Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Вӑл орнитологсем, экологсем, студентсемпе шкул ачисем валли питӗ меллӗ. Паллах, ӑна ҫутҫанталӑка юратакансем те хаваспах вулӗҫ. Ҫӗнӗ кӗнеке «Птицы Чувашии. Неворобьиные» (чӑв. Чӑваш Ен кайӑкӗсем. Ҫерҫимаррисем) ятлӑ. Вӑл 1000 экземплярпа тухнӑ. Кӗнекене Л.Н.Воронов, О.В.Глушенков тата ыттисем хатӗрленӗ. Кӗнекен пӗрремӗш томӗ ҫеҫ тухнӑ-ха. Унта республикӑра тӗл пулакан кайӑксем пирки каласа кӑтартнӑ. Кӗнекере кайӑксен йышӗ пирки, вӗсем ӑҫта пурӑнни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Унта кӑтартнӑ даннӑйсем ҫӗнӗ. Кӗнекене ҫавӑн пекех сахал тӗл пулакан кайӑксем ӑҫта пурӑннин картосхемине илсе кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |