Вӗренӳ
![]() Студентсен кунӗнче И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ «Ҫулталӑк студенчӗ – 2015» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Номинацисенче ҫӗнтернисене аслӑ шкулти тата хулари хисеплӗ ҫынсем пӗлтернӗ. «Ҫулталӑк интеллекчӗ» номинацире Дарья Медведева ҫӗнтернӗ. Вӑл «пиллӗксемпе» ӗлкӗрсе пырать. Дарья факультетри общество ӗҫӗн председателӗ, аслӑ шкулти ҫамрӑк ӑсчахсемпе студентсен канашӗн секретарӗ. «Ҫулталӑк спортсменӗ» ята Екатерина Иванова тивӗҫнӗ. Вӑл ЧР Элтеперӗн стипендине те илсе тӑрать. «Чи пултаруллӑ студент» Светлана Тарасова пулса тӑнӑ. Вӑл ЧР Элтеперӗн стипендине илме тивӗҫнӗ. «Аслӑ шкулти лидер» ята вара Рена Филиппова илтнӗ. Вӑл та общество ӗҫне хастар хутшӑнать. «Студентсен чи лайӑх ӑслӑлӑх организацийӗ» номинацире шкулчченхи тата коррекци педагогипе психологийӗн факультечӗн ӑслӑлӑх обществи ҫӗнтернӗ. Чи пултаруллӑ ушкӑн «Ыйхӑсен патшалӑхӗ» мода театрӗ пулнӑ. Студентсен чи лайӑх общество пӗрлешӗвӗ вара «Корпорация добра» нимеҫӗ (волонтер) организацийӗ пулнӑ. «Ҫулталӑк студенчӗ» Гран-прине вара психологипе педагогика факультетӗнче 4-мӗш курсра вӗренекен Татьяна Шипова тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта робототехника кружокӗ уҫӑлнӑ. Мӗн пытармалли: ҫӗнӗ технологисем пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ. Проект авторӗсем ачасене инноваци тытӑмӗпе кӑсӑклантарасшӑн. Сергей Сорокин каланӑ тӑрӑх, кружокра роботсене Lego Education Mindstorms EV3 контрукторсем пулӑшнипе ӑсталаҫҫӗ. Вӗсене республика хыснинчен уйӑрнӑ грант укҫипе туяннӑ. Занятисене 5 ҫултан аслӑрах ачасем ҫӳреме пултараҫҫӗ. Анчах унта 3 ҫултисене те ҫӳреме май туса парасшӑн. Робототехника кружокне ҫӳрекен ачасенчен лайӑх инженерсем, роботостроительсем ӳсессе, вӗсем Чӑваш Ен сумне ҫӳле ҫӗклессе шанаҫҫӗ. Занятисем кашни эрнере 1, 5 сехетшер иртӗҫ. Ушкӑнра – 10 ача. Занятисене И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ вӗрентекенӗсем тата унта диплом илнисем ертсе пырӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Пӗтӗм Раҫҫейри «Манӑн чи лайӑх урок» конкурсра Чӑваш Ен чысне те хӳтӗлӗҫ. Унта Улатӑрти пӗр шкул вӗрентекенӗ хутшӑнать. Татьяна Гурина Улатӑрти 3-мӗш шкулта математика тата информатика предмечӗсене вӗрентет. Вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри «Манӑн чи лайӑх урок» конкурсӑн финалне тухнӑ. Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурс икӗ тапхӑрпа иртет: куҫӑн тата куҫӑн мар майпа. Пӗрремӗш тапхӑрта вӗрентекенсем уроксен методикине кӑтартнӑ, иккӗмӗшӗнче вара вӗсене хӳтӗленӗ. Татьяна Гурина икӗ тапхӑра та парӑнтарнӑ, финала хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ. Конкурс нарӑс уйӑхӗн 22-27-мӗшӗсенче Мускавра иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре Шупашкарта ачасене 1-мӗш класа йышӑнас енӗпе кампани пуҫланать. Меллӗ пултӑр тесе черет графикне хатӗрленӗ. Ҫавӑнпа хула администрацийӗ ашшӗ-амӑшне тӳрех пӑлханса ӳкме, черет йышӑнма чупма ыйтмасть. Виҫӗ шкулта электрон ҫырӑну пулать. Ку – пӗрремӗш хут. Ҫакна 19, 20, 45-мӗш шкулсенче пурнӑҫлӗҫ. Ку опыт ӑнӑҫлӑ пулсан унпа ҫитес ҫул пур шкулта та усӑ курӗҫ. Пуҫламӑш 1-мӗш шкул тӗлӗшпе ыйту нумай. Вӑл пурне те йышӑнса пӗтереймӗ. Ҫавӑнпа филиалне уҫма палӑртнӑ. Вӑл ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче пулӗ. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти шкулсене 6 пин ача 1-мӗш класа килмелле. Ыран, кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче, шкулсенче ашшӗ-амӑшӗ валли уҫӑ алӑксен кунне ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Вӗренӳ
Юлташӑн ачи, 5 ҫул та тултарманскер, хӗрсе кайсах вулама вӗреннине сӑнанӑ май хам 1-мӗш класа кайнине аса илтӗм. Эпир ун чухне хальхи ачасем пек алфавитри саспаллисене тӗпчемен, ҫырма вӗренмен, шутлама та хӑнӑхман. Пирӗн ачалӑх пулнӑ, эпир урамра выляса, кулса ӳснӗ. Шкула каясси пирки… шкула кайма вӑхӑт ҫитсен ҫеҫ шухӑшлама тытӑннӑ. Парта хушшине ларсан ҫырма, вулама, шутлама хӑнӑхнӑ. Халӗ вара? Саспаллисене палламасан шкула илмеҫҫӗ. Парта хушшине ларас тесен экзамен тытмалла. Тӗнче тетелӗнче ятарласа шырарӑм: хальхи ачан 1-мӗш класа кайиччен мӗн тума пӗлмелле? Хӑйӗн ячӗ-шывне, миҫе ҫултине, ӑҫта пурӑннине, ашшӗ-амӑшӗ мӗн ятлине, вӗсем ӑҫта ӗҫленине. Ку юрӗ-ха. Пӗчӗкскерӗн тӗп тӗссене, эрнери кунсене, уйӑхсене, ҫулталӑкри вӑхӑтсене, сулахайпа сылтӑм енӗсене, тӗп профессисене, килти тата тискер чӗрчунсене, вӗсен ҫурисене, кунта хӗл каҫакан тата кӑнтӑра вӗҫекен кайӑксене, транспорт тӗсӗсене пӗлмелле. Улма-ҫырла тата пахча ҫимӗҫ мӗн иккенне тӗшмӗртмелле. Математика енӗпе те шкула кайичченех аталанмалла. 10 таран, каялла шутламалла тата ытти те. |
Вӗренӳ
![]() А.Витвицкий тунӑ сӑн Шупашкарти 54-мӗш шкулта 8–9-мӗш классенче вӗренекен ачасен ашшӗ-амӑшӗ прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлӳ ҫуртӗнче вӗренӳ саккунне пӑснӑ. Специалистсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн чӑнах та йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Ҫак шкулта 2015 тата 2016 ҫулсенче 10-мӗш класа уҫман, 2017 ҫулта вара 10–11-мӗш классене ачасене илме палӑртман. Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн, 10 тата 11-мӗш классене унта вырӑн пулмасан ҫеҫ ачасене илмеҫҫӗ. Халӗ, ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар хула мэрӗ тӗлӗшпе ҫак ӑнланманлӑха сирмешкӗн представлени ҫырнӑ. Кунсӑр пуҫне айӑплисене яваплӑх тыттарас ыйтӑва ҫӗкленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() РФ Аслӑ сучӗ Улатӑрти пӗр шкул директорӗ тӗлӗшпе ҫырнӑ ҫӑхава пӑхса тухнӑ. Унччен ӑна шкулта ачасенчен укҫа пухнӑшӑн айӑпланӑ. 2014 ҫулта ачасен ашшӗ-амӑшӗ ЧР Прокуратурине анонимлӑ мелпе ыйту ҫырнӑ. Ҫӑхавра вӗсем шкула юсамашкӑн тата пӳлӗмсене тытса тӑмашкӑн укҫа пухаҫҫӗ тесе палӑртнӑ. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ тӗрӗс пулнине палӑртнӑ та директор айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Директор вара кунпа килӗшмен — РФ Аслӑ судне ҫитнӗ. Унта вара ӗҫӗ пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн директор майлӑ йышӑну тунӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, укҫа-тенкӗпе чӑнах та юсав тунӑ, пӳлӗмсене тытса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енре истори предмечӗпе кӗнеке кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. ЧР Элтеперӗн Хушӑвне пурнӑҫа кӗртнӗ май ӗҫ ушкӑнӗ истори енӗпе вӗренӳпе методика комплексӗн концепцине хатӗрленӗ. Ҫакна тӗнчери истори ӑслӑлӑхӗ аталанни, чӑваш халӑхӗн историйӗ енӗпе пӗлӳ тарӑнланни, общество иртнипе кӑсӑкланни тума хӗтӗртнӗ. Ҫавӑн пекех Тӑван ҫӗршыв историйӗ енӗпе методика комплексне хатӗрлени те ку утӑма тума хӗтӗртнӗ. Хальлӗхе учебникре 13 пай: чӑваш халӑхӗ пулса кайнин тӗп гипотезисенчен пуҫласа республикӑн 20-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнчи пурнӑҫӗ таран. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Кӑҫал Чӑваш Енре чи лайӑх выпускниксем пирки даннӑйсем пухма тытӑнӗҫ. Вӗсене «Чи лайӑх выпускник» сайтра вырнаҫтарӗҫ. Даннӑйсене кӑрлач уйӑхӗнчен пухма тытӑнӗҫ. Ҫапла майпа организацисемпе предприятисене кирлӗ ӗҫченсене шырама меллӗ пултӑр тесе тӑваҫҫӗ. Вӗсем аслӑ шкулсенчен, техникумсенчен, колледжсенчен вӗренсе тухнӑ чи лайӑх ҫамрӑксенчен суйлама пултарӗҫ. Ку яш-хӗршӗн те ӗҫе вырнаҫма питӗ меллӗ. Даннӑйсен банкне вӗренӳ организацийӗсене хӗрлӗ дипломпа пӗтернисем, ӑслӑлӑхра ҫитӗнӳсем тунисем, конкурссенче ҫӗнтернисем кӗме пултарӗҫ. Сайтпа кирек кам та паллашма пултарӗ. «Чи лайӑх выпускник» проекта ҫулсерен 500 ытла выпускник хутшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑмри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкула Ҫӗнӗ Ҫул уявӗ умӗн автобус парнеленӗ. Шкул коллективӗ, шкул ачисен ашшӗ-амӑшӗ, ашшӗ-амӑшӗсен комитет ертӳҫи Л. Ю. Ястребова тахҫантанпах кӗтнӗ парнешӗн Чӑваш Республикин пуҫлӑхне М.В. Игнатьева, республикӑри ҫутӗҫ министрне В.Н. Иванова, Етӗрне район пуҫлӑхне В. И. Иванова райадминистраци ертӳҫине В.Н. Кузьмина тата районти вӗрентӳ пайӗн ертӳҫине А. А. Филимонова чунтан тав сӑмахӗ калани пирки Етӗрне районӗн сайчӗ пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.09.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Надежда Силпи, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |