Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрле тӳремре сусӑрсем валли туса кӑларнӑ ятарлӑ автобус хӑтлавӗ пулнӑ. Транспорта кӳмепе хӑпармалли хатӗрпе тивӗҫтернӗ. Вӑл салонра ытлашши вырӑн йышӑнмасть. Оборудовани малти алӑк патӗнче вырнаҫнӑ, автобус чарӑнсан урамалла тухать. Транспортра кӳмесемпе ҫӳрекенсем валли ятарлӑ вырӑнсем пур.
Автобусра сасӑллӑ сигнализаци те пур. Вӑл пулӑшнипе водитель сусӑр е ахаль ҫын тухма хатӗрленнине пӗлме пултарать.
ЧР Транспорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, автобус кирек мӗнле сийлӗ ҫулпа та кайма пултарать. Хальлӗхе общество транспорчӗн маршручӗсемпе пӗр ятарлӑ автобус ҫеҫ ҫӳрӗ. «Ансат тавралӑх» программӑпа килӗшӳллӗн республика валли ҫакнашкал тӑватӑ автобус туянма палӑртнӑ.
Шупашкарта общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсем епле вырнаҫнине тӗрӗслеме тытӑннӑ. Сумлӑ комиссие ҫул-йӗр инспекторӗсем тата инженери коммуникацийӗсене пӑхса тӑракан организацисен ертӳҫисем кӗнӗ.
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, сӑмахран, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Маклыгин ертсе пыракан ушкӑн Калинин районӗнчи 9 вырӑна ҫитсе пӑхнӑ: «Гастелло урамӗ», «Лакомка», «Ача-пӑча медицина центрӗ», «Больница комплексӗ», «Пролетари урамӗ», «Ҫӗнӗ автовокзал», «Энергозачасть», «Шупашкарти трикотаж», «Спартак» стадион» ятлӑ чарӑнусене.
Хула тӳрисене тӗрӗслеве пуҫарма хулара пурӑнакансем ҫӑхавлани хистенӗ. Ҫынсем чарӑнусем майлӑ вырнаҫманни е автоҫула ытла ҫывӑххи пирки пӑшӑрханнӑ. Кунта сӑмах халь тӑваканнисем пирки пырать. Вӗсем юр-ҫумӑртан хӳтӗлекенскерсем кӑна мар, суту-илӳ павильонӗллӗскерсем те. Ҫапла чарӑну тума ҫӗр лаптӑкне Шупашкар хула администрацийӗ аукцион урлӑ тара панӑ.
Чӑн та, халӑх ахальтен шалӑпламан иккен. Хальхи вӑхӑтри нормативсенче чарӑнусем ҫулран 3 метртан ҫывӑхрах пулмалла мар тесе палӑртнӑ иккен. Йӗркепе килӗшсе тӑманнисене нормативпа «ҫураҫтармалла».
Чӑваш Енре «Пысӑк калӑпӑшлӑ, йывӑр тата хӑрушӑ тиев» рейд иртмелле. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ун вӑхӑтӗнче ҫавӑн йышши машинӑсене тӗрӗслӗҫ. Вӗсем ҫул-йӗр правилине пӑхӑннине пӑхнисӗр пуҫне вӗсен ятарлӑ хутсем пурипе кӑсӑкланӗҫ, хушма оборудовани пуррине асӑрхӗҫ.
Хӑрушӑ тиев турттаракан машинӑсене ятарлӑ паллӑсемпе тата пӗлтерӳ таблицисемпе тивӗҫтермелле. Пушара хирӗҫле хатӗрсем те пулмалла вӗсен. Тата ҫав машинӑсен водителӗсен Патшалӑхӑн автоинспекцийӗ панӑ ятарлӑ ирӗк алӑра пулмалла.
Йӗркене пӑхӑнманнисене штрафлама ҫеҫ мар, ҫур ҫул таран правасӑр та хӑварма юрать.
Ҫапла пӗтӗмлетнӗ Тутарстанра 2011 ҫулта пулса иртнӗ инкек пирки экспертсем. Авари ҫӗрле, юсама пуҫланӑ ҫул ҫинче пулнӑ. Чӑваш Енӗн ШӖМӗн министрӗ Сергей Семенов ларса пыракан машина ҫул хӗрринчи хӑйӑр ҫине кустӑрмапа лекнипе автомашина ҫул айккине вӗҫсе кайса ҫаврӑнса ӳкнӗ. Руле министр тытса пыман, водитель.
Машинӑна шар кӑтартнӑшӑн Чӑваш Енӗн ШӖМӗ ҫул юсакан «Свиягадорстрой» обществӑран 844,554 пин тенкӗ шыраса илме Тутарстанӑн Арбитраж судне тавӑҫпа тухнӑ. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче унти тӳре тавӑҫа тивӗҫтерме, тӑкака саплаштарма килӗшнӗ-ха.
Анчах строительсем ҫакӑн пек йышӑнупа килӗшмен, Самарта вырнаҫнӑ Вунпӗрмӗш арбитраж апелляци судне ҫитнӗ. Самарти тӳре Чӑваш Енӗн ШӖМ тавӑҫне 419,866 пин тенкӗлӗх тивӗҫтерме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне эксперта тӳленӗ 2,4 пин тенке тӳлеттермелле тунӑ.
Суд йышӑнӑвне автотехника экспертизи витӗм кӳнӗ-мӗн. Экспертсем юсав пыракан вырӑнта 40 километр хӑвӑртлӑхпа пыма асӑрхаттарнине водитель пӑхӑнсан инкеке сирме пултарнине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа та тӑкак шайне айӑплин шайне кура, тепӗр майлӑ каласан, ҫуррине кӑна саплаштармалла тунӑ.
Шупашкарта Иван Яковлев проспектне реконструкцилес ӗҫ хӗрӳ пырать. Халӗ унта чи йывӑр ӗҫ — пӑрӑхсемпе ҫыхӑну хатӗрӗсене куҫарасси — вӗҫленет.
Ҫула 6,5 метр таран сарлакалатма палӑртнӑ. Ҫавна май строительсен пӑрӑхсене, кабельсене куҫарма тивнӗ. Республика ертӳлӗхӗ магистрале унччен палӑртнинчен маларах туса пӗтерме йышӑннӑ. Унччен строительсем ӗҫе юпа уйӑхӗччен вӗҫлеме палӑртнӑччӗ те тӳре-шара ҫула Республика кунӗ тӗлне сарлакалатма ыйтнӑ. Ҫавӑнпа строительсен сывлӑш ҫавӑрма та вӑхӑт ҫук: виҫӗ сменӑпа ӗҫлеҫҫӗ. Коммуникацисене куҫарасси нумай юлман. Халӗ Мир проспекчӗ енчи ӑшӑ тата газ пӑрахӗсене вырнаҫтараҫҫӗ. Чылай коммуникаци юрӑхсӑра тухнӑ май вӗсене ҫӗннисемпе ылмаштарма тивнӗ.
Чи ҫивӗч ыйту: коммуникацисене куҫармашкӑн уйӑрнӑ укҫа ҫитменни. Ку проект йӑнӑшӗ мар. Юлашки вӑхӑтра хаксем ӳсеҫҫӗ-ҫке. Ку ыйтӑва хула тата республика ертӳлӗхӗпе сӳтсе явӗҫ.
Халӗ Пичет ҫурчӗ тата Суту-илӳпе курав центрӗ ҫывахӗнче хӗрӳ ӗҫ пырать. Яковлев тата Мир проспекчӗсем хӗресленнӗ вырӑнта ункӑ пулӗ. Строительсене ӗҫлеме йывӑр: кунта ҫула пӳлмен, мӗншӗн тесен тавран каймалли ҫук.
Шупашкарта халӑха турттаракан транспортӑн чарӑнӑвӗнчи хӑш-пӗр павильонсене ылмаштарма палӑртнӑ. Пӗтӗмпе тӗп хулара тӑрӑллӑ 360 чарӑну шутланать. Вӗсенчен 20-ӗшне ҫитес вӑхӑтра улӑштарма палӑртнӑ.
Алюмини профилӗнчен тата кантӑкран тунӑ ҫӗнӗ чарӑнусем Шупашкар сӑнне илемлетӗҫ. Вӗсене Питӗрти организаци шухӑшласа кӑларнӑ. Производство ҫав хуларах вырнаҫнӑ. Нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче «Дорэкс» АУО директорӗ унта ҫитсе килнӗ, производствӑпа, продукци пахалӑхӗпе паллашнӑ. Тӗлпулура хак, чарӑнусене хӑҫан вырнаҫтарасси пирки калаҫса татӑлнӑ. Юлашкинчен Шупашкар тата Петербург организацийӗн ертӳлӗхӗпе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн организаци Шупашкар валли 20 павильон хатӗрлӗ.
Предприяти павильонсен пахалӑхӗ ҫирӗп пулнине ӗнентерет. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫакӑн йышши чарӑнусем ҫул-йӗр ҫинчи пӑтӑрмахсенчен те сыхлама пултараҫҫӗ. Ун ҫине автотранспорт кӗрсе кайсан вӑл авӑнать, машина ҫапӑннин вӑйне чакарать. Тепӗр пахалӑх та пур. Павильона кирек мӗнле вырӑнта та хӑвӑрт лартма пулать: 20 минут ҫеҫ кирлӗ. Кантӑкӗ нӳрӗке, ҫиле, юра витӗр ямасть.
Кӑҫал хӗл ӑшӑ тӑнипе тата ҫӗрлехи тата кӑнтӑрлахи сывлӑш температури хӑвӑрт ылмашса тӑнипе ҫулсем ытти ҫулхинчен маларах ванма пуҫлани пирки эпир маларах ҫырнӑччӗ-ха. Ҫул-йӗрҫӗсем ҫанталӑк яри ӑшӑтасса кӗтмен — юсама тытӑннӑ. Ҫакӑн валли сивӗ асфальтпа усӑ кураҫҫӗ иккен. Ҫапла, ун пекки те пур.
Вӑрнар, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав тата Ҫӗмӗрле районӗсенче юсанӑ та ӗнтӗ. Шӑтӑк-путӑка сапланӑ вырӑнсене виҫнӗ те пӗтӗмӗшле 119 тӑваткал метрпа танлашнине палӑртнӑ. Хӑйсем пӑхса тӑракан ҫул ҫинче юсава «Чӑвашавтодор», «Воддорстрой», «Автодорсервис», «Ликта» обществӑсем пурнӑҫланӑ. Юсава ятарлӑ ҫул-йӗр техникине явӑҫтарнӑ.
Ку ыйту пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче темиҫе хут та ҫырнӑччӗ. Чӑвашра чарӑнӑвӗсем ӑҫта пулассине та асӑннӑччӗ ун чух. Кайран ҫӗршывӑн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев ҫула тума триллион тенкӗ кирлине палӑртнӑччӗ. Мускавран Хусана ун пек ҫула тӑвас вӑхӑта каярах вӑхӑта куҫарасси пирки каланӑччӗ.
Халӗ, ав, тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар. Ҫул пулать. Ӑна тума уйрӑм инвесторсене ирӗк парӗҫ. Инфраструктурӑна тума хайхисене патшалӑх укҫине те уйӑрас шанчӑк пур иккен.
Ҫак ыйту ҫӗнӗрен амаланнине кура Раҫҫейӗн Общество палатинче халӑх итлевӗ ирттересшӗн, ӑна пушӑн 12-мӗш кунне планланӑ. Унта пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳреме «Мускав–Хусан–Екатеринбург» маршрутпа ҫул тӑвас ыйтӑва сӳтсе явӗҫ.
Вӑрмар районӗнчи ҫул-йӗр инспекцийӗн инспекторне сӗтев илнӗшӗн тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе айӑплаҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсен шучӗпе 39 ҫулти полицейски пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче руль умне правасӑр ларнӑ арҫынна тытса чарнӑ. Хайхин правине ҫулталӑк ҫурӑлӑха туртса илнӗ иккен. Сӗмсӗрленнӗ водителе 15 талӑклӑха ним мар хупса хума пултарнӑ. Анчах ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗ апла хӑтланас темен — административлӑ майпа явап тытарасси пирки хутсем ҫырасси вырӑнне 5 пин тенкӗ ыйтнӑ. Ҫавӑн чухлӗ тӳлесен вӑл курнине курмӑш пулма шантарнӑ. Тӗрӗсрех, автомобилӗн саппас пайне сутакан лавккара хӑйӗн парӑмне ҫавӑн чухлӗлӗх тӳлесе татма сӗннӗ. Лешӗ килӗшнӗ.
Маларах вара ҫав инспектор хӑйӗн тӑванне ҫур литр эрехле пулӑшнӑ. Лешӗ Тӑвайӗнче пӗр хӗрарӑма машинӑпа ҫапса хӑварнӑ пулнӑ, сывлӑхне вӑтам сиен кӳнӗ. Тӑван тӑванах тенӗ-тӗр ҫав — явап тыттарасси пирки ӗҫ пуҫарман. Хӗрарӑм вара ҫине тӑнӑ, ҫӑхав ҫырнӑ та айӑплӑ водителе 2 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Сӗтев илекен инспектор ӗҫне ҫывӑх вӑхӑтра суд пӑхса тухӗ.
Республикӑн Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫул-йӗр ҫинчи шӑтӑк-путӑка юсама тытӑнӗҫ. Кунта сӑмах хӗл каҫипе япӑхланнисем пирки пырать. Вӑл ваннине республикӑн автоҫулсен управленийӗ каҫхи тата кӑнтӑрлахи сывлӑш температури вӑйлӑ ылмашса тӑнипе сӑлтавлать.
Ҫул-йӗр пахалӑхне вара асӑннӑ управлени вӑтам тесе хаклать иккен. Пӑрлакланса ларасран 1,5 пин ытла тонна ятарлӑ хатӗр сапаҫҫӗ иккен. Федераци пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗре тытса тӑма 51 ятарлӑ техника явӑҫтарнӑ, республика пӗлтерӗшлисем валли — 89.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Александр Аксар, чӑваш ҫыравҫи, литература тӗпчевҫи, журналист ҫуралнӑ. | ||
| Порфирьев Николай Анатольевич, чӑваш журналисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Людмила Сачкова, чăваш çыравçи çуралнă. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри вилнӗ. | ||
| Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |