ҫулне ҫитнӗ ачасем таранах хутшӑннӑ. Хӑйсем ҫеҫ мар, ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле. Этноуява ирттернӗ май унта вӑйӑ картине тӑнӑ, чӑвашла юрӑсем шӑрантарса карталанса утнӑ. Чӑваш такмакӗсем каласа ташша ҫапнӑ. Чӑвашла юрӑсене унти «Палан» ансамбль шӑрантарнӑ. Ҫемьесем валли йӗркеленӗ уявра «Пӑхаттир» ятпа спорт вӑййисем те иртнӗ. Кунсӑр пуҫне тата чӑваш эрешӗсемпе ӳкерсе ҫӗмье гербне ӑсталанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() Тутарстан Республикинчи Нурлат хулинче вырнаҫнӑ 1-мӗш номерлӗ «Родничок» ача пахчинче Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне халалласа питӗ кӑсӑклӑ тата усӑллӑ ӗҫ иртнӗ. Кунта «Туслӑх асамат кӗперӗ» («Радуга Дружбы») кружокӑн пӗтӗмлетӳ урокне йӗркеленӗ. Ҫак занятире шкул ҫулне ҫитмен пӗчӗк ачасем чӑваш халӑхӗн культурипе ҫывӑххӑн паллашнӑ, пӗрле пухӑнса «Чӑваш халӑх эрешӗсем» ятлӑ пысӑк ӗҫ хатӗрленӗ. Пӗчӗк ӳнерҫӗсем чӑвашсен авалхи тӗнчине кӗрсе кайса, халӑх тумтирӗпе кил-ҫурт хатӗрӗсене илемлетекен йӑлана кӗнӗ эрешсемпе тӗрӗсене тӗплӗн вӗреннӗ. Урок вӑхӑтӗнче вӗсем тӗрӗри паллӑсен вӑрттӑнлӑхне сӳтсе явнӑ. Тӗслӗхрен, хӗрлӗ тӗс пурнӑҫпа хӑвата пӗлтернине, хура тӗс вара ҫӗрпе тата авалхи йӑла-йӗркепе ҫыхӑннине пӗлнӗ. Унсӑр пуҫне кашни геометри кӗлетки хӑйӗн уйрӑм пӗлтерӗшне пытарнине ӑнланса илнӗ. Ачасем авалхи чӑваш мотивӗсене хут ҫине вӑйлӑ кӑсӑкланупа ӳкернӗ, тӗссене тӗрӗс суйласа илме тӑрӑшнӑ тата ӳкерчӗкӗн композицине малтанах тӗплӗн палӑртнӑ. Ҫак ӗҫӗн пӗтӗмлетӗвӗ вара пурин кӑмӑлне те кайнӑ: чӑн-чӑн халӑх ӳнерӗн миниатюрӑри куравне аса илтерекен ҫутӑ тата хӑйне евӗрлӗ ӗҫ пулса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Республикин Вӗрентӳ министерстви республика шайӗнче «Ача садӗнчи Акатуй» конкурс ирттерет. Унта хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Конкурс икӗ тапхӑрпа иртӗ. 1-мӗшӗ – муниципалитет тапхӑрӗ. Вӑл ҫӗртмен 1-мӗшӗнче пуҫланӗ те ҫӗртмен 15-мӗшӗнче вӗҫленӗ. 2-мӗш тапхӑр – республика шайӗнчи. Вӑл ҫӗртмен 15-17-мӗшӗсенче иртӗ. Ҫӗртмен 18-мӗшӗнче финал Шупашкарти 203-мӗш ача садӗнче пулӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене чыслӗҫ. Республика шайӗнчи конкурсра ҫак критерисем хушма балсем парӗҫ: чӑвашла тухса калаҫни, «Контактра» халӑх тетелӗнче #НЕДЕЛЯАКАТУЙ21 хэштегпа публикацисем вырнаҫтарни, шкул ачисем хутшӑнни тата оригиналлӑ шухӑша пурнӑҫлани. Ыйтса пӗлмелли телефон: 58-47-19 (122 хушмалла), 58-37-89, (118 хушмалла). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Самар облаҫӗнчи Ҫӗнӗ Этелек ялӗнче чӑваш халӑх ташшин облаҫри конкурсӗ иртнӗ. Ӑна Пушкӑрт Республикин халӑх артистне Н.И. Осипова халалласа йӗркеленӗ. Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗнче иртнӗ ҫак уява Похвиҫнӗ, Клевлӗ, Шунтал тата Чаллӑпуҫ районӗсенчи 18 ушкӑн хутшӑннӑ. Самар тата Шупашкар хулисенчен уйрӑм юрӑҫсем килнӗ. Пурӗ 70 ытла ҫын хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Конкурса чӑвашсен «Пехил» обществи Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ тата администраци пулӑшнипе ирттернӗ. Хутшӑннӑ пур ҫынна та дипломсемпе призсем панӑ. Шунтал районӗнчи «Зорюшка» ансамбль пӗрремӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Транспортпа пулӑшнӑшӑн Шунтал районӗн администрацине тата «Пехил» обществӑн ертӳҫине О.Н. Зиновьевана тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
