Вӗренӳ
![]() Елчӗк районӗнчи шкулсенче 2015 ҫул Литература тата К.В. Иванов ҫулталӑкӗсем пулнӑран тӗрлӗрен семинар, уҫӑ урок, конкурс ирттереҫҫӗ. Юпа уйӑхӗнче, акӑ, К.В. Иванов пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ викторина пулса иртнӗ. Конкурс ыйтӑвӗсене Кивӗ Эйпеҫ тӗп шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Елена Федорова тата Аслӑ Пӑла Тимешри В.В. Зайцев ячӗпе хисепленекен шкулта ӗҫлекен Антонина Михеева хатӗрленӗ. Курнавӑш, Чӑваш Тӑрӑм, Тӑрӑм, Елчӗк, Кушкӑ, Хӑвӑлҫырма, Лаш Таяпа, Ҫӗнӗ Пӑва, Ҫирӗклӗ Шӑхаль шкулӗсем чи хастар хутшӑннӑ. Викторина ыйтӑвӗсене виҫӗ ушкӑна уйӑрнӑ: 5–7-мӗш классем, 8–9-мӗш классем, 10–11-мӗш классем валли. 5–7-мӗш классенче вӗренекенсенчен чи нумай балл пухаканни Курнавӑш вӑтам шкулӗн 5-мӗш класӗнче вӗренекен Иван Смирнов пулнӑ (ертӳҫи — Вера Воронова). 2-3-мӗш вырӑн йышӑнаканӗсем — Чӑваш Тӑрӑм шкулӗнче вӗренекенсем (ертӳҫи — Галина Малова). 8–9-мӗш классенче вӗренекенсем хушшинче — Кушкӑри вӑтам шкулта вӗренекен Татьяна Перепёлкина (ертӳҫи — Анна Портнова). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра хӑш-пӗр факультетсене пӗрлештернӗренпе темиҫе ҫул та хыҫа юлчӗ ӗнтӗ. Шел те, унчченхипе танлаштарсан, тӳлевсӗр вырӑнсем сахалланса пыраҫҫӗ. Халӗ ав виҫӗ факультета пӗрлештерсе Вырӑс, чӑваш филологийӗсен тата журналистика факультечӗ пулса тӑнӑ. ЧПУн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес ҫул ҫак факультетра «Журналистика» енӗпе вӗренекенсем валли тӳлевсӗр 10 вырӑн пулӗ. Ҫакна РФ Вӗренӳ министерстви федераци конкурсӗнче палӑртнӑ. Аса илтерер: унччен факультетра журналистика енӗпе пӗр тӳлевсӗр вырӑн та пулман. Виҫӗ факультета 2013 ҫулта пӗрлештернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Раҫҫейре ялсенчи чи лайӑх 500 тата 200 шкулсене палӑртнӑ. Танлаштарӑма (рейтинга) хатӗрленӗ чухне 2014-2015 вӗренӳ ҫулӗн кӑтартӑвӗсене шута илнӗ. Кӑҫалхи списока Крым тата Севастополь шкулӗсем кӗнӗ. Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкул та лайӑх енпе палӑрса списока кӗме пултарнӑ. Вӑл топ-200 шкулсен йышӗнче. Сӑмах май, Элӗк шкулӗ пӗлтӗр те ҫак танлаштарӑмра вырӑн тупнӑ. Шкул пурнӑҫпа тан утма тӑрӑшать. Унтан пултаруллӑ ҫынсем вӗренсе тухаҫҫӗ. Вӗренекенсем ҫулленех ППЭсене лайӑх тытаҫҫӗ те аслӑ шкулсенче, техникум-колледжсенче ӑс пухма тытӑнаҫҫӗ. «Раҫҫейри чи лайӑх шкулсем» рейтинга кашни ҫулах хатӗрлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти «Калейдоскоп» ача пахчи лицензисӗрех ӗҫленӗ. Инкек пулмасан телей пулмастчӗ теҫҫӗ те, те ҫавӑн пек каламалла ӗнтӗ. Ача пахчинче пӗр шӑпӑрлан аманни пирки унӑн ашшӗ-амӑшӗ прокуратурӑна пӗлтернӗ. 2014 ҫул вӗҫӗнче уҫӑлнӑ ача пахчи вӗренӳ тата ача правине хӳтӗлессипе ҫыхӑннӑ саккунсене кӑнттаммӑн пӑснӑ. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ прокуратура тӗрӗслевӗ. Пуринчен ытла тӗлӗнтерекенни — ача пахчин ӗҫлеме ирӗк (лицензи) те пулман-мӗн. Тӳре-шаран чӗлхипе каласа каяс килменрен кӑлтӑксене кунта асӑнса тӑмӑпӑр. Маларах каланӑ икӗ ҫулхи ача ахальтен аманнӑ. Ҫав инкек хыҫҫӑн та ача пахчинче тивӗҫлӗ пӗтӗмлетӳ туман. Ача-пӑча лаптӑкӗнче ӳксе ыраттарасран ятарлӑ сий сарман. Унта икӗ ҫулхисене выляма юрӑхсӑр япаласем пулнӑ. Прокуратура тӗрӗсленӗ тӑрӑх надзор органӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн яваплисене административлӑ майпа явап тыттарнӑ, ача пахчи лицензи илме хутсем тӑратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енри вӗренӳ учрежденийӗсенче ӑс пухакан икӗ ҫамрӑк «Трактор савучӗн» концернӑн ылтӑнне тивӗҫнӗ. Ҫак маттурсем — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн машина тӑвакан факультечӗн III курс студенчӗ Андрей Николаев тата Шупашкарти электромеханика колледжӗнче виҫҫӗмӗш курсра вӗренекен, шӑратмалли ӑсталӑха алла илекен Максим Алферов. Холдинг «Трактор савучӗ» концернӑн ылтӑн кадрӗсем» корпоратив премине ҫамрӑксене те пама йышӑннӑ. «Машина тӑвассин малашлӑхӗ» номинацире преми илес тесе ҫамрӑксен самай тупӑшма тивнӗ. Вӗсене чи малтанах мӗнле вӗренни, мӗнпе палӑрни тӑрӑх суйласа илнӗ. 585-мӗш виҫеллӗ ылтӑн паллӑна ҫӗршыври ҫичӗ ҫамрӑк тивӗҫнӗ. Ҫавсен шутӗнче Алтай крайӗнчи, Курганти тата Волгоградри яшсем пур. Пирӗннисем пирки каларӑмӑр ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Юпан 12-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев йӑлана кӗнӗ канашлӑва ирттернӗ. Унта шкулсенче апатлану хакӗ кӑҫалхи 4-мӗш кварталта тата ҫитес ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта мӗн чухлӗ хӑпарма пултарассине сӳтсе явнӑ. ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулсенчи апатланушӑн тӳлемелли хак ҫулталӑк пуҫланнӑранпа улшӑнман. Хӗрлӗ Чутай районӗнче — 43 тенкӗ, Шупашкарта 84 тенкӗ пулнӑ. Анчах хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта апатлану хакӗ ӳсмелле. Ку 11 муниципалитетра (Улатӑр, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче) 1–5 процент хӑпармалла. Ултӑ муниципалитетра вара (Вӑрнар, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Вӑрмар районӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче) — 5–10 прцент. Канаш, Шупашкар хулисенче тата Патӑрьел районӗнче апатлану хакӗ 10–15 процент ӳсмелле. 5 муниципалитетра (Йӗпреҫ, Красноармейски, Етӗрне районӗсенче тата Улатӑр, Ҫӗмӗрле районӗсенче) апатлану хакне ӳстерме палӑртман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Кӑҫӑлтан пуҫласа И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенчӗсем Шупашкарти шкулсенче ҫӗнӗлле практика тухма пуҫлӗҫ. Малашне вӗсем унчченхи пек 1 уйӑх ҫурӑ мар, ҫур ҫул уроксем ирттерӗҫ. Ку проектпа тӗп хулари 30 шкул интересленнӗ. Наталия Кудряшова практикант палӑртнӑ тӑрӑх, ку опыт уншӑн усӑллӑ. Унччен вӑл 1 уйӑх ҫурӑ ҫеҫ практикӑра пулнӑ. Ку уншӑн ҫителӗксӗр пек туйӑннӑ. 3-мӗш лицейри Аршак Сагателян вӗрентекен вара Наталия пултаруллӑ педагог пулма пултарассине палӑртнӑ. Лицей директорӗ Ирина Полбенникова ҫамрӑк специалистсен шкула килнӗ чухне опыт сахал пулнине каланӑ. Ҫапла вӗсем ӗҫлеме тытӑнсан 3 ҫул хӑнӑхаҫҫӗ. Ҫак ҫитменлӗхсене пӗтерес тесе хатӗрленӗ ку проекта. Эппин, малашне студентсем ахаль практикантсем ҫеҫ мар пулӗҫ. Вӗсем интереслӗ ҫамрӑк специалистсене ҫаврӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ашшӗ-амӑшӗ шкулта укҫа пухни пирки час-часах сӑмах хускатать. Ку чылайӑшне тавлаштарать. Мӗн тума пухаҫҫӗ укҫана? Хысна уйӑрни ҫитмест-им? Ҫакӑ тата ытти ыйту канӑҫсӑрлантарать ашшӗ-амӑшне. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче «хӗрӳ лини» уҫнӑ. Унта шкулта укҫа-тенкӗ пухни пирки шӑнкӑравласа пӗлтерме пулать. Администраци ӗҫченӗсем кирек мӗнле пухнӑ укҫа пирки те тимлӗн итлеме хатӗр. Унта 23-42-37 е 23-42-47 номерсемпе шӑнкӑравласа ҫитме пулать. Ӗҫченсем шӑнкӑравсене кашни кун, канмалли кунсемсӗр пуҫне, 11-12 сехетсенче йышӑнаҫҫӗ. Телефон умӗнче пӗтӗмӗшле пӗлӳ тата воспитани ӗҫӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Ольга Николаевна Тарасенко тата Надежда Станиславовна Ефремова лараҫҫӗ. Пӗр шӑнкӑрава та тимлӗхсӗр хӑвармасса шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарта аслӑ класра вӗренекенсене ППЭне И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ хатӗрлӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: ку — тӳлевсӗр. Иртнӗ шӑматкун пӗрремӗш заняти иртнӗ. Малашне профессорсемпе доцентсем кашни шӑматкун уҫӑ лекцисем ирттерме тытӑнӗҫ. Ытларах вӗсем обществознани, математика, истори, физика енӗсемпе иртӗҫ. Йӗркелӳҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, лекцисене ҫавӑн чухлӗ ҫамрӑк килессе кӗтмен. Вӗренӳ управленийӗн сайтӗнче шкул ачисем валли электронлӑ ҫырӑну уҫнӑ. 2 кунра унта 90 ытла ҫын ҫырӑннӑ. Аудиторие 80 ҫын ҫеҫ кӗнӗрен ҫырава вӑхӑтлӑх чарма та тивнӗ. Иртнӗ шӑматкун химипе лекци иртнӗ. Унта Ҫӗр ҫинче пурнӑҫ мӗнле пуҫланса кайнине пӑхса тухнӑ. Лекцисене килес тесен Вӗренӳ управленийӗн сайтӗнче ҫырӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енре 51 ҫулти вӗрентекен суд сакки ҫине ларӗ. Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑш шкулӗнче кӗҫӗн классене вӗрентнӗскер 8 ҫулти ача тӗлӗшпе юраман мерӑсемпе усӑ курнӑ. Хӗрарӑма тӳрех икӗ статьяпа айӑпласшӑн. Следстви версийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 2014 ҫулхи раштав уйӑхӗнче тат кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче урокра 1-мӗш класри ачана хур кӳнӗ. Ҫав шутра психологи тӗлӗшӗнчен те. Вӗрентекен йывӑҫ указкӑпа ачана ҫапнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл ӑна уҫӑсемпе, алӑпа пуҫӗнчен ҫапнӑ. Ку видео тӗнче тетелне тухсан кун пирки йӗрке хуралҫисем те пӗлнӗ. Вӗрентекене тӳрех шкултан кӑларса янӑ. Следстви вӑхӑтӗнче вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑнман. Халӗ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, ӑна суда ярса панӑ. Аса илтерер: кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче ачаран мӑшкӑлланӑшӑн Комсомольскинчи 1-мӗш шкулта ӗҫленӗ вӗрентекене те айӑпланӑ. 28 ҫултискере условлӑ майпа айӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.09.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Надежда Силпи, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |