Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳ хули 427-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Ҫав кун ҫӗрпӳсем пурте пӗрле пухӑнса савӑннӑ. Уяв программи анлӑ пулнӑ. Хула ҫыннисемпе хӑнисене ку кӑна мар савӑнтарнӑ. Ҫӗрпӳре ҫуралнӑ кун тӗлне ҫӗнӗ палӑк уҫӑлнӑ.
Сӑмах май, унта юлашки вӑхӑтра чылай палӑк хатӗрлеҫҫӗ. Хальхинче вӑл Иккӗмӗш Кӗтерне патша майрине халалланӑ. Вӑл 18-мӗш ӗмӗрте Ҫӗрпӳ ҫывӑхӗнчен иртсе кайнӑ. Ҫавӑнпа шӑпах ӑна халалласа палӑк лартма шухӑшланӑ.
Палӑка Александров паркне кӗнӗ ҫӗре вырнаҫтарнӑ. Ун ҫумӗнче — карета. Ачасемшӗн вӑл чӑн-чӑн савӑнӑҫ — ун тавра чупаҫҫӗ, выляҫҫӗ.
Пӑхӑр палӑка Тихвин ярмӑркки хыҫҫӑн хатӗрлеме тытӑннӑ, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ. Карета Чӑвашран иртсе кайнӑ чухнехи пекех. Ӑна унччен Ҫӗрпӳри колонире ларнӑ ҫынсем хатӗрлеме пулӑшнӑ. Сӑмах май, вӗсем пулӑшнипех хулари ытти палӑк — Печкин постальон, урам шӑлакан — вырӑн тупнӑ.