Вӗренӳ
![]() Кӑҫӑлтан пуҫласа И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенчӗсем Шупашкарти шкулсенче ҫӗнӗлле практика тухма пуҫлӗҫ. Малашне вӗсем унчченхи пек 1 уйӑх ҫурӑ мар, ҫур ҫул уроксем ирттерӗҫ. Ку проектпа тӗп хулари 30 шкул интересленнӗ. Наталия Кудряшова практикант палӑртнӑ тӑрӑх, ку опыт уншӑн усӑллӑ. Унччен вӑл 1 уйӑх ҫурӑ ҫеҫ практикӑра пулнӑ. Ку уншӑн ҫителӗксӗр пек туйӑннӑ. 3-мӗш лицейри Аршак Сагателян вӗрентекен вара Наталия пултаруллӑ педагог пулма пултарассине палӑртнӑ. Лицей директорӗ Ирина Полбенникова ҫамрӑк специалистсен шкула килнӗ чухне опыт сахал пулнине каланӑ. Ҫапла вӗсем ӗҫлеме тытӑнсан 3 ҫул хӑнӑхаҫҫӗ. Ҫак ҫитменлӗхсене пӗтерес тесе хатӗрленӗ ку проекта. Эппин, малашне студентсем ахаль практикантсем ҫеҫ мар пулӗҫ. Вӗсем интереслӗ ҫамрӑк специалистсене ҫаврӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ашшӗ-амӑшӗ шкулта укҫа пухни пирки час-часах сӑмах хускатать. Ку чылайӑшне тавлаштарать. Мӗн тума пухаҫҫӗ укҫана? Хысна уйӑрни ҫитмест-им? Ҫакӑ тата ытти ыйту канӑҫсӑрлантарать ашшӗ-амӑшне. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче «хӗрӳ лини» уҫнӑ. Унта шкулта укҫа-тенкӗ пухни пирки шӑнкӑравласа пӗлтерме пулать. Администраци ӗҫченӗсем кирек мӗнле пухнӑ укҫа пирки те тимлӗн итлеме хатӗр. Унта 23-42-37 е 23-42-47 номерсемпе шӑнкӑравласа ҫитме пулать. Ӗҫченсем шӑнкӑравсене кашни кун, канмалли кунсемсӗр пуҫне, 11-12 сехетсенче йышӑнаҫҫӗ. Телефон умӗнче пӗтӗмӗшле пӗлӳ тата воспитани ӗҫӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Ольга Николаевна Тарасенко тата Надежда Станиславовна Ефремова лараҫҫӗ. Пӗр шӑнкӑрава та тимлӗхсӗр хӑвармасса шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарта аслӑ класра вӗренекенсене ППЭне И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ хатӗрлӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: ку — тӳлевсӗр. Иртнӗ шӑматкун пӗрремӗш заняти иртнӗ. Малашне профессорсемпе доцентсем кашни шӑматкун уҫӑ лекцисем ирттерме тытӑнӗҫ. Ытларах вӗсем обществознани, математика, истори, физика енӗсемпе иртӗҫ. Йӗркелӳҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, лекцисене ҫавӑн чухлӗ ҫамрӑк килессе кӗтмен. Вӗренӳ управленийӗн сайтӗнче шкул ачисем валли электронлӑ ҫырӑну уҫнӑ. 2 кунра унта 90 ытла ҫын ҫырӑннӑ. Аудиторие 80 ҫын ҫеҫ кӗнӗрен ҫырава вӑхӑтлӑх чарма та тивнӗ. Иртнӗ шӑматкун химипе лекци иртнӗ. Унта Ҫӗр ҫинче пурнӑҫ мӗнле пуҫланса кайнине пӑхса тухнӑ. Лекцисене килес тесен Вӗренӳ управленийӗн сайтӗнче ҫырӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енре 51 ҫулти вӗрентекен суд сакки ҫине ларӗ. Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑш шкулӗнче кӗҫӗн классене вӗрентнӗскер 8 ҫулти ача тӗлӗшпе юраман мерӑсемпе усӑ курнӑ. Хӗрарӑма тӳрех икӗ статьяпа айӑпласшӑн. Следстви версийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 2014 ҫулхи раштав уйӑхӗнче тат кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче урокра 1-мӗш класри ачана хур кӳнӗ. Ҫав шутра психологи тӗлӗшӗнчен те. Вӗрентекен йывӑҫ указкӑпа ачана ҫапнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл ӑна уҫӑсемпе, алӑпа пуҫӗнчен ҫапнӑ. Ку видео тӗнче тетелне тухсан кун пирки йӗрке хуралҫисем те пӗлнӗ. Вӗрентекене тӳрех шкултан кӑларса янӑ. Следстви вӑхӑтӗнче вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑнман. Халӗ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, ӑна суда ярса панӑ. Аса илтерер: кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче ачаран мӑшкӑлланӑшӑн Комсомольскинчи 1-мӗш шкулта ӗҫленӗ вӗрентекене те айӑпланӑ. 28 ҫултискере условлӑ майпа айӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Тутар Сӑкӑтри вӑтам шкул Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑтри вӑтам шкул авӑнӑн 7-мӗшӗнче ҫивиттисӗр юлни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, вӗренӳ учрежденине вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл шар кӑтартнӑ. Яваплисем шкул ҫивиттине икӗ эрнере юсаса пӗтерме шантарни, строительсем ӗҫе кӳлӗнни пирки пӗлтернӗччӗ эпир пӗлтернӗччӗ. Шкула йӗркене кӗртиччен ачасене Сӑкӑтри тата Алманчӑри шкулсенче вӗрентеҫҫӗ. Тутар Сӑкӑтри шкулта 167 ача тата шкул ҫулне ҫитмен 47 шӑпӑрлан пӗлӳ пухать. Авӑнӑн 11-мӗшӗнче асӑннӑ шкула республикӑн резерв фондӗнчен 1 миллион та 500 пин тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ. Вӑл – шкулӑн ҫивиттине юсама каякан тупра. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ шкула юсанӑ ҫӗрте халӗ икӗ бригада тӑрӑшни пирки хыпарлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкар районӗнчи Иккасси шкулне пӗр хӗрарӑм ачасене лашапа турттарать. Урапапа каякансем те пур-мӗн-ха, анчах асӑннӑ районти Платкари Галина Соколова ирсерен лаша пырса чарӑнать. Галина Соколова мӑнукӗсене Настьӑпа Никитӑна тата ытти ачана 4-мӗш ҫул кашни кунах шкула, ача пахчине лашапа леҫет. Лакӑм-тӗкӗмлӗ ҫулсем ҫинче хытах ан сиктертӗр тесе вӑл урапа ҫине «Жигули» кустӑрмисене вырнаҫтарнӑ. Хӗлле, юр ҫусан, ҫуна кӳлет. Лашине, «Савӑнӑҫ» ятлӑскере, 2005 ҫулта «1 Май» колхоз аркансан Ҫӗрпӳ ярмӑрккинче туяннӑ. Тӑватӑ ураллӑ «ҫӑмӑл машина» кӗркуннери пылчӑкра та, хӗллехи ҫил-тӑманра та ачасене шкула та, ача пахчине те илсе ҫитерет. Кӑҫал Иккасси шкулне 1-мӗш класа 4 ача вӗренме пынӑ. «Эпир вӗреннӗ чухне вара вӗренекенсем йышлӑччӗ. «А» тата «Б» классем пурччӗ — кашнинче 25 ачаран кая пулман», — аса илет ачалӑх ҫулӗсене Платкари Николай Платонов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Авӑнӑн 5-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Трак шкулӗ 125 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Унта вӗренекенсене тата вӗрентекенсене саламламашкӑн паллӑ хӑнасем килсе ҫитнӗ. Уява педагогика ветеранӗсем, тӗрлӗ ҫулта кунтан вӗренсе тухнӑ ҫынсем, ашшӗ-амӑшӗ те хутшӑннӑ. Шкул хӑнасен умӗнче мухтанма пултарать. Ҫак ҫулсенче вӑл илемленсе, аталанса ҫеҫ пынӑ. Малтанах чи лайӑх ӗҫченсене чысланӑ. Чылай вӗрентекен тата педегогика ветеранӗсем Хисеп грамотине, Тав хучӗпе ҫырӑвне тивӗҫнӗ. Трак шкулӗ кунтан вӗренсе тухнӑ ҫыннисемпе мухтанма пултарать. Трак шкулӗнче аттестат илнисем лайӑх тухтӑрсем, юристсем, ӳнерҫӗсем, ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем, вӗрентекенсем пулса тӑнӑ. Уявра Трак шкулӗ, унта ӗҫлекенсемпе вӗренекенсем тӗлӗшпе нумай ырӑ сӑмах янӑранӑ. Пӗлмешкӗн: 2011 ҫулччен вӑл Трак чӑвашла-нимӗҫле гимнази пулнӑ. Унтан ӑна Трак вӑтам шкулӗ туса хунӑ. Халӗ те вӑл ҫак ятпах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Кӑҫал авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа шкул ачисене ҫӗнӗлӗхсем кӗтеҫҫӗ. РФ Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов каланӑ тӑрӑх, малашне 5-мӗш класра иккӗмӗш ют чӗлхе вӗрентме пуҫлӗҫ. «Авӑнӑн 1-мӗшӗнчен пиллӗкмӗш классем ҫӗнӗ стандартпа вӗренме тытӑнӗҫ. Унпа килӗшӳллӗн иккӗмӗш ют чӗлхене пурин те вӗренме тивӗ», — ҫапла каланӑ Дмитрий Ливанов министр «Раҫҫей хаҫӑтӗнчи» интервьюра. Палӑртар: унччен аслӑ классенче пӗр ют чӗлхе ҫеҫ вӗреннӗ. Министр ют чӗлхесем хутшӑнмалли мел ҫеҫ маррине палӑртнӑ. Унӑн шухӑшӗпе ку ӑс-тӑна аталанма пулӑшать. Унӑн сӑмахне ӗненес-тӗк ҫак предмет шкул программинче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗ. Халӗ пур шкул та ҫӗнӗлӗх валли укҫа-тенкӗ тупма хатӗр. Ливанов палӑртнӑ тӑрӑх, регионсен мӗнле те пулин укҫа перекетлес туртӑм пур. Ҫӗнӗ стандарта пурнӑҫа кӗртме шкулсенче куҫӑм тапхӑрне йӗркелӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() «Про Город» архивӗнчи сӑн Ҫуллахи каникул вӗҫленсе пырать. Ачасем шкула кайма хатӗрленеҫҫӗ, сумкӑсене кӗнеке-тетрадь, ручка чикеҫҫӗ. Кӑҫал ачасене шкулта мӗнле улшӑнусем кӗтеҫҫӗ? Ҫак кунсенче РФ Вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерствин Хушӑвӗ вӑя кӗнӗ. Вӑл шкул ачисене, киле панӑ ӗҫсене пырса тивет. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ачасене килти ӗҫ калӑпӑшне хӑш класра вӗреннине кура памалла. Хушу акӑ мӗн пирки пӗлтерет: кӗҫӗн класра вӗренекен ачасене килте кунне 1,5 сехетрен ытла мар вӗренме сӗннӗ. Выпускниксен вара киле панӑ ӗҫе 3,5 сехет тумалла. Пӗрремӗш класра ӑс пухакансен тӗлӗшпе уйрӑммӑн палӑртнӑ. Вӗсене пачах киле ӗҫ памӗҫ. Уроксенче вара паллӑсем лартмӗҫ. Тӗплӗнрен имлсе кӑтартсан, 2–3-мӗш классен килте 1,5 сехет вӗренмелле. 4–5-мӗш классен вара — 2 сехет. 6–8-мӗш класра ӑс пухакансен киле панӑ ӗҫе 2,5 сехет тумалла. 9–11-мӗш классен вара — 3,5 сехет таран. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкар районӗнчи Янӑшра шкул уҫассине, пытармасӑр каласан, темле хаклакан та пулчӗ. Сахал ачаллӑ ялта кермен пек шкул кирлӗ мар, бассейнӗ кӑна иккӗ пулать тата темле те ӳпкелекен тупӑнчӗ. Анчах вӑл тӑрӑхрисем Янӑшри тӑхӑр класс вӗренмелли (халӗ ун пек каламаҫҫӗ-ха. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан теҫҫӗ) шкул пӗчӗк ҫуртра вырнаҫнине, шкул ҫулне ҫитменнисем вара хуралтӑ евӗр ача пахчинче хӗсӗннине аван пӗлеҫҫӗ. Паянхи пулӑм Янӑш тата вӑл тӑрӑхри Мамӑш енчи ачасемшӗн чӑн та савӑнаҫах. Шкула уҫма ентешӗсем патне Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев хӑй (Михаил Васильевич ҫав енчи ҫын. Вӑл Кӗҫӗн Турхан ялӗнче ҫуралса ӳснӗ) пырса ҫитнӗ. Унпа пӗрле ытти тӳре-шара та пулнӑ. Тавралли ял халӑхӗ те ҫак пулӑма курма кӑмӑлтан пуҫтарӑннӑ. Янӑшри шкул малашне вӑтам шутланӗ. Унта 165 ача вырнаҫаять. Шкул ҫулне ҫитменнисем те валли те унта пӑхса хӑварнӑ. Хӑтлӑ ҫуртра ял ачисем хӑйсене хуларисенчен кая туймӗҫ. Республикӑна ертсе пыракансен ҫак парнине халӗ пурин те тивӗҫлипе йышӑнса чунтан тӑрӑшмалли кӑна юлать: вӗрентекенӗсен чуна парса пӗлӳ памалла, ачисен талпӑнса вӗренмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |