Чӑн-чӑн ӑстасен пултарулӑхне хаклама пӗлекенсемшӗн ӗнер Чӑваш Енри концерт учрежденийӗсенчен пӗринче чӑннипех те сумлӑ ӑстасем пулнӑ. Ку вӑл — СССР халӑх артисчӗ Иосиф Кобзон. Совет тата Раҫҫей эстрадин мэтрӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнинен халалласа концертпа ҫӳрет иккен. Шупашкарта вӑл Трактор тӑвакансен культура керменӗн сцени ҫине тухнӑ.
Ӗнер 19 сехетре пуҫланнӑ концертра Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли те пулнӑ. Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Яклашкин профессор ертсе пыракан ушкӑн СССР халӑх артисчӗпе пӗрле куракан патне темиҫе хайлав ҫитернӗ.
Концертчен Иосиф Кобзонпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев курнӑҫни пирки эпир пӗлтертӗмӗр ӗнтӗ. Юрӑҫ А.Г. Николаев летчик-коммонавтӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти мемориал комплексне те ҫитсе килнӗ.
Пушӑн 27-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнче чи илемлӗ чӑваш пикине палӑртнӑ. Кӑҫал унта 11-ӗн хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Пикесем конкурсра хӑйсемпе паллаштарнӑ хыҫҫӑн тавракурӑмне тӗрӗсленӗ. Вӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе те тӗлӗнтерме пултарнӑ, сӑвӑсем вуланӑ, ташланӑ, юрланӑ.
Тепӗр конкурсра пикесем чӑвашсен наци ҫимӗҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Хӗрсем сӑра вӗретсе, пӳремеч, хуплу, шаркку, кукӑль пӗҫерсе килнӗ. Унтан вӗсем илемлӗ тумсем тӑхӑнса тухнӑ.
Кӑҫал «Сӗнтӗрвӑрри пики» ята Шуршӑл тӑрӑхӗнчи Анна Атласова ҫӗнсе илнӗ. Урхас Кушкӑ тӑрӑхӗнчи Александра Трофимова «Вице чӑваш пики» пулнӑ.
Сӗнтӗрпуҫ ял тӑрӑхӗнчи Ирина Васильевӑна куракансем кӑмӑлланӑ. Чӑнкасси тӑрӑхӗнчи Диана Кузнецова «Ӑс пике», Аксаринри Кира Казакова тата Кукашнири Жанна Васильева «Сӑпайлӑ пике» пулса тӑнӑ.
Шӗнерпуҫ тӑрӑхӗнчи Кристина Иванова «Чи илӗртӳллӗ пике», Карапашри Анна Енцова «Чи маттур пике», Ӗсмелти (Октябрьскинчи) Алена Портнова тата Хуракассинчи Ангелина Данилова «Чи пултаруллӑ пике», Атӑлҫи ял тӑрӑхӗнчи Надежда Сергеева «Чи кӑмӑллӑ пике» номинацисенче ҫӗнтернӗ.
Паян, пушӑн 31-мӗшӗнче, СССР летчик космонавчӗн А.Г.Николаев асӑну комплексӗнче сӑнӳкерчӗксен «Космонавтсен пӗрремӗш отрячӗ» куравӗ уҫӑлӗ.
Космос карапӗсемпе чӗрчунсене уҫлӑха вӗҫтернӗ вӑхӑтра космонавтсен пӗрремӗш отрячӗ йӗркеленме тытӑннӑ. Вӑл 1960 ҫулхи нарӑс-ака уйӑхӗсенче йӗркеленнӗ, «1960 Группа ВВС №1» ят панӑ.
Пуш уйӑхӗ тӗлне пулас 20 космонавтран ушкӑн йӗркеленӗ. Пушӑн 7-мӗшӗнче космонавтсен отрядне 12 ҫынна илнӗ: И.Аникеев, Б.Волынов, В.Горбатко, В.Комаров, А.Леонов, Г.Нелюбов, А.Николаев, П.Попович, Ю.Гагарин, Г.Титов, Г.Шонин, В.Быковский. Унтан Е.Хрунова, Д.Заикина, В.Филатьева, П.Беляева, М.Рафикова, В.Бондаренкӑна, В.Варламова, А.Карташова илнӗ. Квалификацие 17 ҫын кӑна илме пултарнӑ. Космоса вара 12-ӗшӗ ҫеҫ вӗҫнӗ.
Пурне те космонавтсен пӗрремӗш отрячӗ 55 ҫул тултарнӑ ятпа иртекен курава ҫитме чӗнеҫҫӗ. Унта Асӑну комплексӗн фондӗнчи материалсем, пулас космонавтсен тренировкинчи самантсем пулӗҫ.
Шуршӑлти А.Г.Николаев ячӗллӗ асӑну комплексӗн Космонавтика музейӗ хӗллехи каникулта кашни кун ӗҫлет. Уяв кунӗсенче унӑн алӑкӗсем ирхи 9 сехетрен пуҫласа каҫхи 6 сехетчен уҫӑ.
Ҫак кунсенче хӑйне евӗр курава — «Космос тата Ҫӗнӗ ҫул» — ҫитсе курма май пур. Унта музей хӑнисене Ҫӗнӗ ҫулпа саламлакан космонавтсемпе ҫыхӑннӑ видеороликсене кӑтартӗҫ.
ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче 9–18 сехетсенче «Кӑсӑклӑ астрономи» вӗренӳ программи ӗҫлӗ. Ҫав вӑхӑтра музей хӑнисем космоса виртуал мелпе ҫулҫӳреве тухӗҫ. Ҫавӑн пекех викторинӑсем, ӑсталӑх класӗсем, шӳтлӗ конкурссем, лекцисем иртӗҫ, телескоппа тӳпери объектсене сӑнӗҫ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиркӳллӗ Ямаш ял тӑрӑхӗнче чӑваш фольклорӗн «Туслӑх кӑшӑлӗ» республикӑри фестивалӗ иртнӗ. Ӑна кӑҫал иккӗмӗш хут йӗркеленӗ.
Чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине упраса хӑварас, культурӑна пуянлатма, районсен туслӑ ҫыхӑнӑвне йӗркелеме пулӑшас тӗллев лартнӑ мероприяти театрализациленӗ май утса иртнинчен пуҫланнӑ. Вӗсене ял халӑхӗ тӑвӑллӑн ял ҫупса йышӑннӑ.
Фестивале республикӑн 8 районӗнчи тата Мари Элти 11 ушкӑн пынӑ. Юрӑ-ташша юратакансене вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Тимофеев, районти ытти тӳре-шара саламланӑ. Ытти районтан пынисем те сцена ҫине тухнӑ. Уява Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Зинаида Козлова хутшӑннӑ.
Уяв вырӑнти «Ямаш» фольклор ушкӑнӗн концертӗнчен пуҫланнӑ. Унтан Мари Элтан ҫитнӗ «Чӑваш утар», Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ял тӑрӑхӗнчи «Илем», Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗнчи «Кунер», Хуракассинчи «Шӳлкеме», Муркаш районӗнчи Чиркӳллӗ Тутараньти «Сурпан», Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхӗнчи «Шурӑмпуҫ», Вӑрнар районӗнчи «Шурӑмпуҫ», Комсомольски районӗнчи Тукайри «Шурӑмпуҫ», Куславкка районӗнчи Елчӗкри «Эткер» фольклор ушкӑнӗсем, Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑванкассинчи «Тӑваньен» вокал ушкӑнӗ сцена ҫине тухнӑ.
Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче Андриян Григорьевич Николаев 85 ҫул тултарнине халалласа сӑнӳкерчӗксен куравӗ уҫӑлнӑ.
Андриян Николаев пурӑннӑ пулсан авӑнӑн 5-мӗшӗнче 85 ҫул тултарӗччӗ. Вӑл — Совет Союзӗн икӗ хут Паттӑрӗ, ЧР хисеплӗ ҫынни.
Курава Чӑваш наци музейӗ Шуршӑлти Космонавтика музейӗпе, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗпе, ЧР Наци вулавӑшӗпе тата Патшалӑх истори архивӗпӗпе пӗрле уҫнӑ. Музей ӗҫченӗсем Андриян Николаевӑн авиаци учищинче вӗреннӗ чухнехи, космоса вӗҫнӗ тапхӑрпа ҫыхӑннӑ тунӑ сӑнсене хатӗрленӗ.
Курав авӑнӑн 5-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академии драма театрӗн фойинче уҫӑлнӑ.
Паян, авӑнӑн 5-мӗшӗнче, Совет Созӗн икӗ хут паттӑрӗ, авиаци майор генералӗ, ЧР Хисеплӗ ҫынни Андриян Николаев космонавт летчик пурӑннӑ пулсан 85 ҫул тултарӗччӗ.
Паян паллӑ ҫак уява халалласа вӑл ҫуралса ӳснӗ тӑван тӑрӑхӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче, митинг иртӗ. Унта Андриян Николаев палӑкӗ умне чечексем хурӗҫ. Кунсӑр пуҫне Чӑваш патлашӑх академи драма театрӗнче уяв каҫӗ йӗркелӗҫ.
Уявсене ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев хутшӑнӗ. Ҫавӑн пекех Андриян Николаевӑн ҫывӑх тӑванӗсем пулӗҫ: унӑн хӗрӗ Е.А.Николаева-Терешкова ҫемйипе килӗ. СССР космонавт летчикӗ А.А.Леонов, П.И.Климук тата ытти паллӑ ҫын килӗҫ.
Ҫавӑн пекех Шуршӑл ҫывӑхӗнчи уйра Андриян Николаевӑн агросӑнӳкерчӗкне — 140 тата 160 метр калӑпӑшлӑскере — кӑтартӗҫ.
Чӑваш Ен Андриян Николаев космонавт-летчик ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленет. Нумаях пулмасть ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялне ҫитсе курнӑ, ӗҫ мӗнле пынине тӗрӗсленӗ.
Планпа килӗшӳллӗн, А.Г.Николаев ячӗллӗ парк урлӑ аллея пулӗ, унта Совет тапхӑрӗнчи тата Раҫҫейри паллӑ космонавтсен сӑнӳкерчӗкӗсене вырнаҫтарӗҫ. Аллея икӗ объекта ҫыхӑнтарӗ: А.Николаевӑн пӑхӑртан тунӑ бюстне тата Космонавтика музейне. Аллея хӗррипе чечексем ешерӗҫ, хунарсем ҫутатӗҫ, канмалли саксем вырнаҫтарӗҫ.
Ҫурлан 22-мӗшӗнче «Шупашкар — Раҫҫейӗн Атӑл ҫинчи ахахӗ» ятпа иртнӗ пӗтӗм тӗнчери ҫуллахи шкул ӗҫӗ вӗҫленнӗ. Вӑл «Ҫутҫанталӑкпа технологи ландшафчӗн геоэкологи тӗпчевӗ» программӑпа йӗркеленӗ.
Ҫуллахи шкул ҫурлан 4-мӗшӗнчен тытӑнса 22-мӗшӗччен ӗҫленӗ. Унта геоэкологи ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен Германири сакӑр студент: Маркус Роланд Роскопф (Галле хулинчен), Моритц Филлип Коза (Берлин), Эрик Хилшер (Марбург), Мариус Рэбигер (Марбург), Керстин Цальверт (Марбург), Патрик Бергманн (Гросскротценбург), Лиза Хольцхауэр (Ваха), Анне Хольцхауэр (Бинген) хутшӑннӑ.
Чӑвашра пулнӑ хушӑра студентсем Шомикри «Буревестник» географи станцине, Шупашкар ГЭСне, Йӑлӑма, Шупашкарти Ботаника пахчине, Шӑмӑршӑ районӗнчи «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркне, Йӗпреҫри уҫӑ вырӑнти этнографи музейне, Кӳкеҫри «Паха тӗрӗ» музее, вӑрман музейне, Шуршӑлти Космонавтика музейне, Хальхи вӑхӑтри ӳнер центрне, Ҫеҫпӗлӗн тӑван тӑрӑхне ҫитсе курнӑ. Вӗсем валли Ҫӗнӗ Шупашкарти биологилле тасатмалли сооружение тата метеостанцие экскурси йӗркеленӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи ҫулсем ҫинче туристсене кӑтартмалли паллӑсем вырнаҫтарӗҫ. Ҫапла тумаллине Чӑваш Енӗн культура министрӗн ҫумӗ Иван Иванов ҫӗршывра туризма аталантарас темӑпа иртнӗ республика шайӗнчи ӗҫлӗ канашлура палӑртнӑ. Ӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнче йӗркеленӗ.
Туризма аталантарас ыйтусене сӳтсе явнӑ май министр ҫумӗ кӑтарту паллисем вырнаҫтарас йӑла ытти ҫӗршывра анлӑ сарӑлнине палӑртнӑ. Ку ӗҫе пирӗн ҫӗршывра та хальлӗхе анлӑ пуҫӑнман-ха. Пирӗн, чӑвашсен, мӗншӗн кая юлмалла?
Ҫул-йӗр кӑтартмалли паллӑсене QR-кодсемпе тивӗҫтерӗҫ. Вӗсене вырнаҫтарассине Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен пуҫлӗҫ. Ку вӑл ытахальтен мар. Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗ — чӑваша тӗнче шайне ҫӗкленӗ космонавт Андриян Николаев ҫуралнӑ кӗтес. Асаилтеретпӗр, ку тӑрӑхра летчик-космонавт ҫуралнӑранпа 85 ҫитнӗ тӗле Николаевӑн агросӑнне хатӗрлемелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |