Ӳнер
![]() Кӳршӗллӗ Мари Элӑн тӗп хулинче, Йошкар-Олара, Чӑваш Енрен тухнӑ генерал лейтенантӑн Станислав Вороновӑн куравӗ уҫӑлнӑ. Курав Историпе археологи музейӗнче ӗҫлет. Пултаруллӑ ҫав ҫын 1957 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Тури Хурасанта ҫуралнӑ. Хусанти университетра юридици факультетӗнче вӗреннӗ. Халӗ вӑл Мускавра пурӑнать. Унӑн ӗҫ биографийӗнче район прокуратуринчи, Чӑваш Ен прокуратуринчи должноҫсем те пур. 1982 ҫулта ентешӗмӗр патшалӑхӑн хӑрушсӑрлӑх органӗсенче ӗҫлеме тытӑннӑ. Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленине те ертсе пынӑ. Чӑваш Ен делегацийӗ Йошкар-Олара художникпа тӗл пулнӑ. Ҫав йышра Тимӗр Тяпкин та пулнӑ. Вӑл К. Иванова халалласа 1991 ҫулта СССР банкӗ кӑларнӑ юбилей укҫине Археологипе истори музейне парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Чӑваш тӗррин музейӗнче «Терентий Дверенинӑн чӑваш тӗнчи» курав уҫӑлнӑ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳрт ялӗнче 1919 ҫулхи пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫуралнӑ ҫав маттур пуканесем ӑсталама 80 ҫул урлӑ каҫсан пуҫланӑ. Унӑн килӗнчи музейра 100 ытла пукане упранать. Терентий Парамоновичӑн чӑвашла тумлантарнӑ пуканисем чӗрӗ сӑнлӑ тейӗн. Кашнинче темӗнле асамлӑх пытарӑннӑ. Кашни халь-халь тем калассӑн туйӑнать. Шухӑшлӑ та ӗҫлӗ ҫав пуканесем, тарӑн шухӑшлӑ та мал ӗмӗтлӗ. Вӗсем кӗрӗк арки йӑваласа ларма пачах та хӑнӑхман. Икӗ алла пӗр ӗҫ тенӗн ялан тем тумалла вӗсен. Хирте тар тӑкман чух ал ӗҫӗпе те пулин аппаланаҫҫӗ. Сӑмах май, 2009 ҫулта Терентий Дверенин ҫинчен «Чувашский мир Терентия Дверенина» альбом пичетленнӗ. Ӑна курав уҫнӑ чух хӑтланӑ. Кӗнекене епле хатӗрлени ҫинчен Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ Валерий Алексеев тата Геннадий Иванов-Орков искусствовед каласа кӑтартнӑ. Марина Карягина тележурналист «О чём молчат куклы деда Тероша?» фильма хатӗрленипе паллаштарнӑ. Терентий Дверенин 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() cheboksary.ru сӑнӳкерчӗкӗ Районсемпе хуласен чи ӳнер шкулӗсем малашне регионсен харпӑрлӑхне куҫӗҫ. Ҫакӑн пирки РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов паян Фейсбукра хыпарланӑ. Леонид Ильич пӗлтернӗ тӑрӑх, федераци саккунне виҫҫӗмӗш вулавпа йышӑннӑ. Ӳнер вӗрентӗвӗпе ҫыхӑннӑ саккун проектне ҫӗршыв Президенчӗ сӗннӗ, депутатсем ӑна ырланӑ. Ӳнер шкулӗсене муниципалитетсен харпӑрлӑхӗнчен регион шайне куҫарни вӗсен укҫа-тенкӗ лару-тӑрӑвне лайӑхлатасса шанаҫҫӗ. Ҫапла вара вӗсем муниципалитетӑн вӗренӳ тата спорт учрежденийӗсемпе вырӑнти хысна укҫишӗн тупӑшма пӑрахӗҫ. Вӗсене регионсенчи Культура, национальноҫсен ӗҫӗҫен тата архив ӗҫӗн министерстви укҫа уйӑрса пама тытӑнӗ. Кирлӗ хатӗр-хӗтӗрпе, кадрсемпе тивӗҫтерессишӗн Культура министерстви яваплӑ пулӗ. Пултарулӑх училищисене вӗренме илессипе те ҫӗнӗлӗх кӗтет. Малти вырӑна патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗ мар, пултарулӑх тухса тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Пурӑннӑ пулсан Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ художникӗ, Чӑваш Республикин халӑх художникӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Акробатика енӗпе СССР спорт мастерӗ Виктор Немцев ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитетчӗ. Вӑл 1936 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Вутлан ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ художника асра тытнине палӑртса курав йӗркеленӗ. Унта ӑстан 100 ытла ӗҫӗ вырӑн тупнӑ. Виктор Немцев Шупашкарти ӳнер училищинче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн художествӑпа графика факультетӗнче вӗреннӗ. Пейзажа, портрет тата натюрморт ӑсти пулнӑ. Художник 2018 чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Геннадий Исаев (1925-2007) художник ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа курав уҫӑлӗ. Куравра художникӑн 100 ытла живопиҫӗпе паллаштарӗҫ. Вӑл шутра музей фондӗнче, художникӑн ҫемйинче, уйрӑм ҫынсен архивӗнче упранакан ӗҫсем пулӗҫ. Вӗсене «Зима в Чувашии» (чӑв****. Чӑваш Енри хӗл) темӑпа пухнӑ. Курава пыракансем Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ, Пайтирек, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксарин ял ҫывӑхӗнчи, Атӑл тӑрӑхӗнчи илемпе паллашайӗҫ. Художник хӗллехи вӑхӑта хӑйӗн ӳкерчӗкӗсенче «кичемлӗх», «шӑплӑх», «хӑтлӑх» тесе палӑртнӑ. Ҫук, хурласа мар, хӗллехи асмлӑха юратса. Курава йӗркелекенӗ — музейӑн тӗп управҫи Георгий Исаев. Геннадий Исаев 1925 ҫулхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗчи Аксарин ялӗнче ҫуралнӑ, 2007 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл Шупашкрати художество училищинчен вӗренсе тухнӑ. Шупашкар районӗнчи Ишлейри, Сӗнтӗрвӗрри районӗнчи Октябрьскинчи шкулсенче, Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри шкул-интернатра рисовани, черчени тата ӗҫ урокӗсен учителӗнче ӗҫленӗ. Тӗрлӗ курав хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Виталий Яковлев художникӑн куравӗ уҫӑлӗ. Вӑл кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Виталий Яковлев 1949 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ хулинче ҫуралнӑ. Пӗчӗкренех графикӑпа кӑсӑкланнӑ. Унӑн амӑшӗ те ӳкерме юратнӑ. 1977 ҫулта Виталий Николаевич И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи художествӑпа графика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Виталий Яковлев – живопись ӑсти, художник-сатирик. «Капкӑн», «Крокодил», «Чаян» журналсемпе студент чухнех ҫыхӑну тытма пуҫланӑ. Пединститутран вӗренсе тухсан Вӑрмар районӗнчи Кӗлкеш, унтан Ҫӗнӗ Шупашкарти 8-мӗш тата 13-мӗш шкулсенче вӗрентекен, Шупашкарти промышленность тракторӗсен савутӗнче художник-оформитель пулса ӗҫленӗ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, юлашки ҫулсенче вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти Митта Ваҫлейӗ ячӗллӗ 20-мӗш шкулта ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗррипе паллаштаракан кӗнекесем ҫинчен каласа кӑтартма тытӑннӑ. Ятарлӑ ярӑма вӑл паян, чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Тӗрӗҫӗн кунӗнче, пуҫарнӑ. Ӑна пирӗн республикӑра туса хунӑ Чӑваш тӗррин кунне халалланӑ. Ку уява чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче палӑртма йышӑннӑ. Чӑваш тӗррипе паллаштаракан кӗнекесем ҫинчен калакан ярӑма «Чӑваш тӗрри = Чувашские узоры» сайра тӗл пулакан кӑларӑм уҫать. Ӑна 1925 ҫулта Чӗмпӗрти Чӑваш педагогика техникумӗн Этнографи музейӗ кун ҫути кӑтартнӑ. Альбома музейри чӑваш тумӗн ҫипуҫӗн тӗслӗхӗсемпе илемлетнӗ. Чӑваш тӗррин хӑйне евӗрлӗхӗпе Дмитрий Архангельский художник-график, краевед, педагог паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Художество музейӗн сайтӗнчи сӑнӳкерчӗксенчен хатӗрленӗ коллаж Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти художество музейӗнче «Савнӑ Шупашкар» курав уҫӑлнӑ. Ӑна Чӑваш художникӗсен союзӗн пайташӗсен ӗҫӗсенчен хатӗрленӗ. Курав живопись, скульптура тата графика ӑстисен нумай енлӗ пултарулӑхӗпе паллаштарать. Музейре пӗлтернӗ тӑрӑх, союз ӳнершӗн чӑннипех пӗлтерӗшлишӗн, рекламӑшӑн, ят-сумшӑн, арт-рынок шухӑшне шута илмесӗр ӗҫлеме тӑрӑшнӑ ялан. Чӑн-чӑн профессионалсем хӑйсенчен ҫирӗп ыйтаҫҫӗ. Курава художество музейӗн директорӗ Геннадий Козлов уҫнӑ. Чӑваш художникӗсен союзӗн председателӗ Наталия Соловьева, искусствоведени кандидачӗ Юрий Викторов, республикӑри Художниксен союзӗн председателӗ Владимир Нагорнов тата ыттисем сӑмах каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакансем ҫакна тахҫантанпах кӗтнӗ. Уйрӑмах – ачасем, педагогсем. Нумаях пулмасть унта Ачасен ӳнер шкулне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Шкула кӑҫал ҫу уйӑхӗнче юсаса ҫӗнетме тытӑннӑ. Кун тӗлӗшпе федераци тата республика хыснисенчен 20 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Юсав вӑхӑтӗнче ҫуртӑн тул тата шал енне ҫӗнетнӗ, тӑррине, коммуникацисене улӑштарнӑ, пӳлӗмсем те халӗ ҫутӑ та хӑтлӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, кунта ачасем пултарулӑх енӗпе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеччӗр, район чысне тӗрлӗ конкурсра хӳтӗлеме тивӗҫлипе хатӗрленччӗр тесе тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Василий Кузьмин сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Енӗн Суту-илӳпе промышленность палатинче Халӑх промыслисен ӑстисен Раҫсей шайӗнче иртекен ӑмӑртӑвӗн республикӑри тапхӑрӗнче ҫӗнтернисене чысланӑ. Унта хутшӑннӑ республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев художество промысли урлӑ чӑваш халӑхӗн культурипе йӑли-йӗркин нумай енлӗхӗпе тарӑнлӑхӗ палӑрнине асӑнса хӑварнӑ. Чӑн та, вӑл япаласем илемлӗ, ӑна парнелеме аван. Чӑваш Енӗн чи лайӑх ремесленникӗ ята Ирина Федорова, чи лайӑх ҫамрӑк ремесленник ята Анастасия Зимина (сӑнӳкерчӗкре) тивӗҫнӗ. Сӑмах май, Олег Николаев 2002-2004 ҫулсенче республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата суту-илӳ министерствинче усламҫӑсен ӗҫ-хӗлӗ, суту-илӗвӗн тата тулаш ҫыхӑнусен департаментӗнче ӗҫленӗ май халӑх промыслисен енӗпе те тимленӗ. Художествӑпа эксперт канашӗн ертӳҫи пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра халӑх промыслисене сутакан пӗрремӗш лавкка уҫӑлнӑ. Халӑх ӑстисен хатӗрӗсене хӑна ҫурчӗсенче, вокзалсенче, аэропортсенче сутма тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |