Кӑшӑлвирус ҫынсен пурнӑҫне ҫав-ҫавах татать. Иртсе кайнӑ талӑкра тата тепӗр 11 ҫын вилнӗ. Ҫӗнӗ цифрӑсене стопкоронавирус.рф порталта пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗрен чирлекенсен шучӗ те ӳссех пырать. Иртсе кайнӑ талӑкра пирӗн республикӑра ковидпа тата тепӗр 116 ҫын чирленине тупса палӑртнӑ. Пандеми пуҫланнӑранпа ку чир 16 пине яхӑн ҫынна ернӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, 15 931 ҫын.
Ӗнер 136 пациент сывалнӑ. Пандеми пуҫланнӑранпа 14 292 ҫын сывалнӑ. Вилнисен шучӗ вара — 486.
Паян Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе Зиновий Сергеевпа сывпуллашнӑ. Вӑл 85 ҫула кайнӑ.
Зиновий Михайлович 1935 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкассинче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, кайран Ленинградри партин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи ентешлӗх ертӳҫи Антонина Краснова пӗлтернӗ тӑрӑх, Зиновий Сергеев тӗрлӗ ҫулсенче ВЛКСМ райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ, Йӗпреҫ ӗҫтӑвкомӗн секретарӗ, КПСС райкомӗн аппаратӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти культура, вӗренӳ, физкультурӑпа спортшӑн яваплӑ вырӑнта, Шупашкарти хула комитетӗнче ӗҫленӗ.
РАШ | 23 |
Усал хыпар, тискер хыпар пӗлтерчӗҫ:
Лев Кураков чӗри тапмасть текех.
Кӗтменчче эп, кун пеккине кӗтменччӗ!..
Ҫук, юрамасть суймашкӑн кун пекех!..
Тин ҫеҫ-ха вӑл Тӗп хуларан сас пачӗ,
Тин ҫеҫ-ха вӑл ҫул тытрӗ Ишеке...
Тӑван ялне чунтан вӑл юрататчӗ...
Ҫак Улӑпӑн чӗри тапмасть текех...
Ниме пӑхмасӑр малаллах вӑл утрӗ,
Ӗҫлерӗ, тен, ҫӗр ҫыншӑн та хӑш чух.
Чӑваш Ятне ҫӳлтен-ҫӳле ҫӗклерӗ...
Чӗррисемпе пӗрле вӑл текех ҫук...
Халь ҫуртасем пит васкаса сӳнеҫҫӗ...
Ҫапла вӑл — пурнӑҫ, — инкекпе тулсан...
Чӑн-чӑн Арсем вилмеҫҫӗ, ҫук, вилмеҫҫӗ, —
Вӗсем ҫиҫеҫҫӗ ҫӑлтӑрсем пулса.
22.12.2020
04 сехет те 39 минут
Ӗнер Чӑваш Енри паллӑ ӑсчах, экономист, политик Лев Кураков пурнӑҫран уйрӑлса кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑскерӗн куҫӗ пульницӑра хупӑннӑ. МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Кураков та кӑшӑлвируспа чирленӗ.
Лев Пантелеймонович 1943 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗнче ҫуралнӑ. Канашри финанс техникумӗнче (1961), Хусанти патшалӑх финанспа экономика институтӗнче (1966) пӗлӳ илнӗ. Аспирантурӑпа доктортантурӑна Мускаври Г.В. Плеханов ячӗллӗ халӑх хуҫалӑх институтӗнче вӗреннӗ, стажировкӑна Берлинра (Аслӑ экономика шкулӗнче) ирттернӗ. 1990 ҫулта ӑна ЧПУ ректорӗн пуканне шанса панӑ. 1997 ҫулта чӑваш Республикин вице-президентне суйланӑ. 1998 ҫулхи кӑрлачпа ҫӗртме уйӑхӗсенче Чӑваш Республикин Правительство председателӗ пулнӑ.
Лев Кураковпа ыран, раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ЧПУн спорткомплексӗнче (вӑл Университет урамӗнчи 38-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) 10 сехет хыҫҫӑн сывпуллашӗҫ.
Чӗмпӗр облаҫӗнчи Димитровградра пурӑннӑ поэт-фронтовик, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин 2-мӗш степеньлӗ орденӗн кавалерӗ Евгений Ларин вилнӗ. Кун пирки Николай Ларионов ҫыравҫӑ, публицист, поэт Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнӗнче паян пӗлтернӗ.
Евгений Степанович 1926 ҫулта Ҫӗнӗ Малӑкла районӗнчи Малаел ялӗнче ҫуралнӑ.Сӑмах май каласан, ку ялта 30 процент чӑваш пурӑнать.
Ухсай Яккӑвӗн юлташӗ пулнӑ. Кӑҫал пуш уйӑхӗнче вӑл Николай Ларионова Ухсайпа Мускавра съездсенче ялан ҫумлӑн ларнине, пӗрле ҫӳренисене каласа кӑтартнӑ. «Ларин хӑйӗн поэмисене пӑхмасӑр каласа паратчӗ. Тӗлӗнмелле ҫын», — тенӗ Николай Ларионов.
Валентин Шурчанова пуҫ тайни
Коммунизм пулмастех пуль ыран,
Ма тесен куҫне хупрӗ Шурчанов...
Усал чир пӗр шеллевсӗр ҫапсан
Пит синкерлӗ иккен ҫын суранӗ.
Ӑҫтан тухрӗ хӑрушӑ ковид —
Никама хӗрхенмест тамӑк мурӗ!
Шутсӑр пысӑк хайхин аппетит, —
Камӑн-ши сывалма шанӑҫ пулӗ?
Ҫӗнеймерӗ чире коммунист —
Хурланатпӑр — нумай пурнаймарӗ...
Эпир хамӑр та кӑшт атеист,
Тур каҫартӑр пире. Тен, пӑрахмӗ?
Чӑваш халӑх тарҫи пулнӑ май
Ман ентеш вӑй-халне шеллемерӗ.
Вӑл тунийӗ капашсӑр нумай,
Палӑртни те чылай — ӗлкӗрмерӗ.
Унӑн ырӑ ӗҫне манар мар —
Ячӗпе ҫӗн урам хисеплентӗр.
Ҫуркунне ҫав тӳрем урама
Эсӗ те, вулаканӑм, килен-тӗр?
Паян политика тӗлӗшӗпе самай вӑй хунӑ Лев Пантелеймонович Кураков пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Пире пӗлтернӗ тӑрӑх, чылай ҫул И. Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗн вырӑнне йышӑннӑскер паян клиникӑра вилнӗ. ИВЛ-па выртнӑ тесе каларӗҫ.
Лев Пантелеймонович 1943 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишек ялӗнче ҫуралнӑ. Канашри финанс техникумӗнче (1961), Хусанти патшалӑх финанспа экономика институтӗнче (1966) пӗлӳ илнӗ. Аспирантурӑпа доктортантурӑна Мускаври Г.В. Плеханов ячӗллӗ халӑх хуҫалӑх институтӗнче вӗреннӗ, стажировкӑна Берлинра (Аслӑ экономика шкулӗнче) ирттернӗ.
1990 ҫулта ӑна ЧПУ ректорӗн пуканне шанса панӑ. 1997 ҫулта чӑваш Республикин вице-президентне суйланӑ. 1998 ҫулхи кӑрлачпа ҫӗртме уйӑхӗсенче Чӑваш Республикин Правительство председателӗ пулнӑ.
Ӑна чылай наградӑпа тата сумлӑ ятсемпе чысланӑ. Авланнӑ, икӗ ывӑл.
Аса илтеретпӗр, паян тепӗр паллӑ политика деятелӗпе — Валентин Шурчановпа — сывпуллашнӑ.
Паян Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Валентин Шурчанов вилнӗ. Вӑл 73 ҫул тултарса 74-а кайнӑ. «Новости» Раҫҫейӗн информаци агентствине парламентарипе пӗр партири (Шурчанов — коммунист) ҫын, РФ Патшалӑх Думин граждан обществине аталантарас енӗпе ӗҫлекен комитечӗн пуҫлӑхӗ Сергей Гаврилов пӗлтернӗ.
Вилӗм сӑлтавӗ — кӑшӑлвирус инфекцийӗ. Шурчанов 14 сехет те 40 минутра вилсе кайнӑ.
Парламентари Канаш районӗнчи Кивӗ Шелттӗмре 1947 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш. Чӑваш патшалӑх университетӗнче, ытти ҫӗрте пнлӳ илнӗ.
Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Енри паллӑ ӑсчах, философи наукисен кандидачӗ, геологипе минералогич наукисен кандидачӗ, профессор, Раҫҫейри философи обществин регионти уйрӑмӗн председателӗ Геннадий Трифонов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 82 ҫулта пулнӑ.
Пулас ӑсчах 1938 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Етӗрнекассинче ҫуралнӑ. 1961 ҫулта Мускаври М.В. Ломоносов ячӗллӗ университетӑн геологи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн та хӑйӗн пӗлӗвне пӗрмай тарӑнлатсах тӑнӑ.
Ӑсчах пур енлӗ аталаннӑ, нумай пӗлекен специалист пулнӑ. Философи, логика, наукӑпа техникӑн историйӗ тата философийӗ, пахалӑх философийӗ енӗпе лекцисем вуланӑ, Ҫӗр ҫинчен калакан вӗрентӳпе паллаштарнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем кӑшӑлвируса пула ҫав-ҫавах шар кураҫҫӗ-ха. Паян, раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне илсен, COVID-19 диагнозӗ лартнисен йышӗ 14436 ҫынна ҫитнӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ӗнерхинчен 130 ҫын нумайланнӑ. Чире официаллӑ майпа шута илнисенчен 12915 ҫын сывалнӑ. Иртсе кайнӑ талӑкра тепӗр 4 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫапла вара пандеми пуҫланнӑранпа кӑшӑлвирус ернӗ 379 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран прививка тумалли вакцина 500 доза кӳрсе килнине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Хальлӗхе — 500 доза. «Гам-Ковид-Вак» препарата районсемпе хуласенчи пульницӑсене валеҫмелле. Прививкӑна икӗ ӑстрӑмпа тумалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |