Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Шуршӑлта митинг иртнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 13.04.2014 09:58 | 1511 хут пӑхнӑ
Республикӑра Митинга ҫитнӗ сумлӑ хӑнасем
Митинга ҫитнӗ сумлӑ хӑнасем

Ӗнер республикӑра Космонавтика кунне халалланӑ мероприятисем иртнӗ. Андриян Николаев ҫуралнӑ тӑрӑхра, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче, савӑнӑҫлӑ митинг пулнӑ. Унта сумлӑ хӑнасем ҫитнӗ: ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Сӗнтӗрвӑрри район пуҫлахӗ В.И.Морозов, район админитсрацийӗн пуҫлахӗ В.И.Григорьев, ЧР Патшалах Канашӗн депутачӗсем Е.Н.Николаева тата А.Н.Никоноров, «Байконур» тата «Плесецк» космодромсен ветеранӗсем Е.Н.Южалин, Е.В.Шашкин тата ыттисем те.

Михаил Игнатьев Чӑваш ҫӗрӗн мухтавлӑ ывӑлӗ космоса парӑнтарса чӑваш халӑх ятне ҫӳле ҫӗкленине палӑртнӑ, шуршӑлсене Андриян Николаевӑн ятне манманшӑн, ҫамрӑксем хушшинче патриотлӑха сарнӑшӑн тав тунӑ. «Байконур» космодром ветеранӗ Е.Н.Южалин пӗрремӗш ракетӑсене янине, Юрий Гагаринпа тата Андриян Никоаевпа ӗҫленӗ вӑхӑта аса илнӗ. Чӑваш Республикинче ҫамрӑк космонавтсен юхӑмне йӗркеленӗ Р.Н.Ракова та сӑмах илнӗ. Кӑҫал ҫамрӑк космонавтсен слечӗ 10 ҫул тултарнӑ. 10 ҫул каялла унта 145 ҫын кӑна пулнӑ тӑк халӗ — 2,5 пин ытла ҫын.

Хусанти А.Н.Туполев ячӗллӗ наци тӗпчев техника университечӗн аслӑ шкул умӗнхи хатӗрлев управленийӗн пуҫлӑхӗ Д.Д.Габидуллин Чӑваш Енре асӑннӑ университетӑн филиалне йӗркелесси пирки каланӑ. Ку ҫамрӑк космонавтсен юхӑмне тата аталанма пулӑшӗ.

Хаклӑ хӑнасем умне Шуршӑл шкулӗнчи ҫамрӑк космонавтсен отрячӗ, Ӗсмелти (Октябрьскинчи) кадет класӗ стройлӑ плац-концертпа тухнӑ. Митинг вӗҫленсен Андриян Николаевӑн вил тӑпри ҫине чӗчексем хунӑ.

Мемориал комплексӗнче кунӗпех экскурси ӗҫленӗ. Культура центрӗнче «Космослӑ Чӑваш Ен» курав уҫӑлнӑ.

#митингсем, #космонавтика кунӗ, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Шуршӑл, #Ӗсмел

 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.04.13 20:24
Сăнӳкречĕкĕ каллех ют чĕлхепе çеç. Андриян Николаев вырăс пулнине пĕлтермест-ши çакă?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем