Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Мускавра Александр Хван режиссёр пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Александр Хван Шупашкарта 1957 ҫулта ҫуралнӑ.
Ӑна 1992 ҫулта ӳкернӗ «Дюба-дюба» фильм тӑрӑх нумайӑшӗ пӗлет-тӗр. Асӑннӑ ӗҫри тӗп сӑнара Олег Меньшиков калӑпланӑ. Асӑннӑ ӗҫ нумай кинофестивале ӑнӑҫлӑ хутшӑннӑ. Александр Хванӑн паллӑрах ӗҫӗсем хушшинче ҫавӑн пекех — «Кармен», «Умирать легко» фильмсем.
Ӗнер Валерий Андреев (16.02.1956–07.08.2023) чӗлхеҫӗ куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Валерий Васильевич Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шуртан ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл – чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент.
Валерий Андреев 1990 ҫулта вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУӗн чӑваш чӗлхи кафедрин доценчӗ пулса тӑрӑшма тытӑннӑ. Унта вӑл хӑй йывӑр чире кайичченех тӑрӑшнӑ.
Валерий Андреева аван пӗлнисем вӑл «лекцисемпе семинарсене яланах чунри ҫӗкленӳпе, чӗлхери тӗлӗнтермӗшле тӗслӗхсемпе «пуянлатса» ирттернине» палӑртаҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Владимир Чамеев хирург пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Унпа ӗнер сывпуллашнӑ.
Владимир Ильич Куславкка районӗнчи Шӑнчас ялӗнче 1950 ҫулта ҫуралнӑ. 1975 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи медицина факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ординатурӑра та вӗреннӗ.
Владимир Чамеев 45 ҫул хирург пулса тӑрӑшнӑ, ҫав шутран 24-шне — Хулари 1-мӗш клиника пульницинче. Унта вӑл чылай ҫул хирурги уйрӑмӗн тата операци блокӗн заведующийӗ пулнӑ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗ, профессор, техника наукисен докторӗ, Геннадий Свинцов пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Геннадий Петрович 75 ҫулта пулнӑ. Вӑл Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре ҫуралнӑ.
Эпир маларах асӑннӑ аслӑ шкулта Кӳкеҫ ҫынни 1972 ҫултанпа ӗҫленӗ. 1980 ҫулта техника наукисен кандидачӗ ята хӳтӗленӗ, унтан ӑна преподаватель пулма шаннӑ. Малтан ассистентра тӑрӑшнӑ, тепӗр виҫӗ ҫултан кафедра доцентӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.
Геннадий Свинцов ӗҫленӗ те, хӑйӗн пӗлӗвне те пӗрмай тарӑнлатса-анлӑлатса пынӑ. Вӑл тӗрлӗ наградӑна тивӗҫнӗ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникне Евгения Вдовичевӑна юлашки ҫула ӑсатнӑ. Киҫтӗк ӑсти пуш уйӑхӗн юлашки кунӗнче куҫне ӗӗрлӗхе хупнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кушник ялӗнче 1937 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче ҫуралнӑ Евгения Аркадьевна. Хӗр чухнехи унӑн хушамачӗ Воздвиженская пулнӑ. Унӑ ашшӗ вырӑнти чиркӳре ӗҫленӗ. 1939 ҫулта чиркӗве хупсан ҫемье Хусана тухса кайнӑ. Тӑвавн ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӗҫленсен ҫемье тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ.
Евгения Аркадьевна шӑпи ҫӑмӑл пулман. Упӑшкинчен вӑл 5 уйӑхри ывӑлӗпе ӑса юлнӑ. Ун хыҫҫӑн ҫамрӑк хӗрарӑм тек ҫемье ҫавӑрман. Пурнӑҫне вӑл ҫывӑх ҫыннисене тата пултарулӑха халалланӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, пирӗн ҫӗршыври театрпа кино ӑсти Николай Дупак пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Ку хыпара чӑваш парламенчӗн спикерӗ Леонид Черкесов халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ май Леонид Дупак пирки «чӑваш халӑхӗн пысӑк тусӗ» тесе палӑртнӑ.
Николай Лукьянович 102-мӗш ҫула кайнӑ. Вӑл — Тӑван ҫершывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ. Мускаври Таганкӑри театра 30 ҫула яхӑн ертсе пынӑ. РСФСР халӑх артисчӗ вуншар фильмра ӳкерӗннӗ, ҫав шутра — «Сорок первый», «Служили два товарища», «Интервенция», «Бумбараш», «Капитан Немо», «Война на западном направлении» ятлисенче.
Николай Дупак Раҫҫейри чӑвашсен наципе культура автономийӗ Мускавра ирттерекен мерприятисене пӗрмай хутшӑннӑ. Леонид Черкесов пӗлтернӗ тӑрӑх, артист ҫӗршыври халӑхсен культурипе, йӑли-йӗркипе кӑсӑкланнӑ. Чӑвашсем уншӑн уйрӑмах ҫывӑх пулнӑ, мӗншӗн тесен вӑл Василий Чапаев хӗрӗн упӑшки пулнӑ.
Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Ольга Дуняк художник, педагог пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Кун пирки Маргарита Красотина журналист халӑх тетелӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Ольга Дуняк кантӑка ирӗклӗн вӗрсе карӑнтарса тӗрлӗ хитре япала тума пӗлекен ӑста пулнӑ. Александр Дуняк артист хӗрӗ Ленинградри аслӑ ӳнер промышленнность училищинче экскурсире пулнӑ чух кантӑка юратса пӑрахнӑ та ҫав енӗпе вӗренме кӗрес шухӑшпа ҫунатланнӑ. Ҫунатланнӑ та, ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ. Пӗр ӗмӗчӗ ҫеҫ унӑн пурнӑҫланайман — Шупашкарта та вӑл ҫавӑн пек производство уҫма ӗмӗтленнӗ. Пирӗн республикӑмӑрӑн тӗп хулинче «чӑваш кантӑкӗпе хрусталь цехӗ» тума май килменрен вӑл Дон ҫинчи Ростова тухса кайнӑ. Унта ӑсталанӑ ӗҫӗсене Шупашкара илсе килнӗ.
ЮПА | 25 |
Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче тӑван чӗлхе пӗлӗвӗ, чӑваш наци культури тата тепӗр ҫухату тӳсрӗ: чӑваш чӗлхин чи сумлӑ тӗпчевҫи, чылай словарьпе вӗренӳ хатӗрӗн авторӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентӳ ӗҫченӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Елизавета Федоровна Васильева пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ. Вӑл вӑтӑр ҫула яхӑн университет яш-кӗрӗмне пӗлӳ панӑ, вунӑ ҫул педуниверситет студенчӗсене чӑваш чӗлхин историне, тӗрӗк чӗлхисен танлаштаруллӑ грамматикине, авалхи тӗрӗк тата турккӑ чӗлхисене вӗрентнӗ.
Пулас чӗлхеҫӗ 1934 ҫулхи ҫуркуннен пӗрремӗш кунӗнче Элӗк районӗнчи Ярхуньушкӑнь ялӗнче чӗм илнӗ. Вӑрҫӑ кӗрленӗ вӑхӑтра ҫурма тӑлӑха юлнӑ хӗр пӗрчин ачалӑхран часах хӑпма тивнӗ. 1950 ҫулта Елизавета Васильева педагогика институчӗн чӑваш чӗлхипе литературин уйрӑмне вӗренме кӗнӗ.
Институт пӗтерсен Елизавета Фёдоровнӑна шкула вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентме янӑ. Кун пирки вӗрентекенӗмӗр хӑй ҫапла аса илетчӗ: «Ман Нарспипе Сетнер ҫӗршывне – Пушкӑрт тӑрӑхне каяс килетчӗ, Самар енӗ те чуна туртатчӗ.
Алина Аркадьевнӑна лайӑх пӗлекенсем – гуманитар-вӗрентекенсем, тӗпчевҫӗсем, тавра пӗлӳҫӗсем, студентсем, шкул ачисем тӑван енре те, республика тулашӗнче те, ют ҫӗр-шывсенче те (уйрӑмах Турцире) чылай пулнӑ. Вӑл кирек кампа та ҫӑмӑллӑн паллашма пултарнине пурте лайӑх пӗлеҫҫӗ. Унпа юнашар пӗр пӳлӗмре ларса ӗҫленӗ чух ҫакна эпӗ пӗрре кӑна мар асӑрханӑ. Института кашни ӗҫпе килекене хапӑл туса кӗтсе илмелле, май килнӗ таран пулӑшмалла, пит кирлӗ кӗнекисене тупса памалла, архив материалӗсемпе паллаштармалла, хаклав-рецензисем ҫырмалла, ырӑ канашсем сӗнсе хавхалантарма пӗлмелле… Йывӑррӑн пурӑннӑ 90-мӗш ҫулсенче каялла каймашкӑн билечӗсене те илсе хумалла пулнӑ. Ку пӗтӗмпех хӑйӗн тӗпчев ӗҫне савса-юратса пурнӑҫласа пынинчен те килнӗ пулӗ. Унӑн характерӗпе, кӑмӑлӗ-хавасӗпе, ӑнланӑвӗпе тӑван кӗтесе, тӑван чӗлхене, тӑван ӳнере «часрах сывалмалла» хӗрӳллӗн юратасси урӑхла пулма та пултарайман. Никам пирки те вӑл ӳпкевлӗн калаҫнине илтмен эпӗ (чун хӗсӗннӗ самантсем пӗрре кӑна мар пулнӑ пулин те).
Ӗнер те, паян та чунра пушӑ халь.
Чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи Алина Аркадьевна Сосаева вилсе кайнӑ.
Надежда Григорьевна Иванова пӗлтернӗ тӑрӑх Алина Сосаевӑн виллине паян ирхине тупнӑ. Хваттерне чылай хушӑ телефон тытманран кӗме тивнӗ. Инкеке пула пурнӑҫӗ татӑлнӑ пулас.
Алина Аркадьевна чӑваш топонимикине тӗпчекен специалист пулнӑччӗ. Вӑл Элӗк районӗнчи Витеҫуч ялӗнче ҫуралнӑ. Чылай вӑхӑт хушши Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче вӑй хунӑччӗ.
Алина Сосаева пирӗнтен сарӑмсӑр уйрӑлнӑран редакци хурланни пирки пӗлтерет. Чӑваш халӑх сайчӗ ӗҫлеме пуҫланӑ ҫулсенче вӑл пире самаях пулӑшнӑччӗ.
Хушни. Алинӑпа эрнекун 14 сехет ҫурӑра республика больницин ритуал ҫуртӗнче (Мускав пр. 9В ҫурт) сывпуллашӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |