Вӑрнар районӗнчи Юпшик ялӗнчи Малиновӑй тата Заречнӑй урамсем ҫуллӑ пулнӑ. 520 метр тӑршшӗ ҫула тума 15,3 миллиона яхӑн кайса ларнӑ. Ӑна икӗ тапхӑрпа тунӑ. Пӗр пайне — пӗлтӗр, теприне — кӑҫал. Ытти чухне йӗпе-сапара кӗрсе тухайман пулсан халӗ машинӑсем ҫӑмӑллӑнах чашлаттарса иртӗҫ. Транспорта кӑна мар, ҫул пурри ҫуран ҫӳрекенсене те лайӑх. Ара, камӑн пылчӑк ҫӑрасси килтӗр!
Ҫул уҫнӑ ҫӗре тӗрлӗ шайри тӳре-шара пухӑннӑ. Ҫав шутра чӑваш парламенчӗн спикерӗ Юрий Попов та, Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев та, Аҫӑмҫырма ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Петров та. Ял ҫыннисене вӗсем ҫул уҫнӑ ятпа саламланӑ.
Вырӑнти ял клубӗнче иртнӗ тӗлпулура хуҫасем ҫынсене мӗн пӑшӑрхантарнипе кӑсӑкланнӑ, ыйтусене пӗлсен вӗсене татса пама пулать тенӗ.
Сӑнсем (16)