|
Чӑвашлӑх
![]() 40-меш шкул пабликӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар хулинчи 17-мӗш вӑтам шкулта «Пархатар» этнографи фестивалӗ иртнӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулнӑ. Хулари 40-мӗш шкул «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, шкул ачисемпе вӗрентекенсем чӑваш халӑхӗн юрри-кӗввин, ташши-вӑййин тӗнчине лекнӗ. Вӗсем тӗрлӗ номинацире ӑмӑртнӑ, хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. «Чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗрки» номинацире Шупашкар хулин 40-мӗш шкулӗн «Чӗкеҫ» (1б класс, ертӳҫи - А.М. Степанов), «Чӑваш ачи» (9м класс, ертӳҫи - Р.А. Гаврилова) ушкӑнсем тата чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенсем Т.В. Николаева, Р.А. Гаврилова , А.М. Степанов хутшӑннӑ. Вӗсем ҫепӗҫ юрӑсем шӑрантарнӑ, чӑваш вӑййисене вылянӑ, куракансене илемлӗ ташӑпа савӑнтарнӑ. «Чӑваш ачи» ушкӑн 1-мӗш вырӑна, вӗрентекенсен ушкӑнӗ 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре чӑваш чӗлхин малашнехи аталанӑвне форумра сӳтсе явнӑ. Унта ЧР Элтеперӗ Олег Николаев чӑваш алфавичӗллӗ аталанмалли теттесем тата наци тумӗллӗ пуканесем туса кӑларассине ырланӑ. Олег Алексеевич ку шухӑшпа Экономика аталанӑвӗн министерствине ӗҫлеме хушнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, чӑваш чӗлхине тата наци йӑли-йӗркине ҫӗнӗ вӗренӳ методикисем урлӑ кӑна упраса хӑварма май пур. Вӑл чӗлхене вӗренессине грамматикӑпа кӑна ҫыхӑнтармалла маррине каланӑ. Форум Шупашкарти 8-мӗш ача пахчинче иртнӗ. Ахальтен мар. Унта «Тӑван чӗлхе – анне чӗлхи» республика проекчӗ пурнӑҫланать. Ачасене унта икӗ чӗлхепе вӗрентеҫҫӗ: вырӑсла тата чӑвашла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() «Хыпар» издательство ҫурчӗн пабликӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк «Хыпар» издательство ҫурчӗ «Чӑвашлӑх – чунра» конкурс ирттернӗ, вӑл ӗнер вӗҫленнӗ. Ӑна Чӑваш чӗлхи уйӑхлӑхӗ пынӑ май йӗркерелес тенӗ. Конкурса хутшӑнакан ӗҫсемпе издательство ҫурчӗ «Контактра» соцсетьре хӑйӗн ушкӑнӗнче йӗркеленӗ. Онлайн сасӑлав ҫӗнтерӳҫисем: 1. Наталия Муллина (Елчӗк округӗнчи Кӗҫӗн Таяпари культура ҫурчӗн культйӗркелӳҫи). 2. Тимур Катков (Шупашкарти 65-мӗш шкул вӗренекенӗ). Эльвира Николаева (Кӳкеҫ шкулӗн кӗҫӗн классене вӗрентекенӗ). 3. Вероника Макарова (Комсомольски округӗнчи" Радуга" 3-мӗш ача сачӗн логопед вӗрентекенӗ). Евгения Никифорова (Шупашкарти медколледжӑн 1 курс студенчӗ). Жюри палӑртнӑ ҫӗнтерӳҫӗсем: 1. Злата Яблокова (Шупашкарти 6-мӗш шкул вӗренекенӗ). 2. Селиме Фадеева (Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Хуракасси шкулӗн вӗренекенӗ) Матвей Платонов (Шупашкарти 78-мӗш ача садне ҫӳрекен). 3. Елисей Клементьев (Красноармейски округӗнчи Упи шкулӗн вӗренекенӗ). Алина Иванова (Йӗпреҫ округӗнчи Пучинкери «Колосок» ача сачӗн воспитателӗ). Надежда Петухова (Елчӗк округӗн. Лаш Таяпа культура ҫурчӗн культйӗркелӳҫи). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() https://vk.com/search/statuses?q=%23чӑвашлӑхчунра&w=wall-163682416_48164 сӑнӳкерчӗкӗ Йӗпреҫ округӗнчи Пучинке ача садӗнче «Пӗчӗк чиперкке» конкурс иртет. Унта хутшӑнакан ачасем тӗрлӗ тупӑшӑва хутшӑнаҫҫӗ: хӑйсем ҫинчен каласа параҫҫӗ, илемлӗ юрӑ шӑрантараҫҫӗ, сӑвӑ вуласа параҫҫӗ, ӑсталӑх класне хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхне ҫирӗплетеҫҫӗ. Ача садне ҫӳрекен шӑпӑрлансем тӗрлӗ уява хутшӑнса мӗн пӗчӗкренех тӑван чӗлхене упрама, йӑла-йӗркепе анлӑ паллашса чӑваш культурине хисеплеме вӗренеҫҫӗ. «Чӑвашлӑх — пирӗн ачасенче», ҫак тӗллевпе педагогсем питӗ анлӑн ӗҫлеҫҫӗ», – тесе пӗлтернӗ Пучинкери «Пучах» ача сачӗн ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Дина Трякова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() Виталий Михайлов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Тӑван чӗлхене каҫса каясла юратни пирки нумай калаҫма пулать пулӗ. Чӑваш эрешеллӗ тум тӑхӑнса сӑн ӳкерӗнме те, ҫулталӑкра пӗрер хутчен чӑваш чӗлхи ҫинчен мухтав юрри евӗр сӑвӑ янӑратма та. Анчах чӑвашлӑха ачасене те пама пултарсан ҫеҫ сывлӑша ахаль ҫеҫ янӑратни пулмӗ. Красноармейскинче пурӑнакан Михайловсем тӑван чӗлхене упраса хӑварссишӗн нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. Зинаида Михайлова ачасене Красноармейски шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентет, чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ мероприяти сахал мар йӗркелет. Виталий Михайлов 1989 ҫултанпа Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа исккуство тата литература пӗрлӗхӗн правлени председателӗ тата унӑн ҫумӗ, ҫав вӑхӑтрах Нестер Янкас ячӗллӗ преми паракан комисси ертӳҫи. Унсӑр пуҫне Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн Красноармейски тӑрӑхӗнчи уйрӑмӗн яваплӑ секретарӗ, тӑван тӑрӑх историйӗпе культурине тӗпчес енӗпе ырми-канми тӑрӑшать, округра турист маршручӗсем уҫассипе тимлет. «Зинаидӑпа Виталий виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ вӗсен ҫичӗ мӑнукӗпе савӑнса пурнаҫҫӗ», — кун пирки эпир Виталий Михайловӑн Контактри страницине вуласан пӗлтӗмӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Кӑҫал чӑвашсен Акатуйӗ Санкт-Петербургра та иртӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев тӳрӗ линире пӗлтернӗ. Аса илтерер: вӑл паян иртнӗ, 11:00 сехетре пуҫланнӑ. Тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче эфира Санкт-Петербургри Евгений Емельянов шӑнкӑравласа ҫитнӗ. Вӑл Питӗрте те, Мускаври пекех, чӑваш уявӗсене ирттерме пулмасть-и тесе кӑсӑкланнӑ. Олег Николаев ҫапла хуравланӑ: нумаях пулмасть Чӑваш Ен правительствин председателӗ Сергей Артамонов тата культура министрӗ Светлана Каликова Санкт-Петербургра пулнӑ, Нева хӗрринчи хулара Акатуй ирттерме калаҫса татӑлнӑ. Программа интереслӗ пуласса шанаҫҫӗ, наци юрри-ташшипе пуян пулӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() Питӗр хулинче Чӑваш культурин кунӗсем иртӗҫ. Ҫӗршывӑмӑрӑн ҫак хулинчи Тулаш ҫыхӑнупа ӗҫлекен комитетпа пирӗн республика Чӑваш культурин кунне кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче ирттерме калаҫса татӑлнӑ. Мероприяти Санкт-Петербургри патшалӑхӑн академи капеллинче иртӗ. «Эпир анлӑ культура программи хатӗрлеме пуҫланӑ та ӗнтӗ. Питӗрте пурӑнакансем Чӑваш Енри пултарулӑх коллективӗсен ӑсталӑхӗпе паллашӗҫ, хамӑрӑн йӑла-йӗркене — сӑра вӗретнине тата туй ирттернине — кӑтартса парӑпӑр. Анатолий Рыбкинпа Праски Витти чӑваш художникӗсен куравӗсем уҫӑлӗҫ, халӑх ташшине ташлама вӗрентекен тата декораципе прикладной ӳнер енӗпе ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫлӗҫ. Чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе дегустаци ирттресе паллаштарӑпӑр», — каласа кӑтартнӑ Чӑваш Енӗн культура министрӗ Светлана Каликова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш чӗлхи кунне халаллас Чӑваш Енре «Эпӗ чӑвашла калаҫатӑп» акци иртет. Вӑл ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пуҫланнӑ, ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Акцие ирттерекеннисем — Чӑваш Республикин Вӗренӱ институчӗпе Чӑваш наци конгресӗ. Институтра пӗлтернӗ тӑрӑх, акцие чӑвашла калаҫакан кирек кам та хутшӑнма пултарать: чӑваш чӗлхи ҫинчен сӑвӑ вуласа е юрӑ юрласа видео ҫине ӳкерсе илмелле те #эпӗчӑвашлакалаҫатӑп хештегпа «Контактра» хутшӑну тетелӗнчи «Чӑваш чӗлхи – чӗкеҫ чӗлхи» (https://vk.com/club201526545), «Чӑваш наци конгресӗ» (https://vk.com/club73439225) ушкӑнсене е Интернетри ытти хутшӑну тетелӗсене (социаллӑ сетьсене) вырнаҫтармалла. Роликсене палӑртнӑ адрессемпе вырнаҫтарсан кашни хутшӑнакана сертификат парса чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ Наци телевиденийӗн аслӑ редакторӗ Ирина Лампасова – «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2026» акци сӑн-сӑпачӗ. Ҫакӑн пек хыпарланӑ Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн сайтӗнче. Институтра пӗлтернӗ тӑрӑх, «йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, кашни ҫулах чӑвашлӑха аталантаракан, тӑван халӑхӑн чӗлхипе культурине аталантарас ӗҫре ҫитӗнӳ тунӑ, ырӑ ӗҫсемпе палӑрнӑ чӑваш халӑхӗн хастар ывӑлне-хӗрне диктант сӑн-сӑпачӗ пулма» палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2026» акци сӑн-сӑпачӗ пулма Ирина Лампасовӑна палӑртнӑ. Ирина Лампасова 1992 ҫулта Комсомольски районӗнчи Анат Тимӗрчкасси ялӗнче ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн икӗ факультетне (историпе филологи (2009–2014) тата управлени (2010–2015)) харӑсах вӗренсе пӗтернӗ. 2014 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх наци телерадиокомпанийӗнче вӑй хурать: Чӑваш наци радиовӗн редакторӗ, унтан – музыка редакторӗ, халӗ – Наци телевиденийӗн аслӑ редакторӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() Алина Петрова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Муркаш районӗнчи Калайкассинче «Чӑваш ачи чӑвашах» фестиваль иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Ку мероприяти ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Фестиваль пирки Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкулта ӗҫлекен Алина Петрова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. «Тӗрлӗ енлӗ пуян ҫак фестиваль кунта кӑҫал 10-мӗш хут иртрӗ. Фестивалӗн пӗр пайӗ - «Тӑван кил-йышран хакли ҫук, тӑван чӗлхерен асли ҫук» ҫавра сӗтел. Ҫавра сӗтеле хутшӑнса чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен ӗҫтешсемпе чӑвашлӑха аталантарас тӗлӗшпе тунӑ пӗр-пӗрин ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен калаҫрӑмӑр, ачасене тӑван халӑха юрӑхлӑ ӳстерес тесе малалла мӗнле ӗҫлемеллине сӳтсе яврӑмӑр», – хыпарланӑ чӑваш чӗлхи учителӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
