Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти Л.Кассиль ячӗллӗ вулавӑшӑн ертсе пыракан библиотекарӗ Наталия Иванова тата Шупашкарти ӳнер училищин студентки Ольга Иванова 181-мӗш ача пахчин шапӑрланӗсемпе тӗлпулу иртттернӗ.
Йӗркелӳҫӗсем ачасене ӳнерҫӗ-иллюстратор профессийӗпе паллаштарнӑ. Вӗсем пӗчӗкскерсене кӗнеке ӳнер хайлавӗ пулнине, ӑна хатӗрлессишӗн чылай вӑй тӑкакланнине, ҫавӑнпа ӑна тирпейлӗ тытмаллине ӑнлантарнӑ. Шкул ӳсӗмне ҫитеймен ачасемпе «Ӳкерчӗке малалла тӑс» заняти те ирттернӗ. Унтан пӗчӗкскерсене «Йӑвача» мультфильм кӑтартнӑ. Ачасене ҫаврашкасене тӗрлӗ мелпе ӳкерме вӗрентнӗ. Тӗлпулу вӗҫӗнче шӑпӑрлансене кураври кӗнекесемпе паллаштарнӑ. Унта ача-пӑчасен терлӗ конструкциллӗ кӗнекисем пулнӑ: тетте кӗнеке, хуҫланакан кӗнеке, сцена кӗнеке, альбом кӗнеке, панорама кӗнеке, музыка кӗнеки.
Пушӑн 1-мӗшӗнче Шупашкарта пулӑҫсем пухӑннӑ. Мӗн сӑлтавпа тетӗр-и? Тӗп хулара «Шупашкарта пулӑ тытни» уҫӑ фестиваль иртнӗ. Шупашкар хула пуҫлӑхӗн Леонид Черкесовӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн чылай пулӑҫӑ тупӑшнӑ.
Кӳлмеке Чӑваш Енри хуласемпе районсенчи хастарсем пухӑннӑ. Ҫавӑн пекех кӳршӗ тӑрахрисем те ҫитнӗ теҫҫӗ.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене, куракансене Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов саламланӑ. Вӑл уҫӑ сывлӑшпа киленесси — пулӑ тытасси — халӑх хушшинче анлӑ сарӑлнине палӑртнӑ. Ӑмӑртӑва уйрӑм ҫынсем кӑна мар, ҫемьесем те хутшӑннӑ. Леонид Черкесов вӗсене чунран тав тунӑ, пурне те ӑнӑҫу тата лайӑх кӑмӑл суннӑ.
Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсемпе килӗшӳллӗн ҫӗнтӗрӳҫӗсене темиҫе номинацире палӑртнӑ: «чи нумай пулӑ тытакан», «чи пысӑк пулӑ тытакан», «чи ҫамрӑк пулӑҫ», «ӑста пулӑҫ» тата «чи хастар хӗрарӑм пулӑҫ».
Ҫемье ҫавӑрни — сӑваплӑ ӗҫ. Анчах, шел те, хӑшӗ-пӗри пӗрле пурӑннӑ хыҫҫӑн уйрӑлать.
Шупашкарти Ленин район администрацийӗн ЗАГС пайӗн специалисчӗсем ыйтӑм ирттернӗ. Шупашкар ҫыннисем мӗн сӑлтавпа ытларах уйрӑлаҫҫе-ха?
Ыйтӑм ирттернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ. Упӑшкипе арӑмӗ пурнӑҫ ҫине расна пӑхни уйрӑлма хӗтӗртет-мӗн. Ҫак сӑлтава 35-шӗ палӑртнӑ. 25 ҫын кӑмӑлсем пӗр килменнине кӑтартнӑ. Теприсем хӑйсен кил-ҫурчӗ пулманшӑн уйрӑлаҫҫӗ-мӗн. Ҫакна 10-ӑн палӑртнӑ. 5 ҫемье мӑшӑртан пӗри юттипе улталанӑшӑн арканнӑ. Ыйтӑма аноним мелӗпе ирттернӗ. Пӗтӗмпе 55 анкета пулнӑ.
Эппин, пӗр-пӗрне чӑнах та юратни, хисеплени ҫеҫ ҫемье ҫирӗплӗхне сыхласа хӑварать.
Вӗренӳ отраслӗ юлашки ҫулсенче улшӑну хыҫҫӑн улшӑну тӳссе иртерет. Халӗ тата ҫӗршывӑн Вӗренӳ министерстви «ылтӑн» тата «кӗмӗл» медаль парассине пӑрахӑҫлама йышӑнчӗ.
Тӳррипе каласан, ку хаклава тӗрлӗрен йышӑнма пулать-ха. Мӗнпур предмета ҫын (ача тейӗпӗр) алӑри пилӗк пӳрнене пӗлнӗ евӗр пӗлни мана, сӑмахран, иккӗлентерет. Нимӗҫ чӗлхинчен йышӑннӑ сӑмахпа калакан «вундеркиндсем», чӑвашла вӑл тӗлӗнтермӗш-ача тенине пӗлтерет, пин те пӗрре ҫуралаҫҫӗ тенине илтнӗ-ха… Юрӗ, тен, йышлӑ та пулӗ мӗнпур ӑслӑлӑха пӗр пек чаплӑ шӗкӗлчекен ӑслӑ ачасем…
Айккинеллех пӑрӑнса кайрӑм-ха. Медальсем патне таврӑнсан, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов вӗренӳре пур енлӗн ӗлкӗрсе пыракансене хавхалантарма «ылтӑн» тата «кӗмӗл» медальсене упраса хӑварасси пирки хулан Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче каланӑ. Ара, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх маттур вӗренекенсене хавхалантарма ирӗк пур та, медальсене хӑварни ытлашши пулас ҫук-тӑр.
Кӑлпассирен, чӑкӑтран, ытти ҫимӗҫрен тем те пӗр тухни пирки ҫынсем каласа кӑтартнине илтнӗ-ха, анчах кунашкаллине…
Ҫак кунсенче Шупашкарта пурӑнакан Мария Анисимова Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи пӗр лавккара ҫӑкӑр туяннӑ. Хӗрарӑм киле ҫитсен хӑйӗн пысӑк ҫемйипе сӗтел хушшине ларнӑ. Анчах апатланӑва… йӗп татнӑ.
— Ҫӑкӑрӑн ҫак тӗсӗ — пирӗншӗн чи юратни. Ҫакнашкаллине иккӗмӗш ҫул туянатпӑр ӗнтӗ. Ҫав кун ҫӑкӑра касрӑм та унӑн ӑшӗнче темӗскер ҫутатнине асӑрхарӑм. Лайӑхрах сӑнарӑм та ҫав япала тутӑхнӑ йӗп пулнине ӑнлантӑм. Вӑл унта мӗнле лекнине ӑнланмастӑп. Тен, савутра ҫӑнӑха аламан, — каласа кӑтартнӑ Мария.
Кӑштахран йӗплӗ ҫӑкӑра савута каялла илсе кайнӑ. Унта лешсем те ку япаларан тӗлӗннӗ.
— Экспертиза ирттерӗпӗр. Тен, йӗппе ырӑ мар сунакансем ҫӑкӑр ӑшне хума пултарнӑ, мӗншӗн тесен производствӑра кун пеккипе усӑ курмастпӑр. Мӗн пур уйрӑмра тӗрӗслӗпӗр. Пирӗн комисси кашни бригадӑпа калаҫӗ. Пӗр эрнерен пӗтӗмпех ҫиеле тухӗ, — тенӗ ҫӑкӑр савутӗнче.
Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче чи чипер хӗрарӑма палӑртмалли конкурс иртет. Конкурс Ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑхӗн керменӗнче кӑнтӑрла иртни тӑватӑ сехетре пуҫланӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, унта хутшӑнакансене ҫула е ӑҫта ӗҫленине пӑхса суйламан. Хастарлӑха кура. Конкурсра тупӑшакан хӗрарӑмсем темпе те кӑсӑкланаҫҫӗ, алӗҫне те туса ӗлкӗреҫҫӗ иккен. Ҫавна вӗсем куҫӑнсӑр майпа тупӑшнӑ вӑхӑтра ӗнентерсе панӑ-мӗн.
Финала улттӑн тухнӑ: Екатерина Никитова экономист, Татьяна Викторова медаппа, Елена Герасимова, Людмила Ракчеева, Ольга Воротникова, Ольга Ижентникова педагогсем.
Ҫак кунсенче Шупашкарти социаллӑ реабилитаци центрӗнче участокри социаллӑ службӑра ӗҫлекенсен семинарӗ иртнӗ. Унта республикӑри мӗнпур районпа хуларан пуҫтарӑннӑ.
Вӗренме пухӑннисене Шупашкарти социаллӑ пулӑшӑвӑн комплекслӑ центрӗпе паллаштарнинчен ӗҫе пуҫӑннӑ. Уйрӑма пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче уҫнӑ. Талӑкӗпех ӗҫлекенскерте йывӑрлӑха лекнӗ, ачисем 4 ҫула ҫитеймен хӗрарӑмсем хӳтлӗх тупайраҫҫӗ.
Участокри социаллӑ служба текенни 2007 ҫултанпах ӗҫлет-мӗн. Вӑл килсӗр-ҫуртсӑр е килтен тухса тарса ҫӳрекен ачасене туса хунӑскер иккен. Пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ ҫемьесене те асӑннӑ служба пулӑшма тивӗҫ. Пулӑшма тени, чӑннипех те пулӑшнине пӗлтернине тем пекех ӗненес килет.
Нарӑсӑн 26-мӗшӗнче Шупашкарти пасарсенчен пӗринче пӗр арҫын 100 доллӑрлӑ купюрӑсемпе сутуҫӑсене шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Унта вӑл ҫи-пуҫ тата ура тӑхӑнмалли туяннӑ. Таваршӑн арҫын суя долларпа татӑлнӑ.
Пасарти сутуҫӑсене улталакан арҫын пӑхма 35 ҫулсенче тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫӳллӗшӗ 170 сантиметра яхӑн иккен. Йӗрке хуралҫисем ӑна шыранӑ май арҫын мӗнле ҫи-пуҫ тӑхӑннине те ҫырса кайнӑ: тирлӗ капюшонлӑ круткӑпа, хура шӑлаварпа, хура пушмакпа пулнӑ иккен. Пуҫне хурапа шурӑ йӗрлӗ калпак тӑхӑннӑ.
Суя доллар тыттарса хӑварнӑ арҫынна палласа илекенсене йӗрке хуралҫисем хӑйсене систерме ыйтаҫҫӗ.
Нарӑсӑн 26-мӗшӗнче йӗрке хуралне Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнчи пӗр ҫуртра ватӑ ҫын виллине тупнине пӗлтернӗ.
Кинемей 1927 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ. Тӗрӗслев материалӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, кинмей пӗччен пурӑннӑ. Хваттершӗн тӳлемелли коммуналлӑ тӑкаксем пухӑннӑран Шупашкарти Мускав районӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем ватӑскерӗн алӑкне ҫӗмӗрсе кӗнӗ.
Хваттере кӗрсен хуҫин виллине тупнӑ. Ӑна пусмӑрласа велернин йӗрӗ ҫук. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл хӑйӗн килӗнче 2011 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫакна ун ҫумӗнче тупнӑ транспортпа ҫӳремелли билет тата лавккаран туяннӑ сӗт хутаҫӗ ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫак тапхӑрта унӑн вилли унтах выртнӑ.
Халӗ ӗҫ тӗлӗшӗпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче пепке сахал ҫуралнӑран ача пахчисем хупӑнчӗҫ. Ҫӗнӗ ӗмӗрте демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑх еннелле улшӑнма тытӑнчӗ. Ара, ача ҫуратакансене тӳре-шара пулӑшать. Ав иккӗмӗш ачашӑн амӑшӗн капиталне параҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш ача ҫуратакансене ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев 100 пин тенкӗ памалла турӗ. Вӗсене ҫӗр лаптӑкӗ те тӳлевсӗр уйӑрса параҫҫӗ.
Темиҫе ҫул каялла ача пахчисенче черет темӗн тӑршшехчӗ. Тӳре-шара ҫак пӑтӑрмаха пӗтермешкӗн тӗллев лартнӑччӗ. Ӗҫ ӑнӑҫса пырать. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе ача пахчисенче 4 501 вырӑн йӗркеленнӗ. Вӗсенчен 84,5% — Шупашкарта. Кӑҫал кӑна республикӑра 762 вырӑн хатӗрленӗ. Пирӗн республика ача пахчисенче вырӑн хатӗрлес тӗлӗшпе Раҫҫейри регионсен хушшинче — тӑваттӑмӗш.
— 3 ҫултан аслӑрах ачасен черечӗ пӗтнӗ. Халӗ хамӑр ума ҫӗнӗ тӗллевсем лартмалла, — тенӗ Алексей Ладыков.
Шупашкарта патшалӑх-харпӑр патрнерство хастар аталанать. Шупашкар хула хыснинчен харпӑр ача пахчисене ҫӳрекен шӑпӑрлансем валли субсиди уйӑраҫҫӗ. Кунашкал документа пӗрремӗш хут йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |