Ӗнер, ҫӗртмен 16-мӗшӗнче, Мускавра Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ пулнӑ. Унта чылай регионти чӑваш диаспорисен элчисем килнӗ.
«Халӑхсен туслӑхӗ» фонтан патӗнче вӑйӑ картине тӑнӑ. Тӗп сцена ҫинче вара пултарулӑх коллективӗсем юрланӑ-ташланӑ. Акатуйра наци ӗҫми-ҫимине те тутанса курма май пулнӑ.
50 спортсмен кӗрешӳре парнесемшӗн тупӑшнӑ. Уяв вӗҫӗнче Чӑваш Енри пултарулӑх коллективӗсем сцена ҫине тухнӑ.