Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Хыпар: Андриян Николаев пирки кӑларнӑ кӗнекене хӑтларӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 21.09.2013 23:12 | 2187 хут пӑхнӑ

Авӑнӑн 19-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче Валентина Андреевна Иванова паллӑ журналист тата ҫыравҫӑ хатӗрленӗ «Андриян Николаев: орбиты космические и земные» кӗнеке хӑтлавӗ пулчӗ. Кӗнекене 3000 экземплярпа «Чǎвашсен чаплӑ ҫыннисем — Замечательные люди Чувашии» ярӑмра пичетленӗ. Валентина Андреевна Иванова журналист хӑй вӑхӑтӗнче виҫҫӗмӗш космонавтпа темиҫе хутчен те тӗл пулса калаҫнӑ. Вӑл, Чӑваш радио корреспонденчӗ, радиокӑларӑм валли Андриян Николаев космонавтран чи пӗрремӗш интервью илекенӗ. Хатлавра сумлӑ хӑнасем чылайӑн пухӑннӑччӗ. Залра космонавт ҫинчен ку таранччен пичетленнӗ кӗнекесен куравне те йӗркеленӗччӗ.

Чыслав Андриян Григорьевича халалланӑ хӑтлавран пуҫланчӗ. «Вӗҫ-вӗҫ куккук, вӗҫ куккук, вӑрман хӗрне ҫитиччен...» — чӗрене хумхантарать космонавтӑн юратнӑ юрри, куҫран куҫҫуль кӑларать, кӗҫех космонавт зала кӗрсе кӗнеке авторне тав тӑвассӑн туйӑнать. Вӑрнар районӗнчи Калинино вӑтам шкул ачисем космонавта, космоса халалласа литмонтажпа, сӑвӑ-юрӑпа куракансем умне тухса вӗсем те пултаруллӑ ӳснине кӑтартрӗҫ.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн председателӗ Ю.А. Попов Валентина Андреевнӑна сумлӑ кӗнекешӗн чунтан тав турӗ. Юрий Алексеевич 1961-мӗш ҫулта ҫуралнӑ, ашшӗ-амӑшӗ ӑна пӗрремӗш комонавта сума суса Юрий Алексеевич ят панӑ. Вӑл Андриян Григорьевич патӗнче хӑнара пулнине ӑшшӑн аса илчӗ.

Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Валерий Алексеев, СССР Патшалӑхӗн Хӑрушсӑрлӑх комитечӗн сотрудникӗ Эмиль Ургалкин, Валери Туркай поэт, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Иван Бойко тата ыттисем автора чунтанах тав турӗҫ — чӑн та ку кӗнекере космонавтпа ҫыхӑннӑ халиччен ниҫта та пичетленмен материалсем чылай, фотографисем, интервьюсем...

Чыславра шкул ачисем те хӑйсене хастар кӑтартрӗҫ. Шуршӑлти ҫамрӑк космонавтсем, Шупашкарти Николаев ячӗллӗ вуннӑмӗш шкул вӗренекенӗсем те чыслава хутшӑнакансене савӑнтарчӗҫ.

Ҫапла май чыслав ҫӳллӗ шайра иртрӗ тесе ним мар ҫирӗплетме пулать.

Сӑнсем (33)

#Вӑрнар районӗ, #Чӑваш наци вулавӑшӗ, #кӗнекесем, #хӑтлавсем, #вулавӑшсем, #Шупашкар, #Калинино, #Шуршӑл, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ

 

Комментари:

Migulaj // 1202.2.4281
2013.09.22 14:52
Вара ку кĕнекене вырăссем валли хăтланă-им?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем