Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫутҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк

Метерологсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫуллахи пӗрремӗш кун шӑрӑх пулмалла.

Раҫҫейӗн Гидрометцентрӗн ертӳҫи Роман Вильфанд уйӑхӑн пӗрремӗш эрнинче ҫӗршывӑн вӑтам тӑрӑхӗнче сывлӑш температури ытти ҫулсенчи вӑтам виҫене ҫывӑх е кӑшт пысӑкрах пулать тесе пӗлтернӗ иккен. Ҫу вара шӑрӑх пулмалла-мӗн.

Чӑваш Енре сывлӑш температури паян ӑшӑ пулчӗ. Каҫхине сывлӑш температури +12…+16 градуспа танлашӗ. Ыран вара самай ӑшӑ пулӗ. Кӑнтӑрла +21…+26 градуса ҫитӗ. Каҫхине +13…+17 ӑшӑ пулассине пӗлтереҫҫӗ. кун каҫипех ыран уяр та хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑмалла. Ҫил кӑнтӑр енчен, ҫеккунтра 4–9 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрмелле.

Ҫӗртмен ҫурри таранах Атӑлҫи тӑрӑхӗнче, ҫав шутра Чӑваш Енре те, пушар хӑрушлӑхӗ енчен асӑрханмалла. Апла пулин те ҫӗршывӑн тӗп синоптикӗн шучӗпе пушарпа ҫыхӑннӑ 2010 ҫулхи евӗр пӑтӑрмахсем сиксе тухмалла мар.

 

Хулара Вӑрӑм тунасене дизинфекцилеҫҫӗ
Вӑрӑм тунасене дизинфекцилеҫҫӗ

Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ май вӑрӑмтунасем ӗрчеме пуҫларӗҫ. Вӗсем Шупашкарта та, ялсенче те нумай. Ялта, шел те, вӗсене ятарласа пӗтермеҫҫӗ. Шупашкарта пурӑнакансене вара вӑрӑм тунасенчен хӳтӗлеме тӑрӑшаҫҫӗ.

Йышланнӑ вӑрӑм тунасем ҫынсене канмалли вырӑнсенче тапӑннӑран Шупашкар хула администрацинчен пулӑшу ыйтакан сахал мар пулнӑ. Ҫавна май администраци вӑрӑм тунасене дезинфекцилеме йышӑннӑ.

Ҫак ӗҫе ӗнер, ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пуҫӑннӑ. Ӑна 25-мӗшӗнче вӗҫлӗҫ. Унччен 25 объекта дезинфекцилӗҫ. Вӗсен йышӗнче — скверсем, парксем, бульварсем… Пӗтӗмпе — 639 тӑваткал метр.

Харӑсах темиҫе бригада ирхи 3–7 сехетсенче ӗҫлӗ. Ятарлӑ экологи организацийӗ вӑрӑм тунасене ҫӗнӗ препаратсемпе пӗтерет. Вӗсем ҫыншӑн сиенлӗ мар, нормативсемпе килӗшсе тӑраҫҫӗ. Пӗр объекта дезинфекцилеме 1–1,5 сехет кирлӗ. Препаратсем курӑк ҫинче, йывӑҫ ҫулҫисем ҫинче юлӗҫ. Эмел хурт-кӑпшанка пӗтерӗ, ӗрчеме май памӗ. Вӑл ҫулла вӗҫленичченех пахалӑхне ҫухатмӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫу уйӑхӗн 16–18-мӗшӗнче Атӑлӑн йӑлӑм енче ҫамрӑк экологсен слечӗ иртнӗ. Мероприятие «Сӑрҫи» заповедник, «Эткер» центр тата ЧР Ҫамрӑксен экологи дружини йӗркеленӗ.

Слета 5 команда хутшӑннӑ: Патӑрьел, Вӑрнар, Муркаш районӗсенчен тата Шупашкар хулинчен. Ҫамрӑк экологсем виҫӗ кун тупӑшнӑ. Вӗсем театрализациленӗ сценкӑсем кӑтартнӑ. Ачасем экологи сукмакне тунӑ. Палӑртнӑ маршрутра вӗсем ҫутҫанталӑк объекчӗсене шыранӑ, вӗсем пирки экскурсантсене каласа кӑтартнӑ. Жюри членӗсем валли экскурси ирттернӗ.

Йывӑр конкурссем те пулнӑ. Ачасен экологири, биологири пӗлӳ шайне тӗрӗсленӗ. Слетра ачасен тӗпчев ӗҫӗ хатӗрлесе ӑна хӳтӗлемелле пулнӑ.

Муркаш районӗнчи Юнкӑри С.М.Михайлов ячӗллӗ шкул ҫумӗнчи Ачасен пултарулӑх ҫурчӗн «Foresters» команди ҫӗнтернӗ. Патӗрьел районӗнчи Ҫӗньял шкулӗн команди иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Шупашкарти «Карӑш» экологипе биологи центрӗн команди виҫҫӗмӗш пулнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк «Россельхозцентр» специалисчӗ Елена Соколова
«Россельхозцентр» специалисчӗ Елена Соколова

Чӑваш Ене саранча килет текен сас-хура ҫӳренине, тен, эсир те илтнӗ пулӗ. Ку хыпар-хӑнар тӗрӗссине е ҫынсем юри пӑлханнине пӗлес тесе эпир «Россельхозцентр» патшалӑх учрежденийӗн республикӑри филиалӗн ӳсентӑрансене хӳтӗлекен пай пуҫлӑхӗпе Елена Соколовӑпа ҫыхӑнтӑмӑр.

Елена Александровна саранча Чӑвашра та пуррине пӗлтерчӗ. Анчах сывлӑш температури ӑна пысӑк йыша ҫаврӑнма май паманнине пула вӑл ушкӑнпа вӗҫеймест.

Чӑваш Енпе кӳршӗллӗ Чӗмпӗр облаҫӗн кӑнтӑр, Тутарстанӑн кӑнтӑр тата кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ пайӗсенче саранча йышӗ нумайланнине асӑрханӑ. Ҫанталӑк шӑрӑх пулсан вӑл сарӑлса кайса ҫилпе пирӗн енне килес хӑрушлӑх пур. Сӑмахран, Волгоград, Ӗренпур облаҫӗсенчен. Унчченхи ҫулсенче пирӗн пата саранча пысӑк ушкӑнпа канӑҫсӑрлантарман. Ытти регионтан пирӗн енне хускалас тӑвас пулсан ӑна вӑхӑтра асӑрхаса ҫийӗнчех эмеллемелле.

 

Ҫутҫанталӑк  ksk66.ru сайтри сӑн
ksk66.ru сайтри сӑн

Асту! Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен Чӑваш Республикинчи вӑрмансене кӗме чарнӑ. Хушӑва ЧР ҫутҫанталӑк министрӗ Иван Исаев алӑ пуснӑ. Вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх IV класс пулнине палӑртнӑ.

Вӑрмансене ҫуран та, транспортпа та кӗме юрамасть. Хушупа килӗшӳллӗн вӑрман хӗррисенче тӗрӗслев пункчӗсем, асӑрхаттарса ҫырнӑ шлагбаумсем вырнаҫтарнӑ. Полици ҫыннисем тата ятарлӑ ӗҫченсем вӑрмансене сыхлӗҫ, йӗркене пӑсакансене тупса палӑртӗҫ. Пушар вышки ҫинче дежурнӑйсем пулӗҫ.

Ҫак йӗркене республикӑри вӑрмансенче пушар тухасран сыхланас тӗлӗшпе йышӑннӑ.

 

Ҫутҫанталӑк Ҫӗмӗрлесем кедр лартаҫҫӗ
Ҫӗмӗрлесем кедр лартаҫҫӗ

Ҫӗмӗрлери хӗрарӑмсен канашӗ Ҫара каякансен аллейине йӗркелеме шут тытнӑ. Асӑннӑ канаш хастарӗсем унччен те тӗрлӗ сӗнӳпе тухса ырӑ ӗҫе вӗҫне ҫитернӗ-мӗн-ха. Аллея йӗркелени те пулнӑ. Анчах хальхинче хӗрарӑмсем ҫар ҫыннисемпе пӗр шухӑшлӑ пулса ӗҫ пуҫарнӑ.

Ҫара каякансен аллейине кедр йывӑҫҫинчен йӗркелес тенӗ. Ҫак йывӑҫа хӗрарӑмсем ахальтен суйламан. Ҫӗршыв шайӗнче вӑл пуянлӑх та ҫирӗплӗх палли теҫҫӗ. Унӑн лӑсси те, хуппи те усӑллӑ та сиплӗ. Хунавне вырӑнти вӑрман хуҫалӑхӗ панӑ. Йывӑҫсене хулари шкул ачисем — саккӑрмӗш тата вунпӗрмӗш классенче вӗренекенсем лартнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ Ҫӑлпуҫсем йывӑҫ лартаҫҫӗ
Ҫӑлпуҫсем йывӑҫ лартаҫҫӗ

Тӑвай районӗнчи Ҫӑлпуҫ ялӗнче пурӑнакансем Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑка чӗртсе тӑратма шут тытнӑ. Ҫак тӗллевпе вӗсем хӑйсен укҫипе тата район администрацийӗ пулӑшнипе республикӑри питомниксенчен пӗринче улмуҫҫи хунавӗ туяннӑ. «Йывӑҫ ларт тата ӑна упра» акцие ирттернӗ май пӗр кунхине ял ҫыннисем пӗр шухӑшлӑн пулса йывӑҫ лартма тухнӑ. Улмуҫҫи кӑна мар, парк йӗри-тавра ҫӑлпуҫсем чӑрӑш, хыр тата ҫӑка хунавӗ лартса тухнӑ.

Ӗҫе тытӑннӑ-тытӑннах ҫынсем ялти ҫӳп-ҫапа та йӑлари хытӑ каяша пухакан ятарлӑ вырӑна турттарса кайма шут тытнӑ. Техника енчен Юрий Ларионов ял ҫынни хӑй тракторӗпе пулӑшнӑ.

Ӗҫ-пуҫа ял старости Анатолий Иванов йӗркеленӗ. Йывӑҫ лартма тата тавралӑха илем кӳме Людмила Щадрина, Людмила Васильева, Надежда Сидорова, Сергей Алексеев, Валентина Матвеева, Александр Никонов, ҫавӑн пекех Сидоровсен тата Михайловсен ҫемйисем хастар хутшӑннӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Енре «Пӗтӗм Раҫҫейри вӑрман лартмалли кун» акци иртӗ.

Йывӑҫ-тӗм лартакансем ҫуркунне тата кӗркунне хӑйсен юратнӑ ӗҫне пуҫӑнаҫҫӗ. Вӗсем ӑна чунӗ ыйтнипе, ҫутҫанталӑка пулӑшас, тавралӑха илем кӳрес тесе пурнӑҫлаҫҫӗ.

Тӗрӗссипе, «Пӗтӗм Раҫҫейри вӑрман лартмалли кун» акцие вӑрмансене нумайлатас тӗлӗшпе кӑна ирттермеҫҫӗ. Ку халӑха экологи воспитанине, вӑрманта хӑйсене тытас культурӑна вӗрентме те пулӑшать.

Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкар вӑрман хуҫалӑхӗнче ятарласа хатӗрленӗ лаптӑкӗсем ҫине йывӑҫ-тӗм лартма палӑртнӑ. Кун валли хунавсене ҫителӗклӗ ӳстернӗ ӗнтӗ. Кӗркунне тата хӗлле йывӑҫ лартмалли вырӑна ҫуннӑ тата ӳкнӗ йывӑҫсенчен тасатнӑ, тӑпрана хатӗрленӗ, хунавсен шутне, вӗсем ӳсме пултараслӑхне тӗрӗсленӗ.

Акцие хутшӑнма пурне те йыхравлаҫҫӗ. Атӑл леш енне ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхи 8 сехетре тухса кайма палӑртнӑ. Малтан министерство ҫурчӗ умӗнче пухӑнаҫҫӗ. Адрес: Шупашкар хули, Ленинград урамӗ, 33-мӗш ҫурт. Унччен ҫак телефонпа шанкӑравласа регистрациленме ыйтаҫҫӗ: 8 (8352)48-45-42.

 

Республикӑра Елчӗк районен команди
Елчӗк районен команди

ЧР Вӗренӳ министерствин «Эткер» центрӗнче ачасен «Ҫухатма юраманни пирки» экологи театрӗсен республика конкурсӗ иртнӗ.

Унта пӗтӗмпе Вӑрмар, Елчӗк, Красноармейски, Куславкка, Муркаш, Патӑрьел, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай районӗсенечи, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи 12 команда хутшӑннӑ.

Ача-пӑча ушкӑнӗсене жюри тӗрлӗ енчен хакланӑ: актер пултарулӑхне, жанрсене, тематикине, костюмсене. Эксперт комиссине командӑсен сценарийӗсем, ҫамрӑк артистсем тыткӑнланӑ.

Елчӗк районӗн шайӗнче иртнӗ конкурсра ҫӗнтернӗ «Эксперимент» театр студийӗ республика конкурсӗнче 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Елчӗк шкулӗн ушкӑнӗн «Сказка о том, как Иванушка-дурачок святой источник в селе Яльчики защищал» (чӑв. Айван Иван Елчӗкри сӑваплӑ ҫӑлкуҫа хӳтӗлени пирки калакан юмах) постановки жюри пайташӗсене килӗшнӗ. Театр студийӗн ертӳҫи — Валентина Сергеевна Мартынова.

 

Ҫутҫанталӑк «ЭКА» симӗс юхӑм
«ЭКА» симӗс юхӑм

«Ҫурхи ырӑлӑх эрне» акципе килӗшӳллӗн И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн студенчӗсем, «ЭКА» симӗс юхӑм, «Малютка» ача ҫурчӗн территорийӗнче тирпей-илем кӳнӗ.

«Ҫурхи ырӑлӑх эрни» акци ҫулсерен ака уйӑхӗн 14-20-мӗшӗсенче иртет. «Малютка» ача ҫурчӗн территорине тирпей кӳрес ӗҫе И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн технологипе экономика, психологипе педагогика, историпе филологи, физкультура факультечӗн студенчӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем икӗ сехете яхӑн ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ.

«ЭКА» симӗс юхӑмӑн территори штабӗн ертӳҫи Татьяна Трофимова каланӑ тӑрӑх, вӗсенчен «Малютка» ача ҫурчӗн ӗҫченӗсем пулӑшу ыйтнӑ. «Эпир кӗреплесемпе ҫулҫӑ турарӑмӑр, ача пахчи умӗнчи клумбӑсене йӗркене кӗртрӗмӗр», — тенӗ Татьяна Трофимова. Шӑматкунлӑха 20 ҫын ытла хутшӑннӑ.

«ЭКА» симӗс юхӑм калаҫман-илтмен ачасен 3-мӗш коррекци шкулӗ умӗнче те тирпейленӗ: карта сӑрланӑ, туратсене, ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ. Кунсӑр пуҫне вӗсем унта вӗренекен ачасемпе хутшӑнма, вӗсемпе туслӑх йӗркелеме тӑрӑшнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 75, 76, 77, 78, 79, 80, 81, 82, 83, 84, [85], 86, 87, 88, 89, 90, 91, 92, 93, 94
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй