Ӳнер
![]() Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче чӑваш халӑх ӳнерҫи Праски Витти 80 ҫул тултарчӗ. Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗн, Чӑваш Республикин халӑх художникӗн юбилейӗ ячӗпе Чӑваш кӗнеке издательстви «Праски Витти. Живопись, эмаль, графика, монументальное искусство» альбом кун ҫути кӑтартнӑ. 500 тиражпа пичетленӗскере И.А. Улангин пухса хатӗрленӗ. Альбома художникӑн тӗрлӗ ҫулхи ӗҫӗсене кӗртнӗ. Тӗрлӗ ярӑмри ӗҫсем хушшинче Константин Ивановӑн «Нарспи» поэми тӑрӑх хатӗрленисем те, Ҫеҫпӗл поэзийӗ те тата ытти те пур. Художникӑн альбома кӗртнӗ живопись, эмаль, графика иллюстрацийӗсенче тӑван халӑхӑмӑрӑн кун-ҫулӗ сӑнланнӑ. Ӗҫсен ячӗсене чӑвашла, вырӑсла тата акӑлчанла ҫырнӑ. Сӑмах май, паян Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче Праски Виттине халалланӑ курав хӑтлавӗ иртмелле. Унта ҫитес текенсене 15 сехете чӗнеҫҫӗ. Эпир маларах асӑннӑ альбомпа та унта паллаштарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Ҫӗрпӳри Иккӗмӗш Кӗтӗрне палӑкӗ Ҫӗрпӳ хули 427-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ чух унта ҫӗнӗ палӑк уҫӑлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ҫӗрпӳсем Иккӗмӗш Кӗтерне патша майрине халалласа палӑк вырнаҫтарнӑ. Палӑка Александров паркне кӗнӗ ҫӗре лартнӑ. Ун ҫумӗнче — карета. Патша майри 18-мӗш ӗмӗрте Ҫӗрпӳ ҫывӑхӗнчен иртсе кайнӑ. Хулара тимӗртен шӑратса тунӑ палӑксем татах пур: Печкин почтальон, урам шӑлакан... Вӗсене арҫынсен Ҫӗрпӳри тӗрминче ларакансем ӑсталанӑ. НТВ-телеканалпа кӑтартакан «Салтыков-Щедрин шоу» сатира программин авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи кӑларӑмӗнче Иккӗмӗш Кӗтӗрне палӑкӗнчен тӑрӑхласа кулнӑ. Проекта Михаил Задоронов, Алексей Кортнев и Дмитрий Колчин ертсе пыраҫҫӗ. Вӗсен шучӗпе палӑк патша майри евӗрлӗ мар. Аса илтеретпӗр, Иккӗмӗш Катерне чӑваш сӑмахлӑхне те кӗрсе юлнӑ. Ӑсчахсем «Катемпи» сӑмах ун ятӗнчен пулса кайнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Дмитрий Медведева владимир Путин Н. Овчинников ӳкерчӗкне парнеленӗ Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Дмитрий Медведев премьер-министра ӗнер РФ Патшалӑх Канашӗн президиумӗн Керчь хулинче иртнӗ ларура Николай Овчинниковӑн «В цеху» (чӑв. Цехра) ӳкерчӗкне парнеленӗ. Чӑваш художникӗ 1975 ҫулта пир ҫине ӳкернӗ оригиналлӑ ҫак ӗҫе Президент премьер-министра ҫуралнӑ кун ячӗпе (Дмитрий Медведев 1965 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ленинградра ҫут тӗнчене килнӗ) тыттарнӑ. Раҫҫей тата Чӑваш Республикин халӑх художникӗ «Цехра» ӳкерчӗкре Шупашкарти трактора сӑнланӑ. «Ку вӑл Дмитрий Анатольевичӑн паянхи ӗҫӗ-хӗлӗпе килӗшсе тӑрать», — тенӗ Владимир Путин. Ҫӗршыв ертӳҫи парнесене пӗлтерӗшне кура хатӗрленине кура «Цехра» ӳкерчӗкпе мӗн каласшӑн пулнине ҫынсем тӗрлӗрен тӗшмӗртеҫҫӗ, ҫав шутра трактор тӑвакан савутсен концернӗ ҫӑмӑл мар лару-тӑрура пулнине аса илекен те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Авӑн уйӑхӗн 23—24-мӗшӗсенче Турцири Стамбул хулинче «Тюркская культура и тюркское мировоззрение» (чӑв. Тӗрӗк культури тата тӗрӗк тӗнче курӑмӗ) ятпа документлӑ фильмсен Пӗтӗм тӗнчери кинофестивалӗ иртессине маларах пӗлтертӗмӗр-ха. Анчах унта хутшӑнас текенсенчен заявкӑсене иртнӗ уйӑхра йышӑнма пӑрахнӑ. Кино ӳкерекенсен ҫапах та тепӗр фестивале хутшӑнма май пур. Ку вӑл — Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» иккӗмӗш кинофестивалӗ. Фильм ӳкерекенсен конкурсӗн положенине республикӑри кинематографистсен пӗрлешӗвӗ кӑҫалхи нарӑсӑн 24-мӗшӗнче иртнӗ пухурах ҫирӗплетсе хӑварнӑччӗ. «Асам» юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа 29-мӗшӗччен иртӗ. «Лучший художественный фильм» (чӑв. Чи лайӑх илемлӗ фильм), «Лучший документальный фильм» (чӑв. Чи лайӑх документлӑ фильм), «Лучший короткометражный фильм» (чӑв. Кӗске метражлӑ чи лайӑх фильм), «Лучший анимационный фильм» (чӑв. Анимацилле чи лайӑх фильм) номинацисемпе ҫӗнтернисене ҫулсерен ҫу уйӑхӗнче иртекен Шупашкарти кинофестивале сӗнессине пӗлтереҫҫӗ. Фестивале чӑвашла тата вырӑсла фильмсене йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Авӑн уйӑхӗн 23—24-мӗшӗсенче Турцири Стамбул хулинче «Тюркская культура и тюркское мировоззрение» (чӑв. Тӗрӗк культури тата тӗрӗк тӗнче курӑмӗ) ятпа документлӑ фильмсен Пӗтӗм тӗнчери кинофестивалӗ иртӗ. Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса Турцири тата тӗрӗк чӗлхеллӗ ҫӗршывсенчи тата пӗр тӑван общинӑсене кӗрекенсен ирӗк пулнӑ. Фильма темиҫе режиссер пӗрле пулса ӳкернӗ пулсан кинолентӑна пӗр режиссерӑн хӑйӗн ячӗпе заявка тӑратмалла, ыттисенчен ҫырса ирӗк илмелле пулнӑ. Конкурса 2010 ҫултан пуҫласа кӑҫал таран ӳкернӗ фильмсене тӑратма юранӑ. Ытти фестивальте ҫӗнтернӗ ӗҫсемпе те тупӑшӑва тухма чарман. Турцири кинофестивале хутшӑнас тесен фильмӑн е тӗрӗк чӗлхипе, е кинолента валли тӗрӗк е акӑлчан чӗлхипе субтитрсем пулмаллине те пӗлтернӗччӗ йӗркелӳҫӗсем маларах. Тата тепӗр услови — пӗр сериллӗх. Ӗҫсене иртнӗ уйӑхра йышӑнма пӑрахнӑ. Кинофестиваль сайчӗ: http://www.turkbelgesel.com. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Улатӑрти кинозала уҫас умӗнхи самант Улатӑрта паян кинозал уҫӑлнӑ. Вӑл «Лабиринт» суту-илӳ центрӗнче вырнаҫнӑ. «Космос» ят панӑ кинотеатра уҫма хулара ӗҫпе пулнӑ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Улатӑрти кинозала уҫма Кино фондӗнчен 4,7 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Инвестор хӑй те укҫа хывнӑ. Вӑл хӑй кӗсйинчен 10 миллион тенкӗ ытларах янӑ. «Кӗмӗл» чаплӑ оборудовани туянма та, ҫемҫе пукан илме те, кондиционерсем вырнаҫтарма та тухса кайнӑ. Кинозала савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫичченех унта кино кӑтартма тытӑннӑ. Халиччен 3500 ҫын пырса та курнӑ. Нумай-и, сахал-и, анчах кинотеатр уҫӑлнине кура тӑхӑр ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ тупӑннӑ. Михаил Игнатьев Элтепер маларах кинозалсем Канашра тата Ҫӗмӗрлере уҫӑлнине те палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Мускав патшалӑхӗпе пӗрлештерес тӗлӗшпе ҫула тухнӑ чӑваш кнеҫӗсене авторне тавӑрса панӑ Мускав патшалӑхӗпе пӗрлештерес тӗлӗшпе ҫула тухнӑ чӑваш кнеҫӗсене сӑнлакан пилӗк юланутран тӑракан монументаллӑ композицие хула пуҫлӑхӗсем унӑн авторне, Фёдор Мадуров кӳлепеҫӗне, тавӑрса панӑ. Ҫак кӳлепе Шупашкара Етӗрне ҫулӗпе кӗнӗ вырӑнти ункӑра вырнаҫнине, каярах ӑна влаҫрисен йышӑнӑвӗпе Шупашкарӑн 500 ҫуллӑхӑн паркне куҫарнине маларах Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, кӳлепе авторӗн шухӑшӗпе унӑн ҫӗнӗ вырӑнӗ ытла та килӗшӳсӗр, Шупашкар ҫыннисен шухӑшӗпе юланутсем халь Мускава мар, Шупашкарӑн 500 ҫуллӑхӑн паркӗнчен анӑҫарах вырнаҫнӑ мунчана каяҫҫӗ имӗш. Ҫу уйӑхӗнче «Ирӗклӗх» чӑваш халӑх пӗрлӗхӗ хула администрацийӗ патне ҫырупа тухнӑ, унта вӑл чӑвашсене Мускав патшалӑхӗпе пӗрлештерес тӗлӗшпе ҫула тухнӑ чӑваш кнеҫӗсене сӑнлакан пилӗк юланутран тӑракан монументаллӑ композици ытла та япӑхланса кайнипе пӑшӑрханнӑччӗ. «Ирӗклӗх» Шупашкар хула администрацине монументаллӑ композицие ытла та япӑхлантарса янӑшӑн яваплисене палӑртма тата кӳлепен малашлӑхӗ пирки пӗлтерме ыйтнӑччӗ. Халӗ, ав, кӳлепене ҫӗнетес вырӑнне унӑн авторне тавӑрса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Ефремов купсасен династине пуҫарса янӑ Прокопий Ефремов ҫуралнӑранпа кӑҫал 195 ҫул ҫитет. Ҫавна май ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 16 сехетре Чӑваш наци музейӗнче курав уҫӑлать. Ӑна «Не дремли, не плошай, не обижай: Прокопий Ефремов и сыновья» ят панӑ. Куравра купсасем XIX ӗмӗр вӗҫӗнчен пуҫласа XX ӗмӗр пуҫламӑшӗччен хатӗрленӗ йӑлапа паллашма май пур. Унта килекенсем хӑна пӳлӗмӗпе, ӗҫ пӳлӗмӗпе тата хӗрарӑмсен пӳлӗмӗпе паллашӗҫ. Йӑлтах ҫав вӑхӑтри сӗтел-пукан, япала, сӑнӳкерчӗксем пулӗҫ. Кивӗ кӗнекесемпе укҫа та ҫав тапхӑртиех. Курава килнисене XIX ӗмӗрти Шупашкарпа та паллаштарӗҫ. 100 ҫула яхӑн каялла купсасем суту-илӳ тунӑ тавар та ҫавӑнтах пулӗ. Ефремовсен ҫуртӗнчи картинӑсене курас килсен курава каймалла. Вӗсемпе Чӑваш ӳнер музейӗ паллаштарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Наци паркӗнчи «Вӑрман амӑшӗ» кӳлепе Шупашкарта пурӑнакан Андрей Молоков скульптор хӑйӗн ӗҫӗсемпе вӗҫӗмех тӗлӗнтерсе тӑнине эпир маларах та пӗлтернӗччӗ. Шупашкарти «Ашмарин урамӗ» чарӑнуран Кӳкеҫ еннелле кайнӑ ҫул ҫинчи ҫул ҫавринче «Уйӑх ҫинчи хӗр» палӑк нумаях пулмасть ҫӗнӗрен ҫӗкленчӗ. Чӑваш эпосӗнчи ҫав сӑнар пӗлтӗр пӗчченех тӑнӑ пулсан кӑҫал скульптор ӑна каччипе Асанпа тата Пинеслуна (Уйӑх ҫине лекнӗ пикене ҫапла чӗннӗ) тухатнӑ амаҫури амӑшӗпе пуянлатма шутланине пӗлтернӗччӗ. Палӑк ҫӳллӗшӗ та халӗ самай пысӑк — 6 метра яхӑн. Ку кӳлепене Андрей Молоков улӑмран тунӑччӗ. Халӗ тата вӑл Шӑмӑршӑри «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнче экомамӑкран «Вӑрман амӑшӗ» хӑпартса лартнӑ. Алли ҫинче вӑл кайӑк тытса тӑрать, ури патӗнче кашкӑр вырӑн тупнӑ. Виҫӗ метрлӑ палӑка скульптор икӗ уйӑха яхӑн ӑсталанӑ, 100-е яхӑн килограмм экомамӑк пӗтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Николай Кондрашкин скульптор Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Николай Кондрашкин скульптор тата художник ҫитес уйӑхра пултарулӑхри хӑйӗн ҫур ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тӑвӗ. Ҫав ҫын — тӗрлӗ преми лауреачӗ. Вӗсен шутӗнче обществӑллисем те пур. Сӑмахран, Пӗрлештернӗ пӑлхарсен пӗрлешӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ те шутланать. Николай Кондрашкина Чӑваш халӑхӗн ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн пӗтӗм тӗнчери уйрӑмне йӗркелесе яраканӗ тата ертсе пыраканӗ тесе хаклаҫҫӗ. Художник тата кӳлепеҫӗ культура ӗҫӗнче 1966 ҫултанпа тӑрӑшать. Чӗмпӗрте вӑл хӑйӗн ӳнер лаҫҫине уҫнӑ. Хамӑр ҫӗршыври паллӑ ҫынсен ячӗсене ӗмӗрлӗхе асра хӑварассипе тӗрлӗ проект пурнӑҫа кӗртессипе сахал мар тӑрӑшнӑ. 2008 ҫултанпа Николай Кондрашкин Чӗмпӗрти чӑвашсен пӗрлӗхне ертсе пырать. Пултарулӑхра 50 ҫул ӗҫленине Николай Кондаршкин Чӗмпӗр облаҫӗнчи Аслӑ Нагаткин ялӗнче авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 12 сехетре унти Культура ҫуртӗнче уявлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.09.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |