Пӗлтӗр иртнӗ «Чӑваш йӑмри» литература конкурсӗнче мала тухнисене эпир Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче 11 сехетре чыслӑпӑр.
Сире парнесемпе чыслӑпӑр — вӗсем пирӗн яланхилле сахал мар пулӗҫ — картинсем, кӗнекесем, кунталӑксем (календарьсем). Юрӑ тӑхтавӗсене хӑйӗн пултарулӑхӗпе Муркаш районӗнчи «Хӗлхем» эстрада ушкӑнӗ тултарӗ. Литература музейӗпе паллашас кӑмӑл пур пулсан 10 сехет тӗлне ҫитме пултаратӑр — сире валли музей ӗҫченӗсем ятарлӑ экскурси ирттерӗҫ.
Литература музейӗ Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Унта лекес тесен сирӗн вокзалтан «Мода ҫурчӗ» е «Республика тӳремӗ» чарӑнӑва ҫитмелле. «Мода ҫуртӗнче» ансан сирӗн ҫул урлӑ каҫса ҫӳлелле хӑпарма тивӗ. Тӗплӗнрех ӳкерчӗк ҫинче кӑтартнӑ. Вокзалтан 1, 4, 12 троллейбуспа, 15, 23 автобуспа, 31, 35, 36, 40, 41, 44, 50 маршруткӑпа ҫитме пулать.
Унан гобеленӗсем чӑваш ӳнерӗн ылтӑн фондне кӗнӗ. Вӑл халӗ те хӑйӗн живопиҫӗпе тӗлӗнтерме пӑрахмасть. Ӳнер музейӗнче чӑваш халӑх ӳнерҫин Раиса Терюкаловӑн куравӗ уҫӑлнӑ.
Музей залӗсем Раиса Терюкаловӑн ӗҫӗсемпе илемленнӗ: портретсем, натюрмортсем, чечек композицийӗсем, гобеленсем. Ӳнерҫӗн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл тееймӗн. Ача чухне йывӑр чирпе нушаланни ӑна самаях хур кӳнӗ. Ҫапах ку пултарулӑхне пырса тивмен.
Раиса Терюкалова Шупашкарти ӳнер музейӗнчен вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл хӑй вӑхӑтӗнче хатӗрленмесӗрех кӗнӗ, мӗншӗн тесен унӑн путарулӑхне асӑрхамасӑр хӑвараймӑн. Унтан вӑл Ленинградри Михунин ячӗллӗ аслӑ ӳнер-промышленноҫ училищинче пӗлӗвне тарӑнлатнӑ. Чӑваш Ене усӑ кӳрессишӗн талпӑннӑ, Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче темиҫе ҫул ӗҫленӗ. Унӑн ӳнер музейӗнче упранакан гобеленӗсем — чӑн-чӑн шедевр. Раиса Терюкалова портретсем ӳкерме кӑмӑллать. Ытларах хӗрарӑмсене сӑнарлать. Курава музей фондӗнчи ӗҫсене ҫеҫ тӑратман. Унти харпӑр ҫын пуххинчи чылай ӳкерчӗк вырнаҫнӑ.
Шупашкарта кӗҫех Лаврентий Таллеров тата Анисим Асламас ячӗллӗ урамсем пулма пултарӗҫ. Нумаях пулмасть хула администрацийӗнче комисси ларӑвӗ иртнӗ, унта урамсене, тӳремсене, хула хуҫалӑхӗн ытти ҫурт-йӗре мӗнле ятсем памаллине сӳтсе явнӑ.
Шупашкарти ҫуртсем ҫинче асӑну хӑми вырнаҫтарнине час-часах кураймӑн. Чӑваш Енре вара паллӑ ҫын сахал мар пурӑннӑ. Халӗ ҫак лару-тӑрӑва ылмаштарма вӑхӑт ҫитнӗ-мӗн. Кӑҫал — Культура ҫулталӑкӗ-ҫке-ха. Дзержинск урамӗнчи 31-мӗш ҫурт ҫинче кӗҫех асӑну хӑми ҫакмалла. Ӑна паллӑ патшалӑх ӗҫченне Леонид Прокопьева халаллӗҫ. Вӑл пурнӑҫӗн юлашки кунӗсене ҫак ҫуртра ирттернӗ. Асӑну хӑман эскизне конкурс ирттерсе суйланӑ та ӗнтӗ. Унта Владислав Немцевӑн ӗҫӗ ҫӗнтернӗ. Хӑмана гранитран тӑвӗҫ, брельефа — пӑхӑртан. Тӗп вырӑн Леонид Прокопьевӑн сӑнӗ йышӑнӗ.
Тепӗр хӑмана Мускав проспектӗнчи 5-мӗш ҫуртра вырнаҫтарма пултарӗҫ. Вӑл Совет тапхӑрӗнче ЧР Культура министерствине ертсе пынӑ Ида Кочеткова ячӗпе пулӗ. Ӑна хисеплесе Шупашкарти ҫӗнӗ пӗр урама та ят хума палӑртнӑ.
Ларура чӑвашсен паллӑ композиторне Анисим Асламаса, халӑх поэтне Лаврентий Таллерова та ҫапла хисеп тума сӗннӗ.
Паян, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, Чӑваш Ене паллӑ телеертӳҫӗ, халӑхсен «Чӗрӗ планета» экологи юхӑмӗн председателӗ Николай Дроздов ҫитмелле. Шупашкара вӑл «Раҫҫейри чи ҫӳллӗ ялавштог» проект ертӳҫи евӗр килӗ, тӗп хулара ялав стойки вырнаҫтарма сӗнӗ.
Анчах Николай Дроздов Чӑваш Ене палӑртнӑ вӑхӑтра, ирхи 9 сехет те 20 минутра, ҫитеймен. Япӑх ҫанталӑка пула вӑл Мускавра 13 сехет те 10 минутра ҫеҫ самолета ларнӑ. Паллӑ телеертӳҫӗ ялавштог лартма палӑртнӑ виҫӗ лапама ҫитӗ, республика Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулӗ. «Раҫҫейри чи ҫӳллӗ ялавштог» проект элчисем унччен Краснодарти экологи канашлӑвӗнче пулнӑ, унта 175 метр ҫӳллӗш ялавштог лартма сӗннӗ. Хальлӗхе чи ҫӳллӗ ялавштог Таджикистанри Душанбе хулинче вырнаҫнӑ. Вӑл 165 метр ҫӳллӗш, ӑна Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине те кӗртнӗ.
Ҫӗнӗ ҫул тахҫанах хыҫа юлчӗ ӗнтӗ, анчах Шупашкар урамӗсенче уяв савӑнӑҫӗ парнелекен сӗм ҫухалман-ха. Йывӑҫсем, администраци ҫурчӗсем ҫинчи ҫутӑсем юмаха аса илтереҫҫӗ.
ЧР официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар хулин ертӳлӗхӗ хушнипе Республика лапамӗнчи хырсем ҫине металлогалогенлӑ 10 прожектор ҫакнӑ. Вӗсем каҫхине йывӑҫсене илем кӳреҫҫӗ. Ҫакна пула лапам тата хитреленнӗ, вӑл уява аса илтерет.
Хальхи вӑхӑтра карас телефонӗпе тӗнче тетелне тухасси республикӑра хӑварт ӳсет. Ҫакна шута илсех пулӗ республикӑри «Вымпелком» («Билайн») карас ҫыхӑну компанийӗ хӑйӗн тетелне лайӑхлатса тӑма тӑрӑшать. Ҫак кунсенче сӑмахран, вӗсем, ҫурҫӗрти ункӑри ҫыхӑну хулӑмӑшне 10 хут ӳстернӗ. Ҫапла май хальхи вӑхӑтра унпала ҫеккунтра 10 Гбит хӑвӑртлӑхпа ҫыхӑну йӗркелеме май пур, малашлӑхра ун хулӑмӑшне 40 Гбита та ҫитерме пулать иккен.
Тетелне компанире ҫыхӑнӑва татмасӑр ҫӗнетнӗ, вӗсем DWDM (Dense Walelength Division Multiplexing) технологипе усӑ курнӑ. Ҫавӑн пекех кӑҫал 1-мӗш кварталта Dual Carier (чӑв. Йӗкӗреш турта) технологие пурнӑҫа кӗртсе 3G тетелти хӑвӑртлӑха ӳстерме палӑртнӑ. Енчен те халь 21 Мбит/ҫек хӑвартлӑхпа ӗҫлет пулсан, ун хыҫҫӑн ҫак виҫе 42 Мбит/ҫек таран хӑпармалла. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче ака уйӑхӗнче 4G ӗҫлесе каймалла — унти хӑвартлӑх 100 Мбит/ҫек. таран ҫитет.
Пӗлме, «Билайнӑн» ҫыхӑну тетелӗ республикӑра икӗ ункӑран тӑрать, ӑна вӗсем «юр кӗлетки» тесе ят панӑ. Ҫурҫӗр пайӗ Шупашкара, Ҫӗнӗ Шупашкара, Кӳкеҫе, Ҫӗрпӗве, Сӗнтӗрвӑррине, Куславккана, Вӑрмара, Канаша, Ҫӗмӗрлене, Хӗрлӗ Чутая, Етӗрнене тата Москакассипе Хыркасси ҫыхӑну пӑнчисене сыпӑнтарать.
Шупашкарти 118-мӗш ача пахчинче хальхи вӑхӑтра Сочире иртекен хӗллехи олимп вӑййисен элемӗсене — символӗсене — туса лартнӑ. Кун пирки «ПроГород» хаҫат сайчӗ пӗлтерет.
Юр кӗлеткисене «Чи лайӑх спорт пайӗ» конкурс-курава хутшӑннӑ май — вӑл халь хулари шкул умӗнхи вӗренӳ учрежденийӗсенче пырать — ӑсталанӑ иккен. Ку ӗҫре ачасем те, ашшӗ-амӑшӗ те, ачасене ӑс паракансем те хастар хутшӑннӑ.
Ҫавӑн пекех 118-мӗш ача пахчинче юмах сӑнарӗсене те туса лартнӑ. Юр кӗлеткисенче ытларах вырӑс халӑхӑн юмахӗсенче тӗл пулаканнисем сӑнарланнӑ. Ку пирӗн шутпа воспитани ӗҫӗнче чӑваш халӑх юмахӗсем сахал вырӑн йышӑннипе ҫыхӑннӑ.
Шупашкарти юханшыв порчӗ патӗнче, арҫынсен мӑнастирӗпе юнашар, юрҫӳрен хатӗрсене техосмотр кӑлармалли центр уҫнӑ. Вӑхӑтлӑх йӗркеленӗ центр нарӑс уйӑхӗнче, шӑматкунсерен, ирхи 10 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен ӗҫлӗ.
Консультаци центрӗ епле ӗҫленипе Чӑваш Енӗн Гостехнадзорӗн пуҫлӑхӗ Владимир Димитриев тӗрӗслени пирки пӗлтерет асӑннӑ службӑн сайчӗ. Яваплисене вӑл юрҫӳренсене техосмотр кӑлармаллине тата хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнмаллине ҫынсене ӑнлантармаллине аса илтернӗ.
Чӑваш наци музейӗ авалхи Шупашкарӑн 3D-моделӗпе пуянланнӑ. Ӑна аваллӑх управҫинче ӗҫлекенсем хӑйсем туса хатӗрленӗ. Проекта хатӗрленӗ май вӗсем 200 ытла объекта юсаса ҫӗнетнӗ. Ҫакӑн валли пултарулӑх ушкӑнӗ тӗрлӗ сӑнӳкерчӗкпе, ҫырса хӑвранӑ асаилӳсемпе, архиври материалсемпе усӑ курнӑ. Хулан историлле сӑн-сӑпатне те вӗсем ҫӗнетсе тӑратма пултарнӑ.
3D модельлӗ экскурсипе паллашакансем 18-мӗш–20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи Шупашкара куҫ умне кӑларса тӑратма пултарӗҫ. Паян музейҫӗсем кӑнтӑрла иртни икӗ сехетре проект хӑтлавне чӗнеҫҫӗ, 16 сехетре вара пуҫласа ҫӗнӗ йышши экскурсипе паллаштарӗҫ.
Республикӑн тӗп хулинче киосксемпе кӗрешӳ пуҫарнӑ. Тӳресем пӗлтернӗ тӑрӑх, саккунлӑ майпа вырнаҫтарманнисене сӳтеҫҫӗ.
Кӑҫал кӑна тӑватӑ киоска пуҫтарса кайнӑ. Хула администрацийӗ ӑҫтисене те пӗлтерет: вӗсем — Гагарин урамӗнчи 29-мӗш ҫурт, Эгер бульварӗнчи 51-мӗш, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 24-мӗш, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 101-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑскерсем.
Пӗлтӗр 35 киоска сӳтнӗ, 2012 ҫулта — 54, 2011 ҫулта — 140.
Ҫав вӑхӑтрах хула влаҫӗсем Шупашкарӑн официаллӑ сайтӗнче «Епле суту-илӳ киоскӗсем кирлӗ?» сасӑлав ирттерни пирки аса илтереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |