Шупашкарта Иван Яковлев проспектне юсанине пӗлмен ҫын ҫук та пулӗ. Халӗ строительсем чукун ҫул каҫакан вырӑн еннелле ҫывхарса пыраҫҫӗ. Ҫавна май унти ҫула та хупланӑ – машинӑсене тавра ҫулпа ҫӳреттереҫҫӗ. Общество транспортне кӑна ку чару пырса тивмест темелле. Вӗсене те пурне ирӗк паман: хулари троллейбуссене тата 5-мӗш, 7-мӗш, 10-мӗш тата 15-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобуссене кӑна. Ытти мӗнпур транспортӑн База такӑрлӑкӗпе ҫӳреме тивет.
Ҫула саракан «Чӑвашатводор» организаци ӗҫченӗсем чукун ҫул каҫакан ҫул патнелле юсаса пырассине ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне пӗтерме шантарнӑ. Ун тӗлне Иван Яковлев тата Мир проспекчӗсене ҫыхӑнтаракан ҫул ункине туса пӗтересшӗн. Ҫул юсавне МТВ-центр тӗлӗнчи ҫӗр айӗнчен каҫмалли ҫул таранах вӗҫлеме ӗмӗтленеҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре транспорта унтан ҫӳреме ирӗк парӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 6–7-мӗшӗсенче Шупашкарта хӑш-пӗр урамра ҫула пӳлӗҫ, мӗншӗн тесен ҫак кунсенче ҫар техникин парачӗ Ҫӗнтерӳ кунӗ валли тӗплӗн хатӗрленӗ.
Пӗрремӗш тренировка ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче иртнӗ. Парад йӗркелӳҫем ҫак канмалли кунсенче кӑшт сывлӑш ҫавӑрса илнӗ, ҫавна май тепӗр хатӗрленӳ ыран пулӗ. Виҫмине тӗп хатӗрленӳ иртӗ. Ҫак кунсенче, ҫу уйӑхӗн 6–7-мӗшӗсенче, ирхи 10 сехетрен пуҫласа кӑнтӑрлахи 14 сехетчен, тӗп ҫулсемпе парад колонни кайӗ.
Палӑртнӑ вӑхатра Богдан Хмельницкий урамӗнче (3-мӗш ҫуртран пуҫласа 30-мӗш автоҫул хӗресленнӗ таран, Богдан Хмельницкий урамӗпе Президент бульварӗ хӗресленнӗ вырӑн таран). Автомобильсене Президент бульварӗпе, Хӗрлӗ тӳремпе, Калинин урамӗпе, Юханшыв порчӗ ҫывӑхӗнчен те ямӗҫ.
Чӑваш Енри ҫулсемпе (тӗрӗссипе, Раҫҫейӗн кирек хӑш тӑрӑхӗнче те) пынӑ чухне ҫул хӗррисенче хӗрессем, палӑксем лартнине асӑрхама пулать. Ҫул ҫинчи инкекре вилнисене асӑнса тӑванӗ-пӗлӗшӗ ҫав вырӑна ҫапла паллӑ тӑвать. Ку йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫак йӑлана пӑрахӑҫласшӑн. Ҫак ыйтӑва вӑл планеркӑра сӳтсе явнӑ.
Михаил Васильевич юлашки вӑхӑтра ҫул хӗрринче кӑшӑлсем, картасем, палӑксем нумайланнине палӑртнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫула ҫак хатӗр-хӗтӗре вырнаҫтармала мар, кун валли ятарлӑ вырӑн — масар — пур. Республика Элтеперӗ ку ыйтӑва 10 ҫул каяллах ҫӗкленине аса илтернӗ. Ун чухне муниципалитетсем ҫул хӗррисене палӑк-хӗрессенчен тасатнӑ.
Михаил Игнатьев каланӑ тӑрӑх, масар хатӗр-хӗтӗрӗ водительсен психикине япӑх витӗм кӳрет, авари пулас хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Вӑл ку ыйтӑва правительствӑна, муниципалитетсене уҫӑмлатма хушнӑ.
Пӗлтӗрхи ҫулла Еврей автономи облаҫӗн депутачӗсем ҫак ыйтӑва Раҫҫей шайӗнче ҫӗкленӗ. Вӗсем ҫулсене хурлӑха аса илтерекен вырӑна ҫавӑрмалли пирки асӑрхаттарнӑ. Депутатсем саккун проекчӗ хатӗрленӗ.
Ҫу уйӑхӗн 1–10-мӗшӗсенче Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи ҫула пӳлӗҫ. Анчах ку троллейбуссене пырса тивмӗ. Постановление Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Алексей Маклыгин алӑ пуснӑ.
Проспекта ирхи 6 сехетрен пуҫласа каҫхи 6 сехетчен пӳлӗҫ. Ҫулпа тролллейбуссем тата кунти ӗҫе пурнӑҫлакан транспортсем ҫеҫ кайма пултарӗҫ. Ыттисен тавран ҫӳреме тивӗ.
Ҫак постановление пурнӑҫлас ӗҫе Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Герман Александров тӗрӗслӗ.
Ҫапла ҫав вӑл пуҫлӑх пуканӗ — ытла та шанчӑксӑр. Паян сана лартаҫҫӗ, ыран шанчӑкран тухатӑн. «Чӑвашавтотранс» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн пуҫлӑхне Олег Князькина лартни ҫулталӑк та ҫитменччӗ, халӗ ӑна ӗҫрен хӑтарнӑ та.
Ку предприяти республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерствине пӑхӑнать. Князькина директор тивӗҫӗнчен хӑтарасси ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗ Иван Моторин ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Мӗншӗн хӑтарни пирки документра пӗр сӑмах та каламан.
Аса илтеретпӗр, Олег Князькин — Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ.
Республикӑра урапа (машин) ҫулӗсене юсасси малалла пырать. Ҫанталӑк ӑшӑтиччен вӗсене сивӗ асфальт сарса сапланӑ. 7 пин тӑваткал метр ытла лаптӑка ҫӗнетме 699 тонна ытла ҫавӑн йышши асфальт тухса кайнӑ иккен.
«Чӑвашавтодор» тата «Автодорсервис» обществӑсем регион, муниципалитетсем тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫулсене Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Канаш, Комсомольски, Красноармейски, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Етӗрне районӗсенче 587 тӑваткал метр юсанӑ.
Маларах асӑннӑ организацисемсӗр пуҫне хуласенче «Строй ТЕК», «Ликта», «Стройсервис» тулли мар яваплӑ обществӑсем юсав ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ.
Шупашкарта каллех… пневматика пӑшалӗнчен пенӗ. Хальхинче — троллейбуссене. Ку ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре пулса иртнӗ.
Общество транспорчӗ Граждан урамӗнчи ункӑран инҫех мар пынӑ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра палламан ҫын е ҫынсем пеме тытӑннӑ. Ҫавна май троллейбуссен чӳречисем ҫӗмӗрӗлнӗ.
Телее, аманнисем пулман. Аса илтерер: кӑҫал ҫакнашкал пӑтӑрмах тӑватӑ хут пулнӑ. Ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен проспектӗнче маршрут таксине пенӗ. Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вара ҫав урамрах Васкавлӑ медпулӑшу машинине пневматика пӑшалӗнчен пенӗ. Кунсӑр пуҫне полицейскисем пушӑн 19-мӗшӗнче тӗп хулари Октябрь: 50 ҫул урамӗнчи пӗр ҫурт балконӗнчен картишри машинӑсене пеме тытӑннӑ виҫӗ ҫынна (вӗсем Шупашкарта тата Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакансем пулнӑ) тытса чарнӑ.
Вӑрмар районӗнчи Шӑхальте пурӑнакансем Шарапаш юханшывӗ урлӑ кӗпер туса парасса кӗтеҫҫӗ. Ҫак ыйтупа вӗсем Чӑваш Енӗн Транспорт министерствинех ҫитнӗ.
Асӑннӑ ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре ҫул-йӗре тытса тӑрасси ҫинчен 2007 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗнче йышӑннӑ 257-мӗш номерлӗ федераци саккунӗпе тата 2003 ҫулхи юпан 6-мӗшӗнче йышӑннӑ вырӑнти хӑй тытӑмлӑха тытса тӑрасси ҫинчен калакан саккунпа килӗшӳллӗн вырӑнти ҫул-йӗре тытса тӑрасси вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен тивӗҫӗ шутланать. Ҫав шутра, паллах, — вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫул ҫинчи кӗпере тӑвасси те. Тепӗр майлӑ каласан укҫине те вырӑнти хыснаран уйӑрмалла.
Вӑрмар район администарцийӗ Шӑхальте ҫул тума проект хатӗрленӗ иккен. Шарапаш юханшывӗ урлӑ каҫакан вырӑнта шыв юхма тимӗр бетон пӑрӑх хурса хӑварасшӑн. Вырӑнти хысна ҫуккине кура Вӑрмар район администрацийӗ ҫав ҫула тӑвассине Республикӑн инвестици программине кӗртме ыйтса республикӑн Транспорт министерствине тухнӑ иккен. Транспорт министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, объектсене республикӑн Экономика министерстви Инвестици политикин канашӗн пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх палӑртать имӗш.
«Чарӑн!» акци йӗркелӳҫисем автоавӑрлав станцийӗсене ахальтен суйламан. Ара, кашни водитель станцие эрнере 1–2 хут та пулин кӗрет-ҫке-ха. Кунта вӗсем водительсене ҫул урлӑ каҫмалли ятарлӑ вырӑнта чарӑнмаллине тепӗр хут аса илтересшӗн.
Заправкӑсенче канихвет автомачӗсем вырнаҫтарӗҫ. Вӗсем тормоз педалӗ евӗр пулӗҫ. Водитель ун ҫине пусӗ ҫеҫ — канихвет тухӗ. Унӑн хуппи ҫине акци йӗркелӳҫисем чарӑнмалли правилӑсене ҫырса хунӑ. Кун пирки РФ ШӖМӗн Санкт-Петербургри тата Ленинград облаҫӗнчи тӗп управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ.
Кампани паллиллӗ тум тӑхӑннӑ волонтерсем водительсене чарӑнмалли физикӑпа паллаштарӗҫ. Автозаправкӑсенчи ҫакнашкал мероприяти Питӗрте, Чӑваш Енре, Пермь енӗнче, Владимир, Калуга, Мускав, Чулхула, Новгород, Омск, Ярославль облаҫӗсенче иртнӗ.
Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнче ҫул сарнине иртен-ҫӳрен асӑрханах ӗнтӗ. Туса пӗтерсен автомоболистсене лайӑх пулать-ха. Хальлӗхе вара ҫуран ҫӳресен пылчӑкра ҫӑрӑлма тивет.
Ҫула сарас ыйтупа ӗнер хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Герман Александров тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫул юсакан «Чӑвашавтодор» предприятин яваплӑ ӗҫченӗсене вӑл электромеханика колледжӗнче вӗренекенсенчен ҫӑхав ҫитни пирки пӗлтернӗ. Ҫамрӑксем хӑмаран ҫапса тунӑ кӗпер евӗр каҫӑпа алтса хунӑ шӑтӑк урлӑ ҫӳреме тивнишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ-мӗн. Каҫӑ шанчӑклипе шанчӑксӑррине хула тӳри хӑй тӗрӗсленӗ. Коллеждра вӗренекенсем ахальтен пӑшӑрханманнипе килӗшнине палӑртнӑ. Ҫӗрле ун пек ҫӳреме пушшех хӑрушӑ иккен. Автоҫула тӑвакансем кӑлтӑка ҫийӗнчех пӗтерме шантарнӑ.
Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ юсав ӗҫне графикран юлса пурнӑҫлани пирки те аса илтернӗ. Юсавҫӑсем инженери сечӗсене куҫарма тивнипе тӑсӑлса кайнипе сӑлтавлама пӑхнӑ-ха. Тӳре вара ӗҫе виҫӗ сменӑпа йӗркелесе хӑваласа ҫитме хушнӑ.
Иван Яковлев тата Мир проспекчӗсене ҫыхӑнтаракан ҫул ҫаврине ҫитес уйӑхра тума пуҫламалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Александр Аксар, чӑваш ҫыравҫи, литература тӗпчевҫи, журналист ҫуралнӑ. | ||
| Порфирьев Николай Анатольевич, чӑваш журналисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Людмила Сачкова, чăваш çыравçи çуралнă. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри вилнӗ. | ||
| Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |