Чӑвашлӑх
![]() vk.com/hitre_cheb страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Екатерина Малинина ҫамрӑк дизайнер этнотум хатӗрлет. Ҫак кунсенче вара Чӑваш тӗррин музейӗнче ҫав ӑстан «Хитре» брендпа ҫӗленӗ япалисен пӗрремӗш куравӗ уҫӑлнӑ. «3 ҫул каялла пуҫа кӗнӗ шухӑшран курав таран ҫитме чылай тӑрӑшмалла пулнӑ ӑстан. Хӑйӗн ӗҫне чунпа тӑвакан ҫӗвӗҫе тупасси хӑех пӗр пысӑк ӗҫ. Апла пулин те «Хитре» бренд чӑвашсене кирлех пулнине туйса алӑ усман Екатерина. «Ҫӗвӗ ӗҫӗ — пирӗн йӑхра ӑруран-ӑрӑва куҫакан ӑсталӑх», — тет дизайнерӑн амӑшӗ», — хыпарлать «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпани. Екатерина Малинина хӑйӗн лавккине чӑваш эрешӗллӗ ҫи-пуҫ туянма пыракансене паллӑсен, эрешсен вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса парать иккен. Чӑваш тӗррин музейӗнчи курав юпа уйӑхӗччен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() t.me/nikamran каналта вырнаҫтарнӑ видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк Иркутск облаҫӗнчи Тагна ялӗнчи чӑвашсемпе ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулинчи ҫамрӑксем пырса ҫитнӗ. Вӗсем — студентсем. Ҫавсем Мускавра, Питӗрте, Астраханьте, Томскра, Красноярскра, Чулхулара аслӑ пӗлӳ илеҫҫӗ. Тӗлпулӑва «Студентсен туризмӗ» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Ҫамрӑксем Тагна ялӗнчи таврапӗлӳ музейӗнче пулнӑ май унти экспонатсемпе кӑсӑкланса паллашнӑ. Чӑвашсен йӑли-йӗрки ҫинчен каласа кӑтартнӑ май тӗрлеме те вӗрентнӗ, чӑваш апачӗпе те хӑналанӑ. Ҫамрӑксем чӑваш ташшине ташласа пӑхнӑ, чӑвашла тумланса асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() ntrk21.ru видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Сӗнтӗрвӑрри районенчи Нарат Чакки ялӗнче пурӑнакан Даньковсем ҫемье музейӗ йӗркеленӗ. Ӗнер-паян мар. 15 ҫул каяллах. Ҫемье музейӗнче пулса курнӑ Чӑваш Енӗн наци телекуравӗн ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, «унти экспонатсене халиччен 16 ҫӗршывра пурӑнакансем килсе курнӑ. Кашнинех кил хуҫисем чӑваш ҫи-пуҫӗпе кӗтсе илеҫҫӗ». Музея тӑвасси арчаран пуҫланнӑ. Чӑваш эрешӗллӗ арчари авалхи япалсенчен пуҫланса кайнӑ музея ял ҫыннисем те пулӑшаҫҫӗ, авалхи япаласене кӑларса перес вырӑнне Даньковсене пырса параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Мӗн тарӑн чӑваш халӑхӗ ӑҫта кӑна сапаланса пӗтмен-ши, тӗнчен тата ҫӗршывӑн хӑш кӗтесӗнче кӑна тӗпленмен-ши?! Бурят Республикинче те пурӑнать чӑваш. Унти йӑхташӑмӑрсен ентешлӗхне Надежда Колесникова (Надежда Аякри) ертсе пырать. Надежда Николаевна ҫинчен ҫак йӗркесен авторӗ маларах темиҫе хутчен те ҫырнӑччӗ, вӑл хӑйсен республикине пырса курма та йыхравланӑччӗ. Надежда Колесникова Тутарстанри Аксу ялӗнчен куҫса кайнӑ чӑвашсен ҫемйинче 1968 ҫулта ҫуралнӑ. Нумаях пулмасть вӑл Чӑваш кӗнеке издательствинче «Вдали от Родины» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Кӑларӑмра иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсенче тутар чӑвашӗсем мӗншӗн Бурят Республикине куҫса кайни ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Ҫерем ватакансем лайӑх шӑпа шырани тӳрре тухнӑ-и-ха? Кун пирки кӗнекене вуласан ӑнланса илме май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Утӑ уйӑхӗн 2-3-мӗшӗсенче Чӑваш Енре "Пятница" телеканал "Гастротур" проект валли сюжет ӳкернӗ. Кӗҫех вӑл экран ҫине тухмалла. Кӑларӑма Дмитрий Левицкий ресторатор ертсе пырать. Ӳкерӳ ушкӑнӗ пирӗн патра историпе, культурӑпа тата наци рецепчӗсемпе паллашнӑ. Эфирта ҫавӑн пекех "Чӑваш кӗрӗм", "Ясна" этнокомплекссем пирки курма май пулӗ. Чӑваш Республикинче ӳкернӗ кӑларӑм авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче эфира тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() "Чувашский край" страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш ҫемйи Абхазирен 7 дипломпа таврӑннӑ. Асӑннӑ ҫӗршывра наци культурисен «Алтын Майдан» пӗтӗм тӗнчери фествалӗ иртнӗ. Унта Алёна Силпи чӑваш юрӑҫи хӑйӗн ҫемйипе хутшӑннӑ. Вӗсем тӳресене хӑйсен тӗлӗнсе каймалла хитре тумӗпе (чӑваш тумӗпе!) тата илемлӗ юррисемпе тыткӑнланӑ. Ҫемье 7 диплом ҫӗнсе илнӗ. «Пиллӗккӗшне эпӗ тивӗҫрӗм, Савелийпе Мирослав ывӑлӑмсем пӗрер дипломлӑ пулчӗҫ», — каласа кӑтартнӑ чӑваш хӗрарӑмӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Халӑх тетелӗнчи Игорь Алексеев страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш чӗлхин «Хавал» ҫуллахи университечӗ (хастарсем ҫапла ят панӑ. Ытти ҫул уйлӑх текенччӗ) хӑйӗн ӗҫне вӗҫленӗ. Кӑҫал вӑл 13-мӗш хут иртрӗ. Чӑваш хастарӗсем хальхинче Етӗрне районӗнчи «Сӑр шурӑмпуҫӗ» кану базинче пухӑннӑ. Университет утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа ӗҫленӗ. «Хавал лагерь вӗҫленчӗ. Пиллӗк кун хушши тем те тунӑ, тем те пӗлнӗ. Ыран ирхине киле таврӑнатӑп. Паллах, тепӗр ҫулта та Хавала пыратӑп. Хавалтан лайӑхрах нимӗн ҫук!» — хыпарланӑ халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче Игорь Алексеев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Халӑх тетелӗнчи «Урал сасси» хаҫат страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Пушкӑртстанри Ҫтерлӗ тӑрӑхне чӑваш блогерӗ Константин Доброхотов пырса ҫитнӗ. Кун пирки «Урал сасси» хаҫатра ӗнер, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, пӗлтернӗ. «Паян Ҫтерлӗ районӗнчи Косяковка ял библиотеки чӑваш халӑх культурине, чӗлхине аталантарассишӗн тӑрӑшакан паллӑ блогера Константин Доброхотова кӗтсе илчӗ», — хыпарланӑ аякри йӑхташӑмӑрсем. Хаҫатӑн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, «Шупашкар хӑнине «Шуратӑл» литпӗрлешӳ ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен Геннадий Челпир ҫыравҫӑ, Ҫтерлӗ хулинчи 6-мӗш вулавӑшӑн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки Валентина Зорина каласа панӑ. Ҫавӑн пекех Константин Доброхотов К.В. Иванов палӑкӗ патне ҫитсе пуҫ тайнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗпе 102 ҫулхи Николай Михайлович Ефимовпа курса калаҫнӑ, сюжетсем ӳкернӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш кӗнеке издательстви аслӑ вӗрентекенӗмӗрӗн Иван Яковлевӑн халалне пичетлесе кӑларнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑма «Чӑваш халӑхне панӑ халал. Завещание чувашскому народу» ят панӑ. Халала икӗ чӗлхепе кун ҫути кӑтартнӑ. Иван Яковлев хӑйӗн халалне 1921 ҫулта Чӗмпӗрте, Алексей тата Николай ывӑлӗсемпе пӗрле, ҫырнӑ. Халала шӑрҫалама патриарх 1918 ҫултах шухӑшланӑ. Амаланса аталаннӑ шухӑша виҫӗ ҫултан хут ҫине куҫарнӑ. 1955 ҫулччен документ Иван Яковлевсен килӗнчи архивра, СССР наукӑсен академийӗн член-корреспонденчӗ, истори наукисен докторӗ Алексей Иванович патӗнче упраннӑ. Иван Яковлевӑн мӑнукӗ, истори наукисен кандидачӗ Ольга Алексеевна 1955 ҫулта аслашшӗн архивӗн тӗп пайне В.И. Ленин ячӗллӗ СССР Патшалӑх библиотекин (халӗ вӑл — Раҫҫейӗн патшалӑх библиотеки) алҫырусен пайне панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() t.me/nikamran канала вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Олег Цыпленков ертсе пынипе чӑвашсем чунҫӳреве тухса кайнӑ. Кӑҫал хастар ентешӗмӗрсем Дагестана ҫитӗҫ. Ырӑ йӑлана темиҫе ҫул каяллах Олег Цыпленков пуҫарса янӑ. Инҫе ҫула тухнӑ йыш чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ паллӑ вырӑнсенче чарӑнӗ. «Чунҫӳрев» сӑмаха ахальтен шухӑшласа кӑларман. Вӑл чун ыйтнипе ҫул-ҫӳреве тухнине пӗлтерет. Ҫав ҫула тухнисем «чунташ» ята илеҫҫӗ. Аякри ҫула тухнӑ йышра — чӑвашлӑхпа кӑсӑкланакансем. Вӗсем тӑван халӑхӑмӑрӑн сӑваплӑ вырӑнӗсене ҫитсе кураҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |