Авӑнӑн 19-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче Валентина Андреевна Иванова паллӑ журналист тата ҫыравҫӑ хатӗрленӗ «Андриян Николаев: орбиты космические и земные» кӗнеке хӑтлавӗ пулчӗ. Кӗнекене 3000 экземплярпа «Чǎвашсен чаплӑ ҫыннисем — Замечательные люди Чувашии» ярӑмра пичетленӗ. Валентина Андреевна Иванова журналист хӑй вӑхӑтӗнче виҫҫӗмӗш космонавтпа темиҫе хутчен те тӗл пулса калаҫнӑ. Вӑл, Чӑваш радио корреспонденчӗ, радиокӑларӑм валли Андриян Николаев космонавтран чи пӗрремӗш интервью илекенӗ. Хатлавра сумлӑ хӑнасем чылайӑн пухӑннӑччӗ. Залра космонавт ҫинчен ку таранччен пичетленнӗ кӗнекесен куравне те йӗркеленӗччӗ.
Чыслав Андриян Григорьевича халалланӑ хӑтлавран пуҫланчӗ. «Вӗҫ-вӗҫ куккук, вӗҫ куккук, вӑрман хӗрне ҫитиччен...» — чӗрене хумхантарать космонавтӑн юратнӑ юрри, куҫран куҫҫуль кӑларать, кӗҫех космонавт зала кӗрсе кӗнеке авторне тав тӑвассӑн туйӑнать. Вӑрнар районӗнчи Калинино вӑтам шкул ачисем космонавта, космоса халалласа литмонтажпа, сӑвӑ-юрӑпа куракансем умне тухса вӗсем те пултаруллӑ ӳснине кӑтартрӗҫ.
Чӑваш Енре 30 ытла суйлав кампанийӗ иртмелле. Кун пирки Regnum информаци агентстви республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтерни ҫине таянса хыпарлать. Авӑнӑн 8-мӗшӗнче хӑш-пӗр ҫӗрте республикӑн парламентне депутатсем суйланипе пӗрлех вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен пуҫлӑхӗсене суйлассипе тата вырӑнти халӑх тарҫисене суйлассипе сасӑлавсем иртмелле.
Вӑхӑт ҫитиччен иртекен суйлавӑн сӑлтавӗ тӗрлӗрен. Чӑваш парламентне депутат суйлассине илсен, унӑн вырӑнӗ Куславкка районӗнче пушаннӑ. Асӑнӑн пӗр мандатлӑ округпа депутата суйланнӑ Александр Разумов пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Россотрудничествӑна (ӑна Константин Косачев ерсте пырать, Разумов унӑн пулӑшаканӗ пулнӑччӗ) ӗҫлеме куҫнӑччӗ.
Кунсӑр пуҫне 10 ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне суйламалла. Улатӑр районӗнче Атрать тата Ҫӗнӗ Эйпеҫ, Етӗрне районӗнчи Мучар, Стрелецки тата Ирҫе, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл, Муркаш районӗнчи Ильинкӑри, Пӑрачкав районӗнчи Сиявски, Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ, Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене суйламалла.
Ҫӗртмен 27-мӗшӗнче, Ҫамрӑксен кунӗнче, икӗ хутчен совет союзӗн геройӗ ята тивӗҫнӗ Андриан Николаев лётчик-космонавта халалласа Сӗнтӗрвӑрри районӗнче йӑлана кӗнӗ «Хаклӑ космонавт, Андриан Николаев» ятпа виҫҫемӗш хут велосипед ӑмӑртӑвӗ иртнӗ пулнӑ.
Ир-ирех велосипедпа чупма кӑмӑл тӑвакансем Шуршӑлти мемориал комплекс ҫумӗнчи тӗп тӳремне пухӑнма тытӑннӑ.
Ӑмӑртма тухнисемпе курма пынисене Сӗнтӗрвӑрри районӗн администраци пуҫлӑхӗ Ю.Ф. Моисеев тата хӑнасем саламланӑ, яланах ҫирӗп сывлӑхлӑ пулма сӗнсе хӑварнӑ. Хыҫҫӑн вара Андриан Николаев косманавтӑн вил тӑпри ҫине асӑнса чечексем хунӑ.
Велочупӑва вӗренӳ учережденисемпе тӗрлӗ организаци ӗҫченӗсем, хулапа район ҫыннисем, районти администрацинче вӑй хуракансем, халӑх пӗрлӗхӗсенче тӑракансемпе Ҫӗнӗ Шупашкарти велосипед спортне кӑмӑллакансем хастаррӑн хутшӑннӑ пулнӑ.
Ӑмӑрту пӗтӗмешлӗ ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Шӑрӑх та хӗвеллӗ куна пӑхмасӑрах ӑмӑртма тухнисем 22 ҫухрӑма тивӗҫлипех вӗҫне тарин тухма пултарнӑ, ҫапла вара спортпа туслӑ пулмаллине ҫирӗплетсе панӑ.
Паян — илемлӗ ылтӑн кӗр кунӗ. Йӗри-таврана тимлӗн сӑнаса пӑхсан ҫак илеме ҫутҫанталӑкран лайӑхрах нимӗнле художник та сӑнласа кӑтартайманнине туятӑн. Пысӑк ҫулӑн икӗ енӗпе ӳсекен йывӑҫсен тӗрлӗ тӗслӗ тумӗсемпе киленсе Хырхӗрри тӗп шкулӗнче вӗренекенсем Шупашкара ҫул тытрӗҫ. Икӗ сехетрен паллӑ ентеш — Василий Иванович Чапаев палӑкӗ патне ҫитрӗҫ. Ҫӳллӗ постамент ҫинче вырнаҫтарнӑ мӑнаҫлӑ юланутҫӑ ҫине пуҫсене каҫӑртсах тимлерӗҫ шӑпӑрлансем. Часах музейе те кӗрсе курчӗҫ. Кунта вырнаҫтарнӑ экспонатсем хушшинче вӗсене ытларах граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи салтаксен тумтирӗ тата хӗҫ-пӑшал кӑткӑслантарчӗ. Легендарлӑ ҫар пуҫӗ ҫуралса ӳснӗ ҫурта та хаваспах кӗрсе тухрӗҫ ачасем.
Малалла ҫул — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче вырнаҫнӑ Космонавтика мемориаллӑ комплексне. Ҫур сехетрен палӑртнӑ вырӑна ҫитсе те тӑчӗҫ ачасем. Тепӗр паллӑ ентеш — Андриян Григорьевич Николаев виҫҫӗмӗш космонавтӑн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ.
Чӑваш Енри Ҫӗнӗ Шупашкар хули ҫак кунсенче тепӗр мемориал хӑмипе пуянланчӗ. Ӑна Раҫҫей ҫарӗн пӗртен-пӗр хӗрарӑм-генералне, тӗнчери пӗрремӗш хӗрарӑм-космонавта, Совет Союзӗн Геройне Валентина Терешковӑна халалланӑ. Аса илтерер, Валентина Владимировна Восток-6 караппа космоса 1963 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗнче вӗҫнӗ. Виҫӗ талӑка яхӑн тӑсӑлнӑ унӑн вӗҫевӗ.
Валентина Терешкова Чӑваш Еншӗн ют ҫын мар, вӑл — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ял кинӗ. Урӑхла каласан, ентешӗн летчик-космонавтӑн Андриян Григорьевич Николаевӑн мӑшӑрӗ. Ҫӑлтӑрлӑ ҫемье 1963 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗнче чӑмӑртаннӑ. Шел те, нумая тӑсӑлман вӗсен телейӗ, хӗрӗ Елена ҫуралсан ҫемье саланнӑ.
Валентина Терешковӑна Ҫӗнӗ Шупашкар унччен те сума сунӑ-ха, хула депутачӗсен канашӗн Ӗҫтӑвкомӗн йышӑнӑвӗпе пӗр урама унӑн ятне панӑ, 1967 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче вара ҫак урамӑн пӗрремӗш ҫурчӗ ҫине асӑну хӑми те вырнаҫтарнӑ.
Нумаях пулмасть «Сувар» фонд Пушкӑрт республикинчи Чӑваш Карамал ялӗнче пулса иртнӗ Николаевӑн вулавне хутшӑнчӗ. Вулава чӑваш тӗнчин паллӑ ҫыннине Василий Васильевич Николаева (1939-2007) халалланӑ. Вӑл ҫав ялта ҫуралса ӳснӗ. РАЕН академикӗ, Чӑваш Республикин патшалӗх премине икӗ хутчен тивӗҫнӗскер, Ӑремпур газпром гендиректорӗ пулса ӗҫленӗ. Василий Васильевич тӑван халӑхӑн пуян историне нумай тӗпченӗ, тӗпчевҫӗсене пухса вӗсемпе пӗрле чаплӑ та пуян кӗнекесем кӑларнӑ. «Халӑхӑмӑрӑн историпе ҫыхӑннӑ кӗнекесемпе ытти ӗҫсен шайӗ питӗ ҫӳллӗ, тӗнче шайӗнче, пулмалла», — тенӗ вӑл. Сӑмахран, «Чувашский костюм» кӗнекене Финляндири типографинче кӑларттарнӑ. Халӑх тум-тирӗ пирки ҫырнӑ ытти халӑхӑн ҫавнашкал чаплӑ кӗнеке никамӑн та ҫук тесен те йӑнӑш пулмӗ. В.Николаев нишлӗ те мӗскӗнрех кӑларнӑ ӗҫсене чӑтма пултарайман. Вӑл пӗр май асилтерсе тӑнӑ: «Хамӑра хисеплемелле — унсӑрӑн пире тӗнчере никам та хисеплемӗ».
Вулав ҫӳллӗ шайра иртрӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗн ача-пӑча пултарулӑхӗнч ҫурчӗ экологипе биологи пӗрлӗхӗсене тата шкул вӑрманҫисене пулӑшассипе аталантарасси тӗлӗшпе ҫулсерен 13-17 ҫулти ачасем хушшинче вӑрман олимпиадине ирттерет.
Ӗнер, нарӑсан 1-мӗшӗнче, МарПТУн Сӗнтӗрвӑрринчи филиалӗнче 11 шкулти 18 ача пуҫтарӑнчӗҫ — вӗсен конкурсӑн йывӑр ыйтӑвӗсем ҫине хуравлама тиврӗ.
Пӗрремӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑна кама парасси пирки хаклавҫӑсен йывӑрлӑх пулмарӗ. Иккӗмӗш вырӑн пирки самай тавлашрӗҫ, вара пӗтӗмлетсе икӗ ачана уйӑрас терӗҫ. Хӑйсен пӗлӗвне лайӑх кӑтартакан ачасем ҫаксем пулчӗҫ:
● Екатерина Степанова (40 балл пухнӑ, Кукашни шкулӗ);
● Надежда Журавлева (39 балл, Шуршӑл шкулӗ);
● Анастасия Тихонова (39 балл, Кукашни шкулӗ);
● Вероника Шилкина (35 балл, Сӗнтӗрпуҫ шкулӗ).
Кашни ачана ӑмӑртӑва хутшӑннине ӗнентерекен хут пачӗҫ, мала тухнисене грамотӑпа чысларӗҫ.
Мала тухнисен ӗҫӗсене куҫӑмсӑр майпа иртекен республика ӑмартӑвне ярӗҫ — вӗсен ытти районсенчи маттур ачасемпе тупӑшма тивӗ.
Ӑнӑҫу сунар!
Ӗнер, авӑнӑн 4-мӗшӗнче, А.Г. Николаева асӑнса Республикӑра чупасси енӗпе ӑмӑрту пуҫланчӗ. Ку ҫулхине вӑл 5-мӗш хут иртет ӗнтӗ. Чупакансем харӑссӑн пилӗк вырӑнтан тапраннӑ: Улатӑрпа Етӗрне хулисемпе Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Пӑрачкав ялсенче. Эстафета виҫӗ кун хушшинче республикӑн пур хулисемпе районӗсене ҫитсе курӗ. Чупакансем хушшинче шкул ачисем, чупма юратакансем, спорт ветеранӗсем тата паллӑ спортсменсем пулӗҫ. Пӗр шкул ушкӑнӗ эстафетӑна тепӗр шкул ушкӑнне парӗ — ҫапла май пурӗ пин ҫухрӑм тарин ӑмӑрту тӑсӑлӗ.
Авӑнӑн 6-мӗшӗнче вара пур ушкӑн пӗрлешӗ те Андриан Николаев ҫуралса ӳснӗ ялта 14 сехет тӗлне чупса ҫитӗ.
Ӑмӑртӑва йӗркелекенсем: Чӑваш Енӗн спортпа вӗрентӳ Министерствисем, республикӑн районсемпе хуласен вырӑнти тытӑмлӑх органӗсем.
1-мӗш ушкӑн:
1 кун (авӑн, 4): Шӑмӑршӑ — Патӑрьел — Комсомольски
2 кун (авӑн, 5): Комсомольски — Канаш — Ҫӗрпӳ
3 кун (авӑн, 6): Ҫӗрпӳ — Туҫа — Шуршӑл
2-мӗш ушкӑн:
1 кун (авӑн, 4): Елчӗк — Аслӑ Таяпа — Тӑвай — Вӑрмар
2 кун (авӑн, 5): Вӑрмар — Энтри Пасар — Куславкка
3 кун (авӑн, 6): Куславкка — Октябрьски — Шуршӑл
3-мӗш ушкӑн:
1 кун (авӑн, 4): Улатӑр — Алтышево — Йӗпреҫ — Вӑрнар
2 кун (авӑн, 5): Вӑрнар — Красноармейски — Ҫӗрпӳ
3 кун (авӑн, 6): Ҫӗрпӳ — Кӳкеҫ — Шуршӑл
4-мӗш ушкӑн:
1 кун (авӑн, 4): Пӑрачкав — Мӑн Улхаш — Ҫӗмӗрле — Хӗрлӗ Чутай
2 кун (авӑн, 5): Хӗрлӗ Чутай — Элӗк — Ишек
3 кун (авӑн, 6): Ишек — Ҫӗнӗ Лапсар — Шуршӑл
5-мӗш ушкӑн:
1 кун (авӑн, 4): Етӗрне — Ваҫкасси Янасал — Муркаш
2 кун (авӑн, 5): Муркаш — Калайкасси — Шупашкар
3 кун (авӑн, 6): Шупашкар — Ҫӗнӗ Шупашкар — Шуршӑл
Чупма кӑмӑллакансене пурне те хутшӑнма чӗнетпӗр!
Авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Андриан Николаев ҫуралнӑ кунӗ. Ку кун яланхи пекех пирӗн республикӑна космонавтсем хӑнана килеҫҫӗ. Ак кӑҫал та Шупашкара Борис Волынов, Виктор Горбатко тата Владимир Ляхов СССР вӗҫевҫӗ-космонавтсем тата Совет Созӗн Паттӑрӗ ятне икӗ хут тивӗҫнӗскерсем, Николай Бударин Раҫҫей вӗҫевҫӗ-космонавчӗ тата Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ, Пётр Колодин космонавт-тӗпчевҫӗ килнӗ.
Чаплӑ хӑнасем Шуршӑлти мемориаллӑ комплекса, тӗп хуламри «Байконур» микрорайона, Таса Кӗркури Ҫӗнтерӳҫӗн часовнине ҫитсе курчӗҫ, Шупашкарти 10-мӗш шкулӑн стадионне уҫнӑ ҫӗре хутшӑнчӗҫ, А.Г. Николаева асӑнса иртттерекен дзюдо ӑмӑртӑвне хутшӑнакансене саламларӗҫ.
Хӑнасем А.Г. Николаева асӑмрах тытнине пысӑк хакларӗҫ. Республикӑра пулса иртекен ҫӗнетӳсем те вӗсене килӗшрӗҫ. Борис Волынова вара Шупашкар кӳлмекӗ питӗ килӗшнӗ. Хӑнасем Чӑваш Енӗн пуласлахӗ пурри пирки шантарса хӑварчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |