Ҫапла ӑнлантарнӑ Шалти ӗҫсен министрествин ведомствӑлла мар хурал пайӗн ӗҫченӗсене Шупашкарти аэропортра тытса чарнӑ 28 ҫулти арҫын.
Ӑна йӗрке хуралҫисем ирхи 4 сехет те 10 минутра асӑрханӑ. Вӑл вышка патӗнче пулнӑ иккен. Пӑхсан арҫын ӑс-тӑн енчен йӗркеллех мар пек туйӑннӑ. Аэропорта мӗн тӗллевпе кӗнин тӗрӗс сӑлтавне палӑртас тесен ведомствӑлла мар хурал пайӗн ӗҫченӗсем арҫынна ШӖМӗн Транспорт ҫинчи йӗркене тытса тӑракан лини пайне пӗлтернӗ. Ирӗк илмесӗр аэропорта кӗнӗшӗн арҫын тӗлӗшпе протокол шӑрҫаланӑ.
Ку факта Монополипе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленийӗ тупса палӑртнӑ. Хула мэрийӗпе Депутатсен хула пухӑвӗ кӑна мар, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх сферинче ӗҫлекен муниципалитет учрежденийӗ те саккуна — монополие хирӗҫлине — пӑснӑ иккен. Ҫакӑн пек кӑлтӑк юлашкинчен асӑннӑ предприятие тӗрӗслев функцийӗ панӑ чух сиксе тухнӑ.
Шупашкар депутачӗсемпе хула мэрийӗ хысна учрежденине ҫӗр ӗҫӗпе аппаланма ордер парас функципе тивӗҫтернӗ. Кунсӑр пуҫне хула администрацийӗ маларах асӑннӑ йышши ирӗк панӑшӑн укҫа тӳлеттермелле тунӑ.
Монополие хирӗҫле саккуна пӑснӑ фактсем пирки асӑрхаттару ҫырса панӑ, кӑлтӑка пӗтерме хушнӑ.
Вӑрӑран юлать, пушартан юлмасть тесе ваттисем тӗрӗсех каланӑ ҫав. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ вут-кӑвартан асӑрханмалли куҫкӗрет. Куҫкӗрет кӑна та мар, инкек сиксе тухас-тӑвас пулсан хатӗр пулмалли пирки те шухӑшламалла теҫӗ пушарпа кӗрешекенсем. Ҫавӑнпах ӗнтӗ вӗсем Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗнче пушар кӑларнӑ. Ҫук ӗнтӗ, ятарласа тивертмен. Сӑмахпа кӑна ҫапла пӗлтернӗ. Ҫулӑм акт залӗнче хыпса илнӗ пек тунӑ. «Пушара сӳнтерме» сехете яхӑн кирлӗ пулнӑ.
«Темле айкашакан та пур-тӑр», — тесе тӗлӗнме ан васкӑр-ха тархасшӑн. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем аташман-айкашман. Ҫулӑм та хыпса илмен. Вӗренӳ кӑна ирттернӗ.
Хусанта пурӑнакан Денис Осокинӑн «Небесные жены луговые мари» (чӑв. Улӑх ҫармӑссен тӳпери арӑмӗсем) кӗнеки Андрей Белый премине тивӗҫнӗ. Автор ӗҫне «Проза» номинацире чи лайӑххи тесе палӑртнӑ. Андрей Белый ячӗллӗ литература премине 1978 ҫулта ҫирӗплетнӗ. Чӑвашсенчен 1987 ҫулта ӑна Геннадий Айхи поэта панӑ, 2010-мӗшӗнче — Шупашкарта ҫуралнӑ Алеша Прокопьев куҫаруҫӑ.
Осокинӑн маларах асӑннӑ ӗҫӗ мари фольклорӗ тӑрӑх никӗсленнӗ прозӑлла тата сӑвӑлласа ҫырнӑ миниатюрӑсенчен тӑрать иккен. Кӗнекене кӑлариччен асӑннӑ ӗҫ тӑрӑх кино ӳкернӗ. Мари кӑларнӑ фильм тӗрлӗ кинофестивальте, ҫав шутра ют ҫӗршыврисенче те, парнесене тивӗҫнӗ. Осокин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен фольклорӗпе хӑйӗн ӗҫӗнче тахҫанах усӑ курать. Кӗнекисенче вӑл чӑвашсем пирки асӑнать.
Чӑваш Ене Олимп ҫулӑмӗ раштавӑн 27-мӗшӗнче килсе ҫитмелле. Ӑна Чӗмпӗр енчен илсе килӗҫ. Ҫакӑн пирки ҫав пулӑма халалласа Шупашкарта ирттернӗ планеркӑра каланӑ.
Ӑна шӑп та лӑп кӑнтӑрла ҫутмалла та Чӑваш Ен территорийӗнче ӑна 33 ҫухрӑм тӑршшӗ илсе каймалла. Олимп ҫулӑмне йӑтакансем хушшинче спортсменсем, тренерсем, общество ӗҫченӗсем, политиксем, «пӗр сӑмахпа каласан, хисеплӗ ҫынсем» тесе пӗтӗмлетет кун пирки «Советская Чувашия» хаҫат. Эстафетӑн Шупашкарти тапхӑрне Дмитрий Губерниев спорт телекомментаторӗн арӑмӗ пулнӑ Ольга Богословская ҫӑмӑл атлетка та хутшӑнмалла иккен.
Тӗп мероприятисем тӗп хуламӑрти чукун ҫул вокзалӗ патӗнче, Хӗрлӗ лапамра, тӗп стадионта иртмелле.
Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хула ҫыннисемпе тӗл пулнӑ чух пӗлтернӗ. Йӑлари хытӑ каяшсене тирпейлекен Ҫӗнӗ Шупашкарти полигона 2015–2016-мӗш ҫулсенче хeта ярсан Шупашкар районӗнчи Питтукасси ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫап вырӑнне пӗтермелле. Малтанласа ӑна тӑпрапа хуплӗҫ, кайран ятарлӑ хӳтлӗх сийӗпе витӗҫ, унтан курӑк акӗҫ.
Питтукасси ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫап вырӑнӗ, тӗрӗссипе, тахҫанах тулса кайнӑ-ха. Паян ӑна ҫӳп-ҫапа ниҫта тӑкма май ҫуккипе кӑна тытаҫҫӗ. 2019 ҫулччен, ун чух Шупашкар 550 ҫул тултарнине уявлӗ, ӗҫсене йӑлтах вӗҫлемелле-мӗн.
«Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере вӑйли ҫук та этемрен», — тесе ҫырнӑ хӑйӗн вилӗмсӗр «Нарспийӗнче» Константин Иванов. Классикпа тупӑшас теместӗп те, анчах ҫутҫанталӑк пирӗнтен вӑйлӑрах пуль ҫав. Ҫил-тӑвӑлӗ, шыв-шурӗ, пушарӗ-аслатийӗ этеме пӑхӑнасшӑн мар-ҫке…
Инкеклӗ ӗҫсен министерстви, ав, ыран Шупашкарта ҫил-тӑвӑл тухасси пирки асӑрхаттарать. Ун пек пӗлтерӗве паян вӑл чылай ҫын карас телефонӗ ҫине те ярса пачӗ-тӗр. «Ҫил ҫеккунтра 20 метр таран хӑвӑртлӑхпа вӗрмелле», — тесе ҫырнӑ унта. Кӑнтӑрла ҫил-тӑман вӗҫтермелле-мӗн. Ҫирӗпех мар юпасем тӳнес, кивӗ ҫурт-йӗр ҫивиттийӗ ишӗлес хӑрушлӑх пур иккен. Ҫулта-йӗрте асӑрханса ҫӳреме ыйтаҫҫӗ. Ҫитменнине тата ҫулсем пӑрлак-ҫке.
Шупашкар 550 ҫул тултарнине (ку дата тӗрӗслӗхӗ пирки тӗрлӗрен калаҫакансем пур-ха. Юрӗ, хальхи сӑмахӑмӑр урӑххи пирки пырать) уявлама хатӗрленнӗ май чи лайӑх логотипа палӑртассипе конкурс пырать. Ӑмӑрту утӑ уйӑхӗнчех пуҫӑннӑ-ха. Логотип сӗнекенсен ӗҫӗсенчен Шупашкар хула администрацийӗ улттӑшне суйласа илнӗ. Халӗ вара ҫынсен шухӑш-кӑмӑлне пӗлес тесе ыйтӑм ирттереҫҫӗ. Унта эсир те хутшӑнма пултаратӑр — каҫҫи ҫапларах tvorite.ru/2013/11/04/logotip-prazdnovaniya-550-letiya-cheboksar.html.
Сӑмах май, Николай Егоров художник шучӗпе пӗрремӗш тӗслӗхӗ комиксри паттӑра аса илтерет, пирӗн халӑхӑмӑр культурипе килӗшсе тӑмасть. Иккӗмӗш варианчӗ аван-ха, анчах вӑл кӑштах юсасан кӗнеке е герб валли аван. Ыттисем вара логотипа ҫывӑх тесе шухӑшлать-мӗн маларах асӑннӑ художник. Ҫапах та вӑл вӗсене те чи лайӑх вариант тесе хаклаймасть-мӗн.
Республикӑн шалти ӗҫсен министрӗн Сергей Семеновӑн ҫак уйӑхӑн 7-мӗшӗнчи пресс-конференцире каланӑ сӑмахне тӗрлӗрен йышӑнакан пулнӑ иккен.
Ҫав сӑмаха вӑл Шупашкарта чӳкӗн 4-мӗшӗнче иртнӗ «Вырӑс маршне» хирӗҫле йӗрке хуралҫисем мӗншӗн мера йышӑнманни пирки хуравланӑ май каланӑ. Ун чухне вӑл «Национал-социализм паян общество юхӑмӗ евӗр» тенӗ иккен. Министр хуравӗ пирки РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи полномочиллӗ элчи Михаил Бабич тӗрӗслев ирттермеллине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗн сӑмахне такам касса илмен-ши тесе те шухӑшлать иккен.
Шкул ҫулне ҫитменнисен черетне чакарас тесе юлашки ҫулсенче сахал мар ӗҫ туса ирттерни вӑрттӑнлӑх мар. Халӗ черет чакса пырать, ҫапах та хӑш-пӗр ҫӗрте йывӑрлӑх ҫук мар. Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра 3 ҫултан иртнӗ 400 ытла шӑпӑрлан ача-пӑча пахчине кайма черет кӗтет иккен. Вӗренӳ министерстви ҫулталӑк вӗҫлениччен вӗсене пурне те вырӑнпа тивӗтерме палӑртнӑ, ҫапах та Шупашкар районӗнче лару-тӑру уйрӑмах йывӑр иккен. Унта 3 ҫултан иртнӗ 208 ача хальлӗхе вырӑнсӑр юлнӑ.
2016 ҫул тӗлне вара пирӗн республикӑра ҫулталӑк ҫурӑран аслӑраххисен черетне те пӗтерме ӗмӗтленеҫҫӗ. Кӑҫал кӑна 11 ача-пӑча пахчи, килес ҫул 18 хута яма палӑртнине шута илсен ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗрес шанчӑк пур. Ҫапах та тепӗр ҫӗрте ӗҫе хӑвӑртлатмалли куҫ кӗрет иккен. Тӗслӗх вырӑнне Куславккапа Ҫӗмӗрле хулисене асӑнаҫҫӗ. Унта ӗҫе графикран юлса пурнӑҫланӑ-мӗн. Йӗпреҫ районӗнчи Буинск поселокӗнчи, Муркашри, Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ поселокӗнчи тата Шупашкарти Гладков урамӗнчи ача-пӑча пахчисене 20 уйӑх кая юлса туни пирки пӗлтерет «Чӑваш Ен» телевиденипе радио компанийӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |