Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.0 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхи комиссийӗ чӗлхе хӳтӗлевҫин должноҫне туса хума сӗннӗ

Пулӑшу (Услуги) Хваттерте ремонт ӗҫӗсем тӑватӑп, плитка хуратӑп.
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Аçтахар Плотников 04.12.2014 22:35 | 1329 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян Чӑваш чӗлхи комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ. Унта тӑватӑ ыйтупа калаҫма планланӑччӗ, анчах виҫҫӗшне кӑна сӳтсе явма тӳр килчӗ. Пӗрремӗш ыйтӑва — Шупашкар хулин тата Патӑрьел район администрацийӗсем Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» калакан саккуна мӗнле пурнӑҫласа пыни пирки — хайхи явап тытмалли ҫынсем килменнине сӳтсе явмасӑр хӑварма тиврӗ. Комисси ертӳҫи Юрий Исаев кун пирки Элтепер администрацине шалӑп ҫырма хушрӗ.

Иккӗмӗш ыйтура географи объекчӗсемпе ҫул-йӗр кӑтартмӑшӗсене саккун хушнӑ пек икӗ чӗлхепе ҫырассине йӗркелесси пулчӗ. Кунта вара комисси пайташӗсем «Чӑваш Республикинче административлӑ правӑна пӑснисем ҫинчен» калакан саккуна улшӑнусем кӗртсе йӗркене пӑсакансене штраф тӳллетермелле тума сӗнчӗҫ. Хайхи кунашкалли пушкӑртсен пур иккен — унта икӗ чӗлхепе ҫырмасан, тӗслӗхрен, должноҫри ҫынсем 2–5 пин тенкӗ штраф тӳлеме пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех уйрӑм ҫыннӑн чӗлхепе ҫыхӑннӑ прависене хӳтӗлеме Элтепер ҫумӗнче ятарлӑ полномочиллӗ ҫыннӑн — чӗлхе омбудсменӗн — должноҫне туса хума сӗнчӗҫ.

Виҫҫӗмӗш ыйту каллех тенӗ пек орфографи тавра пулчӗ. Чӗлхе комиссийӗ хӑй ҫумӗнче орфографи комиссине йӗркелерӗ (15 ҫынран), ҫитес ҫул ятарлӑ конференци ирттерсе унти сӗнӳсемпе килӗшӳллӗн орфографи правилисен тӳрлетнӗ вариантне хатӗрлеме пулчӗ.

Тӑваттӑмӗш ыйтура пирӗн портал ҫитес ҫул 10 ҫул тултарнине халалласа «Интернет уҫлӑхӗнчи чӑваш чӗлхи» ятлӑ конференци йӗркелесси пулчӗ. Комисси пайташӗсем кӑна ырларӗҫ.

Комисси йышӑнӑвӗ ҫитес вӑхӑтра вӗсен сайтӗнче пулма тивӗҫ.

#ЧПГӐИ, #Шупашкар, #Патӑрьел районӗ, #чӑваш чӗлхи, #тӗнче тетелӗ, #ҫул-йӗр

 

Комментари:

Акапасар // 3675.10.9149
2014-12-05 21:01
Хаваслантармасть.
Мĕншĕн тесен хайхи комиссие 75-мĕш параграфăн асăрхаттаравне кăклама çеç тунă пек туйăнать.
Чăн чăваш // 4162.31.1866
2014-12-07 19:29
Районсенче те чĕлхе омбудсменĕ пулсан аванччĕ...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org