Нарӑсӑн 25-мӗшӗнче Чӑваш Енре халӑха цифра телекуравӗ тӗлӗшӗпе пулӑшу паракан консультаци центрӗ уҫӑлӗ. Вӑл Шупашкарти радио ҫуртӗнче вырнаҫӗ.
Центрта кашниех цифра телекуравӗн программисем тӗлӗшпе сиксе тухнӑ ыйтава тӳлевсӗрех уҫӑмлатма пултарӗ.
2013 ҫул вӗҫӗнче цифра телекуравӗ Чӑваш Енри виҫӗ ял-хулана ҫитрӗ: Шупашкара, Канаша тата Тӑвая. Ҫапла майпа 500 пине яхӑн ҫын телекурава цифра пахалӑхӗпе курма пултараҫҫӗ. Ку — республикӑра пурӑнакан ҫынсен 40 проценчӗ. Вӗсем цифра телекуравӗн пӗрремӗш федераци пакетне кураяҫҫӗ. Унта «Пӗрремӗш Канал», «Раҫҫей 1», «Раҫҫей 2», «НТВ», «Петербург Пиллӗкмӗш канал», «Культура» «Раҫҫей 24», «Раҫҫейӗн общество телекуравӗ», «ТВ Центр», «Каруҫҫель» кӗреҫҫӗ. Ҫавӑн пекех унта «Маяк», «Раҫҫей радиовӗ», «Вести ФМ» радиосем пур.
Ҫитес вӑхӑтра цифра телекуравне Ҫӗрпӳ хулинче тата Йӗпреҫ поселокӗнче уҫма палӑртнӑ. Кӑҫал тата телекуравӑн 15 передатчикне хута ямалла. Ҫапла майа цифра телекуравӗн сигналне 1 070,3 ҫын (Чӑваш Енре пурӑнакансен 82,1 проценчӗ) илӗҫ.
Нумаях пулмасть Шупашкарти Ф.М.Лукин ячӗллӗ 5-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗнче наци музыкин, поэзийӗн, ӳнер ӑсталӑхӗн «Тӑван ен» республика фестивалӗ иртнӗ. Вӑл — асӑннӑ шкулӑн проекчӗсенчен пӗри.
Ӑна ҫулсерен нарӑсра ирттереҫҫӗ. Проекта 2009 ҫулта пуҫарнӑ. Пилӗк ҫулта унта Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Улатӑрти, Етӗрнери музыка шкулӗсем, ача-пӑча ӳнер шкулӗсем шкулӗсем хутшӑннӑ. Концерт программине Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ училищӗре вӗренекен студентсем те пуянлатнӑ. Хальччен ирттернӗ фестивальсене Ф.М.Лукин, Г.Я.Хирпӳ композиторсем, Я.Г.Ухсай поэт 100 ҫулт тултарнисене халалланӑ.
2013 ҫултанпа «Тӑван ен» проект анлӑланнӑ. Халӗ ун ҫумне республикӑра инҫет мелӗпе ирттерекен чӑваш музыка литературин олимпиади тата ҫамрӑк музыка тата ӳнер тӗпчӗвҫисен, экскурсоведсен «Музӑсемпе калаҫни» республика конкурсӗ хутшӑннӑ.
Пиллӗкмӗш юбилейлӑ фестивале Г.С.Лебедев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халлалланӑ. Унта Канаш, Ҫӗрпӳ хулисенчи, Вӑрмар тата Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗсенчи вӗренекенсемпе вӗрентекенсем хутшӑннӑ.
Тунтикунран, нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен, Чӑваш Енре официаллӑ май Ҫӑварни пуҫланать. Ҫавна май республикӑра тӗрлӗ мероприяти ирттерӗҫ.
Нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Маяковский ячӗллӗ тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем пурне те Ҫӑварнине йыхравлаҫҫӗ. Шупашкар хулинчи Мускав районӗн администрацийӗн сайтӗнчи пресс-релизра пӗлтернӗ тӑрӑх, уява «Наци йӑли-йӗркине хисеплетпӗр» проектпа килӗшӳллӗн ирттереҫҫӗ. Унӑн тӗллевӗ — ҫамрӑксене чӑваш халӑх йӑли-йӗркипе паллаштарасси, авал ку уява пирӗн несӗлсем еплерех уявланине аса илтересси.
Прграмма пуян. Вулавӑш ӗҫченӗсем йӗркелекен Ҫӑврнире чӑваш тата вырӑс халӑхӗсен юррисем янӑрӗҫ, тупмалли юмахсем пулӗҫ, «Нарспи» халӑх ансамблӗн солисчӗсем пултарулӑхне кӑтартӗҫ. Паллах, уяв икерчӗсӗр, Ҫӑварни карчӑкӗсӗр иртмӗ. Лешне хайхи, йӑлапа килӗшӳллӗн, ҫунтарӗҫ.
Уяв Шупашкарти Гузовский урамӗнчи 11-мӗш ҫурт умӗнче пулӗ, 13:00 сехетре пуҫланӗ.
Ҫӑварни тенӗрен, чӑвашсен йӑли-йӗркипе вӑл икӗ эрнерен тӑнӑ — хальхи кунталӑкпа пӑхсан кӗҫӗн ҫӑварни нарӑсӑн 13-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Аслӑ ҫӑварни вара нарӑсӑн 20-мӗшӗнчен пуҫласа 26-мӗшччен пынӑ.
Виҫӗмкун олимп вӑййинче 17 ҫулхи Аделина Сотникова тӑркӑчпа (конькипе) илемлӗ ярӑнса ылтӑн медале тивӗҫрӗ. Кунашкал ҫитӗнӗве унччен ни Совет Союзӗнче ни Раҫҫей вӑхӑтӗнче туманччӗ, ҫаванпах пулӗ ҫӗршыв чӑннипе те савӑнчӗ.
Аделина Сотникова Улатӑрта ҫуралса ӳснӗ Совет Союзӗн Паттарӗн Александр Васильевич Кочетовӑн мӑнукӗн хӗрӗ иккен. Виҫӗ ҫулта чухне вӑл хӑйӗн амӑшӗпе Улатӑра тӑванӗсем патне хӑнана та килсе кайнӑ иккен. Халӗ Улатӑрта унӑн аякри тӑванӗсем Анатолий Николаевичпа Любовь Александровна Федотовсем пурӑнаҫҫӗ.
«ПроГород» хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх Шупашкарта та тӑванӗсем ҫук мар. Унта пурӑнакан тӑванӗ патне Аделина пӗрре мар килсе кайнӑ тет.
Вӗренӳ управленийӗ 2014–2016 ҫулсем валли «Пирӗн хӑрушлӑхсӑр ача пахчи» программа хатӗрлет. Тӗллевӗ — ачасен хӑрушсӑрлӑхӗ.
Программӑпа килӗшӳллӗн Шупашкарти вӗренӳ учрежденийӗсенче террортан хӳтӗленес тӗллевпе хушма мерӑсем йышӑнӗҫ. Картасене улӑштарма, мониторинг, инкеклӗ лару-тӑру ҫинчен пӗлтерекен тытӑмсене лартма, хӑрнӑ йывӑҫсене касма палӑртнӑ. Хӑш-пӗр ача пахчисенче автоматика шлакбаумӗ лартма палӑртнӑ.
Хула влаҫӗ вара вӗренӳ учрежденийӗсене видеотытӑмсемпе малалла тивӗҫтереҫҫӗ. Планпа килӗшӳллӗн 2014 ҫул вӗҫне Шупашкарти учрежденисен 50 проценчӗ видеотытӑмлӑ пулмалла.
«Пирӗн хӑрушлӑхсӑр ача пахчи» программӑна пурнӑҫламашкӑн хула хыснинчен укҫа уйӑрӗҫ. Проекта йышӑнсан вырӑнти тӳре-шаран хурал предприятийӗ шырамалла. Вӑл вырӑнсенчи йӗркешӗн яваплӑ пулӗ.
Ҫул ҫинчи чылай авари ӳсӗр водителе пула сиксе тухать. Кун пирки темен чухлех асӑрхаттараҫҫӗ пулин те хӑшӗ-пӗрин хӑлхине кӗмест. Шупашкарта пулса иртнӗ пӑтӑрмах вара, телее, инкекпе вӗҫленмен.
Ӳсӗр бульдозерҫӑ кабинӑна пӗччен мар, ачапа ларнӑ. Хайхискер Богдан Хмельницкий урамӗпе тротуарпа пынӑ. Бульдозер юпана пырса тӑрӑннӑ, унтан водитель каялла чакса тӗмсем урлӑ ҫул ҫине тухнӑ, кайран каллех тротуар ҫине таврӑннӑ. Ӳсӗр бульдозеритса патруль экипажӗ чарнӑ.
Водительрен эрех шӑрши кӗнӗ. Арҫын малтанах нимӗн те ӗҫменнине ӗнентерме тӑрӑшнӑ. Унтан ирхине 50 грамм эрех ӑша янине пӗлтернӗ. Унӑн мухмӑр пулнӑ-мӗн. Каярахпа кӑнтӑрлахи апатра та эрех ӗҫнине каланӑ. Медицина тӗрӗслевӗ бульдозерист самаях ӳсӗррине палӑртнӑ: 1:4 промилле. Водитель хӑйӗнпе кабинӑра ларакан ача ывӑлӗ пулнине ӑнлантарнӑ.
Миграци службин тимлӗхе пӗр самантлӑха та ҫухатмалла мар ҫав. Ара, урӑх ҫӗршывран килнӗ ҫынсене тӗрӗслесех тӑмалла. Пысӑк хуласенче, уйрӑмах Мускавра, ют халӑх ҫыннисем саккунсӑр майпа пурӑннине, ӗҫленине телекуравпа час-часах курма пулать. Пирӗн республикӑра та ют ҫӗртен килнисем ҫук мар. Ав Тӗп пасарта «Раҫҫее килтӗн тӗк саккунлӑ майпа ӗҫле» тесе ҫырнине темиҫе вырӑнта та вулама пулать.
Нумаях пулмасть Миграци службин Чӑваш Енри управленийӗ 43 студент, Туркменистан ҫыннисем, саккунпа килӗшӳллӗн ӗҫлме ирӗк паракан документсӑр вӑй хунине тупса палӑртнӑ. Вӗсем пурте И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧПУра вӗренеҫҫӗ иккен. Ҫитменнине вӗсенчен 15-шӗ 18 ҫул тултарман.
Туркменистанран Шупашкара вӗренме килнӗ студентсем тирпейлӳҫӗре ӗҫленӗ, ҫурт-йӗрсене юсакаланӑ. Анчах Раҫҫей саккунӗсемпе килӗшӳллӗн ку йӗркене пӑсни шутланать.
Халӗ тытса чарнӑ студентсене 2 пин тенкӗ тӳлеттерме пултарӗҫ. Вӗсене ӗҫпе тивӗҫтерекен ҫыннӑн вара 7 миллион тенкӗ таран кӗсйинчен кӑларса хумалла. Унӑн организацине 1,5 ҫуллӑха ӗҫлеме чарма та пултараҫҫӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ микрорайонӗнче пӗр ҫын патне хура тумлӑ юмӑҫ пынӑ та хайхи ӑна усал вӑйсем пӑсни пирки пӗлтернӗ.
Шупашкар хӗрарӑмӗ ҫынна час ӗненекенсен йышшинчен пулнӑ. Ҫитменнине юнашарти темле палламан хӗрарӑмсем те калаҫӑва хутшӑннӑ. Хайхискерсем юмӑҫа хӑйсене те пӑтӑрмахсенчен хӑтарнӑшӑн тав тунӑ. Вӗсем ултавҫӑпа пӗр майлӑ пулнисемех пулнӑ-тӑр. Юмӑҫ ӑншартнине сирмешкӗн хӗрарӑмран 40 пин ытла тенкӗ илнӗ, хӑйне вара киле ылтӑн эрешсене илме чуптарнӑ. Хӗрарӑм тепӗр сехетрен вырӑна таврӑннӑ, анчах унта юмӑҫӑн шӑрши-марши те пулман. Хур курнӑскер полицейскисене шӑнкӑравланӑ.
ЧР ШӖМӗ ултавҫӑсен ҫакнашкал ӗҫӗсем нумайланнине асӑрхаттарать, ҫынсене асӑрхануллӑ пулма, палламан ҫынсене тата карас телефон ҫине килекен ҫырусене ӗненмелле маррине калать.
Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Нестӗр Янкас поэт ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май Трак енри ял тӑрӑхӗсем хушшинчи Информаципе кану центрӗнче сумлӑ поэта тата Чӑваш Республикинчи Культура ҫулталӑкне халалласа литературӑпа пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Ӑна йӗркелекенӗ — районти Нестӗр Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗ. Уява район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.В.Шестаков та хутшӑнчӗ.
Литература каҫне пӗрлӗх правленийӗн председателӗ Георгий Ефимов-Тусли ҫыравҫӑ уҫрӗ. Вӑл Нестӗр Янкасӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа пама Николай Ершов-Янгер поэта сӑмах пачӗ. Тухса калаҫакан Нестӗр Янкасӑн чӑваш литертуринчи вырӑнӗ, тӑван енре поэтӑн пархатарлӑ ятне упрассипе мӗн-мӗн туни ҫинчен каласа пачӗ. Шупашкарти ентешлӗхпе пӗрле унӑн еткерлӗхне халалланӑ сумлӑ кӗнеке кӑларни, Янкас ялӗнче обществӑлла музей ӗҫлени тата поэтӑн ялӗнчи пӗр урама ун ятне пани, шкулсенче тата районта унӑн пултарулӑхне халалласа вуншар конкурс ирттерни ҫинчен илтме кӑмӑллӑ пулчӗ.
Кун хыҫҫӑн пухӑннисем 2013 ҫулшӑн пӗрлӗх ҫумӗнчи районти Нестӗр Янкас ячӗллӗ Премие парас енӗпе ӗҫленӗ комисси йышӑнӑвне итлерӗҫ.
Шупашкарти Калинин районӗнчи пӗр ҫемье хӑйсен тин ҫуралнӑ хӗрачине хӗллехи Олимп вӑййисене халалласа Олимпиада ят хунӑ.
Администрацин ЗАГС пайӗн пуҫлӑхӗ Галина Краснова каланӑ тӑрӑх, Шупашкарта хӗрачана кунашкал ят пани темиҫе ҫул пулман.
Олимпиада нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Владимирпа Валентина ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӗсен 18 ҫулти ывӑл Мефодий тата 7-ри Анжелика пур.
Олимпиада — хӗрарӑм ячӗ, грек челхинчен куҫарсан «пӗлӗте мухтакан, турӑсене мухтакан» тесе куҫать. Олимпиада ятлӑ пӗрремӗш паллӑ хӗрарӑм — Олимпиада Эпирская. Вӑл Александр Македонскин амӑшӗ. Хӗрарӑм ҫак ята упашкин, Филипп патшан, авалхи Олимп вӑййисенчи ҫӗнтерӗвне халалласа илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |